Антальйăри кану


Ку ĕç-пуç пирĕн урлăшăпе те сарлакăшĕпе те таçта çитиех тăсăлса выртакан çĕршывăн пĕр кĕтесĕнче пулса иртнĕ. Паянхи кун вăл хăть те ăçта та пурнăçа кĕме пултарнă, çавăнпа тĕп-тĕрĕс вырăнне палăртса тăмăпăр. Тата вăл пĕлтерĕшлĕ те мар…

 

* * *

Иванов Мĕтри пурнăç тути-масине чухлакан маттур йĕкĕт ĕнтĕ, çавна май «пĕрре çеç килекен» ĕмĕрĕн мĕнпур вăхăчĕпе туллин усă курса юласшăн. Хăй кăна, хусах каччă (халăх калашле, «пĕр кут та пĕр пуç»), пулсан темех марччĕ-ха, çак пăтăрмах та сиксе тухмĕччĕ, анчах Мĕтрин çамрăк арăмĕ пур-çке. Халь сире каласа паракан ĕç-пуç та ăна пулах пулса иртрĕ.

Машук (Мĕтрин арăмĕн ячĕ çапла) питĕ илемлĕ хĕр. Ытарайми чипер тесен те йăнăшмăпăр. Ăна качча илнĕшĕн Мĕтри çав тери савăнать, çакă ăна ытти çынсенчен пуринчен те телейлĕрех тăвать. Ара, Машук хыççăн, мĕн чухлĕ каччă чупмарĕ вĕт? Анчах вăл никама та мар, шăп та лăп ăна суйласа илчĕ, ăна качча тухрĕ!

Авланнă е качча кайнă хыççăн çыннăн кăштах лăпланмалла пек те, анчах паянхи каччăпа хĕре ку пусăрăнтарать-и вара? «Çамрăк ĕмĕр пит кĕске, савăнса-киленсе юласчĕ», — тет пулĕ паянхи яш-кĕрĕм. Çемье çавăрни вĕсемшĕн темех мар. Машукпа Мĕтрин те йăли-курки ытти çамрăксенни пекех: каçхи клубсемпе ытти савăнмалли çуртсене куллен тенĕ пекех çӳреме хапăл. Йыш шучĕ виççе çитиччен хăйсемшĕн пурăнса юласшăн ĕнтĕ çемье чăмăртанисем.

Паян та çавăн пекех пулчĕ. Машукпа пĕрле Мĕтри пĕр клубра аванах канчĕ. Халь ĕнтĕ таксипе киле таврăнаççĕ. Хыçалти ларкăч çинче пуçне сĕнксе пыракан каччă ыйха пута пуçланăччĕ ĕнтĕ, сасартăк малти ларкăч çинчен арăмĕн сасси илтĕнчĕ:

— Мĕтри! Мĕтри тетĕп!

— Аха… — аран хуравларĕ лешĕ.

— Эсĕ, мĕн, çывăрса кайрăн-им? — кăмăлсăррăн ыйтрĕ арăмĕ.

— Çук! — каччăн тăруках ыйхи вĕçрĕ, вăл Машука мĕн кирлине пĕлме хăлхине тăратрĕ. Ара, арăмне «алă çинче йăтма хатĕр» тĕк унăн мăнтăр кăмăлне те пурнăçлама хатĕр ĕнтĕ вăл!

— Итле-ха, Мĕтри, — пуçларĕ Машук. — Эпир санпа тахçанах ниçта на канма кайман. Испанире пулнăранпа та çур çул иртрĕ. Тен, тепре Антальйăна кайса килер? Хамăрăн хула мана йăлăхтарсах çитерчĕ.

— Юрать, — терĕ каччă. Ыйтăвĕ ытла пысăк та мар иккен. Вăл каллех пуçне сĕнкрĕ.

— Чăнах-и?

— Чăнах пулмасăр!

— Апла эс мана сăмах патăн. Асту, ан ман! — терĕ савăнăçлăн çамрăк арăмĕ.

Мĕтри ку сăмахсене кăна илтсе юлчĕ пулас. Çав каç киле мĕнле çитнине тата тăваттăмĕш хутри хваттерне мĕнле хăпарнине вăл пач та астуса юлмарĕ. Такси ярăнса пыни ăна тӳрех ыйхăлаттарса ячĕ те пуçĕпех вăранма памарĕ курăнать.

 

* * *

Тепĕр кунне Мĕтри кăнтăрла хыççăн кăна вăранчĕ. Сехет çине пăхса илчĕ: тăваттă та иртнĕ. Юрать-ха паян вырсарникун, ĕçе тĕнкĕлтетмелле мар. Мухмăрĕ кăна мĕнпур ырлăха пăсать.

— Мĕтри, хĕвелĕмçĕм, эсĕ вăрантăн та-им? — илтĕнчĕ телевизор кутĕнче ларакан арăмĕн сасси.

Мĕтрипе Машука пăхсан вĕсем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ теме пулать. Ак халĕ те, упăшки вăраннине курсанах арăмĕ тĕпелелле чупрĕ, хăй пĕрехмай чĕвĕлтетрĕ:

— Чунăмçăм, шыв кирлĕ-и? Пуç ыратмасть-и?

— Аха… — аран-аран тăрса ларнă май йăнăшса илчĕ Мĕтри. Ку вăхăта Машук хитре куркапа шыв та илсе килсе пачĕ.

— Уф, ну ĕнер кантăмăр та иккен санпа. Нимĕн те астумастăп... — терĕ Мĕтри, пуçне алăпа тыткаласа. Те вăл вырăнтах-ши тесе тĕрĕслерĕ, те мĕн те пулин амантман-ши тесе хыпашларĕ. Мĕншĕнне ăнланмасăрах сăтăркаларĕ.

— Мĕнле нимĕн те астумастăн? — пăшăрханнă саспа тăруках ыйтрĕ арăмĕ. — Эс, ара, Антальйăна канма кайса килетпĕр терĕн-çке! Мĕнле астумастăн? Сăмах патăн вĕт!

Мĕтри мухмăр ярса илнĕ пуçĕпе ĕнерхине аса илме тăрăшрĕ. Клубра савăнăç каçĕ мĕнле иртни ăна пăшăрхантармарĕ-ха. Пач урăххине аса илесшĕн пулчĕ. Арăмне мĕн сăмах панăччĕ вара вăл? Мĕн шантарнăччĕ-ха? Аса илес пулать. Тем тесен те аса илесех пулать!

— Тепре илсе кил-ха, — терĕ те вăл пушă куркине арăмне пачĕ.

Машук шыв илсе килнĕ хушăра вара таксире пулса иртнĕ калаçăва йăлт аса илчĕ. Пĕр-ик сыпкăм сыпрĕ те арăмне куçĕнчен пăхрĕ:

— М... Юрĕ, чĕппĕмçĕм… — пуçларĕ вăл. — Кайса килĕпĕр… Канатпăр… Анталья вăл инçех мар вĕт…

— Вăт аван та! Хăçан кайăпăр? Эпĕ паян, эсĕ çывăрнă хушăра, пĕр турагенство сайтне кĕрсе те пăхрăм — ун виçĕ кунтан хатĕр «хĕрӳ путевкăсем» куртăм! Хаклă та мар тата…

Ĕç-пуç кунашкалах хăвăрт аталанасса Мĕтри, паллах, кĕтмен. Пуçĕ те, мухмăрпа аптăранăскер, темскер питех шухăшласшăн мар. Чăн та, таксире пынă чухне ку ыйту ытлах пысăк туйăнмастчĕ ăна. Халĕ вара… Халь ун пуçĕнче тĕрлĕ шухăшсем явăна пуçларĕç. Машука хирĕçлесси пирки мар ĕнтĕ. Арăмĕ ав ун тавра еплерех кускаласа çӳрет. Мĕтри мăшăрĕн кăмăлне, тем тесен те, пăсас çук. Нихăçан та пăсман, паян та çылăха кĕмĕ. Арăмĕ Антальйăна канма каяс шухăш тытнă-тăк — Мĕтри унăн кăмăлне тивĕçтеретех. Вĕсем канма каяççех. Анчах çакна мĕнле пурнăçа кĕртмелле-ха? Вăт ку вара ыйту! Пĕчĕк мар ыйту! Ютри курорта канма каяс тесен чăрмавĕ ытла нумай-çке! Пĕри тепринчен сулмаклăрах.

— Шыв сыпнă пек чĕнмесĕр ан лар-ха эс, — упăшки шухăша путнине кура кăмăлсăррăн ӳпкелешрĕ Машук.

— Ара, пуç ыратать. Ĕнер лайăх каннă эпир санпа. Антальйине те кайăпăр. Пуçа çавăрса илме пар-ха… — арăмĕн кăмăлне пăсас мар тесе тата шухăшне улăштарманнине пĕлтерес тесе хуравларĕ Мĕтри.

Çамрăк çемье пуçĕ чăрмавсене мĕнле сиресси пирки малалла шухăшла пуçларĕ. Мухмăрла пуçа ĕçлеттерме йывăр-ха ĕнтĕ, анчах мĕн тăвăн? Машукăн кăмăлне пăсас килмест-çке! Чăрмавсенчен чи çăмăлли — çитес отпуск çур çултан кăна пулни. Ăна татса пама йывăр мар-ха — отпускне хăй шучĕпе илет те, ĕçĕ те пĕтнĕ. Пĕлтĕр те вăл çапла сахал мар тунăччĕ. Ĕç укçи чакĕ ĕнтĕ, тен, премисĕр те тăрса юлĕ — анчах ку темех мар...

Тепĕр ыйтăвне, путевка тупассине, арăмĕ ав хăйех татса панă. Путевкине тупнă. Астăвасса-ха унччен ку уншăн чи пысăк чăрмавччĕ. Отпуск ыйтассинчен те, укçа тупассинчен те йывăрриччĕ. Çур çул каялла вăн Испанине кайса килмешкĕн аран-аран путевка тупнăччĕ. Ун чухне арăмĕпе пĕрремĕш хут чутах хирĕçсе илменччĕ. Турра шĕкĕр, çамрăк упăшкапа арăмĕ халĕ те пĕр-пĕринпе хирĕçсе курман-ха, ку таранчченех шăкăл-шакăл пурăнаççĕ. Ун чухне те ăнчĕ ăна — кирлĕ путевка тупăнчĕ. Халĕ ав шырама та кирлĕ мар — арăмĕ ку ыйтăва татса панă.

— Путевки мĕн хак вара? — хăйĕн арпашăнакан шухăшĕсене йĕркене кĕртес тесе Машукран ыйтрĕ Мĕтри. Тем тесен те чи йывăр чăрмав халь уншăн — укçа-тенкĕ. Ку тĕлĕшпе чăнах та пуçа ватма тивĕ.

— Хаклă мар, «хĕрӳ путевка» пулнăран пит йӳнĕ, — савăнăçлăн пĕлтерчĕ арăмĕ, юнашар пырса ларса хулпуççирен ыталарĕ.

«Хĕрӳ путевка» мĕн иккенне Мĕтри аванах чухлать-ха ĕнтĕ. Пĕлтĕр те Антальйăна çав майпах кайса килнĕччĕ. Анчах халĕ, арăмĕ каланă хака илтсен, хайхи чăрмав йывăрăшĕ самай ӳсни палăрчĕ. Апла пулин те Мĕтри хирĕçлемерĕ. Çĕр çинче пĕрре кăна пурăнатпăр мар-и? Апла-тăк çамрăк чухне савăнса юлмаллах. Ача-пăча хушăнсан, ватăлсан — курортсем тăрăх ярăнса çӳреймен…

Чăн та укçа тĕлĕшĕнчен Мĕтрин халь йывăртарах. Арăмне каламасть ĕнтĕ вăл. Хăйĕн черченрен те черчен, илемлĕрен те илемлĕ мăшăрĕн пурнăçне çав тери телейлĕ тăвасшăн та вăл укçине пĕрре те шеллемест. Хваттершĕн ипотека тӳлемелле, иномарка машинăшăн — кредит… Ку çеç те мар — чикĕ леш енне каймашкăн та кивçен илсе тултарнă-ха вăл. Иртнинче те, Испание кайма хатĕрленнĕ чухне, аран-аран пĕр пĕчĕк банкра кредит илме пултарчĕ. Ыттисем тахçанах пама пăрахнă ĕнтĕ — ара, унăн парăм виçи пысăккине пĕлеççĕ те… Тӳлессе вăхăтрах тӳлесе пырать-ха, анчах çакă ун кĕсйине мĕнле çӳхетнине пĕлесчĕ çынсен! Юлашки вăхăтра клубсене çӳреме те юлташла кивçене кĕре пуçларĕ… Мĕн тăвăн… çамрăк чухне темле пулсан та савăнса юлас килет мар-и?

Машук вара Анталья тет. Мĕтри ирĕксĕрех хăйĕн тус-юлташĕн ячĕсене аса иле пуçларĕ. Пурне те мар ĕнтĕ, укçаллисене. Вĕсенчен те чылайăшне хальхинче шухăшпа чĕрсе пăрахма тиврĕ — ара малтан илнĕ парăма та парса татман-çке вăл. Çĕннине мĕнле ыйтăн? Мухмăрпа аптăракан пуçĕпе вăл пĕрин ятне аса илчĕ, тепринне. Кăна кун чухлĕ памалла… Кунран виçĕмкун кăна кивçен илнĕччĕ… Çук, пĕр ят та юлмарĕ. Ирĕксĕрех хăйĕн пекех укçасăр ларакансене аса илме пуçларĕ… «Çук, кун пек ĕç каймасть. Ыран урă пуçпа шухăшлас…» — тесе йышăну турĕ те хăйне йĕркене кĕртме пуçларĕ.

Çапах, Машук ун тавра явăнать пулин те, укçа ыйтăвĕ ун пуçĕнчен тухмарĕ...

 

* * *

Тунтикун, ĕçе утнă май вăл хăш-пĕр тусĕ патне шăнкăравласа та пăхрĕ. Шел те, ĕç тухмарĕ. Уйрăмах мĕн чухлĕ кирлине каланă хыççăн… Пурте вăл е ку сăлтав тупса кивçен пама килĕшмерĕç. Микрофинанс учрежденийĕсем пирки те шухăшласа пăхрĕ вăл… Анчах пĕрре вĕсемпе çыхланса курнă хыççăн тепĕр хут унта ура ярса пусас килмест унăн. Аптрашки çав…

Çамрăк чухне пурнăçпа рехетленес килет ĕнтĕ. Анчах, чăн та, паянхи кун укçасăр мĕнле савăнăç пултăр?

Мĕтри пĕр-пĕр олигарх ачи мар çав. Е пĕр-пĕр çӳллĕ пукан çинче лараканăн тăхăмĕ-тăванĕ те мар. Ашшĕ-амăшĕ унăн ахаль çынсемех. Тен, Мĕтри хăй пĕр-пĕр ăшă вырăн йышăнать? Çук, йăнăшатăр. Ĕçлессе вăл сумлă компанирех вăй хурать-ха ĕнтĕ — «Газпромра»! Анчах ахаль ĕçчен кăна вăл унта. Çав таврашра ĕç укçи япăх маррине пула кăна ĕнтĕ вăл паянхи кунччен панкрута тухман. Апла пулин те хавас пурнăç кĕсьене самай çӳхетет çав.

Чи малтанах Мĕтри канма каяссине чăрмантаракан пĕрремĕш сăлтава пĕтерес терĕ. Отпуск илмелле. Паллах, черетлине маларах памĕç, хăй шучĕпе илме тивĕ. Çавна май вăл хăйĕн пуçлăхĕн пӳлĕмне çул тытрĕ.

— Кĕме юрать-и, Степан Семенч? — ыйтрĕ вăл алăка шакканă хыççăн.

— А-а, Мĕтри. Кĕр-кĕр… Мĕн ыйтупа? — терĕ лешĕ.

— Степан Семенч, эпĕ отпуск илесшĕн… — пуçларĕ Мĕтри.

— Каллех-и? Уйăх каялла кăна ыйтманччĕ-и-ха эсĕ?

Час-часах канакансен йышĕнче те Мĕтри пекки урăх çук пулĕ. Çавна май Степан Семенч, Керменев хушаматлăскер, унăн черетлĕ отпускĕ хăçан пулнине те, вăл хăй шучĕпе миçе хут каннине те пит лайăх пĕлет. Çапах та пуçлăх ни ятласа тăкмарĕ, ни тӳрех «çук» тесе хуравламарĕ. Ыттисем пулсан, тен, вăл çапла тăвĕччĕ те, анчах Мĕтрие ĕçе унăн çывăх юлташĕ ыйтнипе вырнаçтарнă-çке… Ачи те япăх мар, шанса панă ĕçе йĕркеллĕ туса пырать.

— М-м... Икĕ эрнелĕхе… — терĕ хăюсăртарах Мĕтри. — Виçĕ кунтан. Юрать-и?

— Уф… — ассăн сывласа илчĕ Степан Семенч. — Икĕ эрнелĕхе, виçĕ кунтан…

Мĕн валли икĕ эрне кирлине ăнланать-ха ĕнтĕ Степан Семенч. Каллех ăçта та пулин канма каясшăн, ахăртнех, унăн ĕçченĕ. Чăн та, вăл та çамрăк пулнă, унăн та хăй вăхăтĕнче савăнас килнĕ. Çавна май пуçлăх хайхи Мĕтрие ăнланмасть мар, ăнланать. Асăннă кунсенчи плансене асĕнче тишкерсе тухрĕ те, çамрăк ĕçчен вăл тапхăрта ĕçре пулманни йывăрлăх кăларса тăратманнине ăнкарса илчĕ. Вара:

— Юрать, — терĕ. — Заявлени çыр эппин. Анчах паянах, унсăрăн ĕлкереймĕн.

— Хам шутран çырас-и? — ыйтăва уçăмлатма шутларĕ Мĕтри.

— Паллах. Эп астăвасса сан парăмусем ахаль те пур. Черетлĕ отпуск валли миçе кун юлать? Ман сан кунусене минусла шутлама тивмĕ-и? Аса илтермелле мар пуль… — хăйĕн ĕçченĕ чееленме хăтланнине ăнланса илчĕ Степан Семенч. Çамрăк тесе ытлашши вĕçертме те юрамасть-çке вĕсене.

— Çук, хамах астăватăп. Хута халех хатĕрлетĕп! — терĕ çеç Мĕтри.

Пĕр ыйту татăлнипе кăшт савăннăскер пӳлĕмрен тухма та ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ, алăка хупасси кăна юлнăччĕ. Анчах çак вăхăтра Мĕтри пуçне пĕр шухăш пырса кĕчĕ. Кĕтмен çĕртен пулсан та питĕ ăнăçлăскер пек туйăнчĕ. Çавна май вăл каялла таврăнчĕ.

— Мĕн тата? — хаш сывласа илчĕ Степан Семенч.

— Степан Семенч, ман… — пуçлăхран укçа ыйтасси çăмăл ĕç маррине Мĕтри халь кăна туйса илчĕ. Çапах та пĕтĕм кăмăлне хытарса ыйтасах терĕ:

— Ман укçа енчен кăшт йывăртарах-ха. Кăшт çитмест. Темиçе уйăхран парса татăп…

Йывăр та иккен ку ĕç. Мĕтри хăй йĕп-йĕпе тара ӳкнине туйса илчĕ. Çав вăхăтра Степан Семенч каччăна тĕсесе сăнарĕ. Пуçĕнчен пуçласа ури таран пăхса илчĕ.

— Мĕн чуль çитмест вара? — ыйтрĕ хайхи.

Укçи-тенки мĕн чухлĕ кирлине пĕлсен Степан Семенч каччăна тепĕр хут тĕсесе пăхрĕ:

— Эсĕ ачи шанчăклă-и вара?

— Шанчăклă! — хуравларĕ лешĕ, пуçлăх тӳрех «çук» теменнипе савăннă май. Çынсенчен кивçен час-час ыйтнăран унăн ку тĕлĕшпе сăнавлă пĕлӳ сахал мар пухăннă ĕнтĕ. Çын тӳрех «çук» темест пулсан шанчăк пурах! Вăл пĕчĕк пулсан та — пурах!

— Шанчăклă! Мана темиçе уйăхлăха кăна кирлĕ! — шанăçа çирĕплетес терĕ Мĕтри.

— Кивçенне ăна пама пулать-ха… Укçи пысăках мар… — терĕ çав хушăра Степан Семенч. Хăй вара Мĕтри пирки çеç мар, урăх ĕç пирки шухăшла пуçларĕ. Çав ĕçе пурнăçлама шăп та лăп Мĕтри пек çын кирлĕ. Ачи аптрамасть пек. Шанчăклăскер…

— Юрĕ, ĕç хыççăн кĕрсе тух вара. Ун чухне тĕплĕрех калаçăпăр.

Киле вăл кун Мĕтри питĕ савăнăçлă килсе кĕчĕ. Ара, пĕтĕм ыйтăва пĕр кун хушшинчех татса пачĕ-çке! Отпуск та пур, канма кайса килмелĕх — укçи те. Степан Семенч кивçен панă чухне пĕр ĕç тума тивĕ тесе калани кăна кăштах чуна пăшăрхантарчĕ, анчах кун пирки халех пуçа ватнин усси çук. Çав ĕçе ăна канса килсен хушĕç. «Ăнăçлă канса килмелле пултăр, çамрăк çыннăм!» — тесех ăсатса ячĕ ăна пуçлăх. Апла пурнăç ăнать! Тем тесен те — ăнать!

 

* * *

Чăн та, Машукпа Мĕтри Турци çыранĕ хĕрринчен аван канса килчĕç. «Хаклă тавар хакне кăларать», — тесе халăхра ахаль каламан çав. Тараватлăх та хакне кура иккен. Кун пек Мĕтри нихăçан та канманччĕ! Чи савăнтараканни вара — Машук питĕ кăмăллă. Ара, инçетренех курăнать-çке: унран телейли никам та çук тейĕн!

Апла-и, капла-и – отпуск вĕçленчĕ. Икĕ эрне туххăмра иртсе кайрĕ те Мĕтрин ĕçе тухма тиврĕ.

Степан Семенч алăкне вăл хăюссăррăн уçрĕ: кивçен панă чухне темĕнле ĕç пирки сăмах хускатнине манман-ха… Çакă Мĕтри пуçне сахал мар шухăшлаттарчĕ. «Мĕн хушĕ-ши?» — явăнчĕ унăн пуç миминче.

— Кĕме юрать-и, Степан Семенч? — яланхилле ыйтрĕ Мĕтри пӳлĕме кĕнĕ май.

— Мĕтри-çке ку! Кĕрех, кĕрех! — савăнăçлăн кĕтсе илчĕ каччăна пуçлăх. — Мĕн пуçна уснă? Япăх кантăн-им?

— Çук, пит лайăх кантăмăр. Тавтапуçах сире, Степан Семенч!

— Вара ма пуçна уснă? Е парăмушăн кулянатăн?

Мĕтри ним калама пĕлмесĕр хăмлатса кăна кăна илчĕ…

— Ан кулян! Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать, — Степан Семенч сасси çавах савăнăçлă янрарĕ. — Кайран мана тата та ытларах тав тăвăн-ха. Атя, ан кулян! Ĕç хыççăн ман пата кĕрсе тух — калаçăпăр. Вара пĕтĕмпех йĕркеленĕ.

Мĕтрие хăйĕн пуçлăхĕ мĕн хушасси самай пуçа ваттарчĕ. Ку ĕç пирки хăйĕн пӳлĕмĕнче калаçасшăн пулманни те шухăша ячĕ. Пăшăрханни вара пустуях пулнă иккен! Шанса панă ĕçĕ йывăр йышши те мар. Тата шăп та шай Мĕтрие пурнăçлама меллĕскер.

Ĕç хыççăн вĕсем предприятин пĕр кĕтесĕнче тĕл пулчĕç.

— Çамрăк каччă, пуçна ытлашши ан ус-ха ĕнтĕ, — терĕ Степан Семенч Мĕтрие хулпуççинчен çупăрласа. — Эпĕ сана темле йывăр ĕç сĕнесшĕн мар вĕт. Çăмăл ĕç кăна. Тата питĕ тупăшлăскер вăл. Ăна лайăх тусан парăму пирки те манма пулать.

Вара Степан Семенч хайхи ĕç пирки ăнлантара пуçларĕ. Лешĕ вара, чăнах та, Мĕтри куллен тăвакан ĕçпе çыхăннă. «Газпромра» каччă мĕн ĕçне тăвать-ха? Çынсен хуçалăхĕнче, тĕрлĕ çурт-йĕрте газ тытăмĕн хатĕр-хĕтĕрне тĕрĕслесе çӳрет. Кунĕн-çĕрĕн çапла ял-хула тăрăх çӳреççĕ вĕсем. Газ тытăмĕ йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесен хатĕр-хĕтĕрĕ те тивĕçлĕ шайра пулмалла.

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


геннади (2024-01-23 11:31:08):

Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛА КАЛАВ , тесе палăртнипе килĕшес килмеç . Вăт !

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: