Хăва авăнсан та тӳрленет
Халь Альберт пăрман касас çĕрте айван мар ĕнтĕ.
Пĕлет мелне. Вĕренчĕ. Касса ярас пулсан пĕр еннелле вăтăр-хĕрĕх йывăç таран йăвантармалла. Капла турачĕсене иртсе купалама аван. Юр та таптанать, пусăрăнать, путса анас хуйхă çук.
— Васкарах çарат. Мăн турачĕсене хăвар, эп ăна пăчкăпах тататăп, — хыпалантарать бригадир.
— Юрать.
Вĕрет ĕç. Чарлать моторлă пăчкă, Петĕрпе Ваçли ав çĕнĕ йывăç касса ячĕç. Кĕрлет хĕллехи сивĕ вăрман…
VI
Каллех каç. Будкăра мунчари пек лĕп. Хĕп-хĕрлĕ ларать тимĕр кăмака. Апат çинĕ хыççăн пурте нар çине тăсăлса выртаççĕ. Ĕшенме те паян сахалтарах ĕшеннĕ.
Стена çумĕнчи лампа именерех çунать. Ăна та ăшă аптратнă.
— Хаçат вуламанни çур уйăх çитрĕ ĕнтĕ, — тет Альберт.
— Ан та кала-ха. Приемник илсе памалла хуть колхозăн çак будка валли, — хутшăнать бригадир.
Виктор Андреевичпа Василий Константинович — коммунистсем. Вĕсен хаçат вуласси йăлана кĕнĕ. Çавăнпа кичем пулас. Пĕр-пĕр кĕнеке пулсассăн та çапла тăсăлса выртас çук. Халь тек пуш халап çапас пулать.
— Петĕр кум, ху хăтана кайнине каласа пар-ха. Мĕншĕн сана хĕр парса ямарĕç? — ыйтать Ваçли.
Петĕр вăтăр пĕррере. Çартан таврăнсан икĕ пиччĕшĕ авланчĕç, уйăрса кăлармалла пулчĕ. Каймарĕ унăн аллинчен пуртă. Виçĕм çул шăллĕ çартанах майра илсе таврăнчĕ. Иртнĕ çулта Петĕр, хăй уйрăлма хатĕрленсе, пӳрт лартрĕ, кăмакине те хăех купаларĕ. Ил те пыр хĕре. Анчах васкамасть-ха вăл.
— Хăтана эп мар, Семен Петрович кайнă. Октябрь уявĕнчеччĕ вăл. Вĕçсе çитрĕ пирĕн пата. Лаша кӳлнĕ. Ĕçтер, тет те, — ĕçтертĕм. Ӳсĕрĕлсех кайрĕ. Авкаланать, тайкаланать. Айта, тет, хăтана и паста… Ăçта каймалла? Мĕнле ăçта? Санашкал ăста ал-ураллă каччăна такам хĕр парĕ. Тата эс çавна пĕл: кампа каятăн? Кампа? Бригадирпа. Вот кампа! Сана хăвна хĕр памасан та манпа пĕрле пырсан параççĕ. Лар тухса, учительша патне каятпăр. Леш, иртнĕ çулта институт пĕтернĕ Тамара Сергеевна патне ĕнтĕ. Эп кайма килĕшместĕп, вăл хăйĕннех перет. Тӳнсе антăр тесе, эрех ĕçтеретĕп, вăл пур, юман юпа пекех тăрать. Вара сарайра çĕрсе ларакан сӳс киллине çуна çине тухса пăрахрăм, çиелтен çĕтĕк çи виттипе витрĕм. Пӳрте кĕтĕм те каятпăр, тетĕп. Аннене алăк уçса яма ыйтатăп. Хам, маларах тухса, сӳс киллипе юнашар выртатăп. Аран-аран тухкаласа ларчĕ Семен Петрович, манăн пулас хăйматлăх. Юрра шăрантарать çеç. Тапрансанах сиксе юлтăм эпĕ. Кайнă вара вăл сӳс киллине ыталаса. Çитет те: «Петĕр тăр», тесе калать тет. Петĕр тапранмасть. Каçхи куç ĕнтĕ. Мана вăл хăйĕнчен те ӳсĕр тесе шутланă-çке-ха. Хăех кĕрсе каять вара. Çапла та капла, хайхи пире тына пăру кирлĕ, çураçма килтĕмĕр. Хĕрĕ пулман, ашшĕпе амăшĕ тарăхсах каяççĕ. «Эсĕ хăв иккĕмĕш хут авланас тетĕн-им, ват супнă? Çичĕ ачупа арăмна ăçта хуратăн?» Тустараççĕ кăна. Семен Петрович вăл дипломатпа пĕрех. Ара, каччи те пур, çул çинче варпа аптрарĕ те, тапранаймасăр выртать. Çуна çинчех. Совеç пулсан, ăна сирĕн кĕртсе вырттармалла. Чăнах та, ĕненеççĕ лешсем. Хунар çутса тухаççĕ. Пăхаççĕ те — сӳс килли вырта парать! Пĕррех хăлха чиккинчен тăхăнтартать Тамара ашшĕ Семен Петровича. Тупкăчă шăнкăрт! çеç татăлса анать çуна çине. Юрать лаши ăслă пулнă: конюшнине илсе çитерет çакна. Конюхсем вара ăна общежитие кĕртсе вырттарнă.
Пурте Петĕр каласа панинчен кулаççĕ. Чăнах пулса иртнĕ мыскаран кулăшĕ çукрах пулсан та кулăшла.
— Мĕнле-ха вăл сӳс киллинчен этеме уйăрайман? — ыйтать Альберт.
— Унашкал ӳсĕрĕлсен, çумна сысна пăрахса ярсассăн та арăм тесех ыталамалла.
Таçта тарать паçăрхи юлхавлăх. Виктор Андреевичпа Ваçли пичче тăрса лараççĕ. Петĕр халь пружинине вĕçне çитиччен пăрнă патефонпа пĕрех, итлеме çеç ан ӳркен.
— Семен Петрович бригадира кĕнĕренпе палламалла мар улшăнса кайрĕ. Ăçта та пулин кайма лаша кирлĕ-и — çур литр чиксе пыр. Ĕçтерекене ĕç кунĕ хушса та çырса парать. Пĕр сăмахпа — хуçа! Хăтана ăнăçсăр кайнă хыççăн мана кураймиех пулса кайрĕ çакскер. Хушать пĕр-пĕр вак-тевек ĕçе. Кунĕ-кунĕпе тертленсе те çур ĕç кунĕ ĕçлесе илейместĕн. Ĕçтер тесе хуплать тата! Ах, тетĕп, лум тăрăнса ларасчĕ сан пырна, вĕрентетĕп-ха тепре! Хăпарать çапла пĕрре ӳсĕрскер. Петруш, тет мана, санăн унта пыра чӳхемелли тупăнмасть-и? Епле çук пултăр. Малти пӳртри сĕтел хушшинех кĕртсе лартатăп хайхи. Хам çăлран шыв ăсса кĕретĕп. Пирĕн çăла хăвăр пĕлетĕр: шывĕ кăрлач сиввинче мар, çулла та шăлсене шантарать. Хăрах алла икĕ кĕпçеллĕ пăшал тытатăп, хăраххинче витре. Витре çине мунчара усă курмалли пысăк алтăра хуратăп. Ĕç, тетĕп, çакна ĕç пилĕк алтăр, ĕçмесен икĕ патронне те сана халаллатăп. Хам та çилленнĕ çав. Хайхи самантрах уçăлса кайрĕ. Хутаçлă пăрăç тĕслĕ пулса ларнă пичĕ хăранипе хăйма пек шуралчĕ. Тути кĕрхи çулçă пек сиккелет. Эс, тет, ăсран тайăлтăн-им? Ĕç, тетĕп эп, ĕç, тĕпсĕр авăр, хам пăшалпа ун çине тĕллетĕп, куроксене çĕклетĕп. Ара, патронĕ те çук та-ха унта. Пĕрре ĕçсе ячĕ, иккĕ… какăрать. Виçĕ алтăртан ытла ĕçеймерĕ. Халь, тетĕп, аха сана алăк, тепре ĕçме ыйтатăн пулсан — пăшал. Вĕлт! çеç тапса сикрĕ. Хам та ку таранччен никама та шарламан, хăй те.
— Кайран? — чăтаймасть Альберт.
— Пĕр эрне пирĕн пата пымарĕ. Тепĕр уйăхран хăйне те бригадиртан кăларчĕç.
— Юлнисем пурте савăнаççĕ. Семен Петрович вĕт-ха пуçарса илсе каяканни. Тапранман пулсан паян ĕç вĕçленетчĕ. Халь ав сивĕ тесе турттарма та ямаççĕ, касаканĕсем те юлнисем çеç.
— Виктор Андреевич! Мĕн тума эс Семен Петровича хăвăн бригадуна илтĕн? Ăста платник-и вăл, ĕçлеме хастар-и? Çын çине çеç уртăнать, — калаçу пуçарать Ваçли.
— Унашкалсене эпир юсамасан кам юсатăр, — тавăрать бригадир. — Çĕршывра пур çын та таса кăмăллă та ырă пулсан, тахçанах коммунизм тумалла. Пĕр тăван та пĕр пек пулмасть.
Сӳтĕлет сăмах çăмхи.
Альбертăн ӳслĕк лăпланнă пек пулать. Çăвар карăнать. Çын сăмаххисем хулленленеççĕ, аякка кайса, илтĕнми пулаççĕ.
VII
Типĕ ӳслĕк тăнранах ярать. Ӳпке çăвартан сиксе тухассăн туйăнать, пит кӳпчесе каять, куçран куççуль шăпăртатать. Тапранать ăш-чик. Йытă çырли çинĕ пекех хăсас килет. Малтан сивĕ сывлăш кĕресрен асăрханса ӳсĕретĕн те каярахпа йăлтах манса каятăн. Асăрханса çитер ĕнтĕ тата: те çăвара алсапа хупламалла, те куççульне шăлса илмелле?
— Тутуна шарфпа çых. Паян сан тухмалла марччĕ.
— Иртет, Виктор Андреевич. Петĕр калашле, ӳслĕк ясар чирĕ мар. Тухтăра каяс çук. Бригадир ахăлтатсах кулать.
Паян вĕсем Çавал хĕрринчех ĕçлеççĕ. Кунта хутăш вăрман. Касса янă хыр хурăн çумне кĕрсе выртнă, шĕшкĕ тĕмине çĕмĕрнĕ. Шартах! хуçăлнă ватă вулă. Унăн хуралса хăрнă варри çĕрĕк шăл тĕпĕ пек курăнса ларать. Турат çапнă хăва тĕмисем авăнса ларнă. Хуçăлман.
— Тĕлĕнмелле çутçанталăк, — шухăшлать Альберт. — Пĕр вăрмантах тем тĕрлĕ йывăçсем. Юман, хыр. Вĕсем çирĕп, вĕсем кĕрнеклĕ, авăнмаççĕ, пуç таймаççĕ. Вак-тĕвексем тата? Çăтăр-çатăр шĕшкĕ, шăлан? Вĕсем те çапах пурăнаççĕ вĕт, авăнасшăн мар, çутталла туртăнаççĕ, пурнăçшăн кĕрешеççĕ. Çынсем те тĕрлĕрен мар-и? Теприсем çирĕп чĕреллĕ, вĕсен вăй-халĕ тинĕс пек вăйлă та сарлака, вĕсем хăйсен тĕллевĕ патне çитеççех. Чăрмантараймасть вĕсене нимĕн те. Теприсем çемçе кăмăллă, вĕсене пурнăç хумĕ татăлса ӳкнĕ кĕрхи çулçă пекех юхтарать.
Альберт туратсем иртсе сĕтĕрет. Ывăннипе хашка-хашка хыр вулли çине канма ларать.
Мĕн ку? Йывăç çапнă хăва вуллисем асăрхамаллах тӳрленеççĕ, çĕкленеççĕ. Савăнать каччă.
— Хăва пек пиçĕ пуласчĕ, — пăшăлтатрĕ вăл.
Туратсем çунтарасси йывăр мар. Хурăн хуппи çителĕклех сӳнĕ. Купа айне Альберт вĕтĕ хăрăк туратсем пуçтарса чикет, хурăн хуппине чĕртсе ярать. Тепĕр самантранах вут чĕлхи хыр йĕпписене çулса илет. Кĕрлет кăна. Икĕ чалăшранах ăна ăшă çапать. Вĕçет кĕл. Вĕри сывлăш ăна, çӳле илсе хăпарса, каччăн хул пуççийĕ, çухавипе çĕлĕкĕ çине тăкать.
Ваçлипе Петĕр сыпăласа пĕтерсе Виктор Андреевич патне куçаççĕ. Пĕрле ĕçлеме хаваслăрах. Петĕрпе Альберт татнă чух Ваçли турат иртет, кайран тепри улшăнать. Пĕтрĕ ĕç, каçхинех вĕçленчĕ. Ырана ямарĕç.
Альбертăн паян ураран ура аран иртет. Чир хăй ĕçнех тăвать пулас. Анчах ӳслĕк аптратмасть халь. Те сухан çини пулăшрĕ, те ӳслĕк те хуçи пекех ывăнчĕ?
VIII
Вăранасса Альберт темле сасăсем илтĕннипе вăранать. Виктор Андреевич лампа çутать.
— Акă, пăши хуçине те тупрăм, — илтрĕ Альберт Пантелеймон Матвеевич сассине. — Каçар, Виктор Андреевич, каçар мана çылăхлăскерне. Пистолетпа персе пăрахнă ăна. Тӳрех чĕререн шаплаттарнă. Унсăрăн часах вĕлерес çук. Камăн пистолет пур, тетĕп. Виктор Андреевичăн çеç-çке ятран панă пистолет. Эпĕ, эс пенĕ пулĕ терĕм, Вихтăр.
— Унан кĕпçине шăтарнă вĕт!
— Э, йăлтах манса кайнă. Ирт, ирт эс çуттарах, сăтăр тума пĕлтĕн пулсан, ан вăтан, — терĕ вăрман хуралçи хăй хыçĕнче тăракан çынна.
— Курăр-ха епле теттепе çӳрет вăл? — аллинчи пистолетне çĕклесе кăтартрĕ Пантелеймон Матвеевич.
— Панти, пуçа ан сут! Хамăр ял çынни-çке эс. Хамăр ял. Эсир те хамăр ял.
— Эккей, Семен Петрович тем! — чалтах сиксе тăрать. Петĕр. — Курма хавас сана, вилсе кайманскер. Ĕçлеме килтĕн-и?
— Ашне те хăвăрах пайласа илĕр. Эп пĕр сăмах та шарлас çук. Ăна пурте пĕлетĕр, — Петĕр сăмахне илтмен пек пулать Семен Петрович. Вăл аçам çухавине антарать, алсине хывса кĕсйине чикет.
— Тавтапуç, те Вихтăра. Ăна эпĕ те, çĕршыв та пĕр айăпшăн каçарĕ. Вăл тăватă çул юн юхтарнă, эс вара, Çемен, салтака кайсан тылра çӳресе пистолет вăрласа килме çеç пултарнă. Кам каçартăр сана?
— Эс, хура ăш-чик, каçарас çук ĕнтĕ! Ну, тăвансем! Вихтăр Андрейч, Петĕр, ӳкĕте кĕртĕр-ха Пантелеймон Матвеича. Пĕр лоçшăн çĕршыв чухăнланать-и? Кашкăр та тытать ăна, персе çакланман çынсем те темĕн чухлех: ман çине тăрăнчĕ те…
— Пенĕ чух эс манран канаш ыйтман, — сиввĕн тавăрчĕ Виктор Андреевич.
— Çаклантăн пулать, эсрелĕ? — çиçет Петĕр.
— Ваçли Константинчă! Альберт! Кĕртĕр ӳкĕте! Хĕрхенĕр манăн çичĕ ачана, — сасартăк чĕркуçленет Семен Петрович. — Лампа çутинче унăн кукши ялтăртатса илет.
Альбертăн Семен Петровича шеллес килет. Çак ӳкерчĕк çине пăхса тăма чуна тем пекех йывăр. Ярăр ăна! тесе калас килет. Сасартăк ума халтăр Семен Петрович тухать, вăл ал çупсах халăха киле пăрахса кайма хистет. Акă мĕншĕн халăха кăларасшăн пулнă вăл! Пăши ашне килсе илме.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...