Çул сăмахĕ
Ăçта çеç çитмерĕм пулĕ
Хам кĕске кунçулăмра.
Поэт çулĕ — пурнăç çулĕ, —
Ĕмĕр çуннă çулăмра.
Миçе хут-ши вилтĕм-çунтăм, —
Юрăçа вилĕм тивмест.
Ман çĕршывăм — килĕм-çуртăм —
Ывăлне вилĕм сĕнмест.
Паттăрне парать вăл пурнăç,
Хăй юнне парать чунне.
Вилĕме çĕнсе кам курнă
Вăл çавна парать чапне.
Çӳремерĕм ятшăн-чапшăн
Ачалла пăшал тытса,
Хам çĕршывшăн та чăвашшăн
Эп çӳрерĕм юн тăкса.
Таврăнманшăн тусăм-йышăм
Эп çӳреп тĕнче касса,
Юрăçа, эс, халăх, йышăн
Ал парса та ыр сунса.
Çулăмра пĕтнĕ тус-тантăш
Калайман сăмахсене
Каласа çӳреп пĕр тăтăш,
Тĕл пулса тăвансене.
Хыçăмра Тутар çĕршывĕ,
Умăмра Чăваш тĕнчи, —
Пурăнсан этем ыр-сывă,
Ма пулмасть тăван панче?
Тутарта пур савнă ялăм —
Чăваш ялĕ Раккасси.
Туçине тата мĕн калăн —
Вăл та манăн хунькасои.
Эпĕ хам тутар чăвашĕ,
Эп чунпа-юнпа чăваш.
Тутар мар. Чăваш урташĕ,
Юррăмпа пултăм Урдаш.
Кашни халăх маншăн çывăх,
Хамăр халăх хаклăрах.
Мĕн çинчен çырсан та сăвă,
Чунăм манăн чăвашрах.
Ак ума тухрĕ Алманчă,
Ак ума тухрĕ Супар.
Миçе ял мана ал пачĕ,
Супарпа сăмах тупар.
Çыннисем хитре Супарăн —
Ваттисем те вĕттисем.
Курасса сире сунмарăм,
Йыхрава ярсан туссем.
Илсе килтĕм çул саламĕ
Супарпа Вăрманкаса.
Саламĕ инçе саланĕ,
Тухтăр çеç вăл çапăнса.
Ăçта çеç çитмерĕм пулĕ
Хам кĕске кунçулăмра.
Поэт çулĕ — пурнăç çулĕ,
Ĕмĕр ирттĕр халăхра.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...