Шурă сĕт юрри
Эпĕ, шурă-шурă сĕт,
Шур аппасем сунăран,
Шур алăпа сунăран;
Эпĕ, шурă-шурă сĕт,
Хура ĕне çиллинче,
Хĕрлĕ ĕне çиллинче,
Ула ĕне çиллинче,
Сусан — аппа витринче,
Ырă çынсен чĕринче.
Эпĕ, шурă-шурă сĕт,
Мана савман çын та çук.
Эп пулмасан пурнăç çук.
Ачасем мана çиеççĕ
Ашшĕ-амăш килĕнче.
Çиеççĕ те ӳсеççĕ,
Çирĕп пулар тееççĕ.
Яшсем мана çиеççĕ
Ылтăн ыраш пуссинче
Хĕрӳ-хĕрӳ ĕçсенче.
Паттăр пулар, тееççĕ,
Маттур пулар тееççĕ
Аслă Совет çĕрĕнче.
Шур сĕт çисе ӳснипе,
Сарă хăйма ĕçнипе
Сатур салтак пулаççĕ,
Маттур яшсем пулаççĕ,
Тăшмансене таптаççĕ,
Пуçĕсене татаççĕ.
Ылтăн орден çакаççĕ,
Ытарайми пулаççĕ..
Шур сĕт çисе ӳснипе,
Хăйма çисе ӳснипе
Хĕрсем хитре пулаççĕ,
Хĕрлĕ питлĕ пулаççĕ.
Хĕрлĕ тутăр çыхаççĕ,
Улахсене тухаççĕ.
Каччисене кураççĕ,
Вăтаннă пек тăраççĕ.
Пĕр-ик сăмах каласан,
Пĕр-пĕринпе паллашсан
Алран алла тытаççĕ,
Урам тăрăх утаççĕ,
Услам çăва шăратсан
Сар çу пулать тееççĕ.
Пĕрне-пĕри юратсан
Пĕрле пулар тееççĕ.
Сар çу пекех ирлеççĕ.
Хĕрлĕ питлĕ пикесем,
Сар çу пекех инкесем,
Хĕрлĕ тутăр çыхнисем,
Сарă саппун çакнисем,
Ылтăн митал илнисем,
Шур сĕт нумай сунисем
Фермăсенче тăраççĕ,
Ĕнисене пăхаççĕ.
Кукуруза параççĕ.
Ула-ула ĕнесем,
Чăваш Улхаш ĕнисем;
Çĕмĕрлесен çĕрĕнчи,
Хамăр Чăваш çĕрĕнчи,
Хĕрлĕ-хĕрлĕ ĕнесем;
Вăрнарсенĕн çĕрĕнчи,
Хамăр Чăваш çĕрĕнчи
Чапа тухнă ĕнесем;
Кукуруза çинĕрен,
Силос нумай çинĕрен
Сĕтне нумай параççĕ.
Эпир, шурă-шурă сĕт,
Витресене тулсассăн
Бидонсене куçатпăр.
Бидонĕсем тулсассăн
Çу чĕресне куçатпăр,
Америкпа ăмăртса
Америка çитетпĕр,
Килес çулсем çĕнетпĕр.
Анчах пуçа каçăртса
Эпир çӳрес теместпĕр.
Сăпай пулса çӳретпĕр,
Çынна усă кӳретпĕр.
Услам çăвăн уссине,
Сарă çăвăн уссине,
Çынсем курччăр теетпĕр,
Çирĕп пулччăр теетпĕр.
Эпĕ, шурă-шурă сĕт,
Шур аппасен витринче,
Хамăр колхоз ферминче.
Шурă аппа ман ятпа
Америкпа ăмăртать,
Пурнăç панă хăватпа
Пин-пин сысна самăртать.
Эпĕ, шурă-шурă сĕт,
Шур аппасен умĕнче,
Хамăр колхоз витринче
Мире савса юрлатăп,
Сире савса ташлатăп.
Çут тĕнчери халăхсем,
Мирлĕ пулăр теетĕп.
Çĕр çийĕнчи ырлăхсем
Мирлĕ çыншăн теетĕп.
Пĕр витрери шур сĕт пек
Килĕштерсе пурăнсан,
Пĕрне-пĕри пăхăнсан
Пурнăç пулĕ — пыл тути,
Ĕмĕт пулĕ — çу тути,
Эпĕ хам — хăйма тути.
Эпĕ, шурă-шурă сĕт,
Сĕт ыйтсассăн — сĕт пулăп,
Çу ыйтсассăн — çу пулăп,
Ĕмĕр сирĕнпе пулăп,
Ĕмĕрех мирпе пулăп.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...