Пысӑк


Тăван ял сăн-сăпачĕ 10 çул хушшинче чылай çĕнелме пултарнине Михайлов Иван малтанах, хулара чухнех, пĕлнĕ пулин те, ун чухлĕ улшăнассине шухăшламан. Колхоз туса лартнă çурт-йĕрсем кăна мар, колхозниксен çурчĕсем те ĕлĕкхинчен тем тери пысăккăн, курăннă ăна.

— Ак сан пиччӳ килĕ, — тенĕ ăна лартса килекен колхозник. — Çитрĕмĕр.

— Суятăн пуль, — тенĕ хирĕç ĕненмесĕр. — Пӳрчĕ ытла пысăк.

— Суйса мар. Виçĕмçул лартрĕ вăл ăна. Хăвăр хушăра çыру çӳретмен те, пĕлмен ĕнтĕ эсĕ. Çапла, пиччӳн пӳрчĕ çак. Çитрĕмĕр.

Михайлов пӳрте кĕчĕ, пиччĕшĕпе инкĕшне ал парса чуптуса илчĕ. Унтан вĕт-шакăр ачасем çине тĕлĕнсе пăхса тăчĕ:

— Ай, пысăкланса кайнă! Ку Ваççа пулĕ, — терĕ пысăкраххи çине кăтартса вăл.

— Çук. Ваççа вулав çуртне кайнăччĕ-ха. Ваççаран кеçĕнреххи ку, Йăван ятли, — терĕ кулкаласа инкĕшĕ.

— Ну?! Ой, пысăкланса кайнă! Ку Варвари ятлăччĕ пулас. Аван-и, Варвари? Мана палларăн-и?

— Ак кусене курман эсĕ, — терĕ пиччĕшĕ ытти ачисем çине кăтартса — Ку Мишша ятлă, ку Коля, ак ку — Гришша, чи пĕчĕкки, сăпкари — Тамара ятлă.

— Ултă ача?! Ой-ой-ой!

— Улттă нумай-и? 18 пулсан нумай теме пулĕччĕ. Пирĕн колхозра 8 ачаллисем, 10 ачаллисем нумай. Никам та вĕсене ытлашши нумай ачаллă темест.

Инкĕшĕ вĕрекен çутă сăмавара мăн сĕтел çине лартма йăтса пынине курсассăн, пĕр самантлăха ним калама пултараймарĕ Михайлов. Кайран:

— Инке! Ой, пысăк-çке сирĕн ку сăмавар, — терĕ. — Ун пек мăнттая ăçтан туяннă?

— Сăмавар? Пысăк-и вара вăл? Пĕр витре ытларах кăна кĕрет. Кӳршĕрисен икĕ витре кĕрекенни пур. Ăна пысăк теме пулать.

— Икĕ витре? Эпĕ столовăйра икĕ стаканран ытла ĕçместĕп. Ĕçес килмест. Сăмавар, хусах пирки, туянман.

— Икĕ стакан?! Пирĕн пĕчĕк ачасемех виçшер стакан ĕçеççĕ те, эсĕ, мăн çын, мĕнле ик стаканпах тăранан? Сахал-çке!

Ун умне инкĕшĕ çимеллисем лартса парать.

— Çи-ха, — тет. — Çул çинче ĕшенсе килнипе хырăму хыр тăрнех хăпарса ларнă пулĕ-ха сан? Çи!

— Ой, мĕн тери пысăк кукăль ку!

— Пысăк-и вăл? Пĕчĕк тетĕп-ха эп ăна. Пысăккине кăларман-ха. Пиçеймен пулĕ терĕм те. Çи-ха, çи!

— Касăкĕсем ытлашши пысăк сан. Тытма хăрамалла. Çисе яраймăп. Çак касăкăн 1/8 пайне касса пар.

— Ма пайлас? Çи. Котлетне те çи-ха!

— Котлет?! Ой, ку котлет, ара, манăн пуçа тăхăнмалли кепкăран та мăнăрах пулмалла. Ăна çисе ярсан, вар-хырăм ыратакан пулса ларĕ. Катар ман. Вар-хырăмри катар. Нумай аш-пăш çиме юрамасть. Тухтăр хушмасть. Çавăнпа, инкем, çак котлета вуникĕ пая уйăр та мана икĕ пайне кăна пар. Унтан ытла çиме халăм çитмест, ĕнен!

Çакна илтсен, хăраса ӳкрĕ инкĕшĕ:

— Ай-уй! Пиçеймен пуль апла... Пĕррелĕхе каçарах. Нихăçан та кăмакаран пиçмесĕр кăларакан марччĕ.

— Пиçмен мар. Ун чухлĕ хырăма вырнаçаймĕ тесе шикленерех тăратăп.

— Апла пулсан, чирлĕ пулĕ эсĕ.

Çупа, çăмартапа çатма çинче ăшаланă шăрттанĕ те тем чухлех, пысăк. Тутлă тăпăрчă икерчи те питлĕх пысăкăшех.

Ĕçнĕ-çинĕ хушăра темĕн çинчен те калаçрĕç. Радиопа итленĕ оперăсемпе концертсем хăшĕсем кăмăла кайни çинчен те, саслă кинофильмсем çинчен те, тĕнчери лару-тăру мĕнле пыни çинчен те т. ыт. те.

Калаçса ларнă хушăра Михайлов хăйĕн тăван пиччĕшĕпе инкĕшĕ çине пăхать те вĕсем те ĕлĕкхинчен пысăкланнине курать вăл.

Ларсан-ларсан, пиччĕшĕ, Ивана сарлака кравать умне çавăтса пырса, çывăрма калать.

— Ой, кравачĕ те питĕ пысăк-çке. Улăп кравачĕ пуль ку! Минтерĕсем те май çук пысăк. Тӳшекки те.

— Кайăк-кĕшĕк нумай пирĕн. Мамăкĕ те, тĕкĕ те пулать, аптрамастпăр.

Ирхине, тул çутăлсан, инкĕшĕ ĕне сунине курма тухать.

— Ай-уй! Ĕне мĕн пысăкăш сирĕн?! Ĕлĕкхи пĕчĕкçĕччĕ. Сыснасем — ой, шултăра. Сурăхсем те...

— Шултăра çав. Шултăра пурнăçпа пурăнатпăр. Çавăнпа пурте шултăра, — тет инкĕшĕ савăнса.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: