Сăмахпа кăмăл
Маюк тухса калаçнине итлеме лайăх. Хĕр те эс ăна! Ăçтан тупать сăмахсене? Пĕтĕм кăмăла çĕклентерсе ярать, чуна хускатать. Çынна вăл çунат хушма та, пĕтерсе лартма та пултарать. Ахаль калаçмаççĕ çав: чĕлхе чирлине сыватать, чĕлхе сыввине ӳкерет.
Маюк — доярка. Ятсăр мар: пĕлменни те сахал ăна. Вăл район Совечĕн депутачĕ, вăл колхоз правлени членĕ, вăлах фермăри комсомол организаци секретарĕ.
Телейлĕ çуралать тепри çĕр çине. Маюк çавсен шутĕнче. Вăл хитре. Питне сĕтпе çăвать тейĕн — тап-таса. Куçĕсем пысăк, илĕртӳллĕ. Миçе каччă чĕри çунман пулĕ уншăн? Миçе каччă чĕри вĕчĕрхенмен пуль? Анчах кама савать хай — паллă мар. Киносене Григорий Федорович учительпе каять. Лешĕ, шеремет, çара çерçи хĕвелтен вăтаннă пек Маюкран вăтанать. Хăй литературăпа вĕрентет, чĕлхи япшар пулмалла пек ĕнтĕ… Хĕрпе ларнă чух вара учительтен виçĕ сăмах та илтме йывăр. Çăтса ярать тейĕн чĕлхине. Куçĕсемпе çеç ытараймасăр сăнать те сăнать вăл хĕре.
Ташă каçĕсенче хĕр учительпе çеç мар, клуб заведующийĕпе, хитре те кăтра çӳçлĕ Федотпа та ташлать. Хĕр унран кулни пуриншĕн те паллă, Кашни ташă вĕçленмессеренех: «Хветут, да не тут», е: «Федот, да не тот…» — тесе хурать.
Этеме пурнăç тĕрĕслет. Кам пĕлет, тен, çаплах тăсăлатчĕ-ши çак туслăх?..
Июль уйăхĕнче, çиллĕ те тăвăллă аслати вăхăтĕнче, аçа çапнипе кӳршĕ ялта вун икĕ кил çунса кайрĕ. Хуçисем уйра… Ĕнер кăна çуртлă-йĕрлĕ пулнă çынсем кăвар купипе тăрса юлчĕç. Вун икĕ çемье. Пĕрре пулсан хăть… колхоз та часах çурт лартса памалла. Пĕрре мар-çке. Çурта лартнипе çурт лартаймăн. Ют çын хуйхи хăв хуйху мар та…
Пухăнчĕç комсомолецсем пухăва. Йышăнчĕç пулăшма çунса кайнă çынсене. Маюк та тухса калаçрĕ:
— Çынпа çын пирĕн обществăра тăван та, юлташ та, пичче те…
Кашниех укçа пама пулчĕç. Хăшĕ вунă тенкĕ, хăшĕ çирĕм. Пухасса Григорий Федоровича пухма хушрĕç.
Пĕрремĕш хут вăл Маюксем патне ĕçпе кĕчĕ. Пуян пурăнаççĕ хĕр ашшĕ-амăшĕсем. Шуç витнĕ ултă кĕтеслĕ пӳрт, шалта та тем те пур.
Хĕр хăй те килтех. Кăнтăрлахи сунă хыççăн апат çиме хăпарнă.
— Маруся, эп ĕнерхи ĕçпе килтĕм, — пĕлтерчĕ Григорий Федорович.
— Килмесен те пултарнă. Эп капиталист мар вĕт. Ман хамран ытлашши укçа çук, хама тумланма та çитмест. Эс учитель, сан ытлашши пулĕ, маншăн тӳле.
— Эсĕ хăвах пама пултăн вĕт? Хăв калаçрăн?
— Айван та çав эсĕ, Гриша! Эп агитаци тумасан, кам тăвать? Сирĕн чĕлхӳсем нимĕр çуллама çеç вĕт…
Сăмах хушмасăрах тухса утрĕ учитель.
Ĕнтĕ июль уйăхĕнченпех Григорий Федорович кинона пĕччен çӳрет, çавăнтанпах Маюк çумĕнче Федот ларать. Учитель яланах клуб заведующийĕ çине шеллесе пăхать.
— Эх, эс, Хветут, Маюк калашле, не тут! — шухăшлать вăл хăй ăшĕнче. Кама халалласшăн эс чĕрӳне? Кама? Кăранташ пек вăл Маюк. Çиелтен пăхма хитре те, варри хура!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...