Ача чухнехи :: Ҫимĕк каҫĕ
Ыран çимĕк тенĕ чух анне тăмпа кăмака шуратрĕ, стенасене çурĕ. Эпир аппапа иксĕмĕр сĕтеле, саксене тата чӳречесене çуса тасатнă хыççăн урай, алкум çурăмăр. Пичче çулăкпа килкартине, хамăр тĕлти урама шăлса тухрĕ. Атте ирех, хутаçпа кантăр вăрри йăтса, Чăнкассине çу кăларттарма кайрĕ.
Кăнтăрла иртеспе пирĕн тĕле хĕрсем пычĕç.
— Альтик! Çимĕк курăкĕ татма каятпăр! Тух хăвăртрах! — кăшкăрчĕ çинçе сасă.
Аппа пӳртрен чупса тухрĕ, парка çивĕчĕсене çурăмĕ çинче пĕркелентерсе хапхаран тухса кайрĕ.
Анне кĕлет умĕнче саплăк сапласа ларать. Эпĕ ун патне чупса пытăм.
— Эпĕ те каям-и?
Анне, çаврака саплăка кĕпе çанни çине вырнаçтарнă май, ман çине пăхса илчĕ те çапла каларĕ:
— Ан кай, ачам, ывăнатăн: хĕрсем нумай çĕре çитеççĕ. Çимĕк курăкне вĕсем çаранта, вăрманта, кӳлĕ хĕрринче тата сăртанкă вырăнсенче пуçтараççĕ.
— Мĕншĕн ун чухлĕ çĕртен пухаççĕ ăна?
— Авал çапла тунă. Тĕрлĕ çĕртен çитмĕл çичĕ тĕслĕ йывăç-курăк татмалла, тенĕ. Çимĕк чух çав курăксемпе мунчара çапăнсан, чирлĕ çын сывалать, ватă çыннăн ĕмĕрĕ вăрăм пулать, çамрăксем тĕреклĕ, пултаруллă çитĕнеççĕ тенĕ, — терĕ анне.
— Апла пулсан, мунчара эсĕ мана çимĕк курăкĕпе нумайччен çап, юрĕ-и? — терĕм эпĕ.
— Çапăп, ачам, — терĕ анне, ман çине пăхса, тута кĕтессипе кăшт кулса илсе.
Эпĕ те кĕлет умне лартăм. Хам илтни çинчен манăн аннерен ыйтса пĕлес килчĕ.
— Çимĕк каçĕ вилнĕ çынсем яла килеççĕ, тет Çемук амăшĕ. Эсĕ курнă-и, анне, вĕсем килнине?
Анне саплăк хĕрринчи çипе шăлĕпе шăтăрт! татса илчĕ те хирĕç тавăрчĕ:
— Çук, курман. Вилнисем çын куç умне курăнмаççĕ. Мăрса старик пĕрре курнă, тет те, виçĕ кунтанах вилнĕ.
— Мĕнле курнă-ши вăл?
— Мăрса, ватăскер, пусăри çерем çине выртма кайнă пулнă. Тĕттĕмлене пуçласан, лаши хартлатма пуçларĕ, тет. Çур çĕр тĕлнелле масар çинчен шап-шурă халăх тухрĕ, тет те, ялалла утрĕ, тет. Ушкăнĕ-ушкăнĕпе пыраççĕ, тет. Ваттисем хăйсем тĕллĕн, çамрăккисем малта, хăйсен ушкăнĕпе. Ял патнелле çитсен, халăх сасартăк куçран çухалчĕ, тет.
Анне каласа пани мана питĕ тĕлĕнтерчĕ.
— Мĕншĕн килнĕ-ши вилнĕ çынсем яла? — ыйтрăм эпĕ.
— Çимĕк — вĕсен кунĕ. Çулталăкра пĕрре вĕсем хăйсем çуралнă, пурăннă киле килсе каяççĕ, — терĕ анне.
— Пирĕн пата кам килĕ-ши?
— Аслаçу, асламу тата хамăрăн эсĕ çураличчен вилнĕ ачасем Хветле, Чĕкеç, Варвари, ывăл ача Çӳппи килеççĕ. Пурте вĕсем пĕчĕкле, икĕ-виçĕ уйăхран, çур çултан вилнисем.
— Пĕчĕкскерсем мĕнле килĕç, утаймаççĕ-çке-ха вĕсем?
— Асламупа аслаçу йăтса килеççĕ. Пĕчĕккисене вĕсене пăхма хушнă.
Эпĕ икĕ çерçи тĕкне-çӳçне хăпартлантарса çапăçнине куртăм та кулса ятăм.
Анне ман çине кăмăлсăррăн пăхса илчĕ:
— Вилнисем çинчен калаçнă чух кулмаççĕ, — терĕ вăл. — Эпир вĕсене хисеплемесен, вĕсем пире çилленеççĕ, асап, чир-чĕр яраççĕ тата куç умне курăнса хăратаççĕ те, çын вилет.
Анне каласа панипе манăн çан-çурăм сӳлетсе кайрĕ. Вилнисем манăн куç умне курăнасран эпĕ питĕ хăраса ӳкрĕм.
Кун паçăрах каç еннелле сулăннă. Лупасран, витерен кил-картине сулхăн мĕлке ӳкнĕ. Анне кĕпене сапласа пĕтерсе кĕлетум кашти çине çакрĕ те унтан тухрĕ. Çав вăхăтра пирĕн пата Улля аппа килчĕ.
— Кĕçĕр ире яхăн Çтаппан çитрĕ. Уйăх çурăччĕ килтен кайни. Самартисем хушнипе пысăк ĕç кайса турăмăр, тет.
— Мĕнле ĕç-ши? — ыйтрĕ анне.
— Ĕçĕ мĕнлине каламасть вăл, — терĕ Улля аппа. — Эпĕ сирĕн пата акă мĕншĕн килнĕччĕ: эсир мунча хутса пултарсан, систерĕр вара пире. Яланхи пек çĕрле хутатăр пулĕ-ха çимĕк мунчине. Çтаппан питĕ мунча кĕресшĕн.
— Ирхине, хĕвел тухнă вăхăтра, кĕмелле пулĕ, — терĕ анне.
— Вилнисене шыв кайса патăр-и? — ыйтрĕ Улля аппа.
— Паман-ха, — терĕ анне, — халь каяс тесе тăраттăм.
— Праски, пирĕн атипе анине, хам старике Хветĕре асăнса пĕрер витре шыв юхтарччĕ. Хамăн тăвайккинчен улăхнă чух ура питĕ ыратать.
— Юрĕ, Улля алпа, — килĕшрĕ анне, унтан кĕвентепе витресем илчĕ те, эпир виçсĕмĕр килкартинчен тухрăмăр. Улля аппа килне кĕрсе юлчĕ, эпир çăл патне антăмăр.
Пăрăхран шаркаса юхакан тăп-тăрă шыва витресем çине тултарса, шурă кĕпеллĕ хĕрсем, хĕрарăмсем тăвайккинелле хăпараççĕ. Хăшĕ-пĕрисем тулли витрисене таса симĕс çерем çине йăтса лартаççĕ те шыва курăк çине майĕпен юхтараççĕ. Анне те çынсем пек тума тытăнчĕ. Витрине чалăштарса шыв юхтарнăçемĕн хăй çапла пăшăлтатать:
— Ати, апи, хамăн пĕчĕк чĕппĕмсем Хветле, Варвари, Чĕкеç, Çӳппи, сирĕн ятăрпа шыв ăсрăм, сире паратăп. Çăвăнăр-тасалăр, ĕçĕр, ăшăрсене кантарăр. Сирĕн шывăр нихçан та ан иксĕлтĕр, типсе çӳремелле ан пултăр. Пире усал ан сунăр, чир-чĕр, асап ан ярăр…
Çапла каласа вăл кашни вилĕ ячĕпе пĕрер витре шыв тăкрĕ те, эпир киле кайрăмăр.
Каçхи апат çинĕ хыççăн аппапа пичче урама тухрĕç. Атте Чăнкассинчен çитеймерĕ. Пичче ăна ирхине килет пулĕ терĕ.
Çывăрма выртсан, эпĕ вилнисем çинчен илтнине аса илтĕм те çĕтĕк аçам аркипе пуç çинчен витĕнтĕм.
Çĕрле хам çумран анне тăрса кайнипе вăрантăм. Вăл мунча хутма хыçалти калинккерен пахчана тухса кайрĕ. Шăналăка уçрăм та пăхкаласа, итлесе выртатăп. Уйăх çӳле хăпарайман, лутра лупас урлă килкартинелле кармашса пăхать. Пирĕн анкарти хыçĕнчи çерем çинче вăйă та саланман. Кĕсле калани, алă çупни, тапăртатса ташлани илтĕнет. Хутран-ситрен юрă янăраса килет. Сасартăк вăйă шăпланчĕ.
— Çтаппан ăçта? — илтĕнчĕ хыттăн ют çын сасси.
— Кунта килмен вăл, — терĕ такам, — килте те çук.
— А кĕсли камăн?
— Манăн, — илтĕнчĕ пичче калани.
— Шырăр! Тупăр Çтаппана! Ăна паян тытса хупмалла! — кăшкăрчĕ ют çын.
— Мĕн усал тунă Çтаппан? Вăрланă-и? Çын вĕлернĕ-и? Хĕненĕ-и кама та пулин? — терĕ пĕри хăюллăн.
— Молчать! — хаяррăн кăшкăрчĕ урнă пек ют çын.
Çав самантрах пăшал персе яни илтĕнчĕ. Хĕрсем çăри-çари çухăрса ячĕç, каччăсем кĕр! кĕрлерĕç. Пĕр хулăн сасă илтĕнчĕ:
— Эсĕ, Акчура чăвашĕ, Куснар çыннисене мĕншĕн перетĕн? Тăшман пултăмăр-и эпир сана? Мĕн ырă мар турăмăр?!.
— Молчать! Пуçунтанах ярăп акă!
— Тытăр ăна! Тĕттĕм мунчана хупса лартар! — терĕç иккĕн-виççĕн.
Нумай сасă кĕрлени илтĕнчĕ. Татах пăшал сасси. Кăшт тăрсан, урамра такам лашине тапăртаттарса чуптарчĕ те пирĕн тĕлте чарăнчĕ.
— Çтаппан çакăнтах пулмалла, авантарах шырăр! Эпĕ Касак Ваççи сассине уйăрса илтĕм.
— Юрĕ, — терĕ хуллентерех тепĕр çын, — эсир ытти килсене пăхса тухăр.
Хыçалта калинкке хуллен чĕриклетнĕ пек туйăнчĕ. Эпĕ пуçа çĕклесе унталла пăхрăм. Сасартăк шурă мĕлке вите умĕнчен лупасайнелле вĕçнĕ пек хăвăрт пычĕ те çухалчĕ.
— Анне! Виле килнĕ! — чун хавалĕпе кăшкăрса ятăм эпĕ.
Хапхана уçса çын кĕчĕ. Ман пата утса пычĕ. Стражник иккен.
— Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн кăшкăратăн? — ыйтрĕ вăл. — Çтаппан килмерĕ-и кунта?
— Çук, килмен. Виле килнĕ, халь куртăм.
— Виле? Аванах куртăн-и эсĕ ăна? — Стражник кутăн чакрĕ.
— Куртăм çав, вилетĕп ĕнтĕ, — йĕрсе ятăм эпĕ.
— Манăн куçа ан курăнтăрах вăл. Эй, турă, турă, сыхла мана усал-тĕселтен.
Çапла каласа, стражник сăхсăхса тухса кайрĕ. Эпĕ анне патне чупрăм. Вите умĕнчен иртсе кайнă чух, виле куçа ан курăнтăр тесе, пите алăпа хупларăм. Хам сиксе чĕтретĕп.
Хĕвел тухса сарăлнă çĕре эпир мунча кĕрсе тухрăмăр. Анне хăй çăвăннă хыççăн, вилнисен ятне асăнса, милĕке сентре çине хучĕ, сăтăркаларĕ, çемçен çапрĕ, темĕн пăшăлтатрĕ. Ун хыççăн Улля аппа та çапла турĕ.
— Анне, мĕншĕн пушă вырăнах милĕкпе çынна çапнă пек тăватăн? — ыйтрăм эпĕ.
— Вилнисем те мунча кĕреççĕ, ачасене çапрăм, — терĕ анне.
Эпĕ çĕрле вилерен хăранипе халĕ те çӳçенетĕп, вилетĕп ĕнтĕ тесе, калама çук хуйхăратăп, чĕререн тарăхса йĕре-йĕре илетĕп.
Анне мана: çывăрма вырт, терĕ. Çав йывăр шухăш мана асаплантарнипе эпĕ, çĕрле сахал çывăрнă пулин те, халĕ час çывăрса каяймарăм.
Эпĕ вăранса пӳрте кĕнĕ чух пирĕн вут хутнă. Анне кăмака умĕнче икерчĕ пĕçерет. Аппа çĕрулми пӳремечĕ тăвать. Аттепе пичче сĕтел хушшинче кантăр çăвĕ сĕрсе икерчĕ çиеççĕ. Пĕр самантлăха хамăн хăрушă шухăша пусарса чустапа ĕçлес кăмăл пурччĕ, анчах атте мана сĕтел патне пыма кăчăк туртрĕ, кукаçисенчен илсе килнĕ пĕчĕк чашăкри кĕрпеклĕ пыла кăтартрĕ.
— Пăх-ха, мĕн ку? — терĕ.
Эпĕ вăр-вар сĕтел хушшине кĕрсе лартăм.
Çтаппан пичче килсе кĕчĕ. Тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннă, мунча хыççăн çӳçне яп-яка туранă. Пӳрте кĕрсенех вăл чакăр куçĕпе ман çине пăхрĕ, кăшт кулчĕ.
— Çĕрле виле куртăн-и? — ыйтрĕ вăл.
— Куртăм, — терĕм эпĕ.
— Мĕнле вăл?
— Шурă.
— Вилесрен хăратăн пулĕ-çке ĕнтĕ?
Эпĕ хумханса, хурланса йĕрсе ятăм.
— Ан йĕр, вилместĕн, хĕрĕм, — çурăмран лăпкаса каларĕ Çтаппан пичче. — Виле никам куç умне те курăнма пултараймасть.
— Эпĕ куртăм-çке, — терĕм йĕре-йĕре.
— Эсĕ курни виле мар, эпĕ пулнă. Стражникран пахча витĕр тарса лупасайне кĕрсе пытантăм.
Эпĕ калама çук тĕлĕнсе, савăнса кайрăм.
— Мархва виле килчĕ тесе çухăрнипе стражник мана шырама тытăнмасăрах тухса кайрĕ, — терĕ Çтаппан пичче.
— Вырăнлă пулнă-çке, эппин, манăн хĕрача çухăрни, — сăмах хушрĕ атте. — Лар-ха, Çтаппан, сĕтел хушшине.
Çтаппан манпа юнашар кĕрсе ларчĕ.
— Çимĕк валли сăра тăваймарăмăр, салачĕ çук та, — терĕ анне пăшăрханнă кăмăлпа. Çав хушăрах тин çеç çатма çинчен илнĕ икерчĕсене ывăспа сĕтел çине пырса лартрĕ.
Атте икерчĕсене çу сĕрчĕ.
— Юрĕ халĕ, сăрасăр та, — терĕ вăл. — Çимелли пултăр, çавă сахалтарах пирĕн, ĕçессе сивĕ шыв та ĕçĕпĕр.
— Çапла пулмасăр, — килĕшрĕ Çтаппан пичче, икерчĕ çиме тытăнса.
— Çтаппан, стражник мĕн сăлтавпа тытса каясшăн пулнă сана? — ыйтрĕ атте.
— Паян акă çимĕк. Масар çинче халăх пулать. Ыран Чăнкасси улăхĕнче Кушар — пысăк пуху, çамрăксем шутсăр нумай пухăнаççĕ. Куславккарисем эпĕ халăх хушшинче пуласран шикленеççĕ, — терĕ Çтаппан пичче.
— Çавăншăнах-и? — тĕлĕнчĕ атте. — Эх, мăнтарăн пурнăçĕ. Пичче хура мăйăхлă тутине, аллисене питшăллипе шăлкаласа сĕтел хушшинчен тухнă чух çапла каларĕ:
— Ĕнер савăнмалли те пулчĕ.
— Мĕн апла? — ыйтрĕ атте.
— Хусахсем стражника унтан пĕр тайăлмасăр хирĕç те хирĕç калаççĕ, Çтаппана хӳтĕлеççĕ.
— Паллакан çын, чăваш тесе хăрамарĕç пулĕ, — терĕ атте.
— Çĕкленеççĕ çамрăксем. Кирлĕ чух вĕсене шанмалăх пур. Ку питĕ ырă, — хирĕç тавăрчĕ ăна Çтаппан пичче.
Çапла каласа вăл сĕтел хушшинчен тухрĕ те аттепе аннене тав турĕ, унтан мана çурăмран лăпкаса илчĕ. Вара пиччепе иккĕшĕ урамалла тухса кайрĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...