Çичĕ çын валли
Эпĕ мĕн çырни
манран тухать –
шутлани çинчен
çыратăп.
Кашни сăмах
тӳрĕ пăхать –
кайма çулне
хамах паратăп.
Тĕрĕслесе мана
хĕсмеççĕ,
мĕншĕн ун пек çыран
темеççĕ,
мана укçа та
тӳлемеççĕ,
нумайăшĕ
мана пĕлмеççĕ...
Пурăннă чух ман
çырмалла,
сăмса çĕклесе
çырмастăп.
Мĕн панине
пурăнмалла,
чуххăм та чаххăм
пурăнмастăп.
Çĕре çити эп
авăнман,
нихçан та эпĕ
парăнман,
кивçен илсе те
пурăнман,
хамăн ята та
варламан.
Пĕр ăслă çын
мана каларĕ:
«Çичĕ çын
сана пĕлсен,
сан сăвăсен
çирĕп тымарĕ
типмест кайран та –
эс вилсен,
эх, тытăнаççĕ
вулама,
сăвăсене
паллă лартма,
пичетлесе те
кăларма,
санăн ятран
укçа тума».
Манăн сăвăсене
вулаççĕ,
канаш парса та
пулăшаççĕ –
Ку вăл мана
савăнтарать,
сăвă çырма та
вăй парать.
Пурнăç çине
савса пăхсан,
унăн çутăлăхне
курсан,
сана вăй
паракан пулсан –
мĕнле лайăх
шăпа вăл сан!
Мăнаçлă шухăш
вăл çĕклет,
шутланă ĕмĕте
вĕçлет.
Апла пулсан,
ма ĕçлес мар,
наянланса
ĕçсĕр ан лар!
Çапла хама
хăваласа,
пурнăç çине
витĕр пăхса,
хама хам
мăнаçлантарса –
пурăнмалла халь
савăнса.
Пĕри мĕн виличчен
ĕçлет,
тепри ĕçсе
кунне вĕçлет.
Пурнăç нихçан та
çăмăл мар.
Турăçăм, пире
вăй пар!
Пирĕн кунта
пурăнмалла,
вăй пур таран
ĕç тумалла.
Çич çын валли
ман çырмалла,
таса йĕрсем
хăвармалла.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...