Синкер :: Саккӑрмӗш сыпӑк
— Апла... эсир чылаййăн-им? — кăсăкланчĕ Телегин.
— Унта хăвах курăн...
— Енчен эсир мана, пире кансĕрлет ку тесе, тĕп тăвасшăн кăна пулсан? — сисчĕвленчĕ Телегин.
Валет каллех кулса ячĕ.
— Сана эп кунта та, çак самантрах тĕп тума пултарап, — револьвер чикнĕ кĕсйине ал лаппипе шаккарĕ вал.
Телегин пĕр хушă шухăшласа ларчĕ.
— Юрать, пултаруллă çынсемпе паллашни, чăнах та, пăсас çук, — килĕшсе пуçне сулчĕ вара.
Кĕçех кил хуçи карчăкĕ лавккаран таврăнчĕ. Тахçантанпах кĕтнĕ çак çынсене Телегин вара ĕçтерсе-çитерсех хăналарĕ.
— Эппин, ыран кăнтăрлахи пуйăспа Улатăралла пĕрремĕш разъезда çити кай та анса малалла чугун çул хĕррипе ут. Эп сана кĕтсе илĕп, — терĕ Валет уйрăлас умĕн. — Пире шанмасан, япалусене малтанлăха илсе те ан пыр, хваттерӳнте те ан хăвар, пытар лайăхрах... Ну, эпир кайрăмăр. Ăсатма кирлĕ мар. Асту, енчен пире сутма хăтлансан...
Хăнасем тухса кайсан, Телегин чылайччен тăна кĕрсе ларчĕ. Савăнмалла-и, савăнмалла мар-и тесе пĕртте иккĕленмерĕ вăл. Паллах, савăнмалла. Анчах малашне унăн çав тери сыхă пурăнмалла, çав вăхăтрах сисчĕвленнине çынна кăтартма та юрамасть. Пултарĕ-ши вăл? Ахаль чăваш хресченĕ кăна-çке, кирлĕ чухне кăштах суясси те уншăн çав тери йывăр, чуна хирекен япала. Тепĕр тесен, халь тин мĕн иккĕленмелли, пĕр кӳлĕннĕ лава вăй пур чухне туртмаллах.
Тунтикун Телегин, чăнах та, Йĕпреç станцийĕ хыççăнхи пĕрремĕш разъезда пуйăспа çитрĕ те, пусă шывне шăл витĕр шăниччен ĕçсе кăштах лăплансан, чугун çул хĕррипе малалла хуллен утрĕ.
Вăрманта сывлăш уçă пулмалла пек, Телегина, темшĕн, пурпĕр сывлама кансĕр. Чугун çулран çĕр кăмрăкĕпе мазут шăрши çапса пыра пӳлет пулинех. Таврара кайăк-кĕшĕк каçса кайса чĕвĕлтетет, шăхăра-шăхăра юрлать. Тата хушăран хушă таçта темскер çăтăр-çатăр туса илет, ыррипе пĕрлех усалли те пур кунта, тесе аса илтернĕн туйăнать. Чанккама йывăçсем хушшипе кă-ăшт хĕсĕнсе иртекен вăштăр çил пите, шăмшака ăшшăн çупăрлать. Çапах лăпкă мар, чун вăркать. Ара, Телегин сехет ытла утрĕ ĕнтĕ, ăна кĕтсе илекен никам та курăнмарĕ. Ырра-ши, усала-ши ку? Телегин çаврăнса каялла утмалла мар-ши тесе шухăшлама тытăннăччĕ, çак самантра тинех айккинче, сылтăмра, такам шăхăрнн илтĕнчĕ. Унччен те пулмарĕ, ума ĕнерхи «хула çынни» Валет тухса тăчĕ, аллипе сулса, хăй хыççăн пыма чĕнчĕ.
«Мĕн пулать те мĕн килет», — шухăшласа илчĕ Телегин, вара хăйне йыхăракан çын хыççăн пĕр иккĕленмесĕр утрĕ.
2
Валет Йĕпреçрен тӳрех Сидор утарне, Калюков патне таврăнчĕ, хăй, тем тесен те, Анатриялти кооператив лавккине çаратнă маттура тĕл пулни çинчен хавхаланса каласа пачĕ. Вара вĕсем Телегина Йыснапа паллаштарма, вăл камне тĕпчесе пĕлме, енчен пурте йĕркеллех пулсан, Минăпа пĕр-пĕр çĕре ярса, ĕçре тĕрĕслесе пăхмашкăн шут тытрĕç.
Çавăнпа паян Валетпа Телегина çамрăк хура тутар, çĕçĕпе тем каскаласа тăраканскер, кĕтсе илчĕ.
— Йысна, — терĕ вăл, Телегина хăйпе паллаштарса.
Алли вăйлă. Хăй те, вăтам пӳллĕ кăна пулин те, ухă пĕкки пек тапса тăракан шăмшаклăскер. Хура куçĕ йăл-ял пăхкалать. Тепĕр тесен, вăл кăна-и: пĕтĕм ӳт-пĕвĕ пĕр самант тĕк тăраймасть. Унашкал çынран питĕ асăрханмалла, вăл çак самантрах сана тем тăвасса пĕлме çук.
«Юрĕ, Йысна пул эппин, — хăй ăссĕн шухйшларĕ Телегин. — Май килсен, чăн ятна та пĕлĕпĕр-ха».
— Пирĕн Йысна тĕнчере мĕнле хаклă япала пур, пурне те самантрах кирлĕ çĕре вырнаçтарма пултарать, — куларах каларĕ Валет. — Унпа паллашни, Иван, саншăн та усăллă.
— Ну, ăçта япалусем? Мĕн-мĕн пур сан? Вĕсемшĕн мĕн ыйтан? — тӳрех тĕпче пуçларĕ тутар.
Телегин тĕлпулăва килес умĕн кăштах хатĕрленнĕччĕ, çавăнпа ку ыйтушăнах аптраса ӳкмерĕ.
— Вăл япаласене эпĕ хамах вырнаçтарса пĕтерĕп, — терĕ лăпкăн. — Малашне сирĕнпе хаваспах çыхăну тытăп.
Кунашкал хурав Йыснана килĕшмерĕ.
— Халлĕхе каялла каян та лягавăйсене пирĕн çинчен каласа паран. Пит маттур çын, алай, — куçне йăлтăртаттарса илчĕ вăл. — Эпир вара сана ĕнентĕмĕр, шантăмăр, чипер çын вырăнне хурса кĕтсе илтĕмĕр.
— Ăхă, халех чупăп ментсем патне. Çаксемпе пĕрле хама та хупса лартăр тейĕп, — терĕ Телегин ун майлăрах. — Тепĕр тесен, кĕмĕл сехете сире парнелеме те пултаратăп. Енчен мана уншăн револьвер тупса парайсан...
— Ай-юй-юй! — шăхăрса ячĕ Йысна. — Тен, сана тупă та кирлĕ? Кĕрслеттерĕн те пĕрре, таçта аякра баш татăлса сирпĕнет. Эс çав баш килне кĕретĕн те мĕн кирлине пĕтĕмпех илсе тухатăн...
Чăкраш пулас ку тутар, ниепле те пĕр чĕлхе тупма çук унпа. Е, тĕрĕслес тесе, юри çапла хăтланать ши? Телегинăн пурĕпĕр хăйне хăравçă е кашнинех пăхăнакан çын пек кăтартмалла мар. Капла пуç çинех утланса ларĕç.
— Йысна, тен, револьвер тупса памаллах ăна? — тăнăçлăрах калаçрĕ Валет. — Сехечĕ кĕмĕлрен, хам курнă. Çыннине, чăнах та, пăшал кирлĕ пулма пултарать. Хамăр тăван вăл.
— А-э-э, этемми пирĕнпе пĕрле çӳресшĕн-и? — тин тавçăрса илнĕ пек турĕ Йысна. — Апла тесен, мĕн кирлине тупса парăпăр. Анчах каярах. Хăйне ĕçре кăтартсан. Капла кашнинех шанса пĕтер-ха, çыннине пĕрремĕш хут куратпăр...
Телегин май килнĕ чухне сăмаха кирлĕрех енне пăрма тăрăшрĕ.
— Мĕнех, эпĕ сирĕнпе çӳреме килĕшмелле. Куратăп, эсир хăюллă ачасем. Пĕччен вара манăн... çул хĕсĕнсе те кĕскелсе пырать, — терĕ вăл.
Тутар, куçне вĕлтлеттере-вĕлтлеттере, темиçе те пăхса илчĕ Ванькка çине, анчах ун сĕнĕвĕ пирки нимĕн те каламарĕ.
— Ну, юрĕ, кунта тăрса çитĕ. Атьăр-ха, шаларах кĕрер, пăртак çырткалар. Кăнтăрлахи апат вăхăчĕ халь, — сĕнчĕ Валет.
Виççĕшĕ те шаларахри уçланка тухрĕç, ун хĕррине, çăра шĕшкĕ тĕмĕ айне ларчĕç. Кунта унчченех хăварнă пысăках мар кутамкка пур иккен. Валет унтан çăкăр, шăрттан, пĕçернĕ çĕрулмине йӳçĕтнĕ хăяр, пĕр кĕленче эрех, шăвăç курка кăларчĕ. Эрехе çуршар курка ярса черетпе ĕçрĕç. Кăмăл туртмасть те, мĕн тăвăн, Телегин та хăй куркине тĕппи пушатрĕ. Вара вăрман касса таврăннă çынсем пек апат пĕтĕрме тытăнчĕç.
— Выçварла та типĕлле сăмах çыхăнмасть, — чăмланă май каларĕ Йысна. — Вăт халь чип-чипер пуплешме пулать, алай. Эппин, пĕр суймасăр кала-ха пире, иптеш, кам эсĕ, ăçтисем, хальхи вăхăтра мĕн туса пурăнан?
— Хăвăр тата? — куçкĕрет тĕпченĕшĕн кăмăлсăр пулчĕ Телегин.
— Санăн, тусăм, çакна ăнланмалла: кунта эпир ыйтатпăр. Кирлех-тĕк, эпир сана çакăнтах персе пăрахма та пултаратпăр... Енчен эс шанчăклă çынах-тăк, малашне пирĕн çинчен те мĕн кирлине пĕлĕн, — çирĕппĕн каларĕ Валет. — Е эс пире шанмастăн-и?
Телегин тӳрех нимĕн те шарламарĕ, çăварĕнчи хăяр татăккине тăрăшсах шатăртаттара-шатăртаттара чăмласа ячĕ, аллинчи çĕрулми çине тăвар сапса аппаланчĕ.
— Сире шанмасан, эпĕ кунта килес те çук, — терĕ вара лăпкăн. — Мĕнех, ытах пĕлессĕр килет-тĕк, пĕтĕмпех каласа парам...
Вара вăл, чăнах та, хăш ялтан иккенне те, хăйпе юлашки вăхăтра мĕн-мĕн пулса иртнине те, влаç умĕнче мĕн айăпа кĕнине те, тĕрмерен тарсан епле пурăннине те, Крапивин вĕрентнĕ пек, тĕплĕнех каласа пачĕ.
— Эппин, Экеçри юлташлăха çаратнă çĕре эсĕ хутшăнман та-и? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Валет. — Апла камсем тунă ăна?
«Ку ĕçе эпĕ те хутшăннă тесен? — вĕлтлетсе илчĕ шухăш Телегин пуçĕнче. — Кусем мана, тен, ытларах хисеплĕç». Çавăнтах ку шухăша пăрахăçлама тиврĕ. Ара, çыннисем кусем, ахăртнех, Калюк ушкăнĕнченех. Апла-тăк, юлташлăха кам, мĕнле çаратнине, укçа вырăнне кам кăтартнине лайăх пĕлеççĕ, суйнине те çийĕнчех тытĕç.
— Камсем çаратнине пĕлместĕп, — пуçне пăркаларĕ Телегин. — Анчах мана çавсем пĕтерчĕç. Вĕсене пула тытса кайрĕç те, эпĕ мĕн çуралнăранпах епле пурăннине тĕрĕслеме тытăнчĕç. Вăт, поляксем патĕнчен тарнă чухнехи çылăх çиеле тухрĕ вара...
— Апла эсĕ, Иван, çав маттурсене кураймастăн пуль-ха, тен, тавăрасшăн? — сисчĕвленсе ыйтрĕ Йысна.
Йывăçсем, паçăрхи пекех, вĕл-вĕл çилпе выляса, симĕс, сарă, кĕрен çулçăсемпе çатăлтатса лараççĕ. Кăшт аяккарах икĕ мăн хыр пур та, ун çинчен тăрсан-тăрсан йĕкел патлатса анать. Инçех те мар улатакка, çу каçа та ывăнма пĕлменскер, йывăç вуллине выçă чухнехи хастарлăхпах тӳнккет. Пĕр сăмахпа, таврара лăпкă, тӳлек. Çак пĕчĕкçĕ уçланкăра ĕçсе-çисе ларакан виçĕ арçын, нервăн кашни хĕлĕхне хыттăн карăн тарса, пĕр-пĕрне тĕпчеççĕ тесе никам та калас çук.
— Халь мĕн тавăрасси ĕнтĕ. Халь эп хам та хурах, — терĕ те Телегин хăюллансах эрех ярса пама ыйтрĕ.
Виççĕшĕ те тепĕртакшар ĕçрĕç. Анчах хаяр шĕвек хавхалантарса çăмăллатмарĕ. Пачах урăхла, кăмăл сӳрĕкленчĕ, калаçас килми пулчĕ.
— Акă мĕн, туссем, — сасартăк тем шухăш тытрĕ Йысна. — Эпир паллашни пули-пулми япала мар, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç, ами. Ăна çакăнта ĕçкеленипех ирттерер мар. Атьăр, Канаша, ресторана е чайнăя кайса паллă тăвар? Сехет çурăран Хусаналла каякан пуйăс пулмалла.
— Чăнах та! — хавасланчĕ Валет та.
Ăшра вăл Телегина Йĕпреçре чухнех «хамăр çын» тенĕччĕ, çавăнпа юлташĕ ытлашши сыхă пулнăшăн хăйне аван мар туйрĕ, уçă мар лару-тăрăва тăрлама май тупăннишĕн савăнчĕ.
— Мĕнех, эп хирĕç мар, — хулпуççине сиктерчĕ Телегин.
Йысна куçĕ халĕ те чăл-чал тукаласа илнинчен вăл ăна çав-çавах шанманнине туйрĕ.
— Анчах тӳрех асăрхаттаратăп: çул çинче пире сутма е тарма ан шутла, вăрманта-и, вакунра-и, урамра-и — пурпĕр персе пăрахатпăр, — терĕ Йысна, Телегина куçран хайăрса пăхса. — Сăмахна пĕрре каларăн-тăк, тытас пулать.
— Кӳрентеретĕр, ачасем, — кăмăлсăррăн хуравларĕ Телегин, унтан чи малтан тăчĕ. — Атьăр, луччă утар майĕпен. Вăхăт вăл сахал-и, нумай-и — пурпĕр малаллах шăвать.
Тĕрлĕ çĕрте пулин те, пĕр вакунрах икĕ пуçĕнче — Валетпа Йысна, варринче — Телегин ларса, хĕвел аннă тĕле вĕсем Канаша çитрĕç, тӳрех станци çывăхĕнчи хăна çуртне çул тытрĕç. Хăна çурчĕн чайнăйĕнче пушă вырăн çукчĕ те, вăрмантан килнĕ çынсене пĕр кĕтесе уйрăм сĕтел лартса пачĕç. Йысна хăйсене мĕнле апат-çимĕç кирлине пăлавуя мар, буфетра тăракан хуçана кайса каларĕ. Телегин, сыхлăха тесе, вĕсем калаçнине куç хĕррипе пăхкаларĕ. Таçта курнă пек ку хуçана. Чим, ку Кашкăр Микулин аслă ывăлĕ Мĕтри-иç. Эппин, тен, ăна кунта тĕрĕслеме илсе килчĕç? Авă епле-е... Анчах Кашкăр Мĕтри Экеç çынни иккенне Валетпа Йысна текен хурахсем ăçтан пĕлеççĕ? Е Мĕтри те вĕсемпе çыхăннă? Апла-тăк, тем тесен те, Калюк çыннисен аллинех çакланнă Телегин. Ытти пули-пулми хурахсем çав териех кăклă, таçта та тымар ярса ĕлкĕрнĕ çынсемех мар-тăр. «Чим, савăнма иртерех, — хăйне пусарчĕ Ванькка. — Вĕсемпе паллашни — çур ĕç те мар-ха, пирвай шанăçа кĕмелле... Тата — Калюк çыннисемех-ши вĕсем? Çакна татăклăн пĕлмесĕр нимĕнех те тума юрамасть».
Йысна хуçапа калаçса татăлчĕ курăнать те каялла таврăнчĕ.
— Эсир кĕтсе ывăнмарăр-и? Пурте йĕркеллĕ пулĕ, — аллисене кăмăллăн сăтăркаларĕ вăл, сĕтел хушшине вырнаçнă май. — Пурте йĕркеллĕ... Хамăр валли кĕçĕрлĕхе пӳлĕм те йышăнтăм. Каç пулчĕ ĕнтĕ, кунтах çĕр каçăпăр...
Валет, ăна ăнланса, пуçне сулчĕ, хальччен чĕмсĕр çын пек ларнăскер, савăнса йăл кулчĕ. Ара, пурте йĕркеллĕ пулмасăр, вăл ку Ивана вырсарникунранпах шанать ĕнтĕ.
Тепĕр кун вĕсем ирхи апат тунă май кăшт мухмăр чĕрткелерĕç те каялла Йĕпреç вăрманне мар, пач урăх енне — Чурачăкалла тухса кайрĕç. Йысна пĕр сехетлĕхе çухалчĕ те таçтан йĕнер-мĕнĕпех виçĕ лаша тупса килчĕ. Утпах вĕçтерчĕç вара. Кăнтăрла тĕлнелле темле вăрмана пырса кĕчĕç. Телегин, ку тăрăхра унччен питех çӳременскер, хăйсем ăçта çитнине тĕплĕн чухласа илеймерĕ, анчах çывăхри ял Чурачăк мар пулĕ терĕ, мĕншĕн тесен Çĕрпӳ енчи Чурачăк самай пысăк иккенне илтнĕччĕ.
— Ăçта вара эпнр? — ыйтрĕ вăл тавралла сăнаса пыракан юлташĕсенчен.
— Сана пĕрех мар-им? — пĕлтересшĕн пулмарĕ Йысна.
— Сатретдин, аплах кӳрентерер мар юлташăмăра, — терĕ ырă кăмăллăрах Валет. — Анатри Тĕрер ялĕ çумĕнче эпир, Иван. Кунта пирĕн пĕр çынна тĕл пулмалла. Малалла ăçта каймаллине, мĕн тумаллине вăл калĕ.
«Эппин, Йыснан ячĕ Сатретдин-ха, — картса хучĕ Телегин. Çавăнтах ĕненмесĕр шухăш ларĕ. — Кусем эпĕ хăш ялсем иккенне тĕрĕсленипех çырлахмĕç-ха. Ара, Кашкăр Мĕтри ман пирки урăх нимех те çирĕплетсе калама пултарайман-тăр».
Йысна, ут çинчен анмасăрах, айккинелле пăрăнчĕ те хытă кăна ши-ши! шăхăрчĕ. Унтан пурте пĕр самант тăнласа тăчĕç. Хирĕç нимĕнле сасă та илтĕнмерĕ.
— Килеймен-ха, — терĕ Валет, — атьăр, вăл çитиччен лашасене çитерер. Çӳремелли нумай пулĕ, пăртак канса вăй илччĕр.
Вĕсем пĕр уçланка тухрĕç. Кунта такамăн чаплă ăйăрĕ çӳретчĕ ĕнтĕ. Хуçи курăнмарĕ. Килнисем те утсене тăлламасăрах уçланка ячĕç те хĕрринчи тĕмĕ айне тăсăлса выртрĕç. Йыснапа Валечĕ таврана сăнасах тăчĕç. Вĕсене кура Телегин та унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ. Анчах унăн куçне вăхăт улшăнăвĕн паллисем кăна курăнчĕç.
Вăрм ан кунта та тĕллĕн-тĕллĕн саралма-хĕрелме тытăннă. Кĕркуннене кĕнĕ çав ĕнтĕ. Ара, Ваньккана «тытса» кайнăранпа уйăх иртрĕ. Ку енне килнĕ чухне вăл уйсене пит тимлесе пăхса пычĕ. Тырăсене кĕртыррисене те, çуртрисене те пĕтĕмпех пуçтарма ĕлкĕрнĕ, хăшпĕр çĕрте, хăмăл тĕпĕпе витĕнсе шăртланнă сап-сарă уя хуп-хура йĕрпе чĕрсе, çĕртме сухи тăва пуçланă. Çĕрулми аври хăрнă ĕнтĕ, хăшĕсем ăна кăлараççĕ. Кăлармасăр, халь вăл пĕрех ӳсмест.
«Экеçре, юлташлăхра, ĕç-пуç еплерех пырать-ши? — канăçсăррăн шухăшларĕ Телегин. — Хам кунта услапланса выртатăп, Матви пичче çĕре кĕнĕ. Юлташлăхшăн кам тăрăшать-ши?»
Вĕсем ку вăрмана килсе çитнĕренпе икĕ сехет ытла иртрĕ. Вăхăт-вăхăт пăртак калаçкаланинчен Телегин хăйсем Мина текен хураха кĕтнине пĕлчĕ. Калюкпа халлĕхе курнăçаймасси паллă пулчĕ, çапах Телегин пăшăрханмарĕ. Вăл Калюк хурахĕсемпе çыхланса кайни паллă ĕнтĕ, мĕншĕн тесен Мина вăл — Минин, çав ушкăнри çынсенчен пĕри. Кăна хĕреснашшĕ лайăх пĕлет, Ваньккана та каласа кăтартнăччĕ. Вăрă-хурахсен эшкерĕнче Мина чи хăрушшисенчен пĕри-мĕн. «Эппин, тен, аслисенчен пĕри те», — тавçăрса илчĕ Телегин. Хĕреснашшĕ каласа панине аса илсе, вăл хăйне çав Минăпа еплерех тыткаласси çинчен шухăшларĕ.
Тата тепĕртакран сылтăмра такам икĕ хут шăхăрни илтĕнчĕ. Йысна та, икĕ пӳрнине çăвара ункăласа чиксе, çаплах шăхăрчĕ. Хăйсем Валетпа иккĕшĕ çапах та револьверĕсене кăларчĕç. Сыхă, мурсем, тусне те, ав, еплерех кĕтсе илеççĕ.
Кĕçех вĕсем патне хаяр сăнлă, питне çăра сухал пусса илнĕ лутра хура арçын пырса çитрĕ.
— Ку кам? — сывлăх сунмасăрах ыйтрĕ вăл, пуçне Телегин енне сулса.
— Çĕнĕ çын. Телегин Иван, — ăнлантарчĕ Валет.
— Кам эс, мĕн тума ермешрĕн пирĕнпе? — Телегинран хаяррăн ыйтрĕ Мина. — Миçе каламан-ши çав Калюка урăх çын кирлĕ мар тесе. Çук, пирĕн сăмаха ним вырăнне те хумасть, каяннăй. Çав Сидора итлесех йыш пухать, ухмах...
Халь ĕнтĕ Телегин хăй Калюк эшкерне лекнине чăннипех ĕненсе çитрĕ. Сидор ятне те, паллах, хăлхаран ирттермерĕ. Çĕнĕ ят. Çынни ахальскер мар пулас, ав, Калюка итлеттерет тет те. Унашкал çын çинчен хĕреснашшĕ пачах каламанччĕ, эппин, пĕлмен...
— Эпĕ сирĕн хушша сĕкĕнсе кĕмен, — ура çине тăчĕ Телегин. — Ытах кăмăла каймасан, халех пăрăнса утма пултаратăп.
— Ваçлей, ачи аптрамасть, хамăр çын, — ун хутне кĕчĕ Йысна. — Иртнĕ эрнере кăна кооператив лавккине хăнана кĕрсе тухнă. Пĕчченех. Тата Йĕпреçри пĕр кантура тасатнă.
Ку хыпар Мина кăмăлне кăшт çемçетрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...