Кĕмĕл кĕпер :: Пӳлĕр хули — аслă хула
Аслă Пӳлер — питĕ вăйлă çиреплетнĕ хула. Ун тавра икĕ хут хӳме çавăрса тухнă. Хӳмисем сарлака, вĕсен çийĕпе виçĕ лаша кӳлсе тăрантаспа та çӳреме пулать. Тулашĕнчи хӳме тăршшĕ вуна çухрăмран та ытла. Хӳмесене пурĕ вунултă турул сыхласа тăрать. Тăватă турулĕ — аслă турул, вĕсем кашнийĕ тĕнчен тĕрлĕ енне кăтартаççĕ. Аслă турулсем витĕр хулана кĕме пулать, вĕсен айĕнче — тимĕрленĕ хапха.
Чи вăйлă сыхлакан хапхасем виççĕ — анăçри, кăнтăрти тата тухăçри. Çурçĕрти хапхана Чӳклету темле сыхлав çартан та лайăхрах сыхлать.
Хĕвел Кĕçĕн Çарамсан хыçне анса çывăрма кайрĕ. Пĕтĕм хула çине каç сулхăнĕ çапрĕ. Еçлĕ кун хыççăн ывăннă хула халăхĕ ăшă ыйха путрĕ. Çав хушăра хулан çак вăйлă çирĕплетнĕ хапхисем яриех уçăлса кайрĕç те вĕсенчен çеçенхирелле утла çарсем туха пуçларĕç. Кусем - пăлхарсен хапăлхине кĕрекен текĕртсем. Вĕсем çапла юри виçĕ хапхаран тухаççĕ. Антив, хулари курайман çынсем тата тăшмансен куç-хăлхисем пĕтĕм хапăлха таçта тухса кайнине ан пĕлччĕр. Хуларан çапла тĕрлĕ хапха витĕр тухса кайса, хапăлха текĕрчĕсем вара Аслă Çарăмсан хĕрринче пĕрлешеççĕ те малалла пĕр çар пулса каяççĕ. Весене Челпир патша хăй кăнтăр енчен тапăнса килекен монголсене хирĕç ертсе каять.
* * *
Ылттăнпик-текин çурчĕ Аккерманрах, вăл керменĕн çурçĕр енне, Эльшань шывĕн сылтăм çыранне тухать.
Текин çурчĕн аслă пӳлĕмĕнче иккĕн — Ылттăнпикпе Пачман. Пачман ура çинче, Ылттăнпик путмар сакки çинче ларать.
— Пурте пухăнса ĕлкĕреççĕ-и? — хай аслă варçа ашшĕпе тан çарнуçĕ пулса каймаллишĕн хавхаланнă та çав вăхăтрах кăшт аптранă та Пачман. — Вăхăт ытла сахал.
— Нумай кĕтсе тăма вăхăт çук. Монголсем ыран-паян пирĕн çĕр çине кĕрсе кайма пултараççĕ. Ыран каçпа эпĕ чĕннĕ текĕртсем пурте Нухрат çулĕ çинче пулмалла. Йыхравçăсем ĕнер ирех тухса кайнă.
— Эпир хăçан тухса каятпăр?
— Паян каçпа.
Алăк уçăлса кайрĕ. Пӳрте яштака пӳллĕ çăлтар куçлă пĕве çитнĕ хĕр чупса кĕчĕ.
— Атте, эпĕ те сирĕнпе пĕрле пыратăп, — тӳрех Ылттăнпик патне чупса пычĕ вăл. — Эпĕ те сирĕнпе пĕрле пыратăп.
Ылттăнпик кулса ячĕ:
— Ача-ха эсĕ, хĕрĕм, ача. Кун пирки ан та калаç. Хĕр-пике Пачман енне çаврăнчĕ:
— Пачман, ара, эсĕ те пулин кала-ха аттене! Ара, эпĕ хĕçпе те çапăçма, ухăпа пеме те пĕлетĕп.
— Атте, тĕрĕсне калать вăл, — Ылттăнпик патнерех пычĕ Пачман. — Тен, чăнах та Ылттăнчече те хамăрпа пĕрле илер мар-и?.. Эпĕ ăна хамран çур утăм та хăвармастăп.
— Çук-çук, Пачман, — терĕ Ылттанпик. — Ылттăнчеч пирĕнпе пырасси пирки калаçу та пулма пултараймасть. Монголсем — тискер те хаяр халăх. Питĕ юнлă вăрçă пулать. Таврăнсассăн Ылттăнчече ятарласа çар ĕçне вĕрентĕпĕр. Ун чухне вара курăпăр...
Пачман, хĕр-пикене нимĕнпе те пулăшайманнине курса, хĕрелсе кайрĕ: пĕрре Ылттăнчеч, тепре Ылттăнпик çине пăхса, урăх нимĕн те чĕнмерĕ.
Ылттăнпик çакна питĕ лайăх асăрхарĕ. Чухларĕ вăл: Ылттăнчечпе Пачман малтан иккĕшĕ калаçса татăлнă. Ылттăнчеч çапла ун патне Пачманпа калаçнă чухне пырса хăйне харçа илме ыйтать. Пачманăн вара ăна хӳтĕлесе каламалла. Пачман чăнах та хӳтĕлеме тăрăшрĕ, анчах ашшĕ хытарсах каланине курса вара аптраса ӳкрĕ... Çапла çав, чăн-чăн ывăл пулса ӳсрĕ Пачман Ылттăнпикшĕн. Хăйне тыткалама та, тăван мар ашшĕ пулсан та, ăна тăван ашшĕ пекех хисеплеме те пĕлет: чи кирли — пĕтĕм çар ĕçне, элтепер ĕçне кирлĕ таран вĕренчĕ. Анчах чĕрери вутне ниепле те тытса чараймарĕ. Малтанласа Ылттăнчечпе Пачман йăмăкĕпе тетĕшĕччĕ. Анчах тахăш вăхăтра çак çип татăлчĕ, ун вырăнне Ылттăнчечпе Пачмана тĕрлĕ тĕслĕ, ытарайми хитре асамлă юрату çиппи пĕр-пĕрин çумне çыхма тытăнчĕ. Астăвать-ха Ылттăнпик, астăвать: çулталăк каялла пулчĕ вăл. Пĕве çитнĕ, чăн-чăн ар пулса тăнă тесе, Ылттăнпик Пачмана вăл кам ачи иккенне чăннине каласа пачĕ.
"Ку вăл, ывăлăм, эпĕ сана юратманнине пĕлтермест, — терĕ Ылттăнпик. — Эсĕ чăннине-тĕрĕссине ют çынран мар, манран илттĕр терĕм. Тураппайпа эпир юнкамсем пулнă. Эпĕ çулталăк тултарсан ман аннен сĕчĕ типнĕ. Ун чухне Тураппай виççĕ тултарса тăватта кайнă. Мана вара сан асаннӳ ĕмĕрте пуçланă. Сан аçу туйăнче эпĕ, ккĕçĕн кĕрӳ пулса, аçупа юнашар ларнă. Аннӳне илме те пĕрле кайнăччĕ...
Нимĕн те улшăнмарĕ çакăн хыççăн Пачман, пачах урăхла, çуталса, паттăрланса кайрĕ. Пĕртен-пĕр улшăну — хĕр пулса чечекленсе пыракан Ылттăнчече курсан, çак юман пек çирĕп те паттăр ар вăтанма тытăнчĕ, Ылттăнчеч пур чухне чĕлхи çыхлана пуçларĕ. Елĕк иккĕшĕ вĕсем тавлашатчĕç те, ача-пăча йăлипе хирĕçкелесе те илетчĕç. Çакăн хыççăн вара Пачман, хăй кам ачи пулнине пĕлсен, хăйне Ылттăнчеч чури пекех тытма тытăнчĕ: Ылттăнчеч мĕн калать, çавна тăвать, ăна хирĕçлеме хăяймасть.
Ылттăнчеч тухса кайсан, Пачман Ылттăнпик патне пычĕ.
— Атте, — терĕ, — эпĕ тахçантанпах ыйтасшăн. Эсĕ ялан калатăн, кăпчаксем йышлă та паттăр халăх тетĕн. Мĕншĕн-ха вара вĕсене çапла монголсем çăмăллăнах çĕмĕрсе тăкнă. Вырăс кнеçĕсемпе пĕрле пулни те пулăшайман вĕсене.
— Кăпчаксем чăнах та йышлă та паттăр халăх, — ывăлне юнашар ларма чĕнчĕ Ылттăнпик. — Анчах вĕсем ниепле те пĕрлешсе пĕр патшалăх тăваймарĕç. Вĕсем тĕрлĕ йăхсемпе ăрусем çине пайланаççĕ. Кашни йăхăн хăйĕн ханĕ.
— Ман кукаçей йăхĕ йышлă-и?
— Юрматсем-и? Йышлă. Сан кукаçу — Хуппан, юрматсен ханĕ... Эппин, каласа пĕтерем-ха. Çав хансем ниепле те пĕрле пĕрлешсе пĕр пысăк патшалăх тăваймаççĕ. Çавăнпа монголсене хирĕç тăрайман вĕсем. Тĕпрен илсен, кăпчаксем икĕ пая пайланаççе. Атăл куенчисем тата лешьенчисем. Лешьенчисене хăшпĕр чухне пĕрлештерсе ассем, куенчиеене саккисем е сахчинçем теççĕ. Саккисен мальенчи, Урал таврашĕнчи пысăк ушкăнĕ тата хăйне пушкăрт е пуçкăрт тет. Кăрт вăл — кашкăр аçи. Эппин, ку вăл малти кашкăр аçи тени пулать. Вĕсем хăйсене çапла малти кашкăр аçинчен пулса кайнă теççе. Юрматсен йăхĕ çав пушкăртсен ушкăнне кĕрет. Сан аннӳ кăпчаксен елик-пики пулнă. Çавăнпа ĕнтĕ сана пĕчĕккĕ чухне ачасем "кăпчак" тесе чĕнетчĕç.
— Хама эпĕ "акпарс ачи" тесе те калаттăм.
— Пулнă ун пекки те, — кулса илчĕ Ылттăнпик. — Уншăн аннӳ айăплă. Ачасем вĕсем ялан ăçтан тупăннă эпĕ тесе ыйтаççĕ. Хăшпĕрисем, ав, кайăк илсе килнĕ теççĕ. Теприсем шурă кашкăр килсе пачĕ теççĕ. Сан аннӳ вара сана акпарс йăвинче тупрăмăр тенĕ.
— Акпарс — вăйлă чĕрчун, — шухăша кайрĕ Пачман. — Акпарс тăшмана нихăçан та парăнмасть. Тен, анне пĕлсе те каланă пулĕ.
Алăк уçăлса кайрĕ. Пӳлĕме сарлака хулпуççиллĕ кăлкан çӳçле çарпуçĕ кĕрсе тăчĕ.
— Акă, Саврăш та килсе çитрĕ, — савăнса кайрĕ Ылттăнпик, хăнана хирĕç пырса. — Атя, ывăлăм, хатĕрлен, — терĕ Пачмана.
Аннӳпе, йăмăкупа тата шăллупа сывпуллаш. Акпарс шăлĕнчен тунă куçуккуна та илме ан ман. Аслă харçă çулĕ çине тухатпăр.
Çак сăмахсене илтсессĕн, тин кăна ашшĕн ывăлĕ пулнă Пачман тӳрех паттăр çарпуçĕ пулса тăчĕ:
— Итлетĕп, — терĕ вăл, яштах тӳрленсе тăрса. — Итлетĕп, элтепер!..
Сылтăм аллине кăшт çӳлерех çĕклерĕ те чăмăрĕпе кăкăрне чĕри тĕлĕнчен çапса илчĕ, вара çирĕп утăмсемпе пӳлĕмрен тухса кайрĕ.
— Чăн-чăн элтепер пулать, — пӳлĕмрен тухса кайнă Пачман еннелле пăхса каларĕ Саврăш. — Маттур ывăл пăхса ӳстертĕн эсе, Ылттăнпик.
— Турă пулăштăрах ĕнтĕ, — терĕ Ылттăнпик. — Хам мĕн пултарнине пĕтĕмпе пама тăрăшрăм ăна. Эсĕ калани тĕрĕс пултăрах, Саврăш тусăм!..
— Турă вăл хăй тăрăшакан çынна пулăшатех! — Ылттăнпике хавхалантарас тесе каларĕ Саврăш. — Курăн, акă, ун çинчен пирĕн шурсухалсемпе ăстасем мухтаса тем тĕрлĕ юрă та хайлĕç-ха.
Урамра, эккелсене чĕнсе, кавалсем хыттăн кăшкăртни илтĕнсе кайрĕ. Унта та кунта утсем кĕçĕнни, çынсем пĕр-пĕрне чĕнсе кăшкăрни илтĕнчĕ.
— Çула тухма вăхăт! — терĕ Саврăш. — Текĕртсем сана кĕтеççĕ, Ылттăнпик!.. Сан Шурутна йĕнерлесе, Итурай паçăрах урама илсе тухнă ĕнтĕ.
— Кайрăмăр! — хыттăн каларĕ Ылттăнпик. — Çĕнтерӳ çулĕ çине тухатпăр... Хаяр-турă пирĕнпе пултăрах!..
Сарă кустăрма-хĕвел анса, аякри сĕм вăрмансем хыçне пытанчĕ. Каçпултти. Ырă та хăтлă вăхăт. Çуллахи тапхăрта шăп та лăп çакăн пек чухне ĕнтĕ пăлхарсем инçе çула кайма тухаççĕ.
Тӳпене пĕрин хыççăн тепри мĕлттин-мĕлттин çăлтăрсем сике-сике тухрĕç те куçĕсене чарсах, çĕр çинче мĕскер пулса иртнине сăнама тытăнчĕç.
Аслă тӳпе те сăлтăрсен тĕнчи пăлхарсене телей те ăраскал сунччăрахччĕ!..
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...