Çавраҫил :: Вунтӑваттӑмӗш сыпăк
Вăл, сулахай аллипе вулăран çатăрласа тытса, сылтăммипе хыпалансах ун тавра яваласа çыхнă пралука сӳтме пуçларĕ. Анчах вăл, тутăхса пĕтнĕскер, йăр-йăр сӳтĕлмест, çавăрмассерен татăла-татăла каять. Пĕр татăк, иккĕ... виççĕ... саккăр...
Сылтăм алă пӳрнисем юнăхса ыратмах пуçларĕç ĕнтĕ. Мĕлке пралука сулахай аллипе сӳтме тытăнчĕ. Анчах ĕçе хăнăхман пӳрнесем майĕпен çеç хускалаççĕ. Çил вăйлăрах вĕрме пуçларĕ, хурама тăррине силлентерсе хумхантарать, вулăпа пĕрле мĕлке те, шăнкăрч вĕлли те енчен енне чӳхенкелесе илеççĕ. Мĕлке пăлханма тытăнчĕ: çил тата хытă вăйлансан, йывăç тăрри, йывăрăша чăтаймасăр, хуçăлса анма пултарать. Мĕлке хыпаланса ĕçлет, хăй хăшăл-хăшăл мăшлатса сывлать. Акă вăл хурама вуллине икĕ аллипе те сӳтме тытăнчĕ. Çӳлтен çыхнă пралук пат! çеç татăлса кайрĕ — шăнкăрч вĕлли, алăран вĕçерĕнсе, туратсене çапăнкаласа, шăлтăр-шалтăр! сасă кăларса, шăннă çĕр çине хаплатса ӳкрĕ. Мĕлке хăй те темле кăна хурама тăрринчен аялалла тăчлатмарĕ. Вăл шавласа-кашласа авăнакан йывăç вулли тăрăх хăвăрт анма пуçларĕ, кĕçех чикмеке тăратса хунă вырăна та çитрĕ, анчах хăватлă çил ăна хăйĕн куçа курăнман аллисемпе айккинелле ывăтса янă.
Кунта ĕнтĕ хураман тăн-тăн хулăн вулли авăнмасть, йывăç асар-писеррĕн шавласа хумханни çеç чуна шиклентерет. Мĕлке паçăрхи туратпа вулă хушшине ларса кăштах сывлăш çавăрчĕ, унтан икĕ аллипе те туратран çатăрласа тытрĕ те урисене ерипен вулă тăрăх аялалла шутарса пычĕ, унтан пĕтĕм кĕлетке йывăрăшĕпе йывăçран çакăнса тăчĕ. Халĕ ĕнтĕ урасем çĕре çитесси пĕр метртан ытла та юлман. Мĕлке аллисене вĕçертсе ячĕ, шăннă çĕр çине тӳп-тӳрĕ анса тăчĕ. Пĕшкĕнсе аллисемпе хыпашласа пăхрĕ — шăнкăрч вĕлли кунтах, урасем хушшинчех. Вăл йывăç вулли çумне кукленсе ларчĕ, вĕллене алла тытса çавăркаласа пăхрĕ. Йывăрăшĕ чакман, эппин, пурте чип-чиперех пулма кирлĕ. Анчах кĕçĕр кунта, тăван килте, çĕр каçма, ырана юлма юрамасть. Тул çутăличчен тăвас ĕçсене пурне те туса пĕтерес пулать. Ыран кунта та, Петĕр патĕнче те ахăрсамана пуçланать. Юрать-ха, кун пирки Казаков хăй чĕлхипе хăй каларĕ. Тавах эппин ăна уншăн. Ку мĕлке Захар Петрович Озеров пулчĕ.
Çи-пуçа витерсе пĕтĕм ӳт-пĕве чĕтретекен сивĕ çил çаплах тулашма чарăнмарĕ-ха. Кĕçех тата йĕпе юр пĕтĕрĕнсе çума пуçларĕ. Тек кунта тытăнса тăма юрамасть. Озеров шăнкăрч вĕллине çĕтĕк-çатăкпа тирпейлĕн чĕркесе çыхрĕ те ăна сулахай хул хушшине хĕстерчĕ, сылтăм аллипе питне сивĕ юртан хӳтĕлесе, пахча вĕçнелле утса кайрĕ, каялла пăхкаласа илсе, васкасах шăллĕ çурчĕ еннелле çул тытрĕ.
Петĕр, паçăр калаçса татăлнă пекех, тетĕшне мунчара кĕтсе ларчĕ. Унтан вĕсем шăнкăрч вĕллинчи пĕтĕм ылтăна, сĕтел çинĕ силлесе, икĕ пĕр пек пая пайларĕç те малтан хатĕрлесе хунă сăран хутаçсене тултарчĕç, кутамккисене чикрĕç. Пĕрин пĕтес-тăвас пулсан, теприн юлмалла. Патрон хутаççисене те çул çине илнĕ апат-çимĕçпе пĕрле кутамккисенех чикрĕç, унтан çурăм хыçне çакрĕç. Кăкăр кĕсйисенче иккĕшĕн те пĕрер наган. Çула тухас умĕн пĕр хушă сăмах чĕнмесĕр ларчĕç.
Сывă пул эппин, тăван кил-йыш, тăван ял! Çурçĕр-хĕвел анăçĕнчен майлă вĕçтерекен сивĕ çил-тăман пиччĕшĕпе шăллĕне хăвăртрах малалла утма васкатса пычĕ.
Тупаймарĕç
Кăнтăрлаччен кĕтни кăлăхах пулчĕ: Сахарпа Петĕр ниçта та курăнмарĕç, килĕсене те таврăнмарĕç. Арăмĕсем те пулин пĕлмеççĕ. Петĕр арăмĕн, Варукăн, хытах сехри хăпнă. «Нимĕн те пĕлместĕп, вăл мана пĕр сăмах та шарламан», —сăх сăхсах каларĕ вăл. Тарье вара упăшкине çĕрти-çӳлтине хăвармасăр ятларĕ.
Васкавлă канашлу пулса иртрĕ.
— Юлташсем, кунта эпĕ йăлтах хам айăплă тесе шутлатăп, — пуçларĕ сăмахне Казаков. Пурте тĕлĕнсе кайрĕç, куçĕсене ял Совет председателĕ çине тĕллерĕç. — Тĕлĕнмелле, анчах чăнах та çапла. Ĕнер хамах Сахара вăл Совета хирĕçле ĕç туни, куншăн ăна судпа айăплама пултарасси, Петĕр пӳртне правлени тума йышăнни çинчен каларăм. Капла пулса тухĕ тесе шутламанччĕ. Кулаксем манран чеерех пулчĕç, хăйсене арестличчен тухса тарма ĕлкĕрчĕç.
— Инçех каяймĕç-ха вĕсем, Матвей Александрович. Тупатпăрах, — шантарчĕ Степанов.
— Çапла, тупмаллах йĕксĕксене. Çавăнпа пухăнтăмăр та ĕнтĕ кунта. Малтанах мĕн тумалла-ши? — ыйтуллăн çынсем çинелле пăхса илчĕ Казаков.
— Икĕ йăва вĕсен: пĕри — Пăвара, тепри — Хусанта. Ку çанталăкра Пăвана çитме пултарайман-ха вĕсем.
— Михаил Степанч, кала, мĕн сĕнесшĕн эсĕ? — васкатрĕ Казаков.
— Çулне пӳлес пулать, Матвей Александрович. Хыçалтан хăвалĕç тесе, тен, вĕсем пĕр-пĕр ялта та кун каçма пултарĕç. Икĕ ушкăн тумалла пирĕн. Пĕри, вăрттăн çĕрте Пăва çулне кăнтăрла, тепри—çĕрле хураллатăр. Ман шутпа, куна Пăва çывăхнерех тумалла. Хамăрăн вара Пăвана тӳрĕрен мар, çавра çулпа çитсе ӳкмелле. Ахалĕн вĕсем пире асăрхама та пултараççĕ, — пĕлтерчĕ Степанов хăйĕн шухăшне.
— Çапах та Озеровсем ухмах тесе шутлама юрамасть, — калаçăва хутшăнчĕ Долотов. — Вĕсем шăпах тӳрĕрен мар, çавра çулпа кайма пултараççĕ.
— Апла пулсан, Пăвана пырса кĕрекен çулсем çинче те сыхламалла. Ку ĕçе ял Совет активне, коммунистсемпе комсомолецсене, ытти хастартарах çамрăксене те ушкăн-ушкăн туса хутшăнтармалла. Ик-виçĕ кун ирттĕр те, çав йĕксĕксене тытмасăр таврăнмастпăрах, — татăклăн каларĕ Степанов.
— Çумра пăшал-качка пулсан, вĕсем пире ним мар шăлса пăрахма пултараççĕ, — шикленерех хушса хучĕ тахăшĕ.
— Ку та тĕрĕс. Паллах, пушă алăпа мар вĕсем. Эпĕ Пăва хулинчи милици уйрăмĕпе калаçса татăлатăп. Вĕсем пулăшаççех, — хуравларĕ Степанов.
Калаçса татăлчĕç. Кĕрхи кун вăрăм мар. Тавралăха каçхи ĕнтрĕк çапсан, ялтан вун ултă юланут тухса кайрĕ. Çул çинче вĕсем Озеровсене виçĕ талăк хушши кĕтрĕç. Тăваттăмĕшĕнче пуш алăпах яла таврăнчĕç. Лешсем, çĕр çăтнă пекех, пĕр сассăр-мĕнсĕр çухалчĕç. Казаков кун пирки çийĕнчех районти милици уйрăмне çитсе пĕлтерчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...