Синкер :: Пӗрремӗш сыпӑк
1
Килне çур çĕр иртсен кăна таврăнчĕ пулин те, Иван Телегин — ялти пек каласан, Урапа Ванькки — час выртмарĕ, выртсан та, чаппанпа витĕннĕскер, улăм тӳшек çинче чылайччен, йывăç кравате чĕриклеттерсе, енчен енне çаврăнкаларĕ, çывăрса каяймасăр нушаланчĕ. Тепĕр тесен, каккуй çывăрас шухăш халĕ! Паян, тĕрĕсрех, ĕнер кăна-ха курнă-илтнĕ тĕлĕнмелле япаласем куç умĕнчен ниепле те каймаççĕ, кайтарас та килмест вĕсене. Ара, пĕр шутласан, юмахри пекех пулчĕ-çке. Нимĕн çук çĕрте, шап-шурă пир çинче, — эй тĕнче! — сасартăк çурт-йĕр курăнса каять, йывăç-курăк ӳсет, выльăх-чĕрлĕх çӳрет, çынсем утаççĕ. Хурапа шурă тĕслĕскерсем кăна та-ха, чĕррисемех-çке!.. «Эй, паян вырсарни-çке, çĕнĕ тĕнрен куçнă йĕркепе, уйра ĕçлемелли кун мар, ир тăмасан та юрĕ», — текелесе, Телегин хăй те хуп турттарма васкам арĕ вара.
Вĕсене, Х уралам вулĕçтăвкомĕ хатĕрленĕ мероприятисен планĕнчи пек каласан, ялти культстрой активисчĕсене — учительсене тата çитĕннисене хутла вĕрентекен ликвидаторсене, избачсене ĕнер пуйăспа Улатăра ятарласа кино курма илсе кайнăччĕ. Пĕлтĕр кăна-ха, 1926 çулта, йĕркеленнĕ «Чувашкино» иккĕмĕш картина ӳкернĕ те, ăна çав хулари кинотеатрта чăвашсен çутĕç активисчĕсене ятарласа кăтартаççĕ-мĕн. Вулăсри ликвидаторсенчен пĕри пулнă май Экеçри ялхуçалăх юлташлăхĕн председателĕ Телегин та кинотеатра лекрĕ, акă, ĕнер.
Вĕсене кăнтăрла тĕлне çывăхри, Экеç ялĕнчен вуникĕ çухрăмри, разъезда пыма каланăччĕ. Унта пухăнса, пуйăспа Улатăра пĕтĕм йышпа кĕптĕрленсе тухса кайрĕç.
Çак кĕске çулçӳреве Телегин, Раççейĕн нумай-нумай кĕтесĕсенче те, поляксем патĕнче те пулса курнăскер, тупата, ĕмĕрне манас çук. Вакунăн уçă чӳречи умĕнче Улькапа, шкул ачисем пек каласан, Ольга Матвеевнăпа, хире-хирĕç ларса пычĕ вăл. Пуйăс тĕллĕн-тĕллĕн урхамахран хăвăртрах кайнине пула çаврăнса тухакан çил, кантăкран вирхĕнсе кĕрсе, пирвай Улькан хытă çавăрса çыхнă хура çӳçне арпаштарма хăтланать, анчах темиçе пĕрчĕ тăпăлтарса кăларнисĕр пуçне темех тăваймасть те, хĕре питрен ачашшăн çапкаласа алхасма тытăнать. Тăрăхларах пысăк хура куçне мăч-мăч хупать Улька, сывлăш хумĕ вăйлипе тăрсан-тăрсан тутине кă-ăшт уçать те, самантлăха сывлайми пулса, пуçне илемлĕн чалăштарса пăрать. Çавнашкал самантсенче унăн çавракарах, анчах типшĕм пичĕ пушшех илемлĕн курăнать — тупата, пĕр кашăк пылпа çăтса ярăн... Чугун çул икĕ айккипе тăсăлакан çăра вăрманăн симĕс хӳми унăн тӳрĕ çамкине, кăшт каçăртарах сăмсине, йăмăх хĕрлĕ тутине пушшех уççăн палăртать. Хĕвел çути витерекен таса ӳт кăмăл нарасталăхне ятарласа пайăрлать тейĕн. Çирĕм тăххăрти Телегинăн çак çап-çутă сăнлă хĕр хăйпе пĕр çултине, вĕсем ача чухне, Ванькка иккĕмĕш класра шкула çӳреме пăрахиччен, пĕрле вĕреннине, пĕрле выляса-кулса ӳснине ĕненес те килмест. Мĕншĕн тесен ытла юмахри пике евĕр илемлĕ те çамрăк курăнать-çке вăл, çавăнпах-ши, вăл вĕреннĕ çын, ялти шкул пуçлăхĕ иккенне те манатăн. Çывăх-çывăх çын пек туйăнать вара Улька, Ольга Матвеевна тесе калас та килмест ăна... Тепĕр тесен, туйăнать кăна мар, вăл чăннипех çывăх-ха, мĕн ачаранах çывăх юлташ. Анчах... юлташ кăна. Мĕншĕн тесен Улька вунçиччĕсенчех, Ванькка ăна юрата пуçланă чухнех, ялти учитель ачине Давид Никифорова савса пăрахнăччĕ. Лешĕ, чăнах та ĕнтĕ, çав тери ырăскерччĕ, шел, граждан вăрçинчен таврăнаймарĕ. Телегин куçĕ умĕнчех вилнĕ вăл. Çапах хĕр, унтанпа вăхăт пайтах иртрĕ пулин те, кăмăлне улăштармасть.
Улатăра экеçсем кахал апачĕ тĕлне çитрĕç. Вырăс купцисемпе мещенсем революциччен пĕр-пĕринпе ăмăртмалла лартса тултарнă капмар та эрешлĕ çуртсене кăштах курса çӳресен, кинотеатра кайрĕç. Унта вĕсене тĕлĕнтермĕш кино кăтартичченех темĕн чухлĕ тĕлĕнтерчĕç. Ара, сеанс пуçланиччен куракансене чăваш çĕршывĕнче çутĕçпе культура, сывлăха сыхлас ĕç епле аталанса пыни çинчен лекци вуласа пачĕç-çке. Мĕн кăна илтсе пĕлмерĕ пулĕ Телегин. Сăмахран, республикăра шкул çулне çитнĕ ачасен çурри ытла вĕренет-мĕн. Шутласан, ку улшăну Экеçре те лайăх палăрать. Ванькка астăвасса икçĕр аллă киллĕ ялта икĕ класлă шкула пĕтĕмпе те вăтăр ачаран ытла çӳреместчĕ. Халĕ Ольга Матвеевна — ултă класлă шкул пуçлăхĕ... Çитес çулсенчех республикăри ачасене пурне те пуçламăш пĕлӳ пама тытăнаççĕ иккен. Чăннипех тĕлĕнмелле мар-и-ха çакă. Вуникĕ-вунвиçĕ çулхи шĕвĕрсем хайхи ашшĕ-амăшĕсенчен нумайрах пĕлекен пулаççĕ-çке. Çăмарти чăххине вĕрентме тытăнмĕ-и ун пек чухне?.. Мĕн чухлĕ вулав çурчĕ, библиотека туса лартнă тата. Вĕсенче вуламалăх чăвашрах хаçат-журнал, кĕнеке чылай тухса тăрать. Чăваш театрĕ, музыки аталанать. Шупашкарта симфони оркестрĕ йĕркеленĕ. Унта тем тĕрлĕ вăйăçсем пĕрле ĕçлеççĕ тет. Çав оркестр текен йыш калам а çук кăткăс кĕвĕсене ним мар шăрантарма пултарать иккен. Радио текен темле тĕлĕнтермĕш те сарăлма тытăннă тата. Хăлха çине темскер тăхăнтартатăн тет те таçта аякра пупленине, юрланине-ташланине илтетĕн тет. Телефон тесен, Телегин астăвать, вăл ĕлĕкхи çартах пурччĕ. Ăса хума май çук япалаччĕ-ха та, çапах сасă пралук тăрăх каять тенине ĕненме пулатчĕ. Радио вара сывлăшри хумсене тытсах калаçать тет. Сасăсене çав куçа курăнми хумсем илсе килеççĕ-мĕн. Тата, акă, чăвашсемех кино ӳкерсе кăтартаççĕ. Вăл вара тĕлĕнтермĕшрен те тĕлĕнтермĕш. Кĕçех ăна хулара кăна мар, ялсенче те кăтарта пуçлаççĕ имĕш.
— Илтетĕн-и, Ванькка, мĕнле ӳссе пыратпăр эпир! — ахаль чухне лăпкă Улька та, ăна чавсипе тĕке-тĕке, лекци вăхăтĕнчех кала-кала илчĕ. — Ĕç-пуç каплах кайсан, пирĕн артистсем тепĕр çирĕм-вăтăр çултан çулталăкра теçеткешер кинокартина ӳкерсе кăларма тытăнĕç, кашни хуларах симфони оркестрĕ пулĕ!
Вĕри сăмахсемпе пĕрле хăлхана хĕр ăшши те çапнăран Телегин хăй те хĕрӳленсе-хĕрӳленсе пычĕ. Симфони оркестрĕ текен япала мĕн иккенне вăл çапах та тĕплĕн ăнланса çитеймерĕ, çавăнпа унашкал йыш кашни хуларах кирли-кирлĕ марри пирки нимех те калаймĕ. Кино тесен, чăнах та, тăван халăх пурнăçне çапла илемлĕ сăнласа кăтартнине камăн курас килмĕ. Паллах, социализмпа коммунизмра унашкал майсем кашни халăхăн пулмалла... Тата тепĕр хыпар та тĕлĕнтерсе, хăпартлантарса ячĕ Телегина, кăштах ăмсантарчĕ те. Ай-хай хăюллă çынсем пур-çке халăхра! Тĕрлĕ хуласенче 660 чăваш çамрăкĕ аслă пĕлӳ илет иккен. Мускавпа Ленинградран пуçласа Киев, Астрахань, Омск таранах вĕренеççĕ вĕсем. Шухăшлăр-ха, амикке: аслă пĕлӳ илеççĕ! Чăвашсем!
«Сарпике» ятлă кинокартина, ĕлĕкхи чăваш хĕрарăмĕн калама çук тертлĕ те синкерлĕ пурнăçне кăтартса параканскер, вулăс активисчĕсене пурне те çав тери хурлантарса-пăлхантарса ячĕ. Каялла таврăннă чухне мĕн разъезда çитичченех вĕсем вакунра шăпăрт пычĕç, унтан пирвай вăрман хĕррипе, кайран уйпа килелле утнă чух та, куç çĕрлехи тĕттĕме кăшт хăнăхиччен ытахальтен пĕр-ик сăмах перкелешсе илнине шутламасан, пач пуплешмерĕç, ĕнерхи çумăр хыççăн урапасем иртсе кăтрашкалантарнă хытă çулпа тăнкки-танкки пускаласа пычĕç.
Çул юппинче экеçсем — Телегин, унăн йăмăкĕ Тарье, избачра ĕçлекенскер, тата Ольга Матвеевна, — вулăсри ытти ял çыннисенчен уйрăлса, сулахаялла кукăрăлса кĕрекен çулпа виççĕнех утрĕç. Тунмасăр каласан, çакнашкал самантсенчен Телегин яланах кăшт шикленет, мĕншĕн тесен, унтанпа ултă çул иртнĕ пулин те, улахрах çĕрте Ольга Матвеевна унран час-часах хăйĕн савнийĕ Давид мĕнле вилни çинчен каласа пама ыйтать. Ара, Телегин шурă поляксен аллинче унпа пĕрле пулнă-çке, тыткăнран унпа, хăйĕн командирĕпе, пĕрле тарнă; ун чухне ĕнтĕ, хамăрăннисем патне çитсе-çитсе пынă самантра, Никифорова тăшман пули пырса тирĕнчĕ... Чăн та, хальхинче Ольга Матвеевна, те Тарье пĕрле пынăран, ăна-кăна асăнмарĕ, «Сарпике» çинчен сăмах тапратрĕ.
— Ванькка, Тарье, мĕнле, килĕшрĕ-и сире картина? — ыйтрĕ вăл. Кинотеатртан тухнă-тухманах çапла ыйтнăччĕ-ха хăй, хĕрӳленнĕ чухне пуплешнине маннă пулас.
— Килĕшмесĕр. Эпĕ ăна курнăранпа, пĕлетĕр-и, халĕ те тăна кĕрейместĕп, — тӳрех хавхаланса калаçа пуçларĕ Тарье. — Мĕнле-ха вăл, шурă пир çинчех пурнăçа çапла чăн-чăнла кăтартма пулать, э? Кĕнеке тесен, пирвай хутла вĕренмелле, кайран та вуласа мĕн чухлĕ вăхăт ирттеретĕн. Кунта вара çăвар карса кăна лар, веçех куç умĕнче.
— Ку япала мана та тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ, патька, — пĕлтерчĕ Ванькка та. — Чăвашсеннех-çке картини — вăт çакă мăнаçлантарать тата. Нивушлĕ пирĕн çынсемех ăна тума пултараççĕ? Хам куçпа хам курнă çĕртех çакна халĕ те ĕненес килмест.
— Çапла, Максимов-Кошкинскипе Тани Юн ку картинăпа хăйсене кăна мар, пĕтĕм чăваш халăхне çĕклерĕç, — терĕ Ольга Матвеевна. — «Сарпикене» халĕ Мускавра та кăтартаççĕ-çке. «Трудовая газета» хаçат çапла çырать.
— Камсем, камсем? — тӳрех ăнланаймарĕ Телегин.
— «Чăвашкинона» Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский йĕркелесе янă. «Сарпике» картинăна та вăлах лартнă. Сарпике рольне вара Тани Юн вылярĕ. Çав тери пултаруллă артистка, — тĕплĕнрех ăнлантарчĕ Ольга Матвеевна, — Ара, картина пуçланас умĕн пурин çинчен те çырса кăтартрĕç-çке...
Телегин тĕттĕмре Ольга Матвеевна питне курасшăн пулчĕ те ун еннелле пĕр тăпра муклашкинчен такăничченех пăхса пычĕ. Хăйĕнчен тăрăхланине-мĕнне асăрхамарĕ вăл, çавăнпа хисеплесе каларĕ:
— Эсĕ, Ольга Матвеевна, питĕ тимлĕ çын çав, ман хăраххи мар. Эпĕ, тĕрĕссипе, мĕн çырнине вуламашкăн тавçăрса та илеймерĕм, картинĕсем часрах пуçланасса кăна çăвар карсах кĕтсе лартăм.
— Ванькка, — чарăнса тăрсах асăрхаттарчĕ ăна хĕр, — миçе хут каланă сана: Улька тесе чĕн мана, юрат-и? Тантăшсем-çке эпир, пĕрле ӳснĕ туссем.
— Çапла та... Эс пирĕн хăраххи мар-çке, нумай вĕреннĕ çын, педтехникум пĕтертĕн. Манăн вара ку тĕлĕшпе пит ăнсах каяймарĕ-ха... — терĕ Телегин пăшăрханнине пытармасăр.
Хĕр ăна питрен тимлесе пăхрĕ, анчах, каччă куçĕ сӳнмен кăвар пек йăлкăшса илнисĕр пуçне, тĕттĕмре нимех те асăрхаймарĕ. Çапах, курмасан та, унăн тăрăхларах типшĕм питне Улька унсăрах лайăх пĕлет. Хăш-хăш самантра Ваньккана çав тери çирĕп кăмăлл ă çын пек кăтартать вăл. Ун пек чухне хулăнах мар тута пĕрĕнсе-пăчăртанса тăрать, пысăк мар тӳрĕ сăмса çунаттисем пĕр сарăлаççĕ те пĕр пĕрĕнеççĕ, пит шăмми уçăмлăрах палăрать, тĕксĕмрех ӳт лапкăшпех хытса хурçăланнăн туйăнать. Тепĕр чухне вара пачах урăхла: Улька ăна питрен пăхсан, Телегин çав тери йăваш та мĕскĕн çын пек курăнса каять. Именнипе питçăмарти хĕрупраçăнни евĕр хĕрелсе тăрать унăн, тути хупăнма манать, куçĕ çынна питрен пăхаймасть, çавăнпа, ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр, чăл-чал вылянать. Ыттисен умĕнче вăл ку сăнпа сайра курăнать-и те, Улька умĕнче çакнашкалли час-часах пулкалать. Нумай-нумай çул çапла ĕнтĕ. Хĕр пĕлет, тахçантанпах питĕ лайăх пĕлет: юратать ăна Ванькка, савать. Çавăнпа ку таранччен мăшăр çук унăн. Чăваш шучĕпе, ватă хусах ĕнтĕ вăл. Çынни вара сăнран та, кăмăлĕпе те чиперскер, пултаруллă, правур, ĕçчен. Нумай вĕреннĕ çын мар тет-ха та хăйне, вулăса, сакăр çухрăмри Хуралама çӳре-çӳре, хресчен çамрăкĕсен шкулне пĕтерчĕ вăл. Ун пекки ялĕпе пĕрре...
Темшĕн-çке, Улька хăйне Ванькка умĕнче айăплăн туйрĕ, вара унпа çемçенрех, йăвашшăнрах калаçма тытăнчĕ.
— Вĕренӳ тенĕрен... Ванькка, эс халь ĕнтĕ, хресчен çамрăкĕсен шкулне пĕтернĕ хыççăн, малалла мĕн тума шутлатăн? — ыйтрĕ вăл.
Телегин, калас-и, калас мар-и тенĕн, кăшт шухăшласа тăчĕ те иккĕленерех хуравларĕ:
— Пурăна киле Вăрнарти ялхуçалăх техникумне сĕкĕнсе пăхас тетĕп-ха та, тем пулĕ ĕнтĕ.
— Епле маттур эсĕ, Ванькка. Пурте йĕркеллех пулать, курăн акă. Сана вĕренме илмесен, кама илмелле тата унта, — хавхалантарчĕ ăна Улька.
Эй, вĕсен халĕ çапла пули-пулми çинчен калаçса пымалла мар та çавă! Сахал-им тĕнчере çĕрле валли урăх сăмах. Авă, çурла пек курăнакан уйăх пур тĕпсĕр тӳпере, пин-пин йăл-йăл çăлтăр...
Вĕсем иккĕшĕ те уни-куни калаçкаланă майăн хулленрех ута пуçларĕç. Экеçе çитсе пыратчĕç ĕнтĕ. Çапах, урамсем аялта, çырмасен хĕррисемпе вырнаçса тухнă пирки, кунтан ял палли курăнмасть-ха. Çитменнине, тĕттĕмрех çав кĕçĕр, çурла пек уйăхăн таврана çутатмалăх та хевти çитеймест. Çапах ют çын куçĕ кăна умрине нимех те асăрхаймасть, ачаран кунта ӳссе çитĕннĕ çынсем вара, тĕттĕм пулин те, нумай-нумай япалана кураççĕ, сисеççĕ, илтеççĕ, туяççĕ: унталла-кунталла кукăрăлса выртакан урамсене те, кил-çуртпа хуралтăсене тăр-кăнтăрлах тĕтре пек хуплакан кăтра йăмрасемпе тирексене те, революциччен темиçе çул маларах кăна-ха туса лартнă çутă пуçлă чиркĕве те, унран инçех те мар, тĕрĕсрех каласан, унăн тӳртумĕнчех тупăшмалла вырнаçнă шкул çуртне те, ял вĕçĕнчи кантăр пĕвине те — пурне те, пурне те. Çав çак самантра куçа питех курăнман урамсенчен, йывăç-курăкран, çырмасенчи пĕчĕкçеç шăнкăр юханшывсемпе пĕвесенчен темле ырă-ырă ăшă килет пек те кăмăла çĕклентерсе ярать пек.
Тăван ял... Тĕттĕм-ха вăл халлĕхе, чухăн, тĕксĕм. Анчах çутта тухĕ, тулăх пурнăçпа пурăнма тытăнĕ, çуталĕ, якалĕ, чиперленĕ. Паянхи лекци, ун хыççăн курнă кино çакна çирĕп шантараççĕ. Телегин та ку ĕçре алă усса лармĕ, ялхуçалăх юлташлăхне çынсене ытларах та ытларах явăçтарĕ. Ĕмĕтĕнче — колхоз туса ярасси. Ун чухне халăх ырлăх патне хăвăртрах çитессе çирĕп шанать вăл. Ара, совхозсемпе колхозсем тĕл-тĕл пур ĕнтĕ, вĕсен ĕç-пуç ăнса пыни çинчен хаçатсем çырсах тăраççĕ. Вĕренесчĕ кăна вăт, тахçанхи ĕмĕте пурнăçласа, агронома тухасчĕ. Унсăрăн çынсене те пулăшаймăн, колхоз йĕркелеме те пĕлеймĕн. Хĕреснашшĕ, нумай пĕлекен Крапивин, граждан вăрçи çулĕсенчех çине-çине калатчĕ ăна: çĕрĕçе çĕнĕлле, наука вĕрентнĕ пек туса пымалла тетчĕ. Вара пирĕн тăмлă çĕрсем те хальхинчен чылай тухăçлăрах тырă пама пуçлĕç, нумай-нумай выльăх тăрантарса усрама май килĕ тетчĕ. Эх, хăçантанпа ĕнтĕ çав хаклăран та хаклă çынна курманни! Ун чухне вăл чекистчĕ, халĕ кам-ши?.. Вĕренесси тесен, техникума илччĕрччĕç кăна, Телегин ăна пĕтерĕччех вара. Халь майсем пур пек ĕнтĕ. Вунтăххăрмĕш çулта, хĕреснашшĕ ăс панă чухне, ку шухăш юмах евĕр кăна туйăнатчĕ.
Ванькка ун чухне фронтран вăхăтлăха, суранне сиплесе пĕтермешкĕн, таврăннăччĕ яла. Çав шутлă кунсенче те пулин хĕреснашшĕне — чекиста — таврара ашкăнса пурăнакан, хураха тухнă таркăн салтаксене тытмашкăн пулăшма тиврĕ. Хăйне те фронтран тарнă салтак тесе, Ванькка вĕсемпе явăçса кайнă пек турĕ, вăрманта ăçта пытанса пурăннине пĕлчĕ. Ушкăн пуçĕсем экеçсемехчĕ тата. Пĕри — чи чипер хĕрарăм Сăпани упăшки, ялти чи хисеплĕ Çăпата Матвин ывăлĕ Веняччĕ. Халăх шучĕпе, чипер арăмне ытарайманнипех тарса килнĕччĕ вăл Хĕрлĕ Çартан. Тепри — Совет влаçĕн чăн-чăн тăшманĕ — çĕрме пуян Кашкăр Микулин ывăлĕ Алюшчĕ... Сипленсе çитсен, Ванькка каллех фронта тухса кайрĕ. Хура-шурра нумай тӳсме тиврĕ ăна. Шурă поляксен аллине тыткăна лексе те курчĕ, унтан тарса тухсан, каллех Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăчĕ. Яла таврăнсан та пирвайхи çулсенче, кил-çурта, хуçалăха йĕркене кĕртсе, пайтах нушаланма тиврĕ. Ара, Ванькка ачаранпах тăлăх-турата юлнă çын. Унăн ашшĕ Урапа Çтаппанĕ, чип-чипер пурăннă çĕртех, ялти çĕрме пуян Кашкăр Микули вĕслетсе хĕнеттернипе çирĕм çул каялла çĕре кĕчĕ. Унтан амăшĕ те хуйха пула нумаях пурăнаймарĕ, упăшки хыççăн ăсанчĕ. Хуçалăха Ванькка пиччĕшĕ тытса тăма тытăнчĕ. Ăна та пĕрремĕш тĕнче вăрçи тухнă-тухман салтака илсе кайрĕç, таврăнаймарĕ вара унтан. Хресченĕн пĕтĕм нуши, çитĕннĕ çынна та курпунланса çӳреттерекенскер, хайхи пĕтĕмпех Ванькка çине тиенчĕ. Çитменнине, унăн та вунçиччĕмĕш çулхи хĕлле салтака кайма ят тухрĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...