Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле
1-мĕш сыпăк
...Çĕр варринче телефон шăнкравланипе вăранса кайрĕ Платон. Ырра маррине сиссе чĕри сиксе тухасла тапма тытăнчĕ. Вырăн çинчен сиксе тăрса сасă енне ыткăнчĕ арçын.
— Да! — кăшкăрчĕ чĕтрекен аллипе телефон кĕпçине ярса тытса.
— Сирĕн Виталийĕр каллех пăкă пек ӳсĕр килчĕ. Чараймарăм. Гараж алăкне çĕмĕрсе кĕрсех машинапа таçта тухса кайрĕ… — «савăнтарчĕ» кинĕ.
— Хăçан?!
— Пĕр çур сехет кайĕлле.
— Эпĕ мĕн тăваяп вара?! — хăтăрса тăкрĕ кинне вăл. — Ыран ирех ĕçе каймалла. Эсир мана канлĕ çывăрма памастăр. Хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр! — çилĕпе вăрчĕ телефон кĕпçине хăй вырăнне.
— Кам вăл? Мĕн пулнă? — илтĕнчĕ тĕттĕмре арăмĕн хăранă сасси.
— Кин шăнкравлать. Витали каллех ĕçнĕ тет. Гаражĕнчен машинине илсе тухса кайнă...
Çĕрĕпе сӳнмерĕ çутă. Ывăлне тарăхнипе пӳртрех сигарет тивертсе ячĕ Платон. Пӳлĕмре унта-кунта уткаларĕ.
«Мĕншĕн сирĕн Виталийĕр? Мĕншĕн ман мăшăрăм темест. Тахçанах çемье çавăрнă ывăлĕшĕн ашшĕпе амăшĕ яваплă-и?» — кинне те тарăхрĕ вăл. — «Хăçанччен çав ăнман ачашăн пăшăрханса пурăнмалла?»
Райцентрти пĕр тухтăрпа калаçса татăлса салтака илсе каясран хăтарса хăварнă чухне мĕн чухлĕ тăкакланчĕ вăхăтĕнче. Тен йăнăш турĕ çавăн чухне. Ăс кĕрсе килнĕ пулĕччĕ унта пăртак. Анчах самани урăхлаччĕ çав вăл вăхăтра. Чечен вăрçи пыратчĕ. Ывăлне çавăнта илсе кайса вĕлересрен шикленчĕç.
Сигарет тĕтĕмĕпе чыхăна пуçланă арăмĕ ăна тула хăваласа кăларчĕ. Крыльца çинчи çутта çутса алкумне тухрĕ. «Курение убивает» — вуласа илчĕ пачка çинчи пысăк саспаллисене. Пушаннă пачкăна çилĕпе лӳчĕркесе карлăк урлă вăрчĕ. Картлашка çине лайăхрах вырнаçса ларса юлашки сигарета тивертсе ячĕ.
«Сигарет туртни мар, ывăлĕ вăхăтран малтан вĕлерме шутланă пулас ашшĕне. Халĕ те ăс кĕмен-ха. Арăмĕ, икĕ ачи пур. Вăл вара ачалла хăтланса гаражран машина вăрласа тухса тарать. Хăйшĕн пăшăрханни пирки шутлать-ши пăртак та пулин? Ăçта çӳрет-ши çак самантра? Тен, руль умĕнче çывăрса кайса таçта пырса çапăннă, е кама та пулин таптаса вĕлернĕ?»
Машина сасси илтĕнмест-и тесе тавралăха тăнларĕ. Çурçĕр паçăрах иртрĕ ĕнтĕ. Кӳршĕ касăри клуб умĕнчи çамрăксем те саланса пĕтрĕç пулас. Ниçта пĕр сасă илтĕнмест. Сигарет тĕтĕмĕпе киленсе ларса, тула аялти тумĕ вĕççĕн анчах тухнăскер, шăнса кайнине сисе пуçларĕ. Тĕпчĕке сурчăкĕпе йĕпетсе пусма умне ывăтрĕ.
«Ну лекет те ха ăна манран килне таврăнсан», — тарăхса утрĕ çывăрма Платон.
Çăвĕпе кĕлетсене çĕнĕ тырă кĕртме хатĕрлерĕç вĕсем. Склад заведующийĕ пулнă май Платон хăй ертсе пычĕ çав ĕçсемпе. Тырă хумалли кĕлетсене тĕплĕн тасатса тухрĕç. Çилпе уçăлтарса типĕтрĕç. Пуçтарăннă çӳп-çапа çунтарса ячĕç. Тахçанах кивелнĕ складсене юсасах тăмалла. Платниксем те хăйĕнех тупма тиврĕ ăна. Ĕçсем пайтах. Аран ĕлкĕртсе пычĕ. Мĕнпур хушăксемпе шăши шăтăкĕсене кĕленче ванчăкĕ тултарттарчĕ. Цемент хутăшĕ ячĕç çавăнтах. Вентиляци шăтăкĕсене сетка карчĕç. Акшар шывне пăхăр купорос хутăштарса складсене шураттарчĕ. Вăхăтлă ĕлкĕрчĕç вĕсем. Тырçи пуçланчĕ. Паян-ыран кĕлетсене пĕрремĕш тырă кĕрĕ. Хĕрӳ тапхăр вăхăтĕнче кунĕн-çĕрĕн килне килеймĕ. Ывăлĕпе кинĕ вара кун пирки пачах шухăшламаççĕ.
Чӳречесенче кăвак çутă палăра пуçласан кĕсье телефонĕ юрласа ячĕ. Платон утияла сирсе ывăтса тенкел хыçĕ çине çакнă шăлаварĕ патне ыткăнчĕ. Телефона кĕсьинчен туртса кăларса сасă сӳниччен хуравлама васкарĕ.
— Итлетĕп!
— Атте хăтар... — илтĕнчĕ тепĕр вĕçĕнче Виталин сехерленсе ӳкнĕ сасси.
— Сывă-и хăть?
Мăшăрĕ хыççăнах сиксе тăчĕ хĕрарăм. Хăрушă хыпар каласса кĕтнипе арăмĕн сăнĕ хут пек шурса кайнине тĕксĕм пӳлĕмре те палăрать.
— Сывă… — савăнтарчĕ ăна Платон.
— Аварие лекрĕм эпĕ! — кăшкăрчĕ телефонĕнчен Витали. —Пульницăна илсе килчĕç.
— Мĕн?! Йывăр суранлантăн-и? Ăçта вара эсĕ халĕ? Инçе-и ялтан? — хыпăнса ӳкрĕ вăл.
— Хамăр район пульницинчех. Çук, суранланман эпĕ. Машинăна та темех пулмарĕ. Хирĕç килсе çапăннă машинăрисем çеç виççĕшĕ те йывăр аманнă. Руль умĕнче çывăрса кайнипе хирĕçле çул çине тухнине сисмен те. Урă пулман пуль тесе гаишниксем юна илтерсе тĕрĕслеттерме шутларĕç… — тĕплĕн ăнлантарчĕ Витали. — Атте! Эпĕ эрех ĕçни палăрсан мана тăватă çул таранччен тĕрмене хупма та пултараççĕ. Хăтар мана. Калаçса пăх-ха хăвăн палланă тухтăрупа. Тен, вăл пулăшĕ… — йăлăнчĕ ывăлĕ.
— Манран пулăшу ан кĕт! Илтетĕн-и?! — хаяррăн кăшкăрчĕ Платон. —Айăпа кĕтĕн пулсассăн явапран та ан тар!
Телефона сӳнтерсе тенкел çине пăрахрĕ.
Çакна илтнĕ арăмĕ макăрса ячĕ. Упăшки патне чупса пычĕ.
— Платон, хĕрхен Виталие… — тархасласа пăхрĕ куçĕсенчен арçынна.
Ывăлне мар, амăшне шелленипе палланă тухтăра телефонпа шăнкравласа ыйхинчен вăратма тиврĕ...
Тĕлпулу хальхинче те ăнăçлă иртрĕ Платоншăн. Темле пуçлăхпа та туслă пулнă тухтăр Виталие чăннипех пулăшрĕ. Унăн юнĕнче эрех ĕçни палăрмарĕ. Ывăлне пĕр ахалех çăлса хăвармарĕ тухтăр. Платон ăна çакăншăн пилĕк тонна тырă тупса пама сăмах пачĕ. Вăл склад заведующийĕ пулнине пĕлсех тырă пирки сăмах хускатрĕ çăлакан. Какай валли хуçалăхĕнче сысна çурисем усрани çинчен каларĕ. Çавсене çитерме кирлĕ имĕш.
Тырçи вăхăтĕнче пилĕк тонна тырă вăрласси Платоншăн малтанласа темех мар пек туйăнчĕ. Комбайн айĕнче хăйĕн ЗИЛ-130 машинипе çӳрекен Кришук ун арăмĕн шăллĕ. Платона йысна тесе таçтан чупса пырса алă парать. Машинине те Платон складран запас пайсем йăкăртса тухса панипе çеç хута ярайрĕ. Пулăшма тивĕç. Сăмакун юратакан хуралçа улталама йывăрах пулмĕ. Тырă çухалнине пĕлсен çавă сутса ĕçнĕ теме те меллĕ.
Анчах тĕплĕнрех шухăшласан иккĕлене пуçларĕ. Тырçи вăхăтĕнче йĕтем кăнтăрла та, çĕрле те çынран татăлмасть. Тырă вăрлассине асăрхаттарас тĕллевпе полици ĕçченĕсем ялан рейдра çӳреççĕ. Райцентрти тухтăр патне кайма çирĕм çухрăм ытла. Кришука чарса тĕрĕслеме те пултараççĕ. Çав вăхăтрах унăн кĕлете кĕрес умĕн виçе çинче те пăхăнмалла.
«Мĕнле йĕркелес-ха çак ĕçе?» — УАЗĕпе ĕçе кайнă май пуçне ватрĕ Платон...
2-мĕш сыпăк
Аркадий хăйĕн мопечĕ патĕнче чакаланчĕ. Туянни уйăх ытла пулин те техникăпа кăсăкланакан ача ун çумĕнчен кая пĕлмерĕ. Ĕнер карбюраторне сӳтсе илсе тасатнă хыççăн мопед тата лайăхрах ĕçленине асăрхаса савăнчĕ. Хыçалти урапи нипель тĕлĕнчен сывлăш кăларать иккен. Ăна тултарчĕ.
Кăмăлĕ вара паян нихçанхинчен те çĕкленӳллĕ. Ялта пурăнакан кукамăшĕпе кукашшĕ патне Димка килет. Аркадийĕн ăна хăйĕн мопедне кăтартса мухтанасси килчĕ. Пĕлтĕр пĕве хĕррине кăвайт çинче сосискисем ăшаласа çиме велосипедсемпе кайнăччĕ. Кăçал вăл Димкăна мопед çине лартса кайĕ.
Туссем кăна мар, вĕсем çывăх тăвансем те. Кӳршĕллĕ пурăнакан кукамăшĕсем патне çуллахи канăва ирттерме килеççĕ. Тăххăрмĕш класа çеç каймалла пулнине пăхмасăр иккĕшĕ те тем çӳллĕш ӳссе кайнă. Димка амăшĕпе кукамăшĕ пек хурарах. Çӳçĕ те хура тĕслĕ. Куçĕсем хăмăр. Спортпа кăсăкланать. Аркадий вара шурă ӳтлĕ. Кăвак куçлă. Çӳçĕ сарă. Пăхсан Димка çывăх тăван пулать теме те хĕн.
Чăтăмсăррăн кĕтрĕ вăл паян тусĕ хуларан килессе. Кӳршĕ урампа шурă тĕслĕ автобус чарăну енне васканине пӳртсем хушшинчен курса юлташне тĕл пулма васкарĕ.
— Аркадий, хыçалти фара çутмасть… — мопед чарăннă-чарăнманах аллине унăн хулпуççийĕ çине хурса пĕлтерчĕ Димка.
— Пĕлетĕп. Туяннă чухнех çаплаччĕ. Аттерен лампочка хуртарттарасшăнччĕ, хирĕçлерĕ. Полици хăваламалла пулсан тарма меллĕ тесе ăнлантарчĕ. Хăйсем ача чухне юри çутмалла мар тăваттăмăр тет.
Тин çеç каç сивлекне туйрĕ вăл. Хулпуççийĕсене çӳçенӳллĕн сиктерсе илчĕ.
Мопед çинчен анса шыв хĕрринче кăвайт чĕртме лайăхрах вырăн шыраса тупрĕç. Хĕвел анăç енчен вĕрекен сивĕ çиле хăвасем иртме памаççĕ. Хытах кашлаççĕ çулçăсем. Ура айĕнче типсе йăштăрккаланнă курăк кăчăртатать.
Çулла иртсе кайни сисĕнмерĕ те тейĕн. Халĕ кăна çĕртме уйăхĕччĕ. Ашшĕпе Пухтел ялĕнчен мопед туянса килетчĕç. Ашшĕ çулпа малтан, машинине çӳретсе килет. Пĕрремĕш хут мопед рулĕ умне ларнă Аркадий йăванса каясран шикленет пулин те унран юласшăн мар. Ăшă каç. Хĕвел анса çитеймен-ха. Таврара сип-симĕс йывăçсем те ем-ешĕл курăк...
Димка çыран хĕррине кайса аллине шыва чиксе пăхрĕ.
— Вв, сивĕ-çке.
Кăвайт умĕнче сосиски ăшаласа калаçса ларчĕç. Оксана хăйсемпе пĕрле килменшĕн кулянчĕç. Мопед çинче имшеркке хĕр ача валли кăна вырăн тупăнатчĕ.
— Инки ямарĕ. Андрей кукка йĕтем çинче хуралçăра тăрать. Оксана кайсан килĕнче хăй кăна юласран хăрать, имĕш… — ăнлантарчĕ Аркадий.
Димка хăй мĕн ĕмĕтленни пирки калаçрĕ. Тăхăр класс пĕтернĕ хыççăнах шкултан каясшăн иккен вăл. Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕресшĕн. Нумаях пулмасть ăмăртура хутшăнса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнипе мухтанчĕ.
Анчах калаçу темшĕн пымарĕ вĕсен.
Сосискăсене çисе янă хыççăн кăвайт çутинче картла выляма пикенсе пăхрĕç. Таçтан сиксе тухнă çил колодăри картсене çавăра-çавăра ывăтрĕ. Вĕçтерсе сапаларĕ. Аран тупса пĕтерчĕç вĕсене.
— Сӳнтерер пулĕ кăвайта. Киле каяр… — сĕнчĕ Аркадий.
Çула май йĕтем çине кĕрсе Андрей куккăшне алă тытса тухма шутларĕç.
3-мĕш сыпăк
Шухăшланă вăхăт çывхарса пынă çемĕн Платонăн чĕри хăвăртрах тапма тытăнчĕ.
Каçĕ епле лайăх паян. Уйăх тухман. Çăлтăрсем те пăт-пат çеç курăнкалаççĕ. Хуçалăх ертӳçи хиртен вăхăтсăр ан таврăнтăр çеç.
Вăл кĕлетрен тухса хуралçă пӳрчĕ енне васкарĕ. Ытти чухне йывăр кĕлеткине аран сĕтĕрсе утаканскер паян хăйне вăр-вар тыткаларĕ склад заведующийĕ. «Ырă» Платон тырçи пуçланнă ятпа Андрее паçăрах хăйĕн сăмакунĕпе хăналаса ӳсĕртрĕ. Кĕленчере юлнине хальхинче ăна парсах хăварчĕ.
— Кăмăлу пулсан эсĕ мана шыраса ан çӳре. Хăвах ярса ĕç.
Ӳсĕр пулсан та ĕçĕ пирки манмарĕ ха Андрей.
— Эпĕ çакăнтах çывăрса кайсан кĕлетсене кам хураллать?
— Ун пирки ан пăшăрхан. Йĕтем çинче кăткă пек çын. Вăрлакана асăрхамасăр хăвармĕç. Хăшне тата хамах пăхкаласа тăрăп.
— Ну, юрĕ. Сире шанса...
Хуралçăн алли чӳрече янахĕ çине хунă кĕленче патне туртăнчĕ.
Платон пӳртрен тухрĕ. Виçепе ĕçлекен Таня патне утрĕ. Пĕлтĕр çеç шкул пĕтернĕ хурарах хитре хĕре такам та кăмăллĕ. Кирпĕч пӳртĕн алăкне уçса ярса шала кĕрсе тăчĕ.
— Халсем, чиперкке.
Сĕтел хушшинче ларакан Таньăн пичĕ именнипе хĕрелсе кайрĕ. Сăрă тĕслĕ хитре куçĕсем уçă журнал çине тăрăнчĕç.
— Салам, Платон Леонтьевич.
— Хиртен машина килме тухман-и-ха? Кĕтсе ывăнтăм кĕлетре.
— Эпĕ те çав… — килĕшрĕ унпа Таня. — Халĕ Пăрăнтăк элеваторне турттарма Аслă çереме машинăсем çитнĕ тет. Çавсене ăсатмасăр пирĕн пата тырă хăçан килесси паллă мар. Пĕр пустуй вăхăт ирттерсе лармалла çакăнта… — хăй кăмăлсăрланнине пытармарĕ хĕр.
— Эсĕ кунта ларнă вăхăтра савнине клубра урăх хĕрсем çавăрса каясран хăрамастăн-им?
— Мĕн тăвас ĕнтĕ ĕç çапла пулсан.
— Тен виçессине хам çине илес? Манăн тем ĕçех çук, хальлĕхе. Эсĕ вара виç-тăватă сехете клуба кайма пултаратăн.
— Тавтапуç сире, Платон Леонтьевич.
Сĕтел хушшинчен сиксе тухнă хĕр алăк çине çакнă тĕкĕр умне ыткăнчĕ. Тĕм хура тĕслĕ вăрăм çӳçĕсене васкаса турама пикенчĕ.
Унтан вĕсем виçе çине машина кĕмелле пулсан еплерех çырмалли пирки сӳтсе яврĕç. Машина йывăрăшне вăхăтлăха журнала кĕртмесĕр хут листи çырса хума калаçса татăлчĕç. Таня таврăнсассăн ăна хăех журнал çине куçарса алă пусĕ.
Хĕр тухса кайсассăнах Платон Кришука шăнкравларĕ.
— Килме тухмарăн-и-ха?
— Тата пĕр çур сехетрен… — пулчĕ хурав.
— Кĕпере кĕрес умĕн сылтăмалла пăрăнмалла. Акук акка анкартийĕ хыçĕнче Витали кĕтсе тăрĕ.
— Юрĕ… — ăнланчĕ Кришук.
Çапла тума шухăшланăччĕ те Платон. Кришукăн машинăпа виçе çине кĕрсе тăмалла мар. Çул çинчен пăртак пăрăнса машинине карчăк анкартийĕ хыçне пушатса хăвармалла. Ăна кĕтсе илекенсем тырра лашапа вăхăтлăха ывăлĕ патне турттарса хурĕç. Тухтăра каярахпа леçсе парĕç ăна. Çак вăхăтра Платон Кришук машинине виçсе кĕлете ăсатнă тесе çырĕ. Андрей кăна çывăрса кайтăрччĕ.
Платон хуралçă пӳртне утрĕ. Арçын чăн та пуçне сĕтел çине хунă. Харăлтаттарсах çывăрать.
— Андрей, Андрей… — хуллен силлерĕ ăна Платон.
Сĕтел хушшинчен сĕтĕрсе тухма пикенчĕ. Ӳсĕр кăмăлсăр тем мăкăртатнипе хăлхинчен кăшкăрчĕ:
— Ан хирĕçле! Машинăпа килне леçетĕп.
Чăннипе вара урăхла тума шутларĕ. Кĕлетре тырă çителĕксĕр пулнине пĕлес пулсан айăпа хуралçă çине йăвантармалла. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме УАЗ кабининче пĕр михĕ тырă та пур. Ӳсĕр Андрей пур пĕрех нимĕн те астумасть. Кам ĕненĕ ун сăмахĕсене?
Çăмăл кĕлеткеллĕ хуралçа кабинăна вырнаçтарса йĕтем çумĕнчи масар енне çул тытрĕ. Çакăнта çул хĕррине кăларса вырттарчĕ Андрее. Çумне çыххине салтса тырă миххине йăвантарчĕ. Колхоз урамĕ инçе мар кунтан. Машинăсем те час-часах иртсе çӳреççĕ. Куракансем тӳрех шутлĕç хуралçă çывăхри касса тырă сутма каясшăн пулнă тесе...
4-мĕш сыпăк
Çĕрлехи тĕттĕме фара çуттипе касса мопед масар çумĕпе иртсе пычĕ.
— Хăрамастăн-и?! — хăлхасенче çил шăхăрнине пула хытах кăшкăрса ыйтрĕ Аркадий хыçалта ларса пыракан юлташĕнчен.
— Мĕнрен?! — ăнланмарĕ Димка.
— Масар çумĕпе иртсе пыратпăр, çапах та!
Юлташĕ тем каласшăнччĕ пулас, анчах урăххи пирки кăшкăрса ячĕ.
— Çул хĕрринче такам выртать! Курса ĕлкĕртĕн-и?! Чар мопедна.
Хускалмасăр выртакан арçын патне пĕр харăс чупса çитрĕç. Вăл вилнĕ пулĕ тесе хăранăччĕ. Харăлтаттарса çывăрнине илтсен кулса ячĕç. Ӳсĕр. Тырă вăрласа сутма каясшăн пулнă пулас. Тăкăнса кайнă миххи те çумĕнчех выртать.
Лайăхрах куракан Димка çывăракана палласа илчĕ.
— Андрей кукка-çке ку.
Ăна темле силлесен те вăратаймарĕç.
Аркадий Оксанăна шăнкравласа амăшне калама хушрĕ. Инкĕшĕ çуран утсан часах çитеес çуккипе хăйне мопедпа пырса илме чĕнчĕ.
— Эпĕ кунтах юлатăп. Эсĕ вĕçтер… — масар çумĕнче пĕчченех тăрса юлнишĕн пачах хăрамарĕ Димка.
Шухăшĕсемпе ялан полицирен тарса хăтăлатчĕ. Вĕсен машини чăннипех сиксе тухсан вара çухалса кайрĕ. Аран пăрса мопедпа анкарти хыçĕсем енне ыткăнчĕ. Кунта çул çук. Кăтрашка çĕр çинчи ларакан хыт-хурана таптаса полици машининчен тарса пытанма пикенчĕ. «Альфа» хăватлă техника мар. Спидометр йĕппи çитмĕлтен иртеймест. Хыçалти çутă вара çывхарсах пырать. Сасартăк мопед фари темле куча патĕнче чакаланакан çынсене çутатрĕ. Вĕсем çине пырса тăрăнасран хăраса арçын ача мопед рульне сылтăмалла пăрчĕ. Малалла шертесем çумĕпех пычĕ вăл. Лаша кĕçенни, такам ятлаçнă сасăсем таçта хыçа тăрса юлчĕç. Аркадий мопедне сӳнтерсе темле хӳме хыçне пытанма васкарĕ. Ăна хăвалакансем темшĕн курăнмарĕç. Çакăншăн хĕпĕртенĕ арçын ача мопеда тивертсе каялла таврăнма çул шыра пуçларĕ...
Алăк хушăкĕнчен хĕрарăмсем хытах шавлани илтĕнет. Вырăн çинче хускалмасăр вĕсем мĕн пирки калаçнине итлерĕ Аркадий.
— Платон Леонтьевичăн арăмĕпе ывăлне çĕрле тырă вăрланă чухне полици тытса чарнă тет… — хыпарларĕ такама кукамăшĕ.
— Ан аташ. Чăн та-и?
Ку сасă Димкăн кукамăшĕн пулас.
Çакна илтсен çĕрле камсем çине чутах пырса тăрăнманнине тӳрех тавçăрса илчĕ арçын ача.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...