Сайккапа Суйкка
Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!
Сикрĕ, сикрĕ, сикрĕ Сайкка.
Йĕчĕ, йĕчĕ, йĕчĕ Суйкка:
— Ай! Сикет кĕпер çине,
Тарĕ кĕç вăрман хыçне!..
Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!
— Эпĕ сан теттӳ-çке, Суйкка, —
Тет ăна мулкачĕ Сайкка, —
Сикмĕп эп кĕпер çине,
Тармăп эп вăрман хыçне.
Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!
Сикрĕ, сикрĕ, сикрĕ Сайкка —
Ыр сăмах итлет, ав, Суйкка:
— Пулăп эп ялан санпа,
Эп санпа — хавас сăнпа!
Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!
Санпала пĕрле сикетпĕр,
Юханшыв патне çитетпĕр,
Сикĕпĕр кĕпер çине,
Тарăпăр вăрман хыçне!
Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!
Сикрĕ Сайкка, сикрĕ Суйкка,
Сикрĕç, сикрĕç, сикрĕç çуйкăн!
Сикĕç, ак, кĕпер çине,
Тарĕç сĕм вăрман хыçне.
Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!
Çитрĕç, ак, кĕпер патне,
Ситрĕç, ак, вăрман патне...
Сикĕç кеç кĕпер хыçне,
Сикĕç, ак, вăрман хыçне...
Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!
Малалла... Аннесĕр шиклĕ...
Сĕм вăрман — кашкăр хушиклĕ...
Суйкка Сайккана каларĕ:
— Каялла сиккелер мар-и?..
Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!
Сиккелер анне патне.
Харсăр, вăйла çын анне.
Калăпăр ăна çапла:
— Пит хаваслă санпала!
Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!
Сиккелерĕмĕр хĕмпе!
Кашт çӳре-ха пирĕнпе!
Сиккелер кĕпер патне,
Сиккелер вăрман патне!
Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!
Сайккана йăл кулчĕ амăш,
Суйккана куç хĕсрĕ амăш,
Сикрĕ вăшт! кĕпер патне!
Сикрĕ вăшт! вăрман патне!
Йăкăлт-якăлт! Йăкалт-якăлт!
Сикрĕ, сикрĕ, сикрĕ Суйкка,
Сикрĕ, сикрĕ, сикрĕ Сайкка,
Сикрĕç харсăррăн вĕсем:
Амăшпе сикрĕç вĕсем,
Сикрĕç вăшт! кĕпер патне:
Сикрĕç. вăшт! вăрман хыçне!
Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...