Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ырӑ кӳршӗ
— Ыйтăр, пуç çапăр, эп чармастăп! — ахăрчĕ ашшĕ. — Магмет, мĕн хĕрелсе ларатăн эсĕ? Чĕркуçлен часрах! Вилнĕ çынна асăнасси те, туйĕ те çакăнта пултăр кĕçĕр...
Магмет, хăйне такам çурăмран тĕртнĕ евĕр, ура çипе сиксе тăчĕ, Нухрат енне çаврăнчĕ те ăна алăран çатăртаттарса тытрĕ.
— Мĕнле, Нухрат? — терĕ вăл. — Кĕтмен çĕртен пулчĕ ку, çапах та пил ыйтмастпăр-и иксĕмĕр? Эс хирĕç мар-и?
— Пĕлместĕп, —терĕ Нухрат хĕр пек вăтанса.
— Атя ыйтатпăр.
Нухратăн шухăшласа тăма вăхăт пулмарĕ. Вĕсем Тукай умне чĕркуçленчĕç. Тукай вĕсене ваттисен сăмахĕсемпе пиллерĕ те ура çине тăма хушрĕ. Алтăрсене хăех тултарчĕ.
— Эппин, телейлĕ пулăр. Чипер пурăнăр унта. Хусан леш енче. Туйне эпир Чураппапа пырсан тăвăпăр. Çапла-и, Магмет? — ыйтрĕ вăл.
— Юрĕ, Тукай мăрса, — терĕ Магмет, телейлĕ пит-куçпа çиçсе лараканскер. — Мĕнле чĕнмелле ĕнтĕ сана малашне — хуньăм темелле-и?
— Тукай мăрса мар ĕнтĕ, хуньăм тес пулать — вĕрентрĕ Нухрат ашшĕ. — Эс ман кĕрӳ пулатăн. Çитет, миçе çул мăрсасем тесе чĕнтĕмĕр пĕр-пĕрне.
— Ну, сан сывлăхушăн, кĕрӳ.
— Сан сывлăхушăн, хуньăм.
Ĕненчĕ те, ĕненмерĕ те ку сăмахсене Нухрат. Ăна халь пулса иртни пĕтĕмпех чăн япала пек мар, темле тĕлĕк пек туйăнчĕ. Тем тесен те ăна мар, пачах урăх хĕрарăма, урăх хĕр ачана качча пачĕç кĕçĕр, ашшĕ ăна мар, урăххине пиллерĕ. Шухăшпа тăлăх арăм ĕлĕкхи, хăй тахçанах хăнăхнă пурнăçран уйрăлман-ха. Çак йăрă этем, çинçешке те çӳллĕ Магмет ун упăшки пулса тăчĕ-и? Çук, çук. Ун упăшки — капан пек тĕреклĕ, утнă чух аран-аран йăраланса пыракан Пикпулат-çке. Нухрата пурте Сарри кинĕ теççĕ, виçĕ çул ĕнтĕ вăл унăн вăрçăра çухалнă ывăлне кĕтет. Сарри кинĕ кашни виçĕ уйăхра кунта килкелесе каять, мĕншĕн тесен амăшĕ, Чураппа, чирпе аптраканскер, упăшки патне пачах çӳрейми пулчĕ. Чăнах ĕнтĕ, ашшĕ патне Нухрат ăна пăхассишĕн кăна мар, пуринчен ытла хăйĕн тӳррине курассишĕн килет, анчах ку вăл ун пурнăçне улăштарма пултараймасть. Пурĕ пĕр вăл Пикпулат арăмĕ.
Мăрсасем виççĕш те ӳсĕр ĕнтĕ, вĕсем пĕр-пĕринпе ыталашса çеç лараççĕ. Хутран-ситрен пĕр-пĕрне чуп туса илеççĕ. Арçын чуп тума тытăнсан пĕл вара — ӳсĕр. Нухрат нимрен ытла ашшĕ йĕркерен тухса урса каясран хăрать. Килте те ӳсĕр чухне амăшĕ нимпе те тытса чараймастчĕ ăна. Тепĕр чух ним тăвайман енне тарçăсене чĕнсе илсе çыхса пăрахатчĕç. Унсăрăн пĕрре çĕмĕрмесĕр-ватмасăр пĕр япала хăвармастчĕ. Халь ун пекех исленмен-ха вăл, çапах ытлашши хăлаçланать ĕнтĕ. Макăра-макăра вĕçĕмсĕр çухăрашать:
— Эсир каятăр, эсир иксĕр те каятăр, эсрел çурисем! Сирĕн пурнăç мĕн вăл — сунара çӳре те ясак пуçтар. Тата арăм çумĕнче иртĕхсе вырт. Манăн ак кунта пĕччен юлас пулать. Эпĕ миçе çул, кашкăр пек, çеçен хирте пурăнатăп. Мĕн пĕлетĕн эс, хăта, çеçен хирти пурнăçа? Ыйт ак Магметран, ман кĕрӳрен, мĕнле тамăк кунта, хир енче. Юри чикрĕ мана Булат Ширин çак тамăка, кураймасăр турĕ. Халь ниçта та куçармасть. Атăл тăрăхĕнчи ялсене те каялла памасть. Таратăп эпĕ кунтан, тăвансем, тухса таратăп. Манăн хиртек пулас килмест. Манăн çав вăрă-хурах нухайсемпе çапăçас килмест. Йăлăхтарчĕ. Ывăнтăм çапăçса.
Магмет ăна ялан тем калама тăрать, анчах лешĕ итлемест. Унăн калаçмалла. Унăн кама та пулин вăрçмалла. Çĕрĕпе çуйăхать ĕнтĕ кĕçĕр, ыттисене те çывăрма памасть.
Магмечĕ çапах та хăйне кура тĕреклĕ, пĕрре те тайкаланмасть, тăнне те çухатмасть. Нумай ĕçрĕ, çапах та ваттисем пек чӳпĕкленсе каймарĕ.
Нухрат ун çине пĕрремĕш хут арăм куçĕпе пăхать. Мĕнле упăшка пулать-ши ĕнтĕ вăл, халиччен хире-хирĕç тăрса калаçма вăтаннă каччă? Йĕркеллĕ, сăпай, ĕренкеллĕ этем-ши вăл е çăтăлти-çатăлти, хăлăхсăр та чăртмах, какрашка та вĕçкĕн çын-ши? Малтан пăхсан ун пек туйăнмасть хăй, чипер ăслă-пуçлă çын пекех туйăнать. Кам пĕлет авланса курман çынна тет Нухрат, каччă чухне вĕсем пурте кунĕ те нисĕплĕ, йăл-йăл кулкаласа кăна тăраççĕ, кайран пăхатăн та — унран тискер этем те çук. Юрĕ-çке тет мăрса хĕрĕ, Пикпулат пек вушар этем çеç ан пултăр, ун пек кĕтĕк ăслă çынпа пурăнма кансĕр.
Хуньăш пит шавланăран-ши, Магмет Нухрат пуррипе çуккине те манса кайнă, ун çине теплере пĕрре çеç пăхса илет. Сăра ăсма пĕрле тухмасть ĕнтĕ вăл, хуçа пек, ăсса кĕнине çеç тултарса ларать.
Апла ырантан тепĕр кун Нухратăн унпа Арск патне тухса каймалла. Хăнана мар, яланлăхах. Пĕлет вăл вырăна мăрса хĕрĕ, Казанка шывĕ хĕрринче хитре çĕрте ларать Арск хули. Йĕри-тавра чăвашсем. Темшĕн-çке вĕсем хăйсене чăваш темеççĕ, пăлхарсем теççĕ. Аякка — Пилерпе Пăлхар хушшине хăнана çӳреççĕ, унта вĕсен тăванĕсем нумай.
Нухрат Хусан хыçне кайма хавас. Хан ялĕсем йышлă Арск патнелле — пуян ялсем. Магмет Беззубовăн ашшĕ çавăнта мăрса пулнă теççĕ. Кайран ăна, Нухрат ашшĕне илсе килнĕ пекех, хир енне илсе килнĕ. Пĕр çапăçура нухайсем те вĕлернĕ ăна, те тыткăна илсе кайнă. Çапах та унăн Арск патĕнчи çĕрĕсене туртса илмен хан, ывăлне ярлыксăр хăварман. Хусан патши хăйĕншĕн пуçне хунă мăрсасене манмасть. Ак Магмета та чипер ĕçех парĕ-ха Арск таврашĕнче, ятсăр-шывсăр çын тумĕ. Нухрат упăшкипе пĕрле Хусана хăнана çӳреме пуçлĕ. Чаплă çынсем — княçсем, улансем йышăнĕç вĕсене. Кашни çул вĕсем Казанка хĕррине сапантуя кайĕç. Нухрат чаплă тумланса саркаланса çеç çӳрĕ. Ун çине пурте ăмсанса пăхĕç. «Курăр, çав хитри, йăрăс пулли Тукай мăрса хĕрĕ вăл, Магмет Беззубов арăмĕ», — тейĕç.
Эппин, кĕçĕр ăна ашшĕ пиллени чăн пулчĕ, тĕлĕк мар. Эппин, унпа юнашар упăшкиех ларать, ют çын мар. Тĕрĕсрех каласан, пулас упăшки. Кăшт сим пыл тутанса пăхнăран-тăр, Нухрат нимĕн те ăнланмасть. Чĕрере те канлĕх çук. Темшĕн йăшкать, йăшкать чĕре. Темле инкек пуласса систермест-ши вăл?
4. Вăрçă йĕрĕпе
Ятламас Атăл хĕррине Юмансар тĕлĕнчен мар, чылай анатран Криуш леш енчен тухрĕ. Ăна, инçе çула кай-ма пуçтарăннă çынна, çĕр выртнă ялтах асăрхаттарчĕç, мăн çулпа вĕçĕмсĕр çар анать, пырса çакланмалли çук, ним ыйтса тăмасăрах тытса хупаççĕ терĕç. Ватă хусах палламан-туман çынсене хăйĕн паттăрлăхне кăтартма шутларĕ пулмалла, хупсан хупаççĕ, хам ăраскалтан иртме çук терĕ те пушанма пуçланă хутаçне çурăм хыçне çакса мăн çул еннелле утрĕ.
Асăрханса пыраканскер, вăл ниçта та çын куçĕ умне курăнмарĕ. Мăн çул урлă утса мар, чупса каçрĕ. Тавçăрса тăчĕ — тепĕр пилĕк çухрăм кайсан пысăк ял пулмалла, тĕттĕм пуличчен çавăнта çитсе ӳкмелле Ятламасăн. Пахчасен хыçне тухсан пĕр карчăкран ыйтса пĕлчĕ — ялта нимле çар та çук. Карчăк хăй çĕр каçма кĕртесшĕн пулмарĕ, кил-йыш пысăкки çине печĕ, анчах ырă кăмăллă пулса тепĕр карчăк пирки сăмах хушса хума ӳркенмерĕ.
— Ав çав çĕр пӳртре пĕччен хĕрарăм пурăнать, çавăнта çитсе пăх, — терĕ.
Уншăн та тавах ăна, çын кăтартса янă пӳрт алăкне хăюллăнрах пырса шаккатăн. Анчах хальхинче хăюллăн пырса шаккани те пулăшмарĕ.
— Çук, çук, кĕртместĕп, — терĕ хĕрарăм. — Хăратăп эп арçынсенчен. Тем курса ларасси пур иртен-çӳренпе. Урăххисем патне кай, арçын пуррисем ярĕç...
Тем пек ӳкĕтлесен те, çур шăрттан пама пулсан та пӳрт алăкне уçмарĕ карчăк. Ятламасăн ирĕксĕрех урам тăрăх малалла утмалла пулчĕ. Пилĕк çĕре çитрĕ ват хусах, ăна ниçта йышăнмарĕç. Тарăхса çитнĕ çул çӳрен каллех малтанхи çĕр пӳрт патне таврăнчĕ. Çумăр айĕнче тăрса тархасласа ыйтрĕ вăл карчăкран, шăрттан пирки тепре аса илтерчĕ, анчах усси пулмарĕ. Халĕ ĕнтĕ карчăк унпа калаçмарĕ те, уттар, уттар хăвăн çулупа терĕ те шăпăрт пулчĕ.
Ятламас, мĕнле те пулин хӳтлĕх тупма май пулмĕ-ши тесе, пахчаналла кайрĕ. Чăнах, çумăр анман вырăн тупăнчĕ ун валли, ывăннă çын, самаях йĕпеннĕскер, çатан карса тунă арпалăха кĕрсе выртрĕ. Ăшăнасси пулмарĕ унăн, çапах куçа хупса тĕлĕрме тытăннăччĕ ĕнтĕ, çав вăхăтра арпалăх умне темле ăнăçсăр йытă килсе тăрăнчĕ. Сиксе вĕрчĕ вăл ют çын çине, темле хăваласан та каймарĕ. Ун сассине илтсе пӳртрен кил хуçийĕ тухрĕ. Тата пĕччен те мар, иккĕн хăй, пуçтах çул çӳрене хăвалама кӳршĕ арçыннине илсе килнĕ.
— Итле-ха, ырă çыннăм, — терĕ кӳршĕ арçынни. — Ма кĕрсе выртнă эсĕ ют арпалăха? Тух халех. Унсăрăн эпир сана староста патне леçетпĕр.
Ятламасăн ăшă вырăнтан тăрса тухма лекрĕ. Вăл кил хуçи хĕрарăмĕнчен каçару ыйтрĕ, кулянса хăйне никам та çĕр выртма яманни çинчен каласа кăтартрĕ.
— Ма килнĕ эсĕ пирĕн яла? Ма кунта çĕр каçмалла пулнă санăн? — тĕпчерĕ каллех леш арçынни.
Ятламас пĕтĕмпех ăнлантарса пачĕ.
— Атăл хĕрринчи ялта çĕр каçма кĕртмеççĕ, çавна пĕл ӳлĕмрен. Кунта пин çын иртет пулĕ те, пурне те кĕртес пулсан йĕмсĕр тăрса юлăн. Ахаль те ялан çаратаççĕ, хурах пусни те илтĕнкелет.
Йытти вĕрме чарăнчĕ. Хĕрарăмпа арçын Ятламаса пахчаран урамалла илсе тухрĕç. Кĕçĕр арпалăхра та пулин çĕр каçас шанчăк пĕтрĕ.
— Ху хăш ял пултăн вара? — терĕ хĕрарăм, халиччен çăвар уçса пĕр сăмах каламанскер.
— Эп хам та Атăл хĕрринчи ялтанах, — терĕ Ятламас — Юмансарсем. Илтнĕ-и ун пек яла? Кунтан кăшт тăвалларах.
— Илтессе илтнĕ, — хуравларĕ арçынни, — анчах вăл тахçанах пĕтнĕ-çке. Вырăнĕ çеç тăрса юлнă Юмансарăн. Апла эс юмансарсем мар, суятăн кăштах...
— Суймастăп. Эпир вăрмана куçса ларнă. Тукай ялĕсем эпĕ, — ĕнентересшĕн пулчĕ Ятламас.
— Пăхма ватă эсĕ, сухаллă çын, сассунтан илсен ватă пек те мар. Мĕн, чӳпĕкрен туса ямарăн пулĕ-çке сухална?
— Çулпа та ватă. Ĕненмесен туртса пăхăр ара сухалран. Чӳпĕкрен-и, чӳпĕкрен мар-и?
— Юмансарта кама пĕлетĕн? Кала-ха эппин.
— Ялĕпе пĕлетĕп, — терĕ Ятламас — Йĕркипе каласа тухма пултаратăп: Тукай мăрса, Урасмет — Кривĕшри хаким, Пикпав, Иштерек, Яхуте...
— Ĕненме пулать, — терĕ арçынни. — Юмансарсемех пулмалла. Çывăртăр пĕр каçлăха арпалăхра, Велиме. Хăйĕнпе пĕрле илсе каяс çук вăл ăна. Çĕр хута ăçта хăвалăн çул çӳрене?
— Хăратăп, — терĕ Велиме текенни.
— Мĕн хăрамалли? Пӳрт алăкне питĕр. Эс — шалта, вăл — тулта. Пӳртне ишме тытăнсан хурах кăшкăр.
Хĕрарăм ӳкĕте кĕчĕ. Шикленсе пулин те çынсем çывăрма саланчĕç. Ятламас арпалăха таврăнчĕ те кĕтесре пĕр купа улăм шыраса тупрĕ, сысна çури пек, ун ăшне чăмрĕ.
Ирхине ăна кил хуçи хĕрарăмĕ вăратрĕ.
— Кун шăрăхланса пырать, хĕвел çӳле хăпарнă, — терĕ вăл. — Эс тăма васкамастăн курăнать.
— Халех тăратăп, — хуравларĕ шалтан Ятламас. — Ай-уй, аяк пĕрчи ыратать! Çĕр туртнă пулмалла мана...
Çӳçĕ-сухалĕ таран арпа айне пулнă старике курсан Велиме чăтаймасăр кулса ячĕ.
— Ай, тамаша! Эсĕ кун пек мана арпасăр хăваратăн-иç! Сухалу çумнех пĕр пăт çыпçăннă.
— Халех тасататăп, — терĕ Ятламас. — Сухал çинче арпа пулни пуçра арпа пулниех мар-ха вăл. Пуçра хывăхланма тапратсан вара... пурăнма кансĕртерех.
— Ватăлатпăр ĕнтĕ, хывăхланма та вăхăт, — терĕ хĕрарăм.
Ятламас пуçласа ăна пит-куçран пăхса илчĕ.
Куçĕсем самаях чĕрĕ хĕрарăмăн, сăнран вăл пĕрре те ватă мар, анчах тутăрне темшĕн куç çине антарса çыхнă, тумланасса та ват çынла ланчашкарах тумланнă.
— Эсĕ чирлеместĕн пулĕ-çке? — кăсăкланса ыйтрĕ Ятламас.
— Ма ун пек калатăн? — терĕ хĕрарăм.
— Ахалех. Пит-куçна пытаратăн та çынсенчен...
— Эс ху ма ӳстерсе ятăн сухална? Ху питĕ ватă-и вара эс?
— Ватă. Çитмĕле пуснă, — терĕ Ятламас.
— Эп çитмĕл пĕррене пуснă. Санран аслăрах.
— Куратăп.
— Курсан юрать.
— Апла эпир иксĕмĕр пĕр пусăмри çынсемех пуль?
— Тен, пулĕ те.
— Шăпасем те пĕр пек мар-ши пирĕн, йăмăкăм?
— Йăмăку мар, аппу пулатăп.
— Темĕн-çке.
— Эс апат çинĕ-и? Вĕри шыв илсе тухса парас мар-и сана? — сăмаха урăх çĕрелле пăрчĕ Велиме.
— Тем пекчĕ. Эп сана шăрттанпа хăналанă пулăттăм. Хĕрарăм кăнтăр кунĕнче хăраса тăмарĕ, шыв ярса тăрса питне çутарнă хыççăн çул çӳрекене пӳртнех илсе кĕчĕ. Ятламаспа апат çиме лармарĕ вăл, шăрттанне те тутанса пăхмарĕ, анчах калаçасса кăмăллăн калаçрĕ.
— Эпĕ сана улталать тесе, — юрланă пек тухрĕ ун сасси. — Ĕнер мана шăрттан пур тесе илĕртет. Мана шăрттан кирлĕ-и-ха унта, эп йăлтах чĕтрене ернĕ. Илтетĕп, арпалăх патĕнче йытă вĕрет, тухма хал çитмест. Çапах та йăпшăнса тухрăм пӳртрен, кӳршĕсем патне чупрăм...
— Ăна пĕлнĕ пулсан вăрмантах çĕр пӳрт шырамаллаччĕ манăн, çавăнтах çĕр каçмаллаччĕ, — терĕ Ятламас. — Питĕ хăравçă сирĕн ял çыннисем, нимпе те кĕртесшĕн мар. Арçынсем те кĕртмерĕç ĕнер. Эп хам пулсан хăваласа ярас çук кам та пулин килсе шаккасан.
— Эх, ырă çыннăм! — терĕ хĕрарăм. — Вăрçă вăхăчĕ-çке халь. Нумай пулмасть тутарсем çĕр çĕмĕрсе иртрĕç пирĕн ялсемпе, çавăнтах вырăссем хăваласа килчĕç вĕсене. Мĕн кăна пулса иртмерĕ пулĕ таврара. Каçпа тухатăн та, çӳç-пуç вирелле тăрать — унта ял çунать, кунта ял çунать, унта хурах кăшкăраççĕ, кунта хурах кăшкăраççĕ. Çынна çывăрма кĕртме терĕн-ха. Кăнтăрла та питĕрĕнсе ларатпăр.
— Çавăнпа карчăкла тумлантăр-и пурте? — шӳтлесе пăхрĕ Ятламас.
Хĕрарăм ун сăмахне илтсен кăмăлсăр пулчĕ.
— Сан куçу ытла витĕр. Çул çӳрекенĕн пурне те курмасан та юрать пулĕ.
— Куçа ăна курма тунă та-ха...
— Эп кăна мар, пурте çапла çӳреççĕ, — чăртмахрах сасăпа тавăрчĕ хĕрарăм. — Халь, хамăр енчи çын тенĕрен, санран хăрамарăм-ха. Ытти чухне питсене юри хăрăмпа сăрласа яма лекет. Çав тери пуçтах хăтланаççĕ арçынсем. Яла çар килсен — тух та тар вăрманалла. Мана кунашкал тумланнăшăн çылăх мар, упăшка пуррисем те карчăкла çӳреççĕ пирĕн ялта.
— Апла эпĕ хĕр тупаймастăп та пуль кунта?
— Çук, тупаймастăн. Хĕр терĕ-ха, ку сухалпа инке арăм тупсан та тем пекчĕ.
— Вăл та тĕрĕс.
— Питĕ инçе каятăп терĕн-и-ха эсĕ?
— Хусан патнех çитетĕп. Темиçе кун утмалла-ха манăн.
— Темле херĕп хăвалать ĕнтĕ сана унта çитиччен?
— Çитмен пурнăç хăвалать. Телейĕм тухса ӳкнĕ хутаçран, çавна шыраса каятăп.
— Тупăн-ши? Эп курман ăна, телей тенине. Мĕн тĕслĕ-ши вăл?
— Эп те курман, Велиме.
— Ята астуса юлтăн çапах?
— Астуса юлтăм. Эс ман шăрттана тутанса пăх-ха, Велиме. Ан тирке. Сан пек ырă кăмăллă хĕрарăмах тунă ăна.
— Çук, çук, — терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. — Инçе каймалла-ха санăн. Ху та выçăпа касăлăн. Аннӳ парса ячĕ-и-ха ăна?
Кунта вара Ятламасăн умĕнчи шăрттан хутаçа мĕнле çакланни çинчен çеç мар, хăйĕн пурнăçĕнчи ытти пăтăрмахлă ĕçсем çинчен те тĕплĕрех каласа памалла пулчĕ. Хĕрарăм ăна сывламасăр тенĕ пек, чунтан тимсĕлсе итлерĕ, вăл каланă хушăра темиçе хутчен хыттăнах ахлата-ахлата илчĕ.
— Тертне-асапне нумай тӳснĕ эс, — терĕ вăл кĕтмен çĕртен юхса аннă куççульне пытарма тăрăшса. — Нумай курнă хурапа шурра. Çапах сухалунта, çуçӳнте кăвакарнă пĕрчĕ курăнмасть хăвăн. Çулусем нумаях мар пулмалла-ха. Хĕрĕхе çитнĕ-и элле?
— Хĕрĕхе çитнĕрен хĕр шыратăп та, — терĕ Ятламас. — Аллă урлă каçсан, алла патак тытсан арăм илмелли çеç юлать.
Кил хуçи арăмĕ шут тунине хальхинче те йышăнмарĕ. Çапах та тӳрлетем пек туса тутăрне çамки çинчен çулерех хăпартрĕ, сасартăк çамрăкланса кайрĕ.
— Ай-уй, талпас этемсем те эпир санпа иксĕмĕр! — терĕ вăл кăрăнтăк карнă чӳрече витĕр пăхса. — Мĕн вăхăтчен сăмах шĕкĕлчесе лартăмăр паян. — Кăнтăрла та инçе мар пуль. Çитĕ ĕнтĕ, кӳршĕсем курсан тем калĕç тата...
Ку Ятламасăн тухса кайма вăхăт çитнине пĕлтерчĕ.
— Мĕнле тав тăвас ĕнтĕ сана, Велиме? — терĕ вăл апат юлашкисене хутаçа чиксе. — Шăрттан илмерĕн...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...