Пӑтӑ пиҫмерӗ
Пурăнаççĕ те вара пурнăçа Туслашкинпа Юслашкин! Такам тесен такам тĕлĕнмелле. Ачаран пĕрле выляса ӳснĕ вĕсем. Унтан, паллах, хĕрсем патне пĕрле çӳренĕ ĕнтĕ. Халĕ, ĕçлессе уйрăм çĕрте ĕçлеççĕ пулин те, пĕр хулара пурăнаççĕ.
Пăхăр-ха, авă епле ĕçрен таврăнаççĕ вĕсем. Туслашкинĕ çинçе те вăрăм, хур аçи пек каçăрăлса утать. Юслашкинĕ кĕрĕкпе шăши-юсла вĕттĕн йăпăртатса пырать. Çĕлĕкĕсем иккĕшин те лупас пек. Курăр-ха, авă епле хирĕç пулчĕç. Алă тытрĕç. Пуçларĕç калаçма.
— Мĕнле чупать ман Юслашкин?
— Е-ерипен. Ма-айĕпе. Ху мĕнле?
— Эпĕ те. Ăçта васкас, мĕншĕн шавлас?
— Пит тĕрĕс. Васкаканни суккăр пулнă.
— Çапла. Шавлаканни те хăлхасăр пулнă, тет.
Пĕр-икĕ çаврăм пыр тĕпĕпе кăххăмлатса ӳсĕркелерĕç, вара сăмах-юмах малалла юхма тытăнчĕ. Сассисем-çке! Мĕн тери лăпкă, мĕн тери йăваш. Пурнăç çинчен тапратрĕç иккен.
— Пианино туянтăм, — Юслашкин тусне хулпуççирен çăт тутарса илчĕ Туслашкинĕ.
— Пианино?! Санăн пианино пурччĕ-çке? — тĕлĕнет Юслашкинĕ.
— Иккĕ пултăр терĕм. Мĕнлеччĕ-ха, пурри никамшăн та ытлашши мар тетчĕç-и?
— Аван. Эп те паян çĕнĕ костюм çĕлеттертĕм.
— Миçемĕш пулчĕ вара ку санăн?
— Вуниккĕмĕш мăшăр пулчĕ ĕнтĕ. Пĕр дюжин.
— Уй-уй-уй! Ун чухлĕпе мĕн тăван?
— Пурри çăкăр ыйтмасть. Пур япала çукки мар. Тĕккелемест, кансĕрлемест. Çуккине ниçтан тупма çук. Кайран, хам ватăлсан, кам пĕлет, тем килсе тухĕ те...
— Укçи тăкăнсах тăрать те санăн.
— Укçи-и?.. Тупăнать пăртак, майĕпе.
— Ху та пултаратăн та...
Пĕр вăхăт сăмах татăлчĕ. Иккĕшĕ те унталла-кунталла пăхкаласа илчĕç.
— Тупса пар-ха мана пĕр костюм?
— Паратăп. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç. Виçĕ мăшăр та тупма пулать.
— Сана мĕн кирлĕ?
— Пианино туянасчĕ.
— Пурте пулать. Алла алă çуни пит аван.
— Эп мĕн теп-çке, магазин урлă мар, кăшт йӳнĕрехпе е… калăпăр, урăх майпа майлаштарма çук-ши теп те...
— Эп те çавна калап мар-и...
Туссем пĕр-пĕрне пуç сĕлтсе уйрăлчĕç. Тепĕр темиçе кунтанах вĕсенчен пĕри çĕнĕ костюм, тепри пианино туянни çинчен калаçа пуçларĕç.
Çапла пурăнаççĕ Туслашкинпа Юслашкин.
Пĕррехинче, самай вăхăт иртсен-ха, Туслашкин патне, ĕçленĕ çĕре, кĕтмен çĕртен Юслашкин йăпăртатса пырса кĕчĕ.
— Иксĕмĕрĕн кăна калаçмалли сăмах пур, — терĕ вăл, инкек пулнă пек салхуллă сасăпа. — Юрать-и? Кансĕрлекенсем пулмĕç-и?
Туслашкинĕ тусĕ çине ăнланман пек пăхса илчĕ те, çавăнтах телефон трубкине ярса тытса, приемнăйне, секретарĕ патне шăнкăравларĕ, хăй патне никама та кĕртмелле марри çинчен пĕлтерчĕ.
— Ну, мĕн, каласа пар, мĕнле вăрттăн сăмах тупрăн тата?
— Вăрттăнах мар та, — хулпуççине сиктеркелерĕ Юслашкинĕ. — Пур-ха пĕр сăмах.
— Хăрушă-и?
— Хăрушă мар. Ĕçе вырнаçма пулмĕ-ши тетĕп те сан пата?
— Ĕçе? Тата эс хăвăр патăрта ĕçлеме пăрахрăн-им?
— Пăрахма тиврĕ.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕнни... Ну, тӳрех каламалла: çĕнĕ начальник... Çамрăк çын. Çамрăксем ваттисене пит юратсах каймаççĕ. Хам та сĕкĕнсех ĕçлес темерĕм. Тахçанхи туссем, пулăш ĕнтĕ мана.
— Пулăшасса пулăшмалла пуль те-ха. Ăçта вырнаçтарас ман сана?
— Ну, хам ĕçпе. Специальнăç пур. Пĕр-пĕр склад таврашне.
Туслашкин куçĕпе пĕр çĕре тĕллесе, тутине мăкăртса, чĕнмесĕр ларчĕ.
— Ахаль хăвармăп. Ыррине ырăпах тавăрма тăрăшăп, — аллине чĕре тĕлне тытсах йăлăнма тапратрĕ Юслашкин. — Пенсие тухиччен ăçта та пулин ĕçлесех пулать-çке. Тата çын хурри-мăшкăлĕ те пулăс килмест. Пĕрле пурăннине ан ман ĕнтĕ. Тăван-хурăнташ таврашĕ мар эпир, ахаль туссем çеç.
— Юрĕ, шутласа пăхăн. Пирĕн пĕр итлеменскер, хытă хăлха, кладовщик пекки пур-ха, çавăн вырăнне майлаштарăпăр, — ăсатрĕ Юслашкина Туслашкин.
Юслашкинĕ чунтан хĕпĕртесе тухса кайрĕ...
Çынсем сиссе те юлаймарĕç, пĕр çĕрте «ĕçрен пăрахнă» Юслашкин куç хупса иличчен тепĕр çĕре вырнаçрĕ.
Ай-яй, лайăх вырăна лекрĕ вăл кунта, пырса та ан калаç. Ун алли витĕр мĕн тĕрлĕ пурлăх-тупра куçса тăрать: пĕринчен тепри хаклăрах, пĕринчен тепри илемлĕрех!
Нумай пулчĕ-и, сахал-и, пĕррехинче Туслашкин çĕнĕ çынна кабинета чĕнтерчĕ.
— Çĕнĕрен темиçе пианино килмелле, пĕрне тӳрех ман хваттере! — хушрĕ вăл мăнаç сасăпа.
Юслашкин пĕр вăхăт самаях аптăраса тăчĕ.
— Ара, сирĕн пианино халь те иккĕ-çке?
— Тăваттă пулсан та, çын ĕçĕ мар. Манăн унчченхи, сан вырăнти работник тункатаччĕ, çĕрте выртакан япалана илсе хума пĕлместчĕ.
Юслашкин тек чĕнмерĕ, начальникĕ патĕнчен шăши-юсла йăпшăнса тухса кайрĕ.
«Ахалех чăкрашатăп, тус патĕнче ĕçлетĕп-иç, майлаштарса парас-çке», — шутларĕ Юслашкин.
Шутланă та — ĕçне те туса панă.
Хайхи, пурăнсан-пурăнсан, пĕр илемлĕ ырă кун вăл хăйĕн çĕнĕ начальникне ятарласа хăнана чĕнчĕ.
— Ох-ух! Хватте-ер! — пырса кĕнĕ-кĕмен куçне-пуçне чалăртса пăрахрĕ Туслашкин. — Хăçан кун пек капăрлатма ĕлкĕртĕн? Ара, кунта тем те пур-иç, ăçтан тупса çитертĕн? Юмахри Иван пек эсĕ капла. Куç хупса илнĕ çĕре пуйса пыратăн.
Юслашкинĕ йыт пулли евĕр авкаланма тытăнчĕ.
— Ĕçлетĕп вĕт. Пĕрмаях ĕçлетĕп. Культурăллă япаласем туянатăп. Юрататăп вĕсене.
«Эхĕ! — ăнкарса илчĕ Туслашкнн. — Мана курса хăтланать пулас, шельмă! Пĕр йăвара икĕ пăсара пурăнаймаççĕ, хăтăлас...»
Виçĕ кунтан Юслашкина приказ тыттарчĕ. «Начальнике итлеменшĕн, хăй ирĕкĕпе хăй пĕлнĕ пек ĕçленĕшĕн ĕçрен кăлармалла», — тенĕ унта.
Юслашкин кукша тĕпеклĕ пуçне кăчăрт-кăчăрт тутарса хыçса илчĕ.
«Э-э, апла иккен-ха. Ямăттине питĕ юратать, ĕмĕтсĕр выçă пыр. Çынсене вара пурăнма та памасть. Чим, эпир те ун пеккине чухлаканччĕ...»
Нумай та вăхăт иртмерĕ, Туслашкин патне аслисем пырса жалоба хыççăн жалоба тĕрĕсле пуçларĕç. Элекĕ камран тухса тăнине пит аван чухларĕ вăл, вара тарăхнипе шăлне шатăртаттарса хăйрарĕ. Вĕсен ĕçĕ йăлтах уçăлса тухрĕ вара. Иккĕшне те ответ тыттарчĕç. Халăх каларĕш, «пăтă пиçеймерĕ» икĕ ĕмĕтсĕр çăткăнăн.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...