Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Сăрнай темерĕн... Мĕн çитменшĕн куççуль тăкатăн? Çапса ыраттарчĕç-им? Е çын туманниие тăваççĕ-и санпа? Аçу-аннӳ йăлнпе сав маиа... Ельпох калатăп, вара такăмран пуян, такамран чапла пулăн. Мăнастир сăрнайĕсем сана пуç тайĕç. — Самантрах Клавьене пилĕкĕнчен ыталаса чăмăртарĕ.
— Кăравул!..
— Сăрнай темерĕн... Мĕн çитменшĕн çуйхашатăн? Куйта, тăпра айĕнчи пекех, сасă тухманнине пĕлместĕн-нм? — тере те Клавьене кравать çине çавăрса пăрахрĕ.
Клавье татах кăшкăрасшăнччĕ — сасси çĕтрĕ. Пулăшу килес çĕре кĕртсе янă-им ăна? Мĕнпур шанăçĕ те хăй çкйче. Клавье, çĕлен пек авкаланса, Михха айĕнчен тухрĕ. Çурăмĕпе стена çумне таянчĕ, ӳсĕре кăкăрĕнчен тапрĕ.
— Санашкал маттурсене килĕштеретĕп. Ельпох калатăп, сан чухлĕ хĕрпĕ тĕл пулман. Хакне хушма та хатĕр. Ыйт, миçе тенкĕ парас? Хирĕçме хăтланни усăсăр. Ман алăран вĕçерĕнеймĕн.
Тĕнчипе пĕр ирсĕр! — чун-чĕрипе кураймасăр хаяррăн каларĕ Клавье, — Вунçичĕ çула çитиччен атте тесе хисепленĕ сана. Эс выльăхран выльăх, тискертен тискер иккен! — Михха кӳсекпе çапса антарнăн пăхкаланă сăмантра Клавье тутăрне сирсе ывăтрĕ. — Татах паллаймарăн-и?!.
Ним иккĕленмелли те çук, çавă. Хĕрĕ тупăнни сăвăнтарчĕ Миххана. Кирек мĕн сăлтавпа килсе лекнĕ пултăр та, ăна кунта хăвармĕ, пĕрле илсе кайĕ. Анчах тин çеç ăна тапăнннне аса илчĕ те пĕтĕм савăнăçĕ сирĕлчĕ. Михха чĕркуççи çнне ӳкрĕ.
— Клавье, хĕрĕм ĕнен.. — макăрса ярас пек сассине кăларчĕ вăл, — çăк тĕнчере эс манăн пĕртен-пĕр юратнă хĕрĕм. Эс çухалнипе, мулăм-пурнăçăм та куçа курăймасть. Ĕнтĕ тупăнтăн. Сăна кунтан хăтарăп. Паян ăссăрланнине каçар, тархасшăн. Кунашкал ирсĕр йăлапа тек нихçан та айкашмăп... — Клавье шарламаннипе, иртнĕ вăхăта аса илтерсе, кĕмăлне çавăрма тăрашрĕ: — Çакна тă манас марччĕ: эпĕ сана чечек пек пăхса ӳстертĕм, ху юратнă каччупа мăшăрлантарма килĕшрĕм. Эсир мĕншĕн çухалнине кăна тăна илейместĕп.
Клавье чĕри çемçелме хăтланчĕ. Миххă сăмахĕсем терĕсех-çке. Ашшĕ шутланнă çынна ыталаса Чĕркуççи çинчен тăратма, хур кӳнишĕн кăçару ыйтма та хатĕрччĕ. Манашкăраи илтнисем, Миххăн мĕнпур ирсĕр еçĕпе пурнăçĕ куç умне тухса тăчĕ те, Клавье кăмăлĕ хытрĕ. Амăшне сиен кӳме пултарăсса та манчĕ Клавье, йĕрĕннĕн патлаттарчĕ:
— Сире, ют çынна, эп ăçта çухални мĕне кирлĕ?
— Саншăн ма ют пулам эпĕ? — ăнланаймарĕ Михха.
— Эп сан хĕрӳ марриие çирĕплетме куçна уçарах пăхмалла кăна... — хăйпе хăй калаçнăн хуравларĕ Клавье. Михха ун çине пуçламăш хут курнăн тинкерчĕ те минресе кăйрĕ. Чăнах та-çке: Клавье пит-куçĕнче Михха сăн-сапачĕ чĕптĕм те çук. Тăхта-ха, кам сăнарлă вăл? Çĕр çаттăр, куç умне çамрăк чухнехи Микула тухса тăчĕ. Питçăмартийĕ, куçĕ-пуçĕ, сăмси-çăварĕ йăлтăх çавăн. Миххан хăй тавçăрнине те ĕненес килмерĕ. Вилĕмле намăса кĕртнĕ çын ятне Клавьерен илтесшĕн:
— Эп сан аçу мар-тăк, кам хĕрĕ эсĕ? — тесе ячĕ.
— Ман атте Энĕшкассинчи Николай Степанович... Эпир Вăйюкпа юн-тавансем...
Пĕтĕмпех аса илчĕ Михха, пĕтĕмпех ăнланчĕ. Арăмĕ те пĕлсе тăнă çĕртех шарламан ăна çакăн пирки. Ав епле шыв сыптарнă ăна сăрнайсем...
— Çăварна хупла!..
Клавье сехерленес вырăнне кравать çинчен сиксе ăнчĕ.
— Пăвса вĕлер! Халь маншăн пурпĕр! Эп никамран та хăрамăстăп!..
Миххă Клавье çине алă çĕклеме хăю çитереймерĕ, ăна айккинелле сирсе, ăлăка тӳнлеттерме тытăнчĕ:
— Сăрнайсем, уçăр хăвăртрах! Уç-ăр!..
Алăк тулашĕнче сыхласа тăракан маняшка Кларье çуйхашнине йӳпсеменччĕ. Ку пӳлĕмре унашкал пулăшу ыйтса кăшкăрнине пайтах илткеленĕ. Михха алăка тӳнлеттерни вара кăнăçсăрлантарчĕ. Алăк уçăлсанах, лешĕ пуля пек тухса сирпĕнчĕ. Манашкака аптраса юлчĕ. Кунта темле инкек сиксе тухнине тавçăрчĕ. Пӳлĕме васкаса кĕчĕ те Клавье урайăенче хускалмасăр выртнине курчĕ. Чĕнсе те чĕнмест. Çапах сывлăшĕ пур иккен-ха.
Нимĕн те ăнланма çук, мĕн пулнă кусене? Игуменьйăна хăвăртрах кайса пĕлтерес.
— Ну, мĕнле унта? — манашка алăк урлă каçсанах ыйтрĕ игуменья. Михха хăй патне кĕрессе кĕтсе лараканскер.
— Сăваплă матăшкă, инкек...
— Мĕнле инкек тата?..
— Тĕплĕнех чухлаймарăм та... йĕнче выртать, тăнĕ çук. Господин тухса сирпĕнчĕ.
— Ăçталла?
— Асăрхаса юлаймарăм, сăваплă матăшкă.
— Тăхта, сударь, хăвна та мыскара кăтартăп-ха, — шăл витĕр сăптăрчĕ игуменья. Çилĕ тăвăлнипе чĕмсĕрленчĕ. Михха тав тăвасса, укçа хушса парасса кĕтнĕччĕ. вăл. Лена чухлĕ чипер хĕр шыраса тупаймăн. Вăл пур, сывпуллашма та шутламан. ав.
— Сăваплă матăшкă... — пĕр хушă шарламасăр тăнă хыççăн хăю çитерсе сăмах хушрĕ манашка.
— Тата мĕн? — пуçне ялт! çĕклерĕ игуменья.
— Лена йăмăкăм урайĕнче выртать, пулăшу парасчĕ. Игуменья хăвăрт хăйне алла илчĕ. Кунта туррипе патши те хăй пулин те, тин килсĕ кĕнĕ хĕре ирсĕр ĕçпе вĕлернĕ чап манашкăсене пăлхатасран хăрушă.
— Атя! — терĕ вара васкаварлăн манашкăна.
Клавье çав-çавах урайĕнче выртнине курсан, игуменья сехĕрленме пуçланăччĕ, анчах вăл чиперех сывлать тенипе çилĕ тепĕр хут чашкăрчĕ. Михха тухса тарнăшăн çак хĕр айăплă пек туйăнчĕ.
— Тăр, ачăша пенипе çитĕ! Шеллеме аçу-аннӳ кунта! — хĕре ура пуçĕпе тапрĕ игуменья. Клавье липех хускăлман енне манашкăна хушрĕ: — Илсе кай. Тăна кĕрсен, мĕн пулнине вăлтса пĕлме тăрăш.
Мăнастире килнĕренпе лушшех имшерленнĕ хĕре манашка ал вĕççĕнех йăтса тухрĕ. Хăй вырăнĕ çине вырттарсан, тăнлавĕпе пит-куçне нӳрлĕ алшăллиие сăтăрчĕ. Пăртакран Клавье йынăшса ячĕ. Куçне уçрĕ, анчах умра çав-çавах Михха тăнăн туйăннипе стена çумнелле тĕршĕнчĕ, кĕскен сывласа çуйхашрĕ:
— Тĕнчипе пĕр йрсĕр! Тухса кай хăвăртрах е пăвса вĕлер! Пурпĕр хăрамастăп!..
— Савнă йăмăкăм, Христос турă çылăхăмăрсене каçартăрах. Эсĕ хăвăн кельйӳнте. Кунта сана мăшкăллас текен çук. Эпир иксĕмер çеç. Савнă йăмăкăм, лаплан...
Сасартăк тăна кĕчĕ те Клавье йĕри-тавра сăнаса çаврăнчĕ. Кунта чăнах та манашкăпа иккĕшех иккенне туйсан, тискер хăрушлăх иртнине ĕненчĕ. Кăмăлĕ кăна çăмăлланаймарĕ. Вырăн çине ӳксе, сасăпах макăрса ячĕ.
Манашка чĕрине те йывăр хуйхă хыпса илчĕ, куçĕнчен куççулĕ тухрĕ.
— Сăваплă йăмăкăм, хам чун пекех ăнланатăп... — хĕре питĕнчен чуптăва-чуптăва пăшăлтатрĕ манашка. — Паян эс курнă нушана тӳсме йывăр, çапах тăнăçланма тăрăш. Чун татăлас пек макăрсан та, никама ӳкĕте кĕртеймĕн, хăвна пĕтерни кăна. Сан пурăнмалла та пурăнмалла-ха. Луччĕ сехметпе иксĕр хушăра мĕн пулса иртнине каласа пар та, татах мăшкăлласран хăтăлмалли майсем шырăпăр. Мана хăвна шаннă пекех шан, савнă йăмăкăм.
Манашка хута кĕнĕ пек калаçни Клавье чĕрине ăшăтрĕ. Амăш арки çинче ларнăн туиăннипе, тулса çитнĕ хуйхине сирес килчĕ.
— Сăваплă аппаçăм, эсир сехметпе иксемĕр хушăра мĕн пулса иртнине пĕлесшĕн, — ĕсĕкле-ĕсĕкле сăмах пуçарчĕ Клавье. — Юрĕ, ним те пытармăп. Паян мана мăшкăллама тапăннă çынна эпĕ вунçичĕ çул хушши атте тесе пурăннă...
— Йăмăкăм, аташмастăн-и? — тĕлĕнчĕ манашка.
— Çук, аташмастăп, сăваплă аппаçăм... — Вара Клавье, тĕл-тĕл хурланса, тĕл-тĕл эрленсе, Миххапа Микула тата хăйпе Ванюк пурнăçĕ çинчен мĕн пулнине калăса пăчĕ. Манашка хурласса е ятласса кĕтрĕ. Лешĕ вăрах шарламаннипе канăçсăрлана пуçларĕ. — Мана ăссăр хĕрача тесе шутлатăн-и тен?..
— Çук, çук, савнă йăмăкăм, — Клавьене курентересшĕн пулмарĕ манашка. — Эсĕ мĕн каланине йăлтах чăнлатăп. Апла çеç те мар, савнă йăмăкăм, эсĕ мана мăнастирти йĕркешĕн мар, ирĕкре пурăнăкансен йăлипе хăвăн аппу вырăнне шутла. Паянтан сан ăраскалу ман ăраскал пулĕ. Çавăншăн асăрхаттарасшăн: игуменья веçех вăлтса пĕлме хушрĕ.
— Хушрĕ пулсан, мĕн илтнине ним пытармасăр каласа пар. Халь маншăн пурпĕр.
— Апла мар, сăваплă йамăкăм, игуменьнăна тĕрессине пĕлтерме юрамасть. Кунта килсе кĕнĕ чух шарламаншăн, Янашов хуçана сиветнĕшĕн, сана малашне пурнăç памĕ. Тĕнчере этемĕн икĕ тăшмăн: пĕри — пире çылăха кĕртекен усал сывлăш, тепри — пирĕн игуменья. Тĕпчесен-тусан, малтанхи сăмах çинчех тăр. Паянхн ĕç пирки иксĕмĕр пĕр чĕлхеллĕ пулăпăр. Эп ăна çапла ăнлантарăп: пӳлĕмре хуçа сана сĕтел хушшине йыхăрнă. Эсе хăю çитереймен енне алăк патĕнчен те хăпайман. Вара вăл сĕтел хушшинчен тухнă та сана çулса илнĕ. Эсĕ самантрах тăнна çухатнă. Урăх нимĕн те астумастăн. Çакăнтан ытлашши пĕр сăмах та персе янă ан пултăр. Тата акă мĕн, сăваплă йăмăкăм... Хăвна алла илме тăрăш, хуйха-суйха сирсе яр. Сывлăхна, сăнна-пуçна упрасси пирки шухăшла. Шанатăп, ку тамăкран çăлăнатпăрах. Манашкал шутлакансем татах пур. Вăт çавăн пек, сăваплă йăмăкăм. Христос каçартăр пирĕн çылăхсене... Эс тăна кĕни çинчен кайса пĕлтерем-ха ĕнтĕ. Нимĕн те ан кулян. Пурте лайăхпа вĕçленĕ. Эпĕ нумай тăмăп, таврăнăп, — Клавьене тăванла чуптуса хăварчĕ манашка.
III
Шупашкаралла килнĕ чухне Михха мăнастире кĕрсе киленĕп те Лаврский патне çитсе хăналанăп тесе шутланăччĕ. Курайми тăшман пĕтнĕшĕн епле савăнмăн. Лаврский те чунтанах рехетленĕ. Анчах мăнастирти тĕлпулӳ хуçа чĕрине тăпăлтарсах кăларчĕ тейен. Хапхаран ни вилĕ, ни чĕрĕ сирпĕнсе тухрĕ те вăл, темле тискер чĕрчун пусса ӳкересрен хăранă пек, каялла çаврăна-çаврăна пăхса, Атăл хĕрринелле вĕçтерчĕ. Ăнсăртран хирĕç пулакансем ăна ухмаха ернĕ çынна курнăн пăрăна-пăрăна иртрĕç.
Катерĕ çине ура ярса пуссанах:
— Атăлкассинелле! — тĕсе кăшкарчĕ те Михха каютăна кĕрсе çухалчĕ.
Катер çинче ĕçлекенсем тĕлĕнсе юлчĕç. Шупашкартан таврăннă чух хуçа ăйне яланах хавас тытаканччĕ, командăпа калаçаканччĕ, шӳтлеме те хирĕçех марччĕ. Халь никампа сăмах хушмарĕ. Темле инкек пулни паллах, анчах командăн ун пирки ним ĕç те çук. Вĕсем васкавлăн катера вырăнтан тапратрĕç те çула тухрĕç.
Михха пукан çине лат ларчĕ, чăмăрĕсемпе сĕтеле чышса кĕмсĕртеттерчĕ. Кĕçех пуçĕ сĕтел çине усăнчĕ, нихçан куççуль кăларман Сехмет макăрма тытăнчĕ. Хальччен мĕн ыррăн курăнни йăлтах суя та сутăнчăк иккен. Тĕнчере пĕртен-пĕр юратнă хĕрĕ те хăйĕн мар. Арăмĕ ăна Микулапа мар, кампа та пулин урăххипе улталанă пулсан, татах хăяматаччĕ... Вĕсем малтанах пĕр-пĕрне савнă-и тен. Микула çĕре каялла илме пырсан, арăмĕ хăйне епле тыткаланине аса илчĕ те Михха шăлне шатăртаттарчĕ. Паянхи пекех астăвать-çке, тарçă таврашне вĕсем нихçан малти пӳртре хăна туман, Микулана, ав, ятарласах кĕрттерчĕ. Вун-вуникĕ çынна сăйламалăх апат-çимĕç хатĕрлерĕ. Калаçнă чух Михха сассине хăпартсанах, Мнкула хутне кĕрсе мирлештерме тăрăшрă... Ах, йывăр та иккен çакна туссе ирттерме! Курайман тăшманĕн хĕрне вăл паян кунчченех хăйĕн тесе савăннă. Ăна такам умĕнче те мухтама именмен. Çав хушăрах Клавье ун хĕрĕ маррине пурте пĕлсе тăнă имĕш, вăл кăна нимĕн те курман, хăлхана мăк чикнĕн, нимĕн илтмесĕр пурăннă. Хĕрĕ мăнастирте пулни кăштах лаплантарать-ха ăна. Вилсен те кăлармĕç Клавьене унтан. Çын çинче çӳресе, вăл ун пихне пĕçертмĕ. Ку аван. Хăйне хур кӳрекенсене тавăрмалла кăна. Тĕрĕссипе, Микулана пĕтернĕ ĕнтĕ. Çупкă çитермелли — арăмĕ çеç. Михха пуçне çĕклесе чӳречерен пăхрĕ. Катер анаталла ыткăнать. Симĕс вăрмансем, ем-ешĕл улăхсем хыçа юлаççĕ. Хуçа черкке Хыççăн черкке ӳпĕнтерет...
Катер çырана перĕнсен, Михха сулкаланса каютăран тухрĕ. Никам çине çаврăнса пăхмасăр çырана анчĕ. Хăма çуракан завочĕ хашлатса та чашлатса ларни ун кăмăлне яланах çĕклекенччĕ, нихăçан та унта кĕрсе тухмасăр ирттерекен марччĕ. Халь çаврăнса та пăхмарĕ.
Килĕнче вăл тӳрех арăмĕ çывăракан пӳлĕм патне пычĕ. Шалта тем мăкăртатни илтĕннĕрен, сывлăшне çавăрмалла чарăнчĕ. «Сăрнай, халь те çывăрман иккен, юрлать. Пĕр шухăшласан, ку аван та. Ыйхăран вăратса чăрманмалли çук...» Пурпĕр арăмĕ ӳсĕрри пăшăрхантарчĕ. Тăнне-пуçне çухатнă çын чĕрине тем каласан та витереймĕн. Миххан ăна тӳсме çук асаплантарса тарăхтарас килет.
Лукарье упăшки кĕнине сисмерĕ. Сĕтел çине икĕ чавсипе тĕреннĕ хăй. Умĕнче — пыллă сăра мăкшăмĕпе тулли курка. Унăн та паян юлашки шанăçĕ, юлашки савăнăçĕ сӳнчĕ. Хĕрĕ таçта çухалнй çитмен, Микулана та вĕлернĕ имĕш. Ан тив, каторгăран таврăнсан та пĕр ăш сăмах каламарĕ те, Лукарье çав-çавах ăна юратыв пăрахаймасть.
Энĕш кукăрĕ çич кукăр,
Çич кукăртă хура çырла.
Хура çырлана хурт çине,
Ман телее йыт çинĕ…
— Апла иккен... Сан телее йыт çинĕ-и?.. — шăл витĕр сăрхăнтарса сас пачĕ Михха.
Çын сассине илтсен, Лукарье юрлама чарăнчĕ. Тӳрленсе, алăк еннелле тинкерчĕ. Михха тăнине курсан, пĕтĕм хуйхи-суйхине манса, савăнма хăтланчĕ. Улăшки ун патне çĕрле ура пусманни ытла та нумай пулать çав. Кăштах савсан чармĕччĕ. Ĕçкĕпе аташкалать пулин те, Лукарье чĕри йăлтах хытма ĕлкĕреймен-ха. Тепĕр чухне упăшки çупăрласса та ĕмĕтленет.
— А-а, Михаил Петрович-çке... — йăпăлтатарах чĕнчĕ Лукарье. — Килех, килех. Çапах та ан ятла, эп кăштах сыпрăм. Эсĕ те çĕрне-кунне пĕлми ĕçлесе ывăнтăн-и тен... Юнашар лар-ха, тултарса парам. Шăмму-шакку кантăр, кăмăлу маншăн уçăлтăр...
Лукарье куркине аллă тытасшăнччĕ — ĕлкĕреймерĕ, Михха сĕтеле пĕр кĕтессинчен тытса ӳпĕнтерчĕ. Сăра кăкшăмĕпе курки урайнелле сирпĕнчĕç..
Хăранипе мар, тĕлĕннипе Лукарье упăшки çине чăр! пăхрĕ.
— Эс мĕн, ухмаха ертĕн-им? Е ама йытăсем вĕслетсе ячĕç-и? — кӳренчĕ Лукарье.
— Кам вĕслетни сана кирлĕ мар! — шурă куçне çавăркаларĕ Михха. — Эп ухмаха ернĕ пирки йăнăшатăн. Паян эп нихçанхинчен те урă. Астăватăн-и, вунçичĕ çул каярах пирĕн хушăра хаваслă калаçу хускалнăчче. Ун чух вĕçлеймерĕмĕр, кĕçĕр вĕçлеме тивĕç...
Лукарье тем ырă марра туйрĕ. Чĕри пăлханнине палăртмасăр, упăшкин шухăш-кăмăлне тĕплĕнрех пелесшĕн пулчĕ вăл.
— Ун çинчен тахçанах каласа панă, маннă пулсан, ху айăплă.
— Клавьене кампа çуратни çинчен те-и?..
Лукарье хăйне кăмăллăн тытас тенĕччĕ пулмарĕ. Упăшки унăн вăрттăнлăхне пĕлсе килнĕ. Ав, пичĕ-куçĕ тнскер кайăкăнни пек çунни те çавнах çирĕплетет. Ку инкек хăш енчен, ăçти шăтăкран сиксе тухнине пĕлес пулсан, Лукарье тивĕçлĕ сăмах тупсй тавăрĕччĕ. Анчах нимĕн те тĕшмĕртейменни унăн чĕлхине çыхрĕ.
— Чĕлхӳне çыртрăн-им, йытă ами?.. — хаяррăн кăшкăрса ячĕ Михха, арăмне хăлха чиккинчен çапса. Лешĕ урайне пĕтĕрĕнçе анчĕ, сăран атă айăкран, хырăмран, пуçран лекнипе антăхă-антăха выртрĕ, çапах тăн çухатмарĕ. Хĕрне çуратнăранпах кĕтсе пурăннă хăрушлăх çитрех иккен. Юрать, Клавье хăй çухалма ĕлкĕрнĕ, Миххан тискер аллине килсе лекмĕ текех. Лукарьен пĕтĕм савăнăçĕ çунса кĕлленнĕ. Апла никама кирлĕ мар пурнăçне мĕншĕн шеллемелле уиăн? Ай тив, эсремет пĕтертĕр ăна. Иçмасса, ĕмĕр тăршшĕпе ăшра усранă хурамарана йăлтах ун çине тăкса хăварас! Лукарье юлашки вăйне пухса, Миххаран хăтăлчĕ, кравать çине хăпарса, пĕр кĕтесе хĕсĕнчĕ.
— Клавьене кампа çуратнине пĕлесшĕн иккен? — терĕ вăл хăюлланса. — Мĕнех, каласа пама та пулать... Микулана эп хĕр чухнех юратнă, вăл халь те чĕререх. Хăй вăл мана нихçан та юратман. Анукне хур кунĕшĕн кăна тавăрчĕ. Çапах ăна çилленмерĕм, ăшăма чĕрĕ чун кĕртсе хăварнăшăн савăнса кăна пурăнтăм. Сана, эсремете, юратман эпĕ, юратассăм та çук, пурăна киле курайми те пулса çитрĕм. Эсĕ Микулан хăрах чĕрнине те тăмастăн. Тьфу! — Лукарье ун пичĕ çинех юнлă сурчăкне сурчĕ. — Çакă ман юлашки сăмах. Ĕнтĕ пăвса пăрах манă! Хама ним чухлĕ тĕ шеллеместĕп!..
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...