Синкер :: Иккӗмӗш сыпӑк
— Çитĕ, вĕлерсех пăрахар мар, срока тăсса парĕç, — тенине кăна илтрĕ Антун тăнне çухатиччен.
...Ирхине вăл пуç та, шăмшак та çав тери ыратнипе вăранса кайрĕ, йынăшса ячĕ, çавăнтах, каçхине мĕн пулса иртнине аса илсе, хăйне алла илчĕ те шăлне çыртрĕ.
— Ăхă, эс халь те чĕрех-и? — илтрĕ вăл тепĕр самантран хăйăлтăк сасса.
Кĕçех ун патне Король мăшăлтатса пычĕ.
— Тулĕк эсир, путсĕрссм, çакпа ан манăр: хама вĕлериччен эп сиртен пĕр-иккĕшне леш тĕнчене ăсататăпах. Унта хама кичем ан пултăр... Яснă? — çирĕппĕн каларĕ Антун.
Татах темпе вĕçленетчĕ ку тавлашу — калама хĕн. Çак самантра надзиратель уççипе алăк çăрине чăнкăр-чанкăр тутарни илтĕнчĕ.
— Камера, туалета кайса килме, çăвăнма пилĕк минут паратăп, унтан ирхи апатчен картиш шăлма тухăр! — хушрĕ надзиратель. — Калюков, сан вара столовăйра ĕнерхи ĕçе вĕçлемелле! Чим, мĕн пулнă сана? Питӳ-куçу кăн-кăвак.
— Нимех те пулман, нар çинчен ӳкрĕм, — алă сулчĕ Антун, вара, шăмшакĕ пур тĕлте ыратнине пăхмасăр, çирĕппĕн утса, коридора чи пирвай тухрĕ. Надзиратель пĕрре ăна, тепре Корольпа юлташĕсене иккĕленсе пăхрĕ, анчах шарламарĕ. Ара, çынни хăй нимех те пулман тет те, хушша пустуях кĕме кирлĕ-ши? Ристансем хушшинчи кашни хирĕçĕвех тĕпчес пулсан...
Столовăй çуртне Антун конвойсăрах кайрĕ. Ара, ăна, хăйне йĕркеллĕ тытакан çынна, кунта юранă таран шанатчĕç ĕнтĕ. Картишĕнче шăпăр тытса тăракан Король, çакна курсан, камерăра унчченренпе пурăнакан тепĕр ристан патне пычĕ те:
— Вăл мĕн, фискал-им? — тесе ыйтрĕ.
— Çу-ук, — хăраса пуçне сулчĕ лешĕ. — Сĕтел-пукан ăсти вăл, платник те. Ĕç хушнă ăна. Кама та пулин сутнине ку таранччен курман.
— Эппин, ма конвойсăрах çӳрет? — ĕненесшĕн пулмарĕ Король. — Мĕнле чĕнеççĕ-ха ăна?
— Калюков вăл. Тарма ун сăлтав çук. Хăйне йĕркеллĕ тыткаласа, маларах тухма ĕмĕтленет. Çитменнине, тарас тесен те, чул хӳме урлă сиксе каçаймăн...
— Ăхă, ăхă, — килĕшнĕ пек турĕ Король. Вăл тата тем ыйтасшăнччĕ, хураллаканни пурне те хытăрах ĕçлеме, ирхи апатчен картишне пĕтĕмпех шăлса тасатма хушрĕ.
Каçпа Короле хайхи тем пулчĕ, вăл хăйне Антунпа пач урăхла тыткаларĕ. Хуçкаланмасăр, шăл йĕрмесĕр, йĕркеллĕ калаçрĕ. Çак упа этем ĕретлĕ те пулма пултарать иккен.
— Эс, тусăм, ĕнерхишĕн каçар пире, — терĕ, унпа юнашар пырса ларса. — Пирĕн халăхăн унашкалли пулкалать. Чăн-чăн этем-и эс е шестерка — çавна пĕлесшĕн пултăмăр. Как-никак, пĕрле нумай пурăнмалла пирĕн... Çирĕп кăмăллă эсĕ, хамăр çын, шестерка мар. Кӳр аллуна, мирлешер...
Антун хăйне тăсса панă çăмламас алă çине пĕр хушă иккĕленсе пăхса ларчĕ, унтан тытса чăмăртарĕ. Ара, çынни чăнласах калать-тĕк, мĕнех, килĕштерме те юрать. Чăнах та, пĕр камерăра нумай пурăнмалла-ха вĕсен, тăршшĕпех çапăçаймăн.
— Кала-ха, эс кунта мĕншĕн лекнĕ? — тӳртен ыйтрĕ Король.
Антун ăна куçран тĕсесе пăхрĕ, шарламарĕ.
— Шанмастăн пулать... Хм. Ну, хăвăн мăнтăр кăмăлу, — кӳренчĕ Король. — Эс пĕр япалана кăна ан ман: Король вăл — тĕрмесен ветеранĕ. Ăçта кăна пулса курман-ши эпĕ! Мĕнле кăна тĕрмесенче ларман-ши! Хусан, Арзамас, Çĕрпӳ, Шупашкар... Ну, ку вăл — тьху кăна, пĕрре сурмалăх. Чи кирли — эпĕ ĕнтĕ саккунсене прокурортан лайăхрах пĕлетĕп, чухлатăн-и? Пĕр çыравçă калашле, пурнăç университетне пĕтертĕм.
— Эппин, мĕншĕн лекрĕн кунта? — тăрăхларĕ Антун.
— Мĕншĕн тесен çав чаплă саккунсене пĕлессе пĕлетĕп, анчах пурнăçлама шу-утсăр юратмастăп. Кăмăл туртмасть. Çил пек шуххăн çӳрес килет манăн, кайăк пек ирĕклĕн пурăнас килет çакă çутă тĕнчере, хе-хе, — çапла шӳтлеме пултарнăшăн хăйне хăй савăнса хуравларĕ Король.
— Пурăнмаллаччĕ, кам чарнă сана, — ăна тарăхни халлĕхе пĕтĕмпех иртсе кайманран, унпа ăшшăнах калаçасшăн пулмарĕ Антун.
— Май çук, тусăм, ăнланатăн-и, май çу-ук. Çил пек çӳремешкĕн — кӳлепе пысăк манăн. Кайăк пек пурăнмашкăн — каллех кӳлепе мишетлет. Йывăрри кăна мар, пĕтме маннăскер, тумтир, апат нумай ыйтать тата. Эппин, хăвах чухлама тивĕç, нухрат та нумай кирлĕ.
— Ĕçле, вара пулать, — ытахальтен сăмах хушрĕ Антун. — Халь ĕлĕкхи мар.
— Ĕçлетĕп, тусăм, ĕçлетĕп, чи йывăр та кăткăс ĕçре тăрмашатăп. Медвежатник эпĕ, упа тытаканни.
— Упа тытаканни-и? — тĕлĕнчĕ Антун. — Ăçта пурăнан вара эсĕ? Йĕпреç вăрманĕнче-и? Е Шăмăршă енче?
Король ахăлтатса ячĕ, ăна кура юлташĕсем те ихĕлтеткелерĕç.
— Пулкаланă, тусăм, Йĕпреç енче те, Шăмăршă енче те пулкаланă, — терĕ Король кулма чарăнсан. — Тулĕк вăл енче мана кирлĕ «упасем» сахалрах. Юлашки хут эпĕ ку тĕлĕшпе Канашра ăнтарнăччĕ, анчах, хăвах куратăн, «упи» вырăнне капкăна хам лекрĕм... Ăнланмарăн-и? Упа тытакан тени вăл, хамăр чĕлхепе, сейф уçакан тенине пĕлтерет. Чухлатăн-и, эпĕ нимĕн те пытармастăп. Санăн та пытарма кирлĕ мар. Тен, эпир сана пулăшма, канаш пама пултаратпăр.
Тĕрмери çынна саккун тĕлĕшпе канаш пани вăл шаритленĕ кăвакала пурăнма вĕрентнĕ пекех те-ха, çапах тепĕр чухне кунта çынпа ĕретлĕ калаçса ларни теме тăрать, чуна кăштах уçăлтарать, тунсăха пусарать.
Ытти кунсенче те Король Антунпа çапла шăкăл-шăкăл калаçрĕ. Çынна пач улăштарчĕç тейĕн çав. Тен, чăнах та, ытла япăх этем мар вăл, вăрă пурнăçĕ кăна, ыттисен айне пулмалла мар тесе, ялан çиеле тухма тăрăшмашкăн хушать?.. Юлашкинчен Антун ăна хăй унччен еплерех пурăнни, мĕн ĕмĕтленни çинчен те, тĕрмене епле лекни çинчен те пĕчĕккĕн каласа кăтартрĕ-кăтартрех. Ара, пĕр шутласан, суд туса хупса хунă хыççăн мĕн пытармалли. Çитменнине, вăл следствие улталаман, пĕр япала пирки те тунман. Эппин, унччен паллă пулман пĕр-пĕр усал ĕç тăрă шыв çине тухасран хăрам алли çук.
— Ĕç-пуç сан эпĕ шутланă пек мар иккен, шутсăр япăх, — терĕ вара ăна Король. — Эпир хамăр ушкăнпа кунта нумаях лармăпăр-ха. Çитес çул Совет влаçĕ вунă çул тултарать. Çав ятпа, паллах, амнисти пулатех. Анчах сана вăл та çăлас çук. Санăн, тусăм, приговорта мĕн чухлĕ вăхăт кăтартнă, çавăн чухлĕ ларма тивет. Пĕр кун юлми... Шел, çынни лайăхскер эсĕ, çамрăк, вăйпитти... Тĕрмерен тухнă чухне миçере пулатăн-ха? Хĕрĕх урлă каçатăн-и? Аптрамасть те-ха, тепре авланса яма та юрать. Сывлăху унччен чиперех юлсан. Тулĕк, пĕлетĕн-и, çак кирпĕч çурт вăл, хĕлле-те, çулла та нӳрĕскер, çынна чаххуткă ертме шутсăр ăста. Нумай ларакансенчен сывă тухакана сахал пĕлетĕп эпĕ. Пĕлместĕп тесен тĕрĕсрех те пулать...
Антунăн Король каланине ĕненес килмерĕ. Мăшкăллать-ши вăл? Çук, сăнран пăхсан, апла туйăнмасть. Улталать тесен, мĕн пайти курĕ вăл уншăн? Эппин, пĕр шутласан, мĕншĕн ĕненмелле мар ăна? Япăххине илтес-курас килменрен-и? Анчах пурнăç вăл никама пăхăнмасăр, хăй йĕрĕпе, хăй еккипе пырать-çке, пирĕн шухăш-кăмăла пит шута хурасшăнах мар...
— Мĕншĕн-ха эсир амнистипе тухатăр пулать, манăн вара шăхăрса юлмалла? — ыйтрĕ Антун пĕррехинче.
Король тачка питне ун енне пăрчĕ те, мĕн тĕслине тӳрех калама хĕн куçĕпе шăтарасла пăхса, ăнлантарчĕ:
— Мĕншĕн тесен эсĕ, тӳре-шарасен шучĕпе, чи-чи хăрушă преступник, çынвĕлерен. Вĕсене ĕлĕк те пит хисеплемен, ку влаç саккунĕсем вара пачах та каçармаççĕ...
Антун хирĕç нимĕн кала пĕлмерĕ.
— Мĕншĕн тата манăн, тепĕр вунпилĕк çултан тĕрмерен тухсан, çĕнĕрен авланмалла пулать? Ман арăм пур, кĕтет вăл мана... — терĕ аптăранă енне.
Кăна илтсен, Король, хăйне сăпайлă çын пек кăтартма тăрăшнă çĕртех, чăтаймарĕ, кĕсрене курнă ăйăр кĕçеннĕ пек ахăрса ячĕ.
— Хи-их! — терĕ хăй ахăлтатнă хушăрах. — Хĕрарăм сана вунпилĕк çул кĕтет пуль? Хĕрарăм вăл, кушак пек, вăхăт çитсен кусмасăр тӳсеймест.
Антун куçĕ умне Санюк тухса тăчĕ. Сĕтел çине пĕр ывăс икерчĕ хурать вăл, хăй упăшкине юратса-юратса пăхать. Унăн ытарайми чакăр куçĕ чуна витĕрех илет, кăмăла çемçетет. Шăрăхра таса çăлкуçран шыв ĕçсе уçăлнăнах туйăнать вара. Ыталасан та, Санюк никам çук çĕртех хĕр чухнехилле вăтанатчĕ-çке...
— Ман арăм ун пек хăтланас çук, — çирĕппĕн каларĕ Антун.
— Э-эй! — алă сулчĕ Король. — Эс хăвăн маткуна шанан, тепри — хăйĕнне... Кусакан хĕрарăм, эппин, ăçтан тупăнать? Тăнла, арăму путсĕр, кĕрт ами, сана юратмасть тесшĕн мар эпĕ. Вупше, хăй те айăплă мар çакăншăн хĕрарăм, çутçанталăк çапла çуратса янă ăна. Амăшĕ-иç вăл, унăн этем раттине малалла тăсмалла.
Антунăн ку сăмахсене пурпĕр ĕненес килмерĕ. Çапла, хăшĕсем пек, авланиччен каç-каç тĕл пулман вĕсем Санюкпа, вăйă картинче çума-çумăн тăман, пĕр-пĕрин аллисене ăшшăн-ăшшăн чăмăртаса, юрату юрри шăрантарман, пĕве хĕрринче юнашар ларса, шапасем юрланине тăнланă май ачаш сăмахсем каласа пуплешмен, ашшĕ-амăшĕсем çураçнипе кăна мăшăрланнă. Анчах кайран пĕрне-пĕри çав тери хытă юратса пăрахрĕç. Тепĕр чухне çĕр варринчех калаçса каятчĕç те, унччен епле-ха иккĕшĕн, кӳршĕ ялсенче пурăнаканскерсен, тĕл пулма тӳр килменнинчен шалт тĕлĕнетчĕç... Эх, темлерех пурăнать ĕнтĕ халĕ Санюк. Вăхăтран вăхăта тăвансемпе курнăçма ирĕк параççĕ кунта, анчах мĕншĕн килмест-ха арăмĕ Антун патне? Тепĕр тесен, ку ыйту тупсăмĕ часах тупăнчĕ. Тăвансемпе курнăçма ирĕк параççĕ тенĕрен, Антуна тĕрмене хупнăранпа пилĕк уйăх ытларах иртсен, чăнах та, ун патне Етĕрпери аппăшĕ Пăлаки пырса кайрĕ. Вĕренӳ çулĕ пуçланиччен вăл яла, Утара, çитсе килнĕ-мĕн те, унти хыпарсене шăллĕне курнăçу вăхăчĕ май панă таран пĕтĕмпех каласа кăтартрĕ. Ашшĕсем унчченхи пекех пурăнаççĕ-мĕн. Çемен вара пуçлăха тухнă, ялта кредит юлташлăхĕ йĕркеленĕ те, ăна ертсе пырать. Вулăсри пулăшу комитетне те суйланă ăна. Антун пултăрĕ, Çекĕл Павăлĕн ывăлĕ Ехрем, ял Советĕнче ĕçлет-мĕн. Исполнитель тет-и. Санюк та чиперех пурăнать иккен. Хуçалăха тытса пырас тĕлĕшпе ăна Çемен нумай пулăшать. Маттур, тавах шăллĕне. Çемен, авăн çапса пĕтерсен, тетĕшне килсе те курасшăн тет-ха. Санюк вара часах килеес çук-мĕн. Йывăр çын вăл.
Мĕнех, вăхăт шунăçемĕн пурнăç та хăй еккипе малаллах пырать. Каларăмăр ĕнтĕ, Антуна хупни те çур çула яхăн иртрĕ. Пирвай тĕрмери пурнăçа хăнăхма йывăрччĕ, çапах вăл хăнăхса çитрĕ. Анчах кашни эрне, кашни кун иртнĕçемĕн тунсăх вăйлăрах та вăйлăрах пуса пуçларĕ. Пăлаки килсе кайни, пĕр енчен, савăнтарчĕ ăна, каярах вара çавна пула тунсăх чуна пушшех хытăрах кишеклеме тытăнчĕ. Çемйи, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем çинчен каласа кăна панипе ниепле те çырлахаймарĕ Антун, унăн Санюка, ашшĕпе амăшне, шăллĕне, ялйыша хăйĕн куçĕпе курас килчĕ. Çав тери, самантлăха та пулин курас килчĕ. Çапах мĕн тăвăн... Никама май килмесен, Санюка кăна куçран пăхса илесчĕ те çав... Тен, кĕçех ывăл çуратса парĕ вăл. Хальхи пурнăçпа хĕр те аптрамасть. Антун ашшĕ пулса тăрĕ...
Çаплаччĕ те çав, эх, анчах! Мĕн усси ачана унашкал ашшĕнчен. Утьăкка сиктереймĕ вăл ăна, хăй ĕçлесе илнĕ çăкăра çитерсе ӳстереймĕ, пурăнма вĕрентеймĕ. Антун тухнă тĕле унăн ачи эй-эй мĕн мăнăш ӳссе çитĕнĕ. Тен, ашшĕне паллас та темĕ. Ара, тĕрмере ларнă çынпа хăш çамрăкăн мухтанас килтĕр...
Пăлаки килсе кайнă хыççăн, çапла шутла-шутла, Антун мĕскĕнленсех кайрĕ. Вăл ялан пĕччен çӳреме тăрăшрĕ, никампа та питех хутшăнмарĕ, кулă таврашĕ вара унăн питĕнче ĕмĕрне пулман тейĕн.
— Антун тусăм, эс мĕн пит шухăша кайса çӳрен? — терĕ ăна пĕррехинче Король, каçхи апат хыççăнхи пушă вăхăтра ун çумне пырса ларнăскер.
Ахаль чухне Антун унпа унашкал япала çинчен сăмахлас çук та-ха, тăвăлса çитнĕ самантра çыннăн чунне уçас, капланнă тунсăха çапла майпа кăларса, кăшт лăпланас килет-çке.
— Ара, кил çинчен шухăшлатăп-ха, — терĕ Антун. — Арăм йывăр çын манăн. Кĕçех ача çуралĕ, эпĕ вара вăл мĕнле ӳснине кураймăп. Ăнланатăн-и, эпĕ таврăннă тĕле вăл мĕн пысăкăш пулать ĕнтĕ, — аллине çӳлелле çĕклесе кăтартрĕ çавăнтах.
— Пит ан кулян, эсĕ таврăннă тĕле ун пекки кăна мар, пĕчĕкреххи те пулĕ-ха, — тӳрех лаплаттарса хучĕ Король.
— Ăçтан пултăр ĕнтĕ, — хаш! сывларĕ Антун. — Хам — кунта, арăм — унта.
Король, хăй ăссăн тем шухăшласа, кулса ячĕ. Тепĕр чух çапла тем пулать ăна, никампа сăмахламан çĕртех, ларать-ларать те — сасартăк ахăрма тытăнать. Темшĕн-çке чун сӳ-ӳ! каять вăл ахăрнă чухне.
— Каçар, — Антуна хулпуççинчен юлташла çапрĕ Король, — эпĕ санран кулас тесе мар... Çапах, пĕр истори аса килчĕ те... Вăт, çавăнпа сана тӳрех, арçынла калам. Эс кунта пулни вăл ача çуратмашкăн пĕртте чăрмав кӳрес çук. Арăму чиперскер пулĕ? Ун пек тесен, пушшех те... Валет, — пуçне хăйĕн «адъютанчĕ» енне пăрчĕ вăл, — хăвăн юлташу çинчен каласа пар-ха...
Валет ăна пуç тайрĕ, питĕ кирли çинчен сăмах пынăн, çав тери хăпартланса кала пуçларĕ:
— Юлташ пурччĕ манăн. Иртнинче пĕрле ларнăччĕ эпир. Ăна, чăн та, кăшт маларах кăларчĕç. Эпĕ те ирĕке тухсан, пĕррехинче унпа ресторанра тĕл пултăмăр. Паллах, çав тери хĕпĕртерĕмĕр, хăвăрах чухлама тивĕç, курнăçнă ятпа пăртак лешне мĕн турăмăр... Ун пек чухне чĕлхе çăмăлланать çав. «Ну, — тетĕп, — мĕнле пурăнатăн? Çемйӳ епле?» — «Çемье ман хам кирпĕч шутланă вăхăтра самай хушăннă, — тет ку. — Виçĕ çул хушшинче икĕ хĕр çуралнă». — «Ара, эс тĕрмере ларнă пулсан, çветтуй сывлăшран тĕвĕленнĕ-и вĕсем?» — тетĕп. — «Эпĕ те арăмран çаплах ыйтрăм, — тет юлташ. — Вăл вара мана çапла каларĕ: астăватăн-и, эс асăнмалăх сăнӳкерчĕк хăварнăччĕ, çавна пĕрехмай пăхнипе пулчĕ пуль терĕ...»
Пурте ахăрса ячĕç. Ара, ристансемшĕн мĕн, кулса пултăр. Антун кăна шăл шурри те кăтартмарĕ. Валет калавĕ ăна пĕртте килĕшмерĕ, тарăхтарчĕ çеç.
— Халапра тем те пулĕ, — хирĕçлерĕ вăл, — Ман арăм — чăн чăваш хĕрарăмĕ, унашкал аташас çук. Яснă?
— Ара, эпир ун пирки нимех те каламастпăр-иç, — килĕшенçи турĕ Король. — Тулĕк сан сăмаххунтан эп çакна пĕлтĕм: арăму йывăр çын пулни çинчен эс ху та аппунтан кăна илтнĕ. Ăнланмастăп: юратнă мăшăру кун пирки мĕншĕн-ха сана малтанах, хăвна тытса каяс умĕнех систермен, э? Вупше, ку вăл ман ĕç мар, паллах...
Çакнаш калкалаçусене Корольпа Валет, ăнсăртран тенĕ пек, çине-çинех пуçарса пычĕç. Ĕнтĕ хăй те сисмерĕ, Антун Санюк пирки те, хăй тĕрмерен чип-чипер тухаяс пирки те иккĕленме тытăнчĕ.
— Эх, яла пĕр кунлăха кăна кайса килесчĕ, йăлтах хам куçпа хам ăн курасчĕ! — кулянса каларĕ вăл пĕррехинче.
— Ăхă! Эп сан вырăнта пулсан-и, тусăм, пĕр кунлăха мар, саççимех тухса тармалла кунтан, — хĕтĕртрĕ ăна Король.
— Мĕнле вăл — саççимех?
— А мĕн çухатан эс? Пуçу ăна-кăна çавăрттарма пĕлсен, лягавăйсен аллине час лекмĕн. Тен, саççимех те çакланмăн. Çаклансан та... калăпăр... тепĕр çич-сакăр... вунă-вуникĕ çултан... Унччен патша пек пурăнса юлан-çке. Паллах, каларăм ĕнтĕ, пуçу чипер ĕçлет пулсан... Çитменнине, тĕрмерен, кирлех-тĕк, татах тарма та пулать.
Антун хирĕç нимĕн те шарламарĕ. Король сăмахне вăл шӳт вырăнне кăна хучĕ. Çапах, темшĕн-çке, ĕçе е уçăлса çӳренĕ чухне унталла-кунталла çивĕчрех пăхкаларĕ. Çук ĕнтĕ, кунтан тарасси çинчен шухăшлама та кирлĕ мар. Хапха патĕнче — часовойсем. Чул хӳме — тем çӳллĕш... Тата мĕншĕн тармалла унăн? Айăпа чăннипех кĕнĕ çыннăн хăйне пӳрнĕ нушана вĕçне çитиччен тӳссе ирттермелле.
Корольпа Валет хăйсен юррине тепре юрла пуçласан, Антун тӳсеймерĕ:
— Хăвăр ма-ха çаклантăр кунта? Çак йышпах? — тесе ыйтрĕ.
Король ăна кăмăлтанах ăнлантарчĕ:
— Пирĕн урăх ĕç. Пытармасăр каласан, эпир Канаш чугун çул станцийĕнчен чаплă сейф сĕтĕрсе тухрăмăр. Çăри кăткăсскер, мур, пире ĕçлеме те чăрмантарчĕç. Хайхи икĕ юлташ ăна кирлĕ çĕре илсе кайрĕç. Эпир юри «çаклантăмăр». Ментсем юлташсен йĕрĕ çине ан ӳкчĕр тесе. Капла çулталăк ытларах ларăпăр та, амнистипе тухăпăр. Леш сейфĕнчи хамăртах юлĕ. Кунтан тухсан, эпир, пĕлетĕн-и, пурте чăн-чăн корольсемпе тузсем пулăпăр! Сан вара, тусăм, пурнăçу раснарах.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...