Çамрăк
Ман çамрăк çын
пулас килет,
мĕн пулнине
манса кайса.
Пуçра ман
çамрăклăх кĕрлет,
хăйĕн çинчен
асăнтарса.
Халь çамрăксем
мĕн курнине
эп танлаштарса
кăна куратăп.
Паянхи пурнăç
паллине
иртнĕ çулсем
витĕр туятăп.
Манăн ăшра –
СССР.
Унта атте-анне
çуралнă.
Эп те унта
çуралнăскер.
Ман çур ĕмĕр
унта çухалнă.
Ман пуç
ик хут нумай ĕçлет,
пурнăçсене
танлаштарса.
Курать, шутлать,
пĕтĕмлетет,
нервăсене
пăлхаштарса.
Хальхи çамрăк
çынсем пĕлмеççĕ
ĕлĕк мĕнле
пурăннине.
Пирĕн йывăрлăха
туймаççĕ –
мĕнле туян
курманнине?..
Паян мĕнле пурнăç
пулсан та –
çамрăк ăна
туйса ӳсет.
Мĕн йывăрлăха
курсан та –
ун пеккине
çамрăк тӳсет.
Р.S. Пурте пур
пирĕн пурнăçра –
ытларах пул
савăнăçра!
Шухăшсем
Your site's next 10,000 visitors are alr...
I've noticed that your chuvash...
I've recently checked out online casinos...
Imagine a system that gets smarter every...
The AI behind Vantovo never stops learni...
Если вы ищете надежный сервис VPN, обрат...
Real-time keyword scoring...
Our AI-powered traffic solution delivers...
Save on marketing with our AI-optimized ...
I've noticed that your chuvash...