Тимĕрçĕ Прухур
I
Ăна эпĕ ача чух Хурамалта пурăннăранпа астăватăп. Пирĕн аттене çав яла шкул директорĕ туса янăччĕ те, манăн та унта пĕрремĕшпе иккĕмĕш классенче вĕренме тӳр килнĕччĕ. Вăрçă пуçлансан, аттене те, Тимĕрçĕ Прухура та, ыттисене те фронта илсе кайрĕç. Уйрăмах эпĕ Тимĕрçĕ Прухур ялтан епле тухса кайнине лайăх астăватăп.
…Ял халăхĕ униче хапхи патне пухăннă. Вăрçа каяканĕ, яш каччă, катаччи чупнă евĕрлех, тур лаша кӳлнĕ, пĕккине тутăрсемпе илемлетсе пĕтернĕ. Ямшăк вырăнне тимĕрçĕн ывăлĕ — вунтăватă çулхи Васлав вырнаçнă, ун çумĕнче Трахвин купăсçă лаша хӳри енне сулахай аякĕпе çаврăнса ларнă. Хăрах ури ун тăрантас кашти çинче, тепри — йывăççи — кăнтарăнса тăрать. Кашни салтака тенĕ пекех вăл ăсатса яратчĕ, час-часах сыпнипе хĕрелнĕ куç хупаххисене мăчлаттарса, салтак кĕвви шăрантаратчĕ. Прухур — тимĕрçĕ, пĕртен-пĕр хуçа пек, трантас çине саркаланса тăнă. Хăй кĕлеткине вăл парнеленĕ алшăллисемпе пулемет лентисем пек хĕресленĕ, икĕ аллинче — икĕ тутăр çыххи, вĕсемпе шăна хăваланă евĕр урлă та пирлĕ сулкалать, ял-йыш енне пуçне тая-тая юрлать. Юрри те унăн çынсеннинчен урăхларах, салхуллă мар. Хăлхам ытлашши сисĕмлех теме çук пулин те, юрă сăмахĕсем халь те асăмрах.
Чашки-чашки сарă майăр,
Кампа ларса çием-ши? —
пуçлать те вăл, «халĕ» тесе сывлăшне çавăрса ярать, пуçне халăх енне таять, аллинчи тутрисемпе суллать, унтан:
Вăрçа тухса кайнă чухне
Хăш савнине «кĕт» теем-ши? —
тесе хушса хурать.
Халăх пасарти пек. Темĕнле карчăк ман ура çине пуссах тимĕрçĕпе вăрçать:
— Антихрис! Турă упратăр сана. Чĕлхӳне çăпан тухтăр. Килĕнче тăватă ача — вăл савнисене асăнать.
Макăрнипе куçĕсем хĕрелнĕ Прухур арăмĕпе тăванĕ-пĕтенĕсем сăра витри йăтса тухаççĕ, салтак ăсатма пухăннă халăха сăйлаççĕ.
Прухур аллине ывăлĕн хулпуççийĕ çине хурать, лашине чарма ыйтать, кĕсйинчен çур литр эрех кăларать.
— Хура халăх! — кăшкăрать вăл. — Çак кĕленче çĕмĕрĕлсен, Прухур вилет, арканмасан — чĕрех таврăнать. Кĕленче çĕмĕрĕлес çук, Прухур вилес çук! — çапла калать те кĕленчене çул çине ывăтать.
Ах! — тесе сывласа ярать халăх. Тахăшĕ кĕленчене çĕклет, каялла хуçине тавăрса парать. Прухур, пĕрер черкке сыпса, кĕленчине арăмне тыттарать, хăй çĕре сиксе анать те ташша ярать. Тарличчен, сывлайми пуличчен ташлать вăл, унтан ăсатма пынисене ĕçтерет.
— Хура халăх! — тет, каллех çатан çине хăпарса. — Ан макăрăр, ан кулянăр! Эпир çĕнмен тăшман çук. Тепрер çултан Германие çитсех килетĕп. Кĕтĕр.
Ытти салтаксене ăсатнине те астукалатăп эп, анчах Прухур тимĕрçĕ кайни ытла та куç умĕнче.
Пĕлместĕп: шухăшăм шухăшласа кăларчĕ-и ăна, е тата уйăх каяллахи тĕлпулу хыççăн пулчĕ-и вăл — анчах тимĕрçĕ сăнарĕ юлашки кунсенче пĕр вĕçсĕр куç умне тухать те, манăн ун çинчен ыттисене те каласа парас килет.
II
Ялти ачашăн тимĕрçĕ лаççинчен пахараххи нимĕн те çук пуль. Вĕркĕч аври туртма черет çитессе кĕтсе, эпир кунта сехетшер лараттăмăр. Прухур тимĕрçĕ вучахран хĕрсе çитнĕ тимĕре кăларса илет те, сунтал çине хурса, мăлатукĕпе кӳпкеме пуçлать. Чăнкки — чанк! Чăнкки — чанк! Хĕрнĕ тимĕрĕн хăйпăкĕсем тавраналла çуталса сирпĕнеççĕ. Пăхатăн — ахаль тимĕр татăкĕнченех сӳре шăлĕ пулса та тăрать.
Тепри ĕçленĕ пулсан, тен, каяс та çукчĕ эпир тимĕрçĕ лаççине… Анчах Прухур пичче ытла та илĕртӳллĕ çынччĕ, çавăнпа эпир ун патĕнчен туха та пĕлместĕмĕр. Пĕрисем ăна «суя чăпти» тетчĕç, теприсем — «агитатор». Суйине чăнах та пĕлетĕп-ха, «агитатор» тенине вара кăçал çеç ăнлантăм.
… Граждан вăрçи иртсенех пулнă теççĕ ку япала. Салтакран таврăнать Прухур. Тыр вырма тухсан, килĕнче хĕрарăм пулманран-и, авланма шут тытать. Урапа çине ларать те хир урлă Кӳлхĕррине кайма тухать.
— Прухур! Суйса кăтарт мĕн те пулин, — кăшкăраççĕ ăна тырă выракансем.
— Каккуй унта халь сирĕнпе лăпăртатма. Шăхрана тăвар тиесе килнĕ, кашни киле виçшер пăт параççĕ, — тет вăл, пĕррех лашине туртса çапса.
Вăл вăхăтра тăвар пулман. Тăварсăр апат тути кĕмест. Илтет те тăвар килни çинчен халăхĕ — чупать лаша кӳлме. Хурамалтан Канаша аллă çухрăм. Каçа хирĕçех тухса каяççĕ тăвар патне. Çитеççĕ — нимĕнле тăвар та, Прухур та çук. Талăкран каялла таврăнаççĕ.
— Ма суйрăн? — ыйтаççĕ çакăнтан.
— Хăвăр суйма ыйтрăр, — тавăрать Прухур ихĕрсе.
— Эсĕ ху тата ăçта çăва шăтăкне кайса кĕтĕн?
— Эп чăнласах тăвар туянма кайрăм.
— Илсе килтĕн-и?
— Тăватă пăт туянтăм.
— Кивçен пар хăть?
— Ку кивçен памалли мар, — тесе пӳрте кĕрет те пĕр яштака хĕре çавăтса тухать.
— Мĕн пирĕнтен куçкĕретĕнех кулатăн? — кăшкăрать тăвар туянма кайнисенчен пĕри, çиллине шăнараймасăр.
— Ма кулас? — тавăрать Прухур. — Арăмсăр пурнăç — тăварсăр яшка. Туянса ятăм ак.
Прухур мĕнле «тăвар» туянма кайни тинех паллă пулать. Кĕçĕн çын пулман пулсан ăна хытах вăрçатчĕç-и, тен. Ун вырăнне Прухур арăмне куç хыçĕнче пурте «тăвар» тетчĕç.
Эпир — ĕçсĕр аптранă ача-пăча — тимĕрçĕ лаççине вĕркĕч аври туртасшăн çеç мар, Прухур пичче тĕрлĕ халап-юмах янине итлеме ытларах пухăнаттăмăр.
Унтанпа ĕнтĕ чĕрĕк ĕмĕр иртсе кайрĕ. Хамăр та ӳссе çын пултăмăр пулас — чылайранпах ĕçлетпĕр, ача-пăча та ӳстеретпĕр.
Уйăх каялла манăн редакци ĕçĕпе Шупашкартан Хурамала кайса килме тиврĕ. Хурамалта эпĕ çирĕм çула яхăн пулманччĕ…
III
Ял пуçĕнче халĕ нимĕнле тимĕрçĕ лаççи те çук. Униче патĕнченех çуртри калчи, чĕркуççирен те çӳллĕ хăпарнăскер, вăштăр-вăштăр çилпе хумханса ларать. Кăçал çуркунне каярах юлса килчĕ, нӳрĕкĕ çапах та çителĕклĕ пулчĕ, çавăнпа тырпул пур çĕрте те вăйлă çитĕнет.
Яла кĕретĕп те — яла паллаймастăп. Йăлтах çĕнĕ çуртсем. Çĕнĕ хуралтăсем. Ĕлĕк урамсем çараччĕ, халь ак ик аяккипе те йăмрасем кашлаççĕ. Утатăп хам, ял варринчи шкул патне çитсессĕнех палланă вырăнсене куратăп пуль-ха тесе ĕмĕтленетĕп.
Ĕлĕк пирĕн шкул виçĕ пĕчĕк çурта вырнаçнăччĕ. Халĕ вĕсен йăланки те юлман иккен. Çав çуртсен вырăнне икĕ хутлă кермен туса лартнă… Мана хампа пĕрле вĕреннĕ ача — Кулькка аса килчĕ. «Кайса пăхас мар-и çавăн патне?» — шухăшласа илтĕм эпĕ. Анчах тĕлне манса кайнă пек туйăнчĕ. Вара пĕр ачаран ыйтса тупрăм.
Урамра-мĕнре тĕл пулас пулсан, Кульккана эпĕ паллас та çук. Килхушшинчи пысăках мар юман каска умĕнче яштака пӳллĕ, хура кăтра çӳçлĕ çамрăк арçын тăрать. Çав кăтраран палласа илтĕм вара. Пырса ал патăм, ята каларăм.
— Хама вĕлерсе кайсан та пĕлес çук. Ача чухнехи тĕсĕ те тăрса юлман сан, Володя! — тет Кулькка, тĕлĕннĕ хĕрарăм пек пĕççине шарт! çапса.
Унтан кĕрепле шăлне те çĕре пăрахрĕ, алăри чăматана çĕклесе пӳрте ертсе кĕчĕ.
Хурамалта эп çакна асăрхарăм: çуртсене питĕ нумайăшĕ кирпĕчрен купалаççĕ. Кульккан пӳртне те кирпĕчрен тунă, тултан та, шалтан та штукатуркăласа шуратнă. Хутса ăшăтма та хулари çуртсем пекех, вĕри шывпа, хутмалла. Пӳртĕнче ултă чӳрече, кашнин айĕнчех вĕри шыв батарейи пур. Зал варринче çаврака сĕтелпе тăватă пукан. Мачча каштинчен вăрăм пружинăпа сăпка çакнă. Сăпкине тюльпе карнă.
— Паян ача пăхма тиврĕ, — терĕ Кулькка. — Амăшĕ килте пурăнасшăн мар, каллех фермăна кайса кĕчĕ.
Унтан вăл савăт илсе сакайне сикрĕ. Чултан тунă нӳхрепĕ те пӳртрех-мĕн. Кĕçех сăра ăсса тухрĕ, вучах чĕртсе сăра ăшăтрĕ, çăмарта ăшаларĕ.
Каçхине Кулькка патне пĕрле вĕреннĕ ачасем пухăнчĕç. Нумаях юлман вĕсем, чылайăшĕ çĕршыв тăрăх саланса пĕтнĕ. Тахçанччен кăмăллă асаилӳсемпе супса лартăмăр. Пĕрин калаçăвĕ çеç килĕшмерĕ мана. Ку этем, Шăнкăрч тенĕскер, вĕçĕмсĕрех Кульккаран та лайăх пурăнатăп тесе систеркелерĕ; унăн çурчĕ те çакнашкалах-мĕн, анчах ăшне кĕрсе курсан такам та тĕлĕнмелле. Диван-кравать те, телевизорпа радиоприемник те пур. Хăй каланă тăрăх, тăватă çул ферма заведующийĕнче ĕçленĕ, халĕ бригадăрах иккен.
— Ăна сысна çурисене аяккалла сутса укçине кĕсьене чикнĕшĕн кăларса çапрĕç, — терĕ мана кайран Кулькка. — Пуйма, чăнах та, пуйса юлчĕ ĕнтĕ.
Хăнасем салансан, эпĕ Кульккаран Прухур тимĕрçĕ çинчен ыйтрăм.
— Эс астăватăн-и ăна? — тĕлĕнчĕ Кулькка. — Пурăнать-ха, пурăнать.
— Тимĕрçĕрех ĕçлет-и?
— Вăрçă хыççăн пĕр вунă çул ĕçлерĕ пулас. Халь бригадăна тухкалать. Пирĕн вăл — пĕрремĕш агитатор.
— Епле агитатор тата?
— Ăна пĕр сăмахпа калама çук. Вăл пур çынна та юсать.
— Тимĕрçĕрен ма тухрĕ?
— Ватăлчĕ пуль. Хăй вырăнне вăл те çирĕм, те вăтăр тимĕрçĕ вĕрентсе кăларчĕ. Халь районĕпех Хурамал тимĕрçисем.
— Ыран тухать-и вăл ĕçе?
— Утă вăхăтĕнче епле юлтăр?
Эпĕ Кульккана хама ыран ирех вăратма хушрăм та çывăрма выртрăм.
IV
Ирхине ирех пире Кулькка мăшăрĕ çатма икерчи пĕçерсе хăймапа çитерчĕ. Мана кушил кĕртсе пачĕç, ăна туллиех апат тултарнă.
— Эсĕ йывăç сенĕк ил-ха, çӳле параканĕсем сахал, — терĕ мана Кулькка.
Эпир çитнĕ çĕре улăхра халăх пухăннăччĕ ĕнтĕ. Çынсем пурте ман çине интересленсе те тĕпчесе пăхрĕç. Ун пек чухне аптраса ан тăр, тӳрех сăмах пуçар.
— Хуларан пулăшу çитрĕ, — терĕм эпĕ, сывлăх сунса.
— Мĕнле пулăшу иккенне ĕçре курăпăр, — тавăрчĕ пĕри.
Эп çакна калаканĕ çине тинкеререх пăхрăм та Прухур тимĕрçе палласа илтĕм. Кĕлетки унăн çаплипех тĕреклĕ-ха, çурăмĕ кăна самаях пĕкĕрĕлнĕ. Ĕлĕк вăл сухалне хыраканччĕ, халь ӳстерсе янă. Сухалĕнчи шурă пĕрчĕсем хурисене çĕнсех илеймен, çапах та аванах палăраççĕ. Вăрăмланса кайнă çăра куçхаршисем айĕнчен хăмăр куçĕсем çын çине чеерех те куларах пăхаççĕ.
— Сире çитеймесен те, хама май пулăшкалăп.
— Эс, Прохор Степанович, ĕнене суса пăхмасăр ан тирке, — терĕ пĕр хĕрарăмĕ.
— Юмах яр лавсем çитиччен, — сĕнчĕ тепри.
— Ирех юмах ярсан, юхма çăпан тухать, — тавăрчĕ тимĕрçĕ.
Эпĕ ĕнтĕ хама кăштах хăюллăрах тытма пуçларăм, ĕнер купаланă капансем патне пырса сенĕке тăратрăм, кушиле вĕçерсе капан ăшне чиксе хутăм.
— Ачам, сана таçта курнă эп, — калаçма пуçларĕ тимĕрçĕ. — Ан тив-ха, тавçăрса та илтĕм пек. Эс, леш вăрçăччен директор пулнă Иван Петрович ачи мар-и-ха?
— Çав.
— Апла пулсан, эпĕ сана пайтах вĕркĕч вĕртернĕ. Аçуна шел, таврăнаймарĕ. Клубра вăл питĕ паха лекцисем вулатчĕ. Аннӳ пурăнать-и?
— Сывах-ха.
Сăмах çине сăмах. Анчах хальхинче эп Прохор Степанович çумĕнче нимĕн тĕлĕнмеллиех те тупаймарăм.
Утă лавĕсем çывхараççĕ. Чи малта вăрăм мăйлă, рысак евĕр çинçе ураллă лаша кӳлнĕ Шăнкăрч çитрĕ. Мана тӳрех асăрхарĕ те, лав аяккипе шуса анса ал пачĕ.
— Зарплат çитмест-им, хорреспондент? Сире гонорар та нумай параççĕ, теççĕ.
Унăн сăмахĕсем мана самаях йĕплерĕç. Мĕн пĕлтĕр-ха вăл хаçат çыннин пурнăçне? Çавăнпа эпĕ çурма шӳтлĕрех çеç хуравлама шутларăм.
— Çитмен пурнăç пирки-çке сенĕк йăтса тухатпăр.
Шăнкăрч ĕнтĕ ман сăмахсене итлемест — хăй мĕн калас тенине каланă. Тепĕр самантран салтса янă пуслăх çӳлелле тапса хăпарать те, утă лавĕ кăркка хӳри пек кăпкаланса çĕкленет. Лавçă Прухур тимĕрçе асăрхать, унпа ятлаçса илет.
— Пăрăн, суя чăпти! Мĕн мĕшĕлтетсе тăратăн унта? Çăвар карса тăриччен капан тĕпĕ хатĕрлесчĕ.
Тилхепене пăрса вăл лаша пуçне туртать, хыçалти тĕнĕлтен çĕклесе, ĕнер купаласа пĕтернĕ капан çумне лавне ӳпĕнтерет.
— Наше дело хуткупăс, — текелесе, пуслăхне урапа ещĕкĕ çине пăрахать, вĕрен туртнипе якалнă çекĕлне çавăрса хурса, лашине çурăм тăрăх чăпăрккапа туртса илет. Тĕпĕрт! тапса сикет шухă ут.
Шăнкăрч Прохор Степановича кӳрентерни мана питĕ хытă пăшăрхантарчĕ. Эпĕ мучие çав тери шеллерĕм. Анчах ун сăнĕнче нимĕнле улшăну та асăрхаймарăм. Вăл Шăнкăрч кайнă еннелле куç хӳрипе пăхса илчĕ кăна. Унтан капан тĕпĕ валли шĕшкĕ çаппи сарса вырăн тума тытăнчĕ. Вара: «Ну, пуçлар, — терĕ, пĕр сенĕк утă пăрахса. — Çавăрăр, хĕвеле май».
Эпир пĕр капана виççĕн купалатпăр. Прохор Степанович тăррине хăпарчĕ, халь вăл пире утта ăçта памаллине кăтартса пырать.
— Варринелле ывăтăр-ха пĕр ăстрăм. Шыв ан илтĕр. Эс, Володя, çуптăкăн пар.
Лавсем килсех тăраççĕ.
Кахал пуссан «аяк чикет» теççĕ. Тӳрпилĕкленсе кайнă пулас эпĕ, кăнтăр апачĕ çитнĕ çĕре ал сыпписем те сура пуçларĕç, пĕвер енчи аяка чăнласах чикен чикрĕ.
— Кăнтăр апачĕ! — кăшкăрчĕ Шăнкăрч. — Çынсем виççĕ, эпĕ тăваттă хутларăм. Çапла ĕçлеççĕ ударниксем.
Лавне вăл çынсенчен пĕчĕкрех тиенине эпĕ малтанах асăрхарăм. Ăна Прохор Степанович та сиснĕ иккен.
— Тӳнтерле ударник эс, Шăнкăрч. Ĕçкунĕ хăвалатăн та киле утă тиесе каятăн, — чăтаймарĕ вăл юлашкинчен.
Шăнкăрч ун сăмахĕсене илтмĕш пулчĕ, лашине тăварчĕ те утланса, Çавал хĕррине вĕçтерчĕ.
— Шыва кĕме атя, Володя, — чĕнчĕ мана.
Лав тиекен хĕрарăмсем капан сулхăнне çитрĕç, сумкисене уçса, апата ларчĕç. Эпĕ хам та кушиле кайса илтĕм. Кунта икĕ пĕчĕк турилкке ăшне хупнă çатма икерчи, чăкăтпа пĕçернĕ çăмарта тата çур литр сĕт пур иккен. Нумайранпа эпĕ апат кунашкал аннине курманччĕ.
Прухур мучи те малти шăлĕсемпе çăкăр çемçине мĕкĕлтеттерет, пĕçернĕ çăмартине тăвар çине пуçа-пуçа çыртать, унтан термоспа чиксе тухнă вĕретнĕ сĕтпе сыпкалать.
Апатланса пĕтерчĕç. Прохор Степанович термосран юлашки çăвар сĕт сыпса илчĕ те, сăран сумкине пуçтарса, капан хĕррине лартрĕ.
— Юмах каласа пар-ха, Прухур мучи, — терĕ пĕр çамрăк хĕрарăм.
— Сан Шăнкăрчу та аван çаптарать ăна.
— Ан ӳркен, ярса пар, — тапăнчĕç ыттисем те мучие.
Прохор Степанович сухалĕ çумне çыпçăннă çӳпсене васкамасăр иртрĕ, мăйăхне юсарĕ.
— Калам эппин. Итлĕр.
Юмахĕ ун сăвăланă пекех тухрĕ:
Ĕлĕк пулнă пĕр патша,
Йыта вăл усранă,
Çынна килне кĕртнĕшĕн
Вăл ăна вĕлернĕ.
Мăн çул çине пытарнă.
Чултан хĕрес тутарнă,
Хĕресĕ çийĕ çапла çырнă:
«Ĕлĕк пулнă пĕр патша,
Йытă вăл усранă.
Çынна киле кĕртнĕшĕн
Вăл ăна вĕлернĕ.
Мăн çул çине пытарнă.
Чултан хĕрес тутарнă,
Хĕресĕ çине çапла çырнă:
«Ĕлĕк пулнă пĕр патша…»
— Халь ывăниччен хăвăрах çапла каласа ларăр.
Прухур мучин чее халапне часах сиссе илтĕмĕр.
— Ку çĕнĕ пулсан та, урăхне яр, — терĕ вара ман çумри тепĕр хĕрарăм.
— Урăххине те калама юрать, — терĕ Прухур мучи. — Пуçлам эппин. Пĕр старикпе пĕр карчăк пурăннă. Вĕсем пĕррехинче хăнана кайма пуçтарăннă. Лаши ялтан çичĕ çухрăмри тапунра çӳренĕ. Тухса кайрĕ, тет, старик лашине тытма…
Çапла каларĕ те шăпланса ларчĕ Прухур мучи.
— Малалла мĕн? — чăтаймарĕ тахăшĕ.
— Малаллине старик лаша тытса килсен каласа парăп.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...