Çавраҫил :: Вунвиҫҫӗмӗш сыпăк
— Шăпи, чăнах та, çапла ĕнтĕ унăн. Анчах хуçи, Петр Петрович, лайăх пăхать ăна. Ахальтен мар, Иван хăй лайăхран. Питĕ ĕçчен çын вăл Иван.
— Лайăх тесе, ĕмĕр тарçăра пурăнмалла-и? Тарçăсем вунçиччĕмĕш çултах пĕтнĕ. Часах ялта та нимĕнле тарçă таврашĕ пулмасть. Ăçта кайса кĕрĕ вăл ун чух?
— Вĕсене хирĕç Анюк пурăнать. Ман пекех тăлăхскер. Анчах пĕччен мар вăл, ваттисем пур, упăшкин ашшĕпе амăшĕ.
— Унпа килĕштереççĕ-и? — васкарах ыйтрĕ учительница.
Ку сăмахсем Санюка шартах сиктерчĕç: ара, Мари çав Ивана юратса пăрахман пуль-çке?
— Пĕлмесп. Анюк патне хуçи, Петр Петрович, хăй çӳрет. Кăна пĕлетĕп вара.
Çапла калаçса пынă май вĕсем сисмерĕç те, Шурти каса пăрăнмалли çĕре çитрĕç те тăчĕç. Пăрăнасси пулмарĕ: вĕсен умĕнченех юртăпа чупакан улма чăпар урхамах иртсе кайрĕ. Иван тăрантас çинче пĕчченех ларса пырать.
— Санюк, тăхта-ха, — тесе, учительница кил хуçине аллинчен тытрĕ. — Ĕнер, каçпа, Иванпа Сергей çак ăйăрпа ялтан тухса кайнă. Сергейĕ çук. Неуштă Михаил Степановичпа Хрестук амăшĕ тĕрĕсех тĕшмĕртеççĕ? — пăшăрханса ӳкрĕ Мария Федотовна.
— Мари, эп сана ăнланаймас-и.
— Вĕсем мĕн теççĕ. Калаçса татăлса, эппин. Чăнах та тĕрĕс мар-и ку? Иванĕ хĕрпе йĕкĕтне таçти яла илсе кайса пытарнă та, халĕ пĕчченех таврăнать.
— Турăран хăра, Мари. Пулма пултараймасть.
— Эпĕ хам та ĕненместĕп-ха. Тепĕр тесен, сăлтавĕ те пур пек. Вĕсем пĕр-пĕрне шутсăр юратаççĕ. Хрестука вара Сергей амăшĕ хăй çурчĕ çывăхне те ямасть. Мăшкăл сăмахĕсем каласа-ятласа, çӳçрен лăскаса кăларса янă вăл Хрестука. Апла, çамрăкскерсем, пĕр-пĕрне юратаканскерсем, Нарспипе Сетнер пек тăвасшăн пулман-и? —Учительница Санюк çине пăхрĕ те:— Каймастпăр, Ивана халех ял Советне чĕнтеретпĕр. Унта пĕрех тĕрĕссине калаттараççĕ, — терĕ.
Вĕсем çаврăнса утрĕç. Мария Федотовна ял Советне кĕрсе юлчĕ, Санюк килнелле утрĕ.
Иван ял Советне исполнитель хыççăнах çитрĕ, карттусне хывса, пурне те сывлăх сунчĕ.
— Лар-ха, Иван, санпа калаçмалли пур, — терĕ Казаков, стена çумĕнчи тенкел çине кăтартса.
Иван пĕр сăмах каламасăрах кайса ларчĕ.
— Кала-ха, Иван, каçхине эсир Сергей Озеровпа иксĕр ăçта пултăр? — ун çинелле лăпкăн пăхса ыйтрĕ председатель.
— Нĕркече кайнăччĕ, — кĕскен тавăрчĕ тарçă.
— Нĕркече? Мĕн туса çӳрерĕр-ха эсир унта?
— Кăна, Матвей Александрович, Сергейрен ыйтса пĕлĕр.
Казаковпа Степанов, çаплах Мария Федотовна та, пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç.
— Эсĕ каялла пĕчченех таврăнтăн-çке? — сăмах хушрĕ учительница.
— Пĕччен мар-çке. Сергей яла кĕреспе анса юлчĕ. Палас хĕррипе киле тӳрĕрен тухатăп терĕ. — Вара, ыттисем ним калама ĕлкĕричченех, йĕкĕт сасартăк сиксе тăчĕ те:—Чăн хыпар-и, эпĕ çĕркаç Хрестука вăрласа кайнă тенĕ пек илтрĕм. Тĕрĕс-и ку? — хыпăнчăклăн ыйтрĕ вăл.
— Çавăнпа чĕнтертĕмĕр те сана. Вăррине тупма пулăшмăн-и тетпĕр, — тавăрчĕ Казаков.
— Илтрĕм-ха, Хрестука Сергейпе иксĕмĕр вăрланă тесе сăмах сарнă, тет, ялта. Суя сăмах ку! Мăшкăл! Хам ĕмĕрте эпĕ йĕп те вăрласа курман! — тăвăнчăклăн каларĕ Иван.
— Сана вăрă теместпĕр-çке. Ăна тупма пулăшмăн-ши тетпĕр, — калаçăва хутшăнчĕ ку таранччен шăпăртах итлесе ларнă Степанов. — Эпир ăна та чĕнме ятăмăр-ха. Килтех пулсан, часах çитме кирлĕ, — терĕ те учитель, сассине пач улăштарса, çапла ыйтрĕ:— Кала-ха, Иван, эсĕ тата нумай пурăнасшăн-и çав Озеров патĕнче?
— Ăçта каймалла вара ман? Мĕн эсир, тарçă ятне илтсе пурăнма мана çăмăл тетĕр-им? Тахçанах хулана пăрахса каясшăн та, юлташсем çук.
Çак самантра алăка шаккани илтĕнчĕ, ирĕк панă хыççăн, пӳлĕме Сергей Озеров кĕрсе тăчĕ, ула карттусне хывса, сывлăх сунчĕ, чĕтревлĕ сассипе:
— Эсир чĕнтернипе килтĕм, — тесе хучĕ. Ăна ларма сĕнчĕç.
— Тавах. Мĕн каламаллине хăвăртрах калăр. Манăн ларса тăма вăхăтăм çук. Хрестука вăрласа кайнă, тет. Манăн ăна халех шыраса тупмалла. Килте те ура айĕнче вут çунать. Анне пач ухмаха тухрĕ. Хăй тĕллĕнех тем-тепĕр хăтланма пуçларĕ.
— Мĕн хăтланать-ха вăл çав териех? —лăпкăн ыйтрĕ Казаков.
— Ăна эсир хăвăрах пĕлетĕр. Атте Совета парса хăварнă тавара каялла илсе килесшĕн пулчĕ. Юрать-ха памарăр. Пĕр-пĕчченех Пăвана кайса тепĕр лав тавар илсе килчĕ. Пĕрех лавккана уçатăп тет. Эпĕ вăрçă çулĕсенче те пĕчченех ĕçленĕ тет. Юрать-ха, вăл Пăвана кайсан, лавкка алăкне тепĕр çăрапа питĕрсе илтĕм. Эпĕ ăна тепĕр çăрине советсем питĕрсе кайрĕç тесе суйрăм. Тĕрĕс турăм-и, çук-и? Вара тата хытăрах урса кайрĕ. Мана хăйпе пĕрле Нĕркече илсе каясшăн пулчĕ, каймарăм. Советри тавар патне те, Пăвана та каймарăм. Ĕнер пăхатăп та тĕлĕнетĕп. Нĕркечрен вунă лав кирпĕч илсе килсе пушатнă. Унта вăл, акă, Ивана илсе кайнă. Анне унта аллă пин кирпĕч килĕшсе хăварнă. Вăт, çавăнпа ĕнер Иванпа Нĕркече тухса кайрăмăр та ĕнтĕ. Анне тунă договора йăлтах пăрахăçласа килтĕм. Яла пырса панине те каялла килсе паратăп терĕм. Пĕтĕм калаçу Иван умĕнче пулчĕ. Мана ĕненмесен, унран ыйтăр. Иван — тĕрĕс çын.
— Сергей йăлтах тĕрĕсне каларĕ, — çирĕплетрĕ юлташĕ çавăнтах.
— Эсир каçарăр-ха, кирпĕчне ăна эпĕ каярах та леçĕп-ха. Халĕ пирĕн, Иванпа иксĕмĕрĕн, Хрестука шыраса тупмалла. Ирĕк парăр пире кайма. — Пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе чĕтрекен Сергей ыйтуллă куçĕсемпе ял пуçлăхĕсем çине пăхрĕ.
— Сергей, ăнланатпăр эпир сана. Çапах та, кăштах лăпланма тăрăш-ха.
— Матвей Александрович, кашни минут хаклă. Мăшкăллас-тăвас пулсан, мĕн тăвас, мĕн тумалла? Эпĕ ăна юрататăп. Вăл та мана юратать. Пĕтме ан парăр пире, — ытларах та ытларах вĕриленчĕ Сергей.
— Пĕтме памастпăр. Эпир кунта хамăр та шăпах çав ыйтупа пухăннă. Калаймастăн-и эсĕ, Сергей, кам тата ăçта илсе кайма пултарнă Хрестука? — йĕкĕт çине пăхрĕ председатель.
— Кăтра Уçăп ĕçĕ. Чун сисет. Çав пĕрмаях Хрестук çумне çулăхасшăнччĕ.
— Озеров Осип таврăннă пулать-и вара?
— Хăйне курман та, чун сисет: çавăн ĕçĕ ку. Урăх Хрестукпа мана хирĕç тăракан çын çук кунта. Эпĕ, лавккаç ачи тесе, куштанланса çӳремен. Пуринпе те туслă пулнă. Хам та ялти пĕтĕм çамрăксемпе пĕр тан пулма тăрăшнă. Халĕ те, малашне те çаплах пулатăп.
— Сергей, эсĕ кунта пурне те тĕрĕс каларăн. Ĕненетпĕр сана. Тепĕр ыйту çине ответ пар-ха пире.
— Тархасшăн.
— Аçу, Захар Петрович, ăçтине чăнах пĕлместĕн-и? Кирпĕчсене вăл ярса паман-и? — Яланхи йăлипе йĕкĕт çине шăтарасла пăхрĕ Степанов.
— Советсен умĕнче мĕн те пулин суятăп пулсан, саккун йĕркипе айăплăр. Атте ăçтине пĕлместĕп. Тĕшмĕртетĕп çеç. Вăл Çĕпĕрте пулма пултарать. Аттепе анне юлашки вăхăтра шутсăр хирĕçсе кайрĕç. Кирпĕчсен ĕçĕ — йăлтах анне ĕçĕ. Вова ятлă шăллăма вăл çапла каланă: «Аçăр сире йывăç çуртра усрарĕ, эпĕ сире чул çуртра усрăп», — тенĕ.
— Леш, акатуйĕнче çыхнă куçпа чӳлмек çĕмĕрекен шăллуна-и? —куларах ыйтрĕ учительница,
— Çавна. Тăнлă ача вăл, — терĕ те Сергей, сăмахне каллех тĕп ыйту çине куçарчĕ. — Уçăп амăшĕ, инке эппин, Начар Упирен качча килнĕ. Унта тăванĕсем нумай унăн. Хрестука çавăнта кăна илсе кайма пултарнă. Пушарниксем курнă тет-иç. Çур çĕр иртсен икĕ лав Арманкассинчен тухса çавăнталла çул тытрĕç, тет. Çулĕ унта пĕрре кăна, — кăштах лăпланнă пек пулса ăнлантарчĕ йĕкĕт.
Канашларĕç. Сергей шухăшĕ тĕрĕсех те пулĕ терĕç. Калаçса татăлчĕç: Сергейпе Иван каç пулсанах Начар Упи ялне каяççĕ. Вĕсем хыçĕнчен, кăшт каярах юлса, тăватă комсомолец пымалла. Кусен ялта ниçта та никам патне те кĕмелле мар, унта мĕн пулса иртнине вăрттăн кăна сăнамалла. Сергейпе Ивана тапăнас пулсан тин вĕсене хӳтĕлемелле. Каясса лашапа мар, çуранах каяççĕ. Ку вăл сакăр çухрăмри ял çамрăкĕсене сехет ытларах утмалăх кăна. Пĕрле хĕçпăшал таврашĕ илмелле мар. Пĕтĕм çĕнĕ хыпарсене ял Советне пĕлтерсе тăмалла. Икĕ йĕкĕт Начар Упие кайни çинчен никамăн та пĕлмелле мар.
Хăтараççĕ
Каç пулчĕ. Кун каçа Хрестук пирки çĕр тĕрлĕ хыпар сарăлчĕ. Кам мĕнле пултарать, çапла шухăшласа кăларать. Кулăшли те, йĕмелли те пур унта.
Сергейпе Иван пуртенкке çинчен çăпата сырчĕç, кивĕ çи-пуç тăхăнчĕç, кутамккасем çакрĕç, Хуçа ывăлĕ, запас кĕсьене пăсмасть тесе, çиччĕпе авăрланă наган илчĕ. Иван, пуртенкке хушшине кинжал-çĕçĕ хĕстерчĕ. Çĕрле пуласпа вĕсем ял хĕррипе уя тухрĕç. Часах Начар Упие каякан çулпа малалла васкарĕç.
Начар Упире Сергей пĕрре кăна мар пулнă. Ача чухне Уçăппа пĕрле унăн куккăшĕсем патне хăнана кайса çӳренĕ. Пĕр куккăшĕн вăрманта утар та пурччĕ. Çĕр вĕлле те ытлаччĕ унта. Унта вĕсене куккăшĕн пысăкрах ывăлĕ ертсе кайнăччĕ. Ун чух вăрман хĕррипе ӳсекен çĕмĕртсем шап-шурă çеçке сарнăччĕ. Çав ача çапла каланăччĕ: «Сирĕн унта пахчара вĕллесем пур та, утарсем вара çук. Мĕншĕн тесен сирĕн ял çумĕнче вăрмансем ӳсмеççĕ. Пирĕн асаттен вăрманти утарĕнче çĕр пуç ытла вĕлле. Кунтан инçех те мар. Илсе кайса кăтартас-и?» тенĕччĕ. Сергейпе Уçăп хаваслансах килĕшнĕччĕ. «Сан аслаçу ман кукаçей пулать-çке. Кайăпăр. Пыл çитерсе ярать вăл пире», — тенĕччĕ ун чух Уçăп. Чăнах та, ватă юман пек тăн-тăн шур сухаллă старик вĕсене, хăнана килнĕ мăнукĕсене, шултра пĕренесенчен мăкласа лартнă пӳртре сĕтел хушшине лартсах хура çăкăрпа караслă пыл çитернĕччĕ, тин татнă кăмпа та ăшаласа панăччĕ. Пӳрчĕн икĕ енĕпе икĕ ӳпле туса лартнăччĕ, пĕринче сăнчăртан кăкарнă пысăк ула йытă пурччĕ. Ун чухне çанталăкĕ шăрăхчĕ те, йытти, хуçи пӳрнипе юнасан, вырăнтан та хускалманччĕ. Вăл, мĕн ачасем кайичченех, вăрăм хĕрлĕ чĕлхине кăларса, паш-паш сывласа выртнăччĕ. Кайран вĕсем яла ытам тулли çĕмĕрт турачĕ çĕклесе кайнăччĕ.
— Çакăнта кĕрсе пăхар мар-и малтан? —терĕ Иван, ял хĕрринчи чалăшса кайнă пĕр пĕчĕк пӳрт тĕлне çитсен.
— Ун пеккисен йытă-качка пулакан мар, иртен-çӳрене кĕртме те хăрамаççĕ, — килĕшрĕ Сергей.
Çил хапхаран курăк пусса илнĕ картишне кĕчĕç, пӳрт алăкне шаккарĕç.
— Кам-ха унта? — илтĕнчĕ ватă çын сасси.
— Кунтисем мар-ха эпир. Кĕрсе кăшт апатланасшăн та малалла утасшăн. Ан хăрăр эсир, — терĕ Иван.
— Ара, тем хăрамалли пултăр пирĕн. Мĕн пурри пурте хамăр çире. Инçетрисем пулсан, кĕрĕр эппин, — тесе, кил хуçи алкум алăкне уçса ячĕ.
Кĕчĕç. Килĕнче чăн та нимех те çук. Чĕпкуç çутинче пĕр курпун карчăк чăлха çыхса ларать, сĕтел патĕнчи тенкел çинче чип-чипер хĕр çăм арлать. Йĕкĕтсем вĕсене сывлăх сунчĕç, чăваш йăлипе пурнăç çинчен ыйткаласа пĕлсе, тĕпелерех иртсе ларчĕç. Иван кутамккаран чăкăт, хĕрлĕ пилĕклĕ пĕремĕксемпе сахăр кăларса сĕтел çине хучĕ. Çакна асăрхасан, кил хуçи:
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...