Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем
И воевахуся пять лет, не оступающи от Казани, и паки хотяши град свой восприяти, не дадуще гражаном русином на дела своя из града исходити, токмо великою силою прогонявше и тако исхожаху на орудия своя, донележе исчезе вся черемиса за беззаконие свое, яко же и владельцы их, уланове и князи и мурзы, острием меча вси поразишася.
«Хусан историиĕ» кĕнекерен
Осматривая сию гору, я долго блуждал по ней: мне напомнила она о минувшей жизни и славе моих единоплсменных народов. Увлеченный этой фантазиею, держа в руке карандаш и бумагу, я сел на развалины укрепления и впал в глубокое размышление.
Спиридон Михайловăн «Ар-Сĕнтĕр тăвĕ» статйинчен
1. Курманăн курас килет
Сарри тарçи Аттеней нимĕн те ăнланмарĕ-ха — ăçта каяççĕ вĕсем каçа хирĕç? Ытти мăрсасем Девлизер ялĕнчен мĕн пур йышпа килелле çул тытрĕç, вĕсене, тăватă çынна, хуçапа ывăлĕ Атăл леш енне каçараççĕ.
Пăрлă сул пĕтсен йăлăмра, хутĕ вырăнта, Саррипе ун çыннисене икĕ юлан ут кĕтсе илчĕç. Аттеней вĕсене çийĕнчех палларĕ — ирхине хăйсенчен уйрăлма пĕлмен Ахматек çĕрпӳ тĕкĕрçисем.
— Хуçăр ăçта сирĕн? — лашине чармасăрах ыйтрĕ тĕкĕрçĕсенчен Сарри.
— Малта. Вăл сире хăваласа çитме хушрĕ, — терĕ вĕсенчен пĕри.
— Кайрăмăр эппин, — чĕлпĕрне кăрт туртрĕ мăрса. Ун учĕ вăрманти çуна çулĕпе малалла тапса сикрĕ. Атапай утне ун хыççăнах хăваларĕ.
«Хĕр пăхма каймаççĕ полĕ те кусем? — çиçрĕ Аттеней пуçĕнче шухăш. — Тупата торшăн, калаçса татăлнă та, Ахматек мăрсапа ывăлне хĕр çораçма ертсе каять. Анчах мăнукĕ, Илтимĕрĕ, ăçта татăлса юлчĕ вĕсенчен? Ăна ма хăйсемпе илмерĕç-ха мăрсапа ывăлĕ? Тата ма питĕ çиллес паян Сарри? Никампа та калаçмасть. Тĕкĕрçĕсене иртенпе пĕр сăмах чĕнмерĕ. Халь те полин этемле пĕлтермеллеччĕ ĕнтĕ, Аттеней, эпир çавăнта çитсе килесшĕн-ха темеллеччĕ».
Тĕкĕрçĕсем урăхларах шутларĕç пулас, Аттеней пĕлет те вĕçкĕнленсе, курнăçланса пире каламасть терĕç.
Утсене чылайччен юрттарсан вĕсем Ахматек юлан учĕсене хăваласа çитрĕç. Халь ĕнтĕ Саррипе ывăлĕ мала, тепĕр çĕрпӳ патне, иртрĕç, тарçăсемпе тĕкĕрçĕсем карталанса хыçалта пычĕç.
Пĕр-пĕрин чĕлхине пĕлменрен мăрсасем тутарла калаçрĕç. Атапай тутарла перкелешет кăна. Çавăнпа вăл калаçăва пĕрре те хутшăнмарĕ, анчах та лешсем мĕн кăшкăрашнине пĕтĕмпе тенĕ пекех ăнкарчĕ.
Ахматек питех те кăмăла кайрĕ Атапая: çӳллĕ, тĕреклĕ, хул пуççийĕсем пĕр чалăш та пулĕ. Лаши мĕнле чăтать-ши ăна йĕнер çинче ларса пынă чух? Çармăссен питĕ паттăр çын пур, упапа тытăçса кĕрешет тесе каларĕç Девлизерти мăрсасем. Çакă пулĕ-ха вăл паттăр этем. Ашшĕ те çинçешке çын мар ĕнтĕ Атапайăн, Тукай та капан пекех тĕреклĕ, ку вара вĕсем пеккине пĕччен виç çынна тăрать.
Темле вăйлă пулсан та кӳрентернĕ ав ăна вырăссем. Çул тăршшĕпе çавсене ылханса пырать. Çапăçура курасчĕ ку çынна тупата. Кĕлте ывăтнă пекех ывăтать пуль вăл хăйне тапăнакан тăшмансене.
Атапай ăшра ашшĕ мĕн тума шутланине ырласа илчĕ: тĕрĕс турĕ ашшĕ Ахматекпа кайма килĕшсе. Кур-ха, вĕсене çĕрсĕр хăварасшăн çĕр çăтман вырăссем. Илтимĕре те чееленсе, ашшĕне кураймасăр, юри илсе юлчĕ Салтыков воевода.
Çав вăхăтрах Атапай кăштах иккĕленчĕ те. Ытти мăрсасенчен нихăшĕ те юласшăн пулмарĕ-çке Салтыкова хирĕç çапăçма. Ма вĕсем пурте ун ашшĕне тапăнчĕç? Хăйсен çакнашкал инкек сиксе тухман, çавăнпа терĕ мăрса ывăлĕ. Ак ана-çаранĕсене туртса илсен урăхларах калаçма тытăнаççĕ вĕсем.
Çул асаплă пулчĕ, юлан утсем пĕр ялта темле хуçа патĕнче çĕр каçнă хыççăн вăрмана шалтан шала кĕчĕç. Утсем самаях ывăнчĕç, анчах Ахматек часах çитетпĕр тесе каламарĕ-ха.
Вырăссем вăрманта пачах тĕл пулмарĕç. Вĕсем кунталла килсе çӳреме шикленеççĕ курăнать. Мĕша патне çитеспе йĕлтĕрпе çармăссем, тутарсем нумай ирте-ирте кайрĕç. Ахматек вĕсемпе çармăсла та, тутарла та калаçрĕ.
— Ав мĕн чухлĕ халăх пуçтарăнать çĕнĕ хулана, — терĕ çармăс мăрси савăнăçлăн. — Çуркуннеччен тем пысăкăш çар пуçтаратпăр. Çав Салтыков воеводăна-и? Вĕрентетпĕр эпир ăна ясак пуçтарма, пирĕн çынсене çакса вĕлерме!
Сарри сисрĕ, ку Ахматекăн кăшт мухтанасси те пур иккен — хăй çитес çĕре çитмен-ха, çуркуннеччен тем пысăкăш çар тăватпăр тесе каппайланать.
Çырма хĕрринчи тутар ялĕнче мăрсасем чи малтан хăйсене кирлĕ çынсене, кунти пăлхавăра ертсе пыракан Янчурапа Элĕке, шыраса тупрĕç. Ку мăрсасене Сарри пĕлет иккен, лешсем те ăна пӳрте кĕнĕ-кĕмен палласа илчĕç.
— Ак хайхи, — терĕ Элĕк Янчурана. — Ту енчен те мăрсасем килме пуçларĕç.
— Эп чăваш турханĕсем хамăр кăна тесе-ха кунта. Пĕчченех-и эс, Сарыев мăрса, е сан хыççăн ыттисем те кĕпĕрленсе килеççĕ-и?
— Ывăлпа иксĕмĕр, — терĕ Сарри. — Тӳрех Сĕве хулинчен, Салтыков воевода патĕнчен килетпĕр. Сирĕн Ахматек ертсе килчĕ пире.
— Апла сан ял çыннисем çук та пуль?
— Çук ĕнтĕ. Эпĕ темиçе тĕкĕрçĕпе кăна тухнă.
— Шел. Ну, ху килни паха. Пĕр мăрса пирĕншĕн çĕр çынна тăрать. Эппин каласа кăтарт-ха, Салтыков мĕн хăтланать унта, Сĕве хулинче?
Сарри мăрсан Сĕве хулинче пулса иртнĕ ĕçсем çинчен, хăйĕн инкекĕ çинчен тĕплĕн каласа пама тиврĕ.
— Каллех сехметлĕ кунсем пуçланчĕç иккен пирĕн халăхшăн, — терĕ ăна итлесе пĕтерсен Элĕк. — Çитмĕл тăватă çын — нумай вăл. Паян çеç пĕлтĕмĕр, Хусанта Горбатый-Шуйский вăтăр тăватă çынна çакса вĕлернĕ.
— Вĕсем те çĕрпӳсем-и?
— Çĕрпӳсем, турхансем, анат çармăс çыннисем, — Элĕк тарăхнипе аллинчи çĕлĕкне вырăн çине печĕ. — Юрĕ, халлĕхе ашкăнччăр-ха май килнĕ чух. Анчах çылăх каçарттарма тивет вĕсен. Эпир пĕтĕмпе шутласа пыратпăр. Ялсенче халăх мĕнле пăтранать, курасчĕ сан! Пĕлетни мĕн чухлĕ çын халь Мĕша тăрăхĕнче? Вунă пине яхăн!
— Килнĕ чух питех курăнмарĕç-çке, — ĕненмен пек пулчĕ Сарри. — Вунă пин çынна пĕр яла мĕнле вырнаçтаран?
— Мĕнле пĕр яла? — терĕ Элĕк. — Ялсем кунта — кăткă пек. Çырма ик айккипех ял. Пуринче те çар тăрать. Çапăçу вăхăтĕнче пытанма çĕр купалатпăр, тарăн шăтăксем тăватпăр. Юр айĕнче пирĕн унта чăн-чăн хула. Анчах эпир Мĕша хĕрринче нумай тытăнса тăрасшăн мар, Сĕве хули патне тухасшăн, Салтыковпа çапăçса пăхасшăн.
— Горбатый-Шуйскипе çыхланасшăн мар апла, малтан Сĕве хулине илесшĕн? Тĕрĕс тăватăр, ку мана килĕшет.
— Хусанпа çапăçма пысăкрах çар кирлĕ, тăванăм. Пире халлĕхе Сĕве те çырлахтарнă пулĕччĕ.
— Сĕве патне те пыма кансĕр унта. Хӳмисем тĕреклĕ. Эп темиçе те пулса курнă, пĕлетĕп.
— Эс хĕлле упа тытнă-и, Сарыев мăрса? — юптарса ыйтрĕ Янчура, халиччен вĕсен калаçăвне пĕр чĕнмесĕр итлесе лараканскер.
— Вăрманта пурăнса мĕнле упа тытмăн, — терĕ Сарри. — Çулла та, хĕлле те тытнă.
— Аса ил-ха ху мĕнле тытнине. Хĕлле упана вăрăм шалчапа йĕкĕлтесе йĕнĕрен кăлараççĕ. Çапла-и? Унтан вăл сан çине тапăнса пынă чух ăна сăнăпа чиксе пăрахаççĕ е пуçĕнчен пуртăпа патлаттараççĕ. Эпир те çапла тăвасшăн.
— Унта сире тупăсемпе кĕтсе тăраççĕ-çке, Янчура тусăм, — çав-çавах иккĕленсе калаçрĕ Сăр тăрăхĕнчен килнĕ мăрса.
— Мĕнле сире? Мĕнле сире? — кĕтмен çĕртен кăшкăрса пăрахрĕ Янчура. — Эс мĕскер, курма килтĕн-и кунта? Пире сутма килтĕн-и е санăн мĕнле те пулин урăх тĕллев пур?
— Эп ывăлăмпа вырăссене хирĕç çапăçма килтĕм, — кашни сăмаха татса каларĕ Сарри. — Сĕве хулине каятăр пулсан ку тата лайăх — эп нимрен ытла Салтыкова хирĕç çапăçасшăн.
— Апла пулсан урлă-пирлĕ ан калаç. Пире те ан тарăхтар, — хăйсем камсем иккенне аса илтерчĕ Янчура.
— Юрĕ, шарламастăп, — терĕ Сарри. — Пирĕн ĕнтĕ пĕр-пĕр çĕре вырнаçасчĕ те пăртак канса илесчĕ. Ытти пирки ыран калаçăпăр.
— Кунта килти мар, Сарри мăрса, — сиввĕн каларĕ Элĕк. — Улпут вырăнĕ хатĕрлемен сире валли. Çĕр пӳрте кайăр та хăвăра валли кĕтес шыраса тупăр.
— Çук, ак кӳршĕ киле кайччăр. Унта халь пĕр пӳлĕмĕ пушă пулмалла, — терĕ Янчура. — Хатĕр тăрăр, ыран е тепĕр кун Мамич-Бердейпе Усеин-Сеит эшкерĕсем çитсен çула тухатпăр.
— Юрĕ, ан çилленĕр, — каçару ыйтнă пек каларĕ Сарри. — Эп тин килнĕ çын-çке-ха, çавăнпа кăшт айванларах калаçрăм пуль. Ĕненĕр, эп таса чунпа килнĕ. Ман чĕрере курайманлăх çунать.
— Эйтуру, ĕненетпĕр ĕнтĕ, Сарри мăрса, ĕненетпĕр. Унсăрăн санпа пуплемен те пулăттăмăр, — ыталаса илчĕ ăна Элĕк. — Ырă пурнăçран килмен ĕнтĕ эпир Мĕша тăрăхне, пире пурне те пĕр херĕп, пĕр инкек пуçтарнă.
— Вăт, ку чăн сăмах. Хусанне каялла тавăрса пулать-и, пулмасть-и, эп ăна халлĕхе шансах пĕтерейместĕп, анчах хамăр вăя кăтартасчĕ пăртак. Вырăссем, çав Салтыков таврашĕсем, ун пекех ан алхасчăр.
— Пăртак мар, ĕмĕр асăнмалăх кăтартатпăр хамăр вăя, — лăпкарĕ ăна çурăмран Элĕк. — Сан сăмах пĕтрĕ-и? Туятăп, пирĕнпе Ахматек калаçасшăн. Икĕ хутчен туртса пăхрĕ ав алăка.
— Калаçăр, калаçăр, — терĕ Сарри. — Пит мереккелле çын пулмалла Ахматек. Çул çинче пуплесе килтĕмĕр те йăлт тĕлĕнтерчĕ пире. Вăл вырăссене мыскара кăтартать-ха.
— Кала, кĕтĕр. Унсăрăн эпир тепĕр яла васкатпăр.
Мăрса пăлхав пуçлăхĕсемпе сăмахланă хушăра ун тĕкĕрçисем картишĕнче ăшă мунчара ларчĕç. Тем çинчен те калаçма хăтланса пăхрĕç вĕсем — сăмах-юмах çыпăçмарĕ. Сăр тăрăхĕнчен килнĕ тĕкĕрçĕсем анат çармăс чĕлхине чухласа каймаççĕ-çке. Çармăссем, чăвашла каласан та, вырăсла каласан та ăнланмастпăр тенĕ пек, пуçĕсене çеç сулкалаççĕ. Аттеней аса илес мар тенĕ çĕртен Иливана аса илчĕ. Тукай тарçи элчĕ пекехчĕ ĕнтĕ, тутарла та, вырăсла та шутсăр ăста çаптаратчĕ.
— Ыйтса пĕлмеллеччĕ, ма килнĕ çак пăлхавçăсем патне Ахматек, çавнашкал çамрăк мăрса? — хăй тĕллĕн кулянса ларчĕ тĕкĕрçĕсенчен чи ватти, Ухантей. — Тата пирĕн ват хуçана ма илсе килчĕ вăл?
— Пĕлместĕн-им, хĕр пăхма, — шӳт тăвасшăн пулчĕ юлташĕ. — Эс çул çинче çапла тесе шутланăччĕ пуль?
— Ара, кам пĕлнĕ-ха? Урăх мĕн тума килмелле кунта, таçти тутар ялне? Тата çулла та мар, хĕлле. Ăсран кайăн çав. Кĕтмен-туман çĕртен темле Мĕша шывĕ хĕррине килсе тухрăмăр. Мĕнле сăмах вăл, Мĕша? Тутарсем ят панă-и ăна, çармăссем-и?
— Ыйт, ма ыйтмастăн? — терĕ каллех юлташĕ.
— Хăш-пĕр сăмахсене хăйсем пирĕн пекех калаççĕ. Эп илтрĕм паçăр, пĕри яшка терĕ. Шулĕ тени сĕлĕ тени пулчĕ-тĕр ĕнтĕ.
— Пур, пур, пирĕн сăмахсем пур вĕсен. Эп те хула тата халăх тенине илтсе юлтăм.
Хăйсен чĕлхи пирки калаçнине сиснĕрен-тĕр, çармăссем вĕсем çине кулса пăхрĕç.
— Яшка, халăх, шĕлĕ, — терĕ пĕри.
— Ав ăнланаççĕ вĕсем пире. Чĕлхи икĕ тĕрлĕ те сав, терчĕ пĕр пекех. Пире илсе килнĕ пек, асап кăтартма илсе килнĕ вĕсене Ахматек, — чарăнасшăн пулмарĕ Ухантей. — Тамăка илсе килсе янă.
— Ахматек, тамăк, ия, ия, — хăй пĕтĕмпе ăнланнине пĕлтерчĕ ватăрах çармăсĕ.
— Мĕша, Мĕша — кирлĕ мар, — аллисене сулкаларĕ çамрăк тĕкĕрçи те.
Сарри çыннисене нимрен ытла Аттеней чĕмсĕр ларни тарăхтарчĕ. Вĕсем ăна куçпа çирĕç çеç.
— Çак этем пĕлнĕ ĕнтĕ, анчах пире каламан, — ура айĕнчи çĕмрĕк алтăра юри ун еннелле тапрĕ Ухантей..
— Тупата туршăн, тытатпăр та хĕнетпĕр ăна, мăрса тарçине! — терĕ юлташĕ. — Ма пиртен пытарать вăл? Мăрсана юрас тесе-и?
— Эсир мана пĕлнĕ тесе шотлатăр-и? — ирĕксĕрех калаçăва хутшăнмалла пулчĕ Аттенейĕн. — Ак алла çăкăр тытса топа тăватăп: пĕлмен эпĕ. Мăрса та, ывăлĕ те пĕр сăмах та каламан мана.
— Чике тăршшĕ лартрĕç апла пире, — Аттеней суйманнине ĕненчĕ Ухантей. — Темле пăлхавçăсем патне илсе килчĕç. Пирĕн енчисем çук та пулĕ-ха кунта...
— Çук, паллах. Пирĕннисем пурте килелле тухса кайрĕç-иç.
— Чимĕр-ха, ачсем, Сарри Сĕве холинчи тӳре-шарапа вăрçса кайман-и? — хăйĕн пуçне килсе кĕнĕ шухăша пĕлтерчĕ Аттеней. — Эп Сĕве холинчех темскер сиснĕ пек полтăм. Атапайĕнчен ыйтса пăхрăм — сан пĕлмесен те юрать тесе хучĕ. Тупата торшăн, мăрса леш ватă вайпутпа вăрçса кайнă. Илтимĕре те хăйсем хăвармарĕç пек тойăнать мана. Ăна ашшĕшĕн тытса юлчĕç корăнать.
— Тен, çапла пуль, шуйттан пĕлет мăрсасенне! — ни майлă, ни хирĕç калаймарĕç тĕкĕрçĕсем.
— Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн кунтан часрах тапса сикес пулать, ачсем, — терĕ Ухантей.
— Тарма та хăрамалла: эпир тăваттăн ăçта кайма пĕлĕпĕр?
— Хамăр енчисене топма тăрăшмалла, тăвансем, — ăс пачĕ Аттеней. — Чăвашсем пурах ĕнтĕ конта, Сăр тăрăхĕнчен мар полсан та ытти çĕртен килнĕ.
Вĕсем çапла турĕç те — ялан хăйсен енчен килнĕ тĕкĕрçĕсене шырарĕç. Пĕр ушкăна пыраççĕ — итлесе тăраççĕ, тепĕр ушкăна пыраççĕ — итлесе тăраççĕ. Шыракан тупать тенĕ пек, Сарри çыннисем те чăвашсене тупрĕç-тупрĕçех. Сĕве тăрăхĕнчен темиçе мăрса пысăк йышпах тухса килнĕ иккен. Ку мăрсасен çĕрĕсене служилăй çынсем валли касса илнĕ, хăйсене эсир халăха вырăссене хирĕç кĕрешме чĕнетĕр тесе ярлыксăр тăратса хăварнă.
Ар енчен, Хусан шывĕ тăрăхĕнчен килнĕ чăвашсене те сахал мар тĕл пулчĕç тĕкĕрçĕсем. Кунти чи чаплă мăрсасем, Янчурапа Элĕк, çавсен хуçисем-мĕн. Вĕсен пăтăрмахĕ урăхларах: ик эрне каялла чăваш ялĕнче ясак пуçтаракан икĕ çынна, Иван Скуратовпа Мисюра Лихорева, сенĕкпе чиксе пăрахнă. Ялти вăй питти арçынсем куншăн вырăссем вăйлă тавăрассине пĕлсе учĕсене утланса Мĕша хĕррине килнĕ. Ялĕсене мăрсасен çурчĕ-мĕнĕпех çунтарса янă имĕш.
Анат çармăссемпе тутарсем пит йышлă пулнăран тĕкĕрçĕсем вĕсем пирки те сахал мар ыйтса пĕлчĕç. Вĕсен те кашнин хăйне евĕрлĕ инкек: пĕри Хусаншăн çапăçнă вăхăтра Япанча çарĕнче пулнă та халь киле таврăнма хăрать, тепри килсĕр-мĕнсĕр, тăван-пĕтенсĕр тăрса юлнă, ун ниçта каймалли çук, тата тепри вырăнти тӳре-шарапа тытăçса ӳкнĕ, вара тытса хупасран е çакса вĕлересрен хăраса тухса тарнă.
Анат çармăссемпе Чулман Атăл тутарĕсем вырăс патшипе воеводăна нимрен ытла ясакшăн тарăхнă: ырă кăмăлпа Хусана кайса тупа тунă пулсан та лешсем вĕсене нимле çăмăллăх та паман, Хусана илнĕ-илмен унти халăхран хырçă-куланай ыйтма тапратнă. Тупа тунă хыççăн шертнăй грамота тыттарнă чухне хырçă-куланай эсир ĕлĕк Хусан ханĕсене тӳленĕ чухлĕ тӳлетĕр тесе шантарнă, илессе вара чылай ытларах илнĕ, вырăнти халăх валли халиччен пулман тĕрлĕ хырçă-марçă шутласа кăларнă.
— Юрĕ, ыттисене кӳрентернĕ тейĕпĕр, — яланхи йăлипе каллех хăй тĕллĕн калаçрĕ Ухантей. — Вĕсен килме сăлтав пулнă. Пирĕн Сарри мăрса мĕн сулланса çӳрет çавсен хушшинче? Пирĕн ялта çын вĕлермен, мăрса çĕрне туртса илмен, ясак пуçтарни те сисĕнместчĕ-ха. Ăна хĕл кунĕнчех симĕс шăна çыртрĕ-им, эсреле? Ывăлне мĕн кирлĕ пулчĕ тата, леш вĕçкĕн Атапая?
— Мăрса çĕрне мăнастир валли касса илеççĕ тесе хăратнă тет, — ăнлантарчĕ Аттеней, ăна-кăна юлташĕсенчен ытларах пĕлекенскер. — Хосантан таврăнсан Кăрмăш вайпучĕ патне кĕрсе тохрĕç мăрсасам. Вăл темскер каланă поль. Çавăн хыççăн лăпланаймасть пэрн хоçа.
— Эппин çапăçчăр ывăлĕпе иккĕш. Вĕсене ана-çаран нумай кирлĕ, — терĕ Ухантей. — Мана ят çĕрĕ пулсан çитет. Кунта Ухантее никам та ят çĕрĕ парас çук. Апла пулсан ман кунта ĕçĕм те çук.
— Курманăн курас килет тенĕ, çавна пĕлместĕр-им?
— Курнин тарас килет тенĕ.
— Хăй куртăр-ха, унăн ĕнси хулăн. Пире ма çапла терт кăтартса çӳрет вăл, эсрел этемми?
Кун пек калаçусем тĕкĕрçсем хушшинче час-часах пулса иртрĕç. Анчах ĕç калаçуран инçе каймарĕ. Мăрсаран мĕн те пулин ыйтма е ăна чĕре çывăхĕнчи сăмаха калама вĕсем хăюлăх çитереймерĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...