Çавраҫил :: Виҫҫӗмӗш сыпӑк
— Эпĕ питĕ хăрарăм, — тесе хучĕ. — Камран? Манран-и?
— Çу-ук, çутăран хăрарăм. Унашкаллине нихçан та курман та.
— Эппин кăтартăп. Кунта мар, лере. Палас хĕрринче, — тесе, Сергей хĕре анаталла ертсе кайрĕ. Пĕр самантлăха вĕсем ним шарламасăр пычĕç. Çыран хĕррине çитрĕç. Аялта шыв шăнкăртатса юхни илтĕнет. —Çĕрле шыв мĕнле юхнине кăтартам-и?
— Кăтарт.
Сергей кĕсйинчен темĕнле шăвăç коробка кăларчĕ, тӳме пекки çине пусрĕ те, шыва кĕлте пек çутă ӳкрĕ.
— Мĕн вара ку, Сергей? Мĕнле çутатать вăл? — тĕлĕнсе ыйтрĕ хĕр.
— Кĕсъе хунарĕ теççĕ ăна. Краççынпа мар, электричество токĕпе çутатать, — ăнлантарчĕ йĕкĕт.
Хрестук «электричество», «ток» сăмахсене хăй ĕмĕрĕнче пуçласа илтет.
— Çутатса пăхатăн-и? —евĕккĕн ыйтрĕ йĕкĕт.
— Çĕмĕрсе пăрахăп та...
—Çĕмĕрĕлмест вăл. Акă тыт та çапла ак çак тӳме çине пус— Сергей, хĕрĕн пуç пӳрнине тытса, ăна хунар коробкинчи тӳми çине пустарчĕ — çутă тепĕр çыран çинех ӳкрĕ.
— Эккей, тамаша, тĕнчере тем те пур иккен, — шалтах тĕлĕнчĕ хĕр.
— Унпа тĕттĕм чухне çӳреме лайăх. Хамăр çула çутатас-и?
— Çутат.
Вĕсем Хрестуксен йăмрисем çумĕпе тăвалла утрĕç. Çулне электричество хунарĕ çутатса пычĕ.
— Сергей, капла аван мар. Çын курсан, тем калĕ. Сӳнтер, —хушрĕ Хрестук.
— Юрĕ эппин, — йĕкĕт хунарне сӳнтерсе кĕсйине чикрĕ. — Ăшă та-çке сан аллусем, Хрестук.
— Пĕлмесп. Сана çапла пек-и? —Хĕр хăй ухмахла ыйту панине çийĕнчех туйса илчĕ.
— Çав тери. Аллусем çеç мар, эсĕ ху та çав тери çепĕç. Çӳçӳ те, куçусем те. Туту тата ав епле, —ыталама тăчĕ йĕкĕт хĕре.
— Сергей, эс ухмах темĕн-и мана? — тăруках улшăнса ыйтрĕ хĕр.
— Мĕншĕн? Хрестук, эсĕ чăнах та ытарма çук хитре. Эпĕ сана...
— Тăхта, Сергей. Итле. Эпĕ халиччен çын хушшинче пулман, йĕкĕтпе те калаçса курман. Кăна хăвах аван пĕлен. Эсĕр пуян, эп вара... — Хĕрĕн сасси тытăнчăклăрах тухрĕ.
— Çын мулпа мар, чунпа пуян пулни лайăх, Хрестук, — çавăнтах лăплантарчĕ ăна йĕкĕт. — Эсĕ акă шăпах çавăн пек ырă чунлă...
— Эсĕ мана вилĕмрен çăлтăн, Сергей. Эпĕ ĕмĕр парăмлă сан умăнта. Эсĕ ăслă, ырă кăмăллă йĕкĕт. Вĕрент-ха эсĕ мана çынсем хушшинче мĕнле пулмаллине, вĕрент вĕсемпе мĕнле калаçмаллине. Пурнăçа мĕнле ăнланмаллине вĕрент. Манăн хамăн та çын çинче çын пек пулас килет. Каччă шухăша кайса тăчĕ.
— Сергей, ма чĕнместĕн эсĕ? Эпĕ ыйтатăп санран. Ĕмĕр кун пек пурăнмалла мар ман. Манăн ăслă çынсем хушшинче пулас, пурне те пĕлес килет. Эсĕ мана ан юрат. Эс мана юратма пултараймастăн. Кăна лайăх пĕлетĕп эпĕ. Эсĕ мана пурăнма, пурнăçа ăнланма вĕрент. Вара сана ĕмĕрне те манмăп.
— Каçар, Хрестук. Эсĕ тĕлĕнмелле хитре çеç мар, тĕлĕнмелле ăслă та иккен, — хулпуççийĕнчен çепĕççĕн ачашласа илчĕ ăна Сергей.
Вĕсем Палас çыранĕ хĕррипе хуллен, шăкăл-шăкăл калаçса утрĕç.
Хветут систерет
Çурхи шыв-шур кайса пĕтсен, çу пуçланас умĕн, ялти каçсем ытла та тĕттĕм пулаççĕ. Куçран чиксен те курăнмасть. Хресчен килĕсенче çунакан «чĕп куçĕсем» вара çавнашкал каçсенче аякранах курăнаççĕ. Çул çинчи çынна çывăхрах, юнашарах пек туйăнаççĕ вĕсем, тепĕр чухне алă тăссан та алă çитмелле пек, анчах çук çав, чип-чипер куçсемех улталаççĕ иккен сана. Тем чухлĕ утсан та часах çитейместĕн-ха эсĕ çав çутăсем патне.
Кĕçĕрхи каç та çавнашкалах пулчĕ. Çине пĕрмеллĕ кивĕ сăхманне уртса ярса, Хветут урама тухрĕ. Ял — шăпах. Кăçалхи шавлă çуркунне унта пĕр чун хăварми таçта юхтарса кайнă тейĕн. Икĕ аллипе те туйи çине таянса, чылайччен тинкеркелесе тăчĕ Хветут: итлерĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ. Ăш-чикĕ Упа авăрĕнчи шыв пек пăтранать халĕ унăн, сайра сухалĕ чĕтрет, кăмăлĕ пусăрăнчăк.
Мĕн тумалла-ши унăн? Ăçта кайса кĕмелле-тĕр ултă çынлă çемьепе? Чирлĕ арăмĕ темиçе çул ĕнтĕ хĕн курать, кĕçĕн ывăлĕпе тепĕр хĕрĕ ытла та çамрăк. Аслă ывăлĕ Мăçтук çитĕннĕ те-ха, унпа пĕр çулхисем авланса çемьеллĕ пулнисем те пур, ку акă халиччен те нимĕнле ĕçе те хăнăхаймарĕ. Ака-сухана çӳреме лаши пулман, пуртă-пăчкă ĕçне вĕренмен. Кĕлетки пур та, çапах сулхăнра, хĕвел тивмен çĕрте ӳснĕ курăк пек халсăр. Пĕр шутласан, ун пек арçын пулнинчен пулманни аванрах. Паян, йытăпа пулнă мыскара хыççăн, Хрестук та кутăнланчĕ, ашшĕне куçранах: «Тек вилсе выртсан та пуçтарма каймастăп», — тесе хучĕ.
Тăрать ун-кун пăхкаласа Хветут. Шухăшлать. Анчах пурпĕр нимĕн те шухăшласа кăлараймасть вăл. Çынсем халь-халь ака çуракине тухаççĕ, çĕре сухаласа тырă акма пуçлаççĕ. Хветутăн, ав, кĕрсе-тухма çурт-йĕрĕ те, уя кайма лаши те, ларса сума ĕни те, хире шуратма вăрлăхĕ те çук. Вĕсен пĕр шурă качакапа тĕм хура кушаксăр пуçне урăх нимĕн те çук...
Урам вĕçĕнче пĕр йытă хаяррăн йынăшса уласа ярсан, Хветут шартах сикрĕ. «Яла кашкăрсем анаççĕ пулас», — вĕçсе иртрĕ ун пуçĕнче шухăш. Çакна çирĕплетнĕ пекех, çав самантрах унта та кунта йытăсем уласа вĕрнĕ сасăсем хăлхана килсе кĕчĕç. Алăксем уçăлса-хупăнни илтĕнме пуçларĕ. Яланах çапла: йытăсем улама тытăнсан, хресченсем, картишĕсене тухса, выльăхсем чиперех тăнине, алăксене мĕнле питĕрнине тĕрĕслеççĕ.
Хветут хăлхисене чăнках тăратрĕ, хăйне хăй те ĕненмесĕр, сылтăм алă лаппине хăлхи çуначĕ хыçне хурса тăнлама пуçларĕ. Çапла, йăнăшмасть вăл. Сахарăн кĕтесри витинче сыснасем çуйăхаççĕ. Çуйăхаççĕ кăна та мар-ха, тулашаççĕ, хартлатаççĕ, пĕр-пĕринпе урса кайнă пек çапăçаççĕ. Картиш урлах карса хунă пăралукран сăнчăрпа кăкарнă йытти пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне хăрăлтатса чупать, каçăхса кайсах уласа вĕрет. «Мĕн пулнă вара кусене? Хăйсем мĕншĕн тухмаççĕ? Е Сахар Пăвана тавар илме кайнă-ши?»— шухăшларĕ Хветут. Унтан, мĕн пулсан мĕн килет тесе, урам урлă хăвăрт кăшăлтатса каçрĕ те çурт умĕнчи решетке карта урлă карăнса, вăрăм туйипе чӳречерен шаккама тапратрĕ.
— Кам унта? — ыйхăллă сасăпа ыйтрĕ Тарье, крыльца алăкĕ патне пырса.
— Эпĕ-ха, Тарье, Хветут. Яла кашкăрсем аннă пулмалла. Ытла пит çуйăхаççĕ сирĕн сыснасем. Йытă та вĕрет... Çавăнпа килсе калас терĕм... — илтрĕ хуçа арăмĕ.
Çав самантрах вара Тарье хăлхине сыснасем витене ишсе антарас пек чĕтрентерсе хартлата-хартлата çапăçни, йытă ниçта кайса кĕрейми талпăнса вĕрни пырса кĕчĕ. Мĕнле япала-ши ку? Мĕншĕн урса кайнă вĕсем? Кун пек пулакан марччĕ-çке. Умра апат пулсан, сысна нихçан та тулашмасть. Килте-çуртра чипер, лăпкă пулсан, йытă та канлех выртать.
— Кĕр-ха, Хветут, кĕр, — тесе, Тарье крыльца алăкне пырса уçрĕ. Хăй пĕр самантрах хунар çутса тухрĕ. Вĕсем сысна вити патне пычĕç. Вите, тĕреклĕ пулин те, халь-халь йăтăнса анас пек кисренет. Йытă ниçта кайса кĕрейми унталла туртăнать. Сыснасем чăнах та урсах кайнă тейĕн: хартлатаççĕ, пĕр-пĕрин çине сике-сике лараççĕ, шăлĕсене шатăртаттараççĕ...
Хĕр чăрсăрлăхĕ
— Сергей, илтместĕн-и, сирĕн килте темле шăв-шав пуçланнă.
— Илтетĕп. Атя-ха, кайса пăхар. — Йĕкĕт, хĕре аллинчен тытса, хăвăрт васкаса утса кайрĕ. Урам варринче чарăнса тăчĕç, итлерĕç.
— Чим-ха, Хрестук, эпĕ халех. — Сергей крыльца çине хăпарса çухалчĕ, кĕçех каялла тухрĕ. — Тăхта, — терĕ те кӳрше чупрĕ. Кăштахран Энтрее илсе тухрĕ.
— Атя эсĕ те, Хрестук, юрать-и? — хĕр патне чупса пычĕ Сергей.
Вĕсем крыльцаран кĕрсе картишне анчĕç. Хрестука курсан, ашшĕ тĕлĕнсех кайрĕ.
— Атте, эпĕ сан хыççăнах каçрăм. Ан çиллен... Энтрей вите патне пычĕ, итлерĕ.
Çак самантра чăмăрĕпе ыйăхлă куçĕсене йăваласа, ун-кун пăхкаласа, картишĕнчи пӳртрен Мирун персе тухрĕ. Вăл нимĕн те ăнланаймарĕ-ха.
— Кашкăрсем унта. Сыснасем кашкăрпа çапăçаççĕ, — пĕлтерчĕ Энтрей.
— Кашкăр? Аçтан кашкăр пулма пултартăр-ха унта? Алăксене те, хапхасене те питĕрнĕ. Ниçта нимĕнле шăтăк çук. Карташ хӳми урлă кашкăр мар, чăх-чĕп те вĕçсе каçаймĕ. Тата сысна витин алăкĕ те питĕрĕнчĕк. Витен урайĕ те, маччи те пур.
— Мĕн тумалла-ши, Энтрей? —çавăнтах хыпăнса ӳкрĕ Тарье.
— Ытти выльăхсем пурте витере-и?
— Пурне те хупнă, — амăшĕ вырăнне хуравларĕ Сергей.
— Эппин, тимĕр сенĕк тупса пар-ха мана. Ыттисем пурте алкумне кĕрсе алăксене хупăр, — хушрĕ кӳршĕ.
— Энтрей тете, эпĕ те санпа пĕрле юлатăп. Сергей, мана валли те сенĕк тупса кил-ха, — калаçăва хутшăнчĕ Хрестук.
— Мĕн, хăвна ху чикĕнесшĕн мар пуль те? —йĕкĕлтесе илчĕ Энтрей.
— Мĕншĕн хама? Кашкăра чикетĕп! — çирĕппĕн тавăрчĕ хĕр.
— Кашкăр вăл сан пек ухмах мар, хăйне тăруках чиктерес çук.
— Курăпăр унта хăшĕ ухмаххине.
Сергей виçĕ сенĕк çĕклесе килчĕ. Хĕр çавăнтах ун аллинчен пĕрне тытса илчĕ.
— Улăм, ыраш улăмĕ пур-и, Сергей? — ыйтрĕ Энтрей, сенĕке илсе.
— Пур-çке.
Сергей кĕçех вите умне пĕр çĕклем ыраш улăмĕ килсе пăрахрĕ.
Те çынсем шавланине илтсе, сысна витинче шăп пулчĕ, йытă та лăпланчĕ.
— Сергей, эс вите çумне таянтарнă чикмек çине улăхса тăр-ха. Хăрамастăн пулсан. — Хрестук еннелле çаврăнчĕ Энтрей, —эсĕ крыльца çинче тăр. Кашкăр çывăхарах пырсан, епле пулсан та куçĕсенчен лектерме тăрăшăр. Эсир, Тарьепе Хветут, алкумне кĕрĕр-ха. Питĕрсех илĕр. Атту пӳрте кĕрсе кайĕ те...
— Тен, эпĕ кунтах юлам, Энтрей, — сăмах хушрĕ Тарье.
— Кĕр, кĕр. Сансăр та аптăрамастпăр.
Пурте кӳршĕ хушнă пекех турĕç. Энтрей шăлавар кĕсйинчен шăрпăк кăларчĕ, сулахай аллине пĕр ывăç ыраш улăмĕ илсе, чĕртсе ячĕ. — пĕтĕм картиш çуталса кайрĕ. — Астăвăр, уçатăп! — кăшкăрчĕ вăл.
— Малтан Чикана вĕçертсе ямалла марччĕ-и? — ыйтрĕ Сергей.
— Вĕçерт, — кĕскен тавăрчĕ Энтрей.
Сергей хăйĕн тăватă ураллă тусне ачашласа илчĕ, унтан мăйĕнчен йăлине вĕçертсе ячĕ. Чикан çавăнтах вите алăкĕ патне ыткăнчĕ.
Энтрей аллинче çунакан улăмпа вите еннелле утса кайрĕ, алăкне уçма ĕлкĕрчĕ кăна—лерен тем пысăкăш кашкăр вăркăнса тухрĕ. Энтрей сыснасене тухма памарĕ— алăка çавăнтах каялла питĕрсе илчĕ.
Пуçланчĕ вара! Пăру пысăкăш Чикан тӳрех кашкăр çине сиксе ӳкрĕ, анчах лешĕ ун хырăмĕ айĕнченех йăпшăнса тухса крыльца патнелле ыткăнчĕ. Унтан хапха çине сикрĕ, вите патне чупса пычĕ, чикмек тăрăх хăпарма пуçларĕ. Паçăрах хатĕрленсе тăнă Сергей тимĕр сенĕкне хĕрлĕн-симĕссĕн йăлтăртатакан кашкăр куçĕсем çинелле тĕллесе печĕ, анчах лектереймерĕ. Сенĕк кашкăрăн хӳри чиккине тăрăнса ларчĕ. Çапах та вăл ăна-кăна туймарĕ те тейĕн. Сергей аттинчен каплаттарса илсе тулама пуçларĕ, ун урлă сиксе каçасшăн пулчĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ — Чикан ăна хӳринчен çатăрласа çыртрĕ те аялалла сĕтĕрме пуçларĕ. Кăштах тĕркĕшкелесе тăнă хыççăн виççĕшĕ те çĕре пĕтĕрĕнсе ӳкрĕç. Сергей, самантрах сиксе тăрса, Энтрей патне чупрĕ, ун аллинчи сенĕке ярса тытрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...