Пурнăçларăм
Хăшпĕр чух
мăкăртататпăр
ĕлĕкхи
пурнăç çинчен.
Пысăк канашсем
паратпăр,
пуç çаврăнса
каиччен.
Пурнăç мĕн енне
илсен те,
куç умĕнче
ĕлĕкхи пурнăç.
Ун пекки пулмĕ
мĕн тесен те,
каялла çулсем
пăрăнмĕç.
Эп килĕшĕттĕм
çаврăнма,
анчах та
аннене курма.
Ăна кунта
илсе килĕттĕм,
кăштах çăмăл
пурнăç сĕнĕттĕм.
Анне çăмăл
пурнăç курман,
арçын пекех
каснă вăрман.
Тĕрĕссипе вăл –
чăваш халăх,
çуралнă пуль
нуша курмалăх.
Ытти çынсемшĕн
каламастăп,
анне ĕçленине
манмастăп.
Мĕн курчĕ вăл
пурнăçĕнче;
Кĕске пулчĕ
уншăн тĕнче.
Паян ман
сăмахсем пĕтмеççĕ.
Анчах та
ун патне çитмеççĕ.
Чунĕ пуль теп
манпа пĕрле,
туятăп
кунĕпе, çĕрле.
Анне çинчен
часах çырмашкăн,
паян мана
никам хушмасть.
Ун ĕмĕтне
пурнăçламашкăн,
чăнах та
никам та чармасть.
Каласа
памалли пур –
ик ĕмĕтне
эп пурнăçларăм.
Аннеçĕм,
чунупа эс кур –
нумай тата
сан умра парăм.
Шухăшсем
В случае если нужен быстрый сервис VPN, ...
Save on marketing costs with our AI-powe...
Our AI-powered solution drives location-...
Our AI-driven solution sends high-qualit...
Want more targeted traffic to your chuva...
I've noticed that your chuvash...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...