Вӗсем пӗлеҫҫӗ
Тимирязев ячĕпе хисепленсе тăракан ялхуçалăх академинчен вĕренсе тухнă Петров колхоза таврăннă.
— Халĕ çеç пĕчĕкçĕччĕ, урамра чупса çӳретчĕ, ялти шкула вĕренме чупатчĕ. Ял хуçалăхĕн пысăк специалисчĕ пулса таврăнчĕ халь, — тесе калаçнă колхоз правленинчисем.
— Пирĕн ферма выльăхĕсене пăхма вĕренсе юласчĕ. Ĕне фермине пыма чĕнер. Каласа патăр пире мĕнле пăхсан ĕнесене сĕт хуштарма пулать. Ав, выставкăра пĕр ĕнерен талăкра 69 литр çурă сĕт суса илеççĕ, тет, — калаçнă дояркăсем.
— Пирĕн ферма сыснисене пăхма вĕренсе юласчĕ.. Ав, Мускаври выставкăра пĕр ăратлă сысна 26 пăт туртать, тет. Вот сысна-тăк сысна! — калаçнă свинаркăсем.
Петров ĕне фермине курма пычĕ. Фермăна кĕрсенех чарăнса тăчĕ. Пĕр хура ĕнене купарчинчен çапса илчĕ — тусан тухрĕ. Тепĕр ĕнене шыв парса пăхрĕ — ĕни шыва ĕçсе ячĕ, аллинчи туйипе ĕнесем выртнă çĕрте хытса выртакан тислĕке тĕртсе илчĕ те, ĕнесене мĕнле пăхмалли çинчен питĕ кĕскен каласа пама тытăнчĕ:
— Ĕнесене апат лайăх памалла, вĕсене вăхăтра çитерсе вăхăтра шăвармалла, таса тытмалла, — тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне.
Çакна илтнĕ хыççăн Петровăн авторитечĕ пĕтсе ларчĕ. Дояркăсем çапла пăшăлтатса илчĕç:
— Ун çинчен кам пĕлмест? Халиччен илтмен çĕнĕ япала çинчен каласа патăм терĕ пулĕ. Ăна эсĕ каламасан та пĕлетпĕр, — тенĕ.
Шухăшсем
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...