Çавраҫил :: Тăххăрмĕш сыпăк
Сахар Хрестука шыраса тупрĕ те:
— Çакна килне илсе кай-ха. Аçупа аннӳне кунта каçма кала. Халех килччĕр, — терĕ вăл.
Хветутсем каçмарĕç. Сахар куншăн кӳренмерĕ. Йĕрки çапла мар-и чăвашăн: хуçи куçăн тăрса хăй чĕлхипе каламасăр хăнана пырас-тăвас çук унăн. Сахар хăй килсе чĕнсен тин Хветутпа арăмĕ темех ытлашши турткаланмасăрах çи-пуç улăштарса тăхăнса, кӳрше килне каçрĕç. Сахар çĕнĕ хăнасен сăхманĕсене хывса çакма пулăшрĕ, тĕпеле ирттерсе палас витнĕ вăрăм сак çине лартрĕ.
— Куршĕсене илсе каçрăм-ха. Эсир пирĕн çине ан пăхăр. Ĕçĕр, çийĕр, савăнăр, — терĕ Сахар хăнасене. Хăй вара Хветутпа арăмне турă кĕтессине, чи хисеплĕ вырăна, лартрĕ, хăналама пуçларĕ.
Вĕсене курсан, Тарье пăшăрханса ӳкрĕ, анчах палăртмарĕ. «Мĕн ухмахланать-ши ĕнтĕ? Кирлех пулчĕç пулĕ вĕсем пире...»— шухăшларĕ вăл ăшĕнче. Хăй çапах та Петр Петровича тарават сасăпа çапла каларĕ:
— Ай-уй, ывăлсем, ĕçтер-ха эсĕ вĕсене, ĕçтер. Петĕр, тĕм-хура çӳçне майласа, шурă кĕпе çинчи хура «лĕпĕшне» тӳрлетрĕ, сĕтел çинчи пуçламан четвĕрте илсе, черккесене тултарма пуçларĕ. Захар Петрович çав вăхăтра Хветутпа калаçрĕ.
— Тем килсех çӳреми пултăн-ха, Хветут, пирĕн пата, —тулли черккесене тыттарчĕ вăл карчăкĕпе иккĕшне. — Кӳрĕр-ха, ĕçсе парăр.
Хветут пĕтĕмпех тĕплерĕ, карчăкĕ тăррине çеç татса пачĕ.
— Килесси-мĕнĕ... Ара, чăрмантарасси-çке-ха, Сахар Петровчă, — шăрттан татăкне чăмланă май сăмахĕсене тытăнкаласа хуравларĕ Хветут.
— Тем чăрмантарасси пултăр. Хушăран та пулин каçса ларас пулать, — терĕ Сахар. — Юрать ав Хрестук киле-киле каять, пулăшать те пире.
— Хĕрĕ вăл аптрамасть-ха. Унран çын пулать пулĕ тетпĕр те, темле çав ĕнтĕ, — сăмах хушрĕ кăштах пуçне кайнă хăма пек лаптак карчăк.
— Вăл, кинеми, пулать мар, пулнă ĕнтĕ. Ик-виçĕ çултан ашшĕ-амăшĕ йăвинчен вĕçсе кайĕ. Килĕр-ха, ĕçĕр, — тесе, Сахар ватă çынсене хистесех тепрер черкке ĕçтерчĕ, унтан çапларах юптарса сăмахлама пуçларĕ:—Эпĕ сире мĕн тесшĕн-ха, Хрестука пит инçех вĕçтерсе ярас марччĕ тесшĕн.
Самаях хĕрнĕ Хветутăн тăруках чĕлхи уçăлса кайнă пек пулчĕ.
— Ăнланмарăм-ха... Тем... тем каларăн çак эс, Сахар Петровчă? —хуçа çине ăнланмасăртарах пăхса илчĕ вăл.
— Инçех вĕçтерсе ярас марччĕ тетĕп-çке, — çынсем илтмелле мар шăппăн каларĕ Захар Петрович.
— Такамах кирлĕ пулĕ пирĕн йышши çĕтĕк-çатăк, — хаш! сывласа илчĕ Хветут карчăкĕ.
— Çĕтĕк-çатăк вăл, кинеми, ăс-пуç мар. Ăс-пуç пулсан, ăна питĕресси темех мар. Хветут тете пĕлет-ха акă, ачарах чух эпĕ сирĕнтен чухăн килте пурăннă. Хура пӳртре ӳснĕ.
— Çапла-а, астăватăп аçу сире мĕнле нушаланса ӳстернине, — килĕшрĕ Хветут.
Черкке хыççăн черкке пушатрĕç.
— Тырру-пуллу мĕнле, çитсе пырас пек-и? — ыйтрĕ тепĕртакран Сахар.
— Эпĕ пурпа пурăнма хăнăхман та... Хĕссе-пĕссе тыткаласан, çуркуннеччен çитет пулĕ теп те, темле çав ĕнтĕ, — тин кăна тултарнă тепĕр черккине тĕплерĕ Хветут.
— Тавах-ха, турра. Юрать Сахар Петровчă пур. Вăл ейӳ хыççăн та пире пайтах пулăшрĕ. Тавах сана, Сахар Петровчă, — сӳпĕлтетрĕ хĕрсе кайнă карчăк.
— Ара, пĕлмен çынсем мар ĕнтĕ. Май килнипе пулăшас та пулать, —кăмăллăн калаçрĕ Сахар.
Хветут шĕвĕр сухалне сăтăркаласа илчĕ.
— Эх, таш... ташлас килет пĕрех хут! — Хветут сĕтел хушшинчен тухма тăчĕ.
Захар Петрович пуçне сĕлтсен, купăсçă ташă кĕвви тăсса ячĕ те, Хветут хăй пекех хĕрĕнкĕ карчăкне çавăтса тухрĕ.
— Таш... ташла, карчăк... —Хветут арăмĕ çамрăк чухнехине аса илчĕ пулмалла, икĕ аллипе те пилĕкĕнчен тытрĕ, купăс кĕввине итлемесĕрех пĕрре чĕрне вĕççĕн, тепре ура тупанĕ çине тăрса шукалама пуçларĕ. Юнĕ вĕриленнĕ, кăмăлĕ тулнă, пуçĕ хĕрĕнкĕленĕ Хветут алă çупса такмак калама пикенчĕ.
Йăкăш-йăкăш шукалама
Яка хăма кирлĕ.
Халь те яка, тата яка,
Тата яка кирлĕ.
Эх, карчăк, яра пар,
Ярапине хама пар.
Шăпах Хветутпа арăмĕ авкаланса ташланă вăхăтра Хрестук килсе кĕчĕ, самантлăха ним тума аптăраса тăчĕ. Унтан вут пек пĕçерекен питне аллисемпе хупларĕ те хăвăрт каялла тухрĕ.
— Хрестук, аçупа аннӳ чиперех хĕрчĕç пулас. Ăсатса яраймăн-и вĕсене? —терĕ Захар Петрович, алкум кĕтесне хĕсĕнсе тăнă хĕре.
— Сахар тете, вĕсем çапла тĕнче култарнă хыççăн вăтанатăп унта кĕме. Хăнасем мĕн калĕç?
— Ăслă эсĕ, хĕрĕм. Юрĕ. Кунта хамах илсе тухăп вĕсене. Киле ăсат вара, — тесе, хуçа пӳрте кĕрсе кайрĕ, кĕçех Хветутпа арăмне алкумне çавăтса тухрĕ.
Захар Петровичран шалтах тĕлĕннĕ хăнасем шавлама пуçларĕç.
— Пуçана унашкал çӳп-çап çине пит çаврăнсах пăхакан марччĕ те, — хулăн сассипе пуçларĕ мăн çамкаллă арман хуçи.
— Ара çав, пирĕн çинчен мансах çав çĕтĕк-çатăка хăналарĕ, — хушса хучĕ улма чăпар утпа килни.
— Мăшкăлларĕ вăл пире, — çĕкленсе кайрĕ Тарьен кĕçĕн шăллĕ.
Çунакан вут çине краççын сапакансем татах пулчĕç.
Çакна вăхăтра асăрханă Петр Петрович, кĕлеткине тӳрĕ тытса, сĕтел умне пырса тăчĕ, хура куç харшисене выляткаласа ялкăшакан куçĕсемпе хăнасем çине пăхрĕ.
— Хаклă тăванăмсем, ку вăл сире кӳрентернине мар, тете ку чухнехи саманара халăхпа пурăнма пĕлнине пĕлтерет. Самани вара такана çинчи шыв пек чӳхенет, тăвăллă тинĕс пек ахăрашать. Çав тинĕсре карап ан тӳнтĕр тесен, ăна майлăрах тытса пыма пĕлмелле. Тинĕс хумĕсем вĕсем шăпах çав ланчашкана тăкăнса тĕнче тăрăх ыйткаласа çӳренĕ, хăйсен çĕр пайне çурмалла актарнă çынсем пулаççĕ. Халĕ вĕсенчен хăрушши, вĕсенчен вăйли нимĕн те, никам та çук. — Петр Петрович çийĕнчех сассине улăштарчĕ, хăнасем çине кăмăллăн пăхрĕ. — Пĕр тесен, тăванăмсем, эпир кунта пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçма, сăра-эрех ĕçсе савăнма, юрă юрласа, ташă ташласа, Захар Петровичпа унăн мăшăрне Тарье инкене кăмăл тума килнĕ.
Петр Петрович каласа та пĕтереймерĕ — çамрăк кин яштах сиксе тăчĕ.
— Тĕрĕс, йысна патне савăнма килнĕ! — терĕ те вăл, икĕ аллине те вылятса, çинçе пилĕкне авкаласа, урай варрине тухрĕ, янравлă сассипе юрă пуçласа ячĕ.
Тухам терĕм, ай, пахчана
Улма-çырла пиçнĕ чух.
Килем терĕм, ай, хăнана
Кĕрекесем тулли чух.
Çамрăк кинпе пĕрле ыттисем те юрра хутшăнчĕç.
Эх, чунăм савăнать! Тайма пуçăм тайăлать, —
сăмахсене вара пурте пĕрле юрларĕç. Ку юрă ăстине тата ытларах хавхалантарса ячĕ.
Захар Петрович кĕчĕ. Вăл хăнасем пĕр самантлăха кăмăлсăр пулнине те, вĕсене шăллĕ майлаштарса янине те пĕлмерĕ. Ĕçкĕ-çикĕ хăй йĕркипе малалла пычĕ.
Тилĕ çĕлекĕ
Тилĕ çĕлĕкĕ Хрестука курнă хыççăн кунĕпех лăпланма пултараймарĕ. Хĕрĕн уççăн пăхакан сенкер куçĕсем те, яланах кулса тăракан çӳхе тутисем те, кăмăллă сăн-пичĕ те, тутăрĕ айĕнчен кăтраланса тухакан сарă çӳçĕ те, чăп-чăмăр кăкăрĕпе çинçе пилĕкĕ те, шăратса янă пек кĕрнеклĕ урисем те — пурте килĕшеççĕ ăна. Эх, мĕншĕн ку хĕр вĕсен тарçи мар-ши? Пулсан-и? Ун чухне вăл сăмакунпа аташтаракан тăлăх маткасем патне ура та ярса пусас çукчĕ.
Çĕрле пулсан, хăнасем шăплансан, Тилĕ çĕлĕкĕ картишĕнчи пĕчĕк пӳрте кĕчĕ. Йĕп-йĕпе тара ӳкнĕ Мирун пысăк хуранпа выльăхсем валли вĕтĕ çĕрулми пĕçерет.
— Итле-ха, Мирун, çав сана пулăшакан хитре хĕр кам вăл? — ыйтрĕ йĕкĕт.
— Ашшĕпе амăшĕн ĕнтĕ, — пуçне çĕклемесĕрех тавăрчĕ Сахарăн аслă ывăлĕ.
— Вăл çаплах-ха та, ăçтисем? Хăвăр ялсемех-и?
— Кӳршĕ хĕрĕ. Хрестук ятлă.
— Кӳршĕ-ха апла, — шухăша кайнă пек пулчĕ Тилĕ çĕлĕкĕ. — Итле-ха, Мирун, эсĕ юратмастăн-и ăна?
— Манăн юратма юрамасть.
— Мĕншĕн тата?
— Мĕншĕн тесен манăн пуç тӳпи шăтăк. Санăн та манăнни пекех шăтăк пулмалла вăл.
— Мĕншĕн апла калатăн?
— Мĕншĕн тесен санăн та, ав, аçупа аннӳ сăра-эрех ĕçеççĕ, тутлă апат çиеççĕ, хăвна лаша пăхтараççĕ.
Тилĕ çĕлĕкĕ хĕрелсе кайрĕ. Самантлăха сăмах та чĕнмерĕ. Чăнах та ку çаплах темелле. Куккăшĕсем пĕри те ывăлĕсене илсе килмен ав. Вĕсен лашисене Петр Петровичăн тарçи пăхать. Вăл тарçă пулсан та лайăх тумланнă, хăйне мăн кăмăллă тытать, унпа çăвар уçса та калаçасшăн мар. Тилĕ çĕлĕкĕ чăнах та тарçă вырăнĕнчех. Ана апат çиме малти пӳрте те кĕртмеççĕ, ĕçме-çиме те кайри пӳрте кăна лартса панă.
— Мирун, Хрестук кунта кĕрсен, эсĕ сыснасем патне тух. Час ан кĕр. Кайран çур литр ĕçтеретĕп. Илтетĕн-и? — теме çеç ĕлкĕрнĕччĕ Тилĕ çĕлĕкĕ, выльăхсен пӳртне икĕ витре шыв йăтса Хрестук кĕчĕ. Ун хыççăнах алăкран сивĕ сывлăш лăпсăркка шурă çăмлă сурăх ушкăнĕ пек йăваланса упаленчĕ.
— Хрестук, кунта пăхкала-ха эсĕ. Эп сыснасене кайса апат парам. — Мирун, витрисене йăтса, картишне тухрĕ.
Тилĕ çĕлĕкĕ хăй çине сăнасарах пăхнине сиссен, хĕр чĕри картах сикрĕ.
— Хрестук, кунта чылайранпа-и эсĕ? — çепĕççĕн ыйтма тăрăшрĕ йĕкĕт.
— Эпĕ вĕсем патĕнче мар. Манăн хамăн кил пур. Пулăшма çеç каçатăп, — ни сивĕ, ни ăшă мар сасăпа тавăрчĕ хĕр.
— Апла, эппин. Кӳршĕ-аршăн пĕр-пĕрне пулăшмаллах çав ĕнтĕ. Сергей ăçта тата? Тем курăнмасть паян.
— Пăвана тавар патне кайнă.
— Пĕчченех-и? — тĕлĕнчĕ Тилĕ çĕлĕкĕ.
— Сергей хăравçă йышши мар, —тавăрчĕ Хрестук. Тилĕ çĕлĕкĕ, ун çывăхнерех куçса, йăпăлтатса калаçма пуçларĕ.
— Ытла та чипер эсĕ, Хрестук. Сан пек хитрине эпĕ ку таранччен пурăнса та курман...
— Чăнах та-и? Суймастăн-и? — юриех ыйтрĕ Хрестук.
— Çĕр çăттăр суятăп пулсан. Турă умĕнче калатăп акă. Пулăттăнччĕ эсĕ пирĕн патăмăрта, сана эпĕ пĕр йывăр ĕç хушас çукчĕ.
— Чăнах-и?
— Тупата туршăн калатăп. Ĕçлеттерме мар, алă çинче çĕклесе çӳренĕ пулăттăм.
— Эпĕ ун пек пурнăçа пĕлместĕп çав.
— Пĕлмен пулсан, малашне пĕлĕн. — Тилĕ çĕлĕкĕ тата çывăхарах шурĕ. — Итле-ха, Хрестук, пăхап-пăхап та сан çине, ниепле пăхса тăранаймастăп. Юрататăп эпĕ сана.
— Çук çав, çын юратмалăх ӳсеймен-ха эпĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...