Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Мускав ҫулӗ
— Аякра, — терĕ Северьян. — Сĕм вăрманта.
— Тухма шутламаççĕ апла?
— Çук. Унта вĕсем çурт лартнă. Юрласа кăна пурăнаççĕ.
— Илсе кил. Эп вĕсене юрлаттаратăп…
— Пĕлместĕп-ха, Тукай мăрса, те килеççĕ вĕсем, те килмеççĕ… Каласа пăхăп.
— Килеç. Ăçта кайччăр вĕсем тăван ялĕнчен! Пит кутăнлансан систер: Тукай мăрса сире ытлашши нимех те тумастăп тесе каларĕ те. Пĕр хут тирне кăна сĕветĕп тесе шантарчĕ те. Юрать-и?
— Юрать, Тукай мăрса. Сан шутпа, вĕсен тирĕ темиçе хутлă-им вара?
Хăй те туйрĕ Северьян, ку ыйту ытлашши пулчĕ, анчах каламасăр чăтаймарĕ.
— Сирĕн ӳт çинче пурин те темиçе хут тир, — тарăхса сăмахларĕ Тукай. — Пĕрне сĕветĕн — тепри тата хулăнрах. Ак сана саламатпа та çаптартăм, нӳхрепре те лартрăм, эс пур пĕрех манпа çапла калаçатăн. Асту, тупата, тепре хупса лартатăп! Сан хăюлăху пĕрре те кăмăла каймасть мана!
— Çук, ан хуп, — хăрамасăр тавăрчĕ Северьян. — Халь ман ĕç нумай. Лашусене таканламалла, тимĕр тăлăсем тумалла. Ял çыннисем те тем те пĕр йăтса пырса тултарчĕç.
— Манăнне пĕтермесĕр вĕсенне ан тытăн, — тимĕрçĕ патĕнчен пăрăнса кайнăскер, тĕпелтен хуравларĕ мăрса.
— Эппин, лашусене таканласа пĕтеретĕп те пĕр-ик кунлăха вăрмана каятăп? — сăмаха вĕçлеме васкарĕ тимĕрçĕ.
— Пĕр-ик кун кирлĕ пулать-и сана? Çавăн пекех аякра-и вăл путсĕрсем?
— Аякра, Тукай мăрса.
— Илсе кил часрах. Халь кайма пултаратăн.
Северьяна хăвалама кирлĕ пулмарĕ, вăл хăй те ĕнтĕ кунтан часрах тухса тарасси çинчен çеç шутларĕ. Тимĕрçĕ хăйĕн тусĕсем пирки кун пек çăмăллăн калаçса татăлассине кĕтменччĕ, вăл Тукай мăрса таркăнсем çинчен илтсенех урса кайса ăна тӳрех хупса лартать пулĕ тесе шутланăччĕ. Халĕ Северьян пĕлет ĕнтĕ: вăл мăрсана кирлĕ çын, мăрса ăна Хусана та, ниçта та ăсатмасть, ку çеç те мар, уншăн, унăн тимĕрçĕ лаççишĕн икĕ таркăна каçарма та хатĕр.
Хапхаран тухсанах Северьян хăйĕн тимĕрçĕ лаççийĕ еннелле пăхса илчĕ. Курчĕ вăл: унта йĕлтĕрпе ярăннă пек туса ăна мăрса хĕрĕ кĕтсе тăрать, анчах каччă хĕр ачана асăрхаман пек пулса урампа тӳрех анаталла утрĕ. Çук, халь унăн хĕрпе йăпанас шухăш мар. Мур тĕпне кайтăр вăл хитре Нухрат! Ашшĕ сиссен ним айăпсăр çĕртен патак çиме пулĕ. Ăна пула тимĕрçĕ хăй шутласа хунă ырă ĕçе пăсса пăрахма пултарать.
Ахтупайпа Ятламаса илме вĕсем вăрмана лавпах кайрĕç. Тарăн юр тăрăх пĕр çулсăр шала кĕме май çукран Северьян лавпа Çĕрпӳ çулĕ хĕррине тăрса юлчĕ, Иштерек пичче хăйĕн сарлака йĕлтĕрĕсем çине тăрса каччăсен çĕр пӳртне васкарĕ. Кăшт тăхтасан виçĕ арçын çунашкасемпе темĕн чухлĕ савăт-сапа турттарса тухрĕç, хаваслăн калаçкаласа ăна пĕтĕмпех çуна çине тиерĕç.
— Иштерек пичче, вăрманта пурăнса пуйрăмăр капла! — шӳт турĕ Ятламас. — Мĕн чухлĕ япала турттарса каятпăр киле! Сутатăн та лаша илетĕн е мăрсанни пек чаплă çурт лартатăн.
— Мĕн каласси ĕнтĕ, пуйтартăр! Куланай тӳлесе татмалăх укçа пулать.
— Ман шутпа, сирĕн ăна сутма тивмест, — терĕ Северьян. — Мăрсана парне памалла пулать.
— Ма, ырă çын тесе парне паратпăр! Çапла-и, Ахтупай?
— Парас ара. Пире нӳхрепе çеç ан хуптăр.
— Нӳхрепе вăл пире темле хаклă парне парсан та хупать.
— Апла савăт-сапи те хамăрах пултăр! Мăрсана нимĕн те ан çаклантăр! — терĕ Ахтупай.
Килте Ахтупайпа Ятламаса хăйсен тăванĕсем те аран-аран кăна палларĕç. Пĕчĕк Иливан вара сухал айне путнă хăрушă çынсене курсан часрах амăшĕ хыçне кайса пытанчĕ.
— Ывăлăм, эпĕ вĕт ку, аçу, — тытасшăн пулчĕ ăна Ахтупай.
— Ман атте сан пек ватă мар, — терĕ лешĕ амăшĕ тавра тарса çаврăнса.
— Турра тав ту, юрать-ха арăму палларĕ сана! — ахăрчĕ Ятламас. — Вăл палласа илмен пулсан ăçта каяттăнччĕ? Эпĕ хама савни палласа илеймесрен хăратăп-ха..
— Эппин, часрах мунчана атя, — терĕ Ахтупай. — Çурăмсене хырма кусар ил. Милĕк, паллах, çын пуçне пĕрер мăшăр илме лекет. Килтисем пире каçчен ан та кĕтчĕр.
Мунчаран вĕсем пĕтĕмпех исленсе, хĕп-хĕрлĕ сăнпа, тураса якатнă сухалсемпе таврăнчĕç. Халь ĕнтĕ сĕтел хушшине Иливан та ашшĕпе юнашар кĕрсе ларчĕ.
— Атте, эс вăрçăра çӳренĕ чух ма сухална ӳстерсе ятăн? — терĕ вăл.
— Тăшмансене хăратма, — çупăрларĕ ăна ашшĕ.
— Кам сан тăшману?
— Вăрманти упа-утаман.
— Упа сухаллă çынтан хăрать-и?
— Хăрать.
— Апла, ӳссен эп те сухала ӳстеретĕп, юрать-и?
— Ӳстер, ӳстер, ывăлăм. Мĕн пур упа санран хăраса тартăр. Тата сухал мăрсана хăратма та кирлĕ. Ак эп халь мăрса патне каятăп та, вăл манран хăраса ӳкет.
— Кам вăл мăрса, атте?
— Мăрса-и? Хамăр ялти Тукай.
— Вăл пит хăрушă-и?
— Хăрушă çын. Никама та хĕрхенмест. Сан пек пĕчĕк ачасене те хĕрхенме пĕлмест.
— Апла эс ăна сухалпа хăрат, юрать-и?
— Юрать. Хăтланса пăхăп.
Анчах Тукай мăрса Ахтупайпа Ятламасăн вăрăм сухалĕсенчен хăрамарĕ. Вăл таркăнсене тем те каласа ятласа тăкрĕ те картишне хăваласа кăларса пилĕк таран салтăнтарма хушрĕ.
— Тĕкĕрçĕсене пурне те кунта чĕнĕр, — терĕ вăл Патрикпе тепĕр çынна. Лаша пăхакан тата пахчара мĕн те пулин ĕçлекен тарçăсемпе тĕкĕрçĕсем пухăнса çитсен Тукай пӳртрен хăйĕн чĕн саламатне йăтса тухрĕ.
— Ну, çак анчăксене паллатăр-и эсир, тарçăсемпе хуралçăсем? — терĕ вăл хыттăн. — Вĕсем мăрса ирĕкĕнчен тухса вăрмана тарнă. Ак халь, ыйткалакансем пек, яла килсе кĕчĕç те манран каçару ыйтаççĕ. Мĕнле каçару пулма пултарать вĕсене, калăр-ха? — Тукай икĕ вăрăм тенкел çине çыхса пăрахнă Ахтупайпа Ятламас йĕри-тавра утса çаврăнчĕ те çĕлĕкне тӳрлетем пек туса çапма хатĕрленчĕ. — Халĕ çав купаран, — вăл хăва хуллисен пысăк купи еннелле тĕллесе кăтартрĕ, — хулă илетĕр те кашни виçшер хут çапма пуçлатăр. Анчах хĕрхенсе ан тăрăр таркăнсене! Ак çапла ăшалăр! — Мăрса саламачĕ хăрушшăн малтан Ахтупай çурăмĕ çине, унтан Ятламас çурăмĕ çине вăшлатса анчĕ, иккĕшĕн çара ӳтне те хĕçпе каснă пек çурса пăрахрĕ. Кăна кура хĕрарăм тарçăсенчен пĕри чăтаймасăр: «Ай, вĕлерчĕ!» — тесе кăшкăрса ячĕ те ĕсĕклесе макăрма тытăнчĕ, арçынсем хушшинче ахлатнă сасăсем илтĕнчĕç. Тукай сăмах чĕнме хăйнă хĕрарăм еннелле çиллессĕн пăхса илчĕ те саламатне айккинелле ывăтса хапха патнелле утса кайрĕ. Хапхана хупас умĕн каласа хучĕ:
— Тип мунча кĕртнĕ хыççăн вĕсене нӳхрепе антарăр, пĕр татăк çăкăр та, пĕр тумлам шыв та ан парăр вĕсене! — терĕ.
Мăрса куçран çухалсан кунта тăракансем пурте Патрик мĕн тăвассине кĕтрĕç. Халь ĕнтĕ пĕтĕм ĕç аслă тарçăран килчĕ.
Патрик васкамарĕ. Вăл Тукай каялла килсе кĕресрен хăраса ыттисем пекех пĕр куç илмесĕр хапха еннелле пăхрĕ.
— Эсир пире тата нумай вырттаратăр-и? Салтăр часрах, чуниллисем! — тӳсĕмне çухатса кăшкăрчĕ юлашкинчен Ятламас.
Патрик çывăхра тăракан тарçăсене вĕсен вĕренне салтма паллă пачĕ.
— Ĕнтĕ халь нӳхрепе илсе кайса хупăр! — терĕ Ятламас ура çине тăрса. — Тул енчен çăрапа питĕрсе илĕр. Унсăрăн кĕçĕрех тухса таратпăр. Эпир Ахтупайпа ун пек мар çĕртен туха-туха тарнă. Çапла-и, Ахтупай?
Ахтупай ăна тавăрса калас вырăнне хыттăн йынăшса çеç илчĕ.
— Çапах та эсир начар тарçăсем, — чарăнма пĕлмерĕ Ятламас. — Хуçа сире хĕнеме хушать, эсир вăл каланине итлеместĕр ав. Астăвăр, лекет сире куншăн. Хамах каласа кăтартатăп мăрсана…
— Эс нумай ан калаç, — хулĕнчен çавăтрĕ ăна тарçăсенчен пĕри. — Ак кĕпӳне ил те кĕрсе вырт.
— Тав сана ыр сăмахшăн, — çаврăнса шурă шăлне кăтартрĕ Ятламас. — Ну, пĕр-ик эрнелĕхе сывă пул-ха эппин. Тукай мăрсана салам кала. Ятламас пĕр кăкшăм сим пыл ыйтрĕ те. Унсăрăн пире унта кичем пулать. Тата систерсе хур: эпир тухнă çĕре хĕрарăм тарçăсем пĕр пичке сăра туччăр.
— Тьху, çĕр çăтман ярханах! — тарăхса сурчĕ тарçă. — Чарăнатна эсĕ е чарăнмасни? Кĕрсе лар часрах хăвăн пӳлĕмне! Унсăрăн эпĕ сана чăнах та хулăпа ăшаласа илетĕп!
Ятламас урăх шарламарĕ, пулать те хăлăхсăр этем тенĕ пек, пуçне сулкаларĕ те нӳхреп картлашкипе аялалла анчĕ.
7. Икĕ хурчка
Çуна çулĕ Сăр шывĕ тăрăх пырать. Ик айккипе утă капанĕсем, пас тытнăран чĕнтĕр карнă пек эрешленнĕ çӳçе тĕмĕсем лара-лара юлаççĕ. Унта та кунта утсем шыв кӳлленчĕкĕ çине пыра-пыра кĕреççĕ — Сăр шывĕпе ун юпписем тепĕр чухне хĕлле тан тапса тăраççĕ.
— Эх, çуркунне е çулла килсе курасчĕ санăн ку таврана! — терĕ ватă Бурнаш Урасмет ялан айккинелле пăхса пынине асăрхаса. — Çуркунне кунта лапкăшпех шыв сарăлса выртать, тинĕс пек! Çиелтех тем пысăкăш пулăсем ишсе çӳреççĕ — Атăлтан кĕнĕ белугăсем. Çулла вара Сăр тăрăхĕнче çăтмахри пек ырă. Пыл шăрши кĕрет, пур çĕрте те чечек, чечек, чечек. Курăк — çынна кăкăр таран. Ав хăвах куратăн, мĕн чухлĕ утă пуçтарать кунта Сарыев мăрса.
— Эп хăвăн пуянлăхупа мухтанатăн тесе! — лĕх-лĕх кулчĕ Урасмет. — Сарыев мăрсан апла ку улăх?
— Çавăн. Василь-Новгородран пуçласа Кăрмăш таран мĕн пур утта çавă пуçтарать.
— Пуян апла вăл?
— Мĕн калама! Ку улăхсене ху аллунта тытсан эсĕ те çĕрме пуян пулăн!
— Санăн Юнкă тăрăхĕнче улăхсем пур-и кăшт?
— Пур, анчах Сарыевăнни пекех тулăх мар.
— Ара, кала Сафа Гирее, улăштарса патăр. Сана кунта куçартăр, Сарыева — Юнкă таврашне.
— И-и, Урасмет! — хăйне йĕкĕлтенĕшĕн пĕрре те çилленмерĕ Бурнаш. — Пĕрре мар, вуннă каланă! Булат Ширинпа та темиçе хутчен калаçса пăхнă.
— Мĕн, килĕшмеççĕ-им?
— Килĕшмеççĕ. Пысăк карачи кулать манран. Сан пĕр кĕтӳ ывăл, çитменнине, тата вĕсем пурте мăрса пуласшăн, ăçтан çĕр парса çитермелле вĕсене тет.
— Миçе ывăл вара сан, Бурнаш?
— Тăххăр. Халлĕхе вĕсенчен иккĕшĕ çеç юзвашине тухма ĕлкĕрнĕ. Хам ватăлтăм ĕнтĕ, мĕн хăварам эпĕ ыттисем валли? Çĕрĕн-кунĕн çавăн çинчен шутлатăп: виличчен çакăн пек лайăх вырăнта темиçе ял туянса юласчĕ…
Вăрăм çул старике самаях ывăнтарчĕ пулмалла, Бурнаш калаçнă хушăрах çывăрса кайрĕ. Сарыев мăрса патне çитсен ăна тăлăп çухинчен силлесех вăратмалла пулчĕ.
Сарыев хыçлă çуна çинче Бурнаш ларнине курчĕ те пит-куçран кичемленсе айккинелле пăрăнчĕ. Чее Урасмет çийĕнчех сисрĕ вара: хакимпа мăрса пĕр-пĕринпе килĕштермеççĕ иккен.
Кил хуçи хăнасемпе сĕтел хушшинче те нумай лармарĕ, темле сăлтав тупса часрах тухса тарма тăрăшрĕ.
— Каçарăр, ырă хакимсем, — терĕ вăл. — Мана пĕр васкавлă ĕç кĕтет-ха кӳршĕ ялта. Эсир калаçса ларăр…
— Чим, Сарри, — чарчĕ ăна Бурнаш. — Эп сан патна хăнана килмен, ĕçпе килнĕ.
— Кала, кала сăмахна, Бурнаш, эп сана итлетĕп.
— Сăмахăм манăн çакăн пек: Хусан ханĕ крепость хӳмисене юсама сан улусунтан ик çĕр çын ыйтать. Çуркунне çĕр-шыв типнĕ тĕле вăл çынсен Карамыш патне çитмелле.
— Э-э, çуркуннеччен вăхăт нумай-ха, — терĕ Сарыев. — Унччен пин тĕрлĕ хут та килĕ Хусантан.
— Эс яланах çавăн пек, — кăмăлсăр пулчĕ Бурнаш. — Мĕн те пулин хушсан вăхăт пур тесе кăна ирттерсе яратăн. Çуркуннеччен вăхăт нумай юлчĕ-и? Ак халех ăшăтса пăрахать те, шыв кайма пуçлать. Сан çыннусем вĕсем кайма тухсан та пĕр уйăх утаççĕ…
— Ан хăра, Бурнаш, темиçе кунранах çитеççĕ Хусана. Пĕрремĕш хут мар. Анчах ма унашкал нумай халăх ыйтать-ха манран Карамыш? Мĕншĕн ман çынсен çеç юсамалла крепость хӳмисене?
Бурнаш ăна тавăрса калас вырăнне Урасмет енне çаврăнса ларчĕ.
— Акă ĕç ту ĕнтĕ çакăн пек кутăн мăрсасемпе! — хăй тĕлĕннине пĕлтерсе ик аллипе те хăлаçланчĕ вăл. — Ясак тӳлемелле пулсан ма нумай илетĕн тесе тĕп тăвать. Çынсем ямалла пулсан яланах ма нумай яма хушатăн тесе ӳпкелешет. Мĕнле мăрса эсĕ, Сарри? Тĕлĕнсе каятăп, ăçтан ярлăк шанса панă сана Хусан ханĕ?
— Эсĕ пулнă пулсан памастăнччĕ паллах? — тумтирне тăхăннă çĕртен тепре сĕтел патне пычĕ Сарыев.
— Памастăмччĕ, тупата!
— Ну, калаçса татăлтăмăр-и эппин? Сăмаху пĕтрĕ-и санăн, Бурнаш?
— Пĕтрĕ, кайма пултаратăн, — терĕ лешĕ. — Сĕтел хушшинчи хăнасене çапла хисеплетĕн пулсан кайма пултаратăн!
— Ара, эпĕ килетĕп, — именнĕ пек пулчĕ мăрса. — Эсир ан васкăр-ха, калаçса ларăр. Тата эпĕ кунта сире пĕччен хăвармастăп, ман ывăл, Пикпулат, юлать сирĕнпе. — Вăл ывăлне кăчăк туртса илсе хăлхаран тем каларĕ те хакимсемпе сыв пуллашмасăрах пӳртрен тухса çухалчĕ.
— Атя, эпир те каятпăр, мĕн туса лармалла çав хыт кукар патĕнче? — ура çине тăчĕ Бурнаш. — Мĕн, эпир ялта ĕçкĕ тупаймастпăр-и?
— Тăхта, — ларма сĕнчĕ ăна Урасмет. — Ун пек аван мар. Паллашар ĕнтĕ кăштах, калаçса ларар.
— Эп Саррине тахçанах паллап! Кĕлмĕç çын вăл, гяур, урăх никам та мар. Пĕлместĕн-им, чикĕре пурăнса вăл тахçанах вырăссене сутăннă. Тӳсме пултараймастăп эп ăна! Сан пек çамрăк çын пулсан эп унăнне вĕчине çапса хуçмалла.
Ку сăмахсене илтсен халиччен ним чĕнмесĕр ларакан йĕкĕт, Сарыевăн аслă ывăлĕ, нар пек хĕрелсе кайрĕ те чышкисене чăмăртаса Бурнаш умне сиксе ӳкрĕ.
— Эс сысналла ан хăтлан, хаким! — терĕ вăл. — Ман атте сĕтелĕ хушшинче ларатăн пулсан ун пек ан калаçнă пул. Унсăрăн эп сана… — вăл каласа пĕтермерĕ, алăк патне чупса кайса йăркаран Бурнаш тăлăпне сӳсе илчĕ, ăна хаким хул пуççийĕ çине ывăтрĕ. — Хăвăн вĕчӳне çапса хуçиччен тухса кай часрах!
— Аха, хăвалатăн? — терĕ Бурнаш. — Хакима хăвалатăн? Асту, анчăк çури, ку вăл сана хакла ларать. Чавса çывăх та — çыртма çук теççĕ. Çавăн пек пулса ан тухтăр.
— Атя, йĕркеллĕ тухса каятпăр, — сĕтĕрчĕ ăна Урасмет. — Ма тӳрех вăрçма пуçларăн-ха эсĕ? Ак эп Сарри ывăлĕпе паллашма та ĕлкĕреймерĕм.
— Каçар, ырă çыннăм, — ун еннелле пуç тайрĕ Пикпулат. — Манăн та санпа калаçса ларма кăмăлăм пурччĕ. Атте каларĕ мана, эсĕ Тукай мăрса ялĕнченех тет. Анчах мĕн тăвас тен, çын выльăхла хăтланать пулсан мĕнле тӳссе тăран-ха? Тепĕр чух килсе çӳре пирĕн енне…
Пикпулат пӳртрен хăнасенчен малтан тухрĕ те тарçăсене часрах Бурнаш лашисене кӳлме хушрĕ. Урăх вăл хакимсен куçне курăнмарĕ, чĕнмен хăнасене тарçăсем хăйсем тĕллĕнех ăсатса ячĕç.
Çул çинче Бурнаш тăршшĕпе Сарыева вăрçса пычĕ. Тĕрĕссипе, вăл ăна çеç мар, мĕн пур чăваш мăрсисене ылханчĕ.
— Сутăнчăксем, гяурсем вĕсем пурте! — мăкăртатрĕ хаким тăлăп айĕнчен. — Ярлăк илме Хусана çӳреççĕ, пасара — вырăссем патне. Мĕн пур япалине вырăссене сутаççĕ, мурсем. Ку Сарыев вăл тыррине кашни çул Макарава та Спаскава турттарать. Ун çыннисем Василь-Новгорода тунă чух вырăссене эпир сире хирĕç çапăçмастпăр тесе сăмах панă. Зинднк вăл, Сарыев. Сан Тукаю та зиндик. Ахаль мар вĕсем иккĕшĕ тăванлашма шутлаççĕ.
— Мĕнле тăванлашма? — ăнланмарĕ Урасмет.
— Ара, Сарыев ывăлĕ Пикпулат Тукай хĕрне çураçса хунă. Эсĕ ун пирки илтмен-и вара?
— Тăхта, тпру-у! — ут вĕттĕн пынă çĕртен лашисене тытса чарчĕ Урасмет, унтан Бурнашăн тăлăп çухавине сирсе ун патне пĕшкĕнчĕ. — Кăна эс ӳсĕрпе каларăн-и е урăллах персе ятăн, сакалбай?
— Ну, путиш çын эсĕ, Урасмет! — терĕ лешĕ. — Эс мана пĕр курка та пулин ĕçтертĕн-и? Сарыев, тимĕр пăрçа, пире этемле сăйларĕ-и?
— Апла хывăх вĕçтерместĕн, чăннине калатăн?
— Ну, пулать этем! Тукайпа юнашар пурăнать, ун хĕрне çураçса хунине пĕлмест! Санăн ăна çеç мар, кам чăххи миçе çăмарта тунине те пĕлмелле. Вара эс чăн-чăн хаким пулатăн!
— Эп Тукай патне çӳреместĕп, — лăпкăн тавăрчĕ Урасмет. — Нумайраппа урлă унпа.
— Пур пĕрех пĕлмелле. Эпĕ Юнкă хĕрринче пулсан та пĕлетĕп-çке акă.
— Эсĕ ватă тилĕ! Санпа мĕн калаçмалли пур? Анчах ма паçăрах систермерĕн-ха мана Пикпулат пирки? Эпир ăна ашшĕ килĕнчех лайăх кăна тăн парса хăвараттăмăр…
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...