Каҫ кӳлӗм, ӗнтрӗк...
Мăшăрĕ хирĕç мĕн каланине илтеймерĕ вăл, карта çумне тĕреннĕ хулне тусанран тасатанçи пулса шăлкаларĕ, вара тин пахчалăк алăкне шалтлаттарса кил хушшине кĕчĕ.
— Çиессипех-ха эсĕ, амăшĕ. Урамра пĕр интерес асăрхарăм эпĕ, — Пăркухви Мишши лаç алăкне пырса тăчĕ, сылтăм урипе, кивелсе касăхнă çăматăллăскерпе, алăк умĕнчи вут каски çине пусрĕ. — Астăватăн-и, Кĕтерин, пĕр вунпилĕк-çирĕм çул каялла çывăрма выртас умĕн халăх урамалла тухатчĕ. Пухăнаççĕ те ушкăн-ушкăн — пĕтĕм тĕнче хыпарĕ-хăнарĕ унта. Пурне те пĕлетĕн. Радио та, телевизор та кирлĕ мар, хаçат та... М-та!..
— Эй, мĕн каласси пур! Ĕлĕкрех тата... эпир ачарах чух... Чим-ха, Миша, хурана илсе ларт-ха çакăнтарах, — Кĕтерин алăк умĕнче тăракан мăшăрне хăйпе юнашар ларакан хыçсăр пукан çине тĕллесе кăтартрĕ. — Мĕн пулни пулнах ĕнтĕ, тинех эпир каялла тавăраяс çук.
— Мур килсе çапăнать-и тепĕр чух мана? — çав-çавах калаçрĕ Пăркухви Мишши. — Хам мĕн астăвассах çапла: ни çиме, ни ĕçме тенĕ пек. Паян та тем пулчĕ, иртенпе ăш вăркать: ларас та, тăрас та килмест. Эс пур тата кунта — çиесси пирки... Ăш хыппи мар ку. Çук, канăçсăрлăха туймастăп. Шухăш-тавраш минретет иртенпе, çавăнпа-ши... япăх туятăп хама.
— Чирлес теместĕн пулĕ те эс, старик? Ĕлĕкрех капла сăмахлакан марччĕ-çке? — мăшăрĕн куçĕнчен чăрр пăхрĕ хĕрарăм, пĕр саманта хăй сĕтел çине çиме пуçтарма та чарăнчĕ. — Асăрхан, тинех çамрăк мар эпир. Тем килес-тăвас пур.
— Ĕлĕк калаçма та урăхларах калаçаттăмăр çав, карчăк. Вăхăт вĕт сиккипе чупать. Иксĕмĕр те ак хăрахшар урапа «леш ялта» тăратпăр, — Пăркухви Мишши пуçĕнчи кивĕ карттусне, сăмсин хăрах кĕтесĕнчен çĕтĕлсе картунĕ тухнăскерне, хывса аллине тытрĕ те ăçта çакас-ши тенĕн унталла-кунталла пăхкаларĕ, юрăхлă вырăн тупаймарĕ-ши, хăмаран çапса тунă сĕтел кĕтессине, хаçат çине, хучĕ; сайралса юлнă çӳçне, ку тарана çитсе те кăвакарманскере, йывăç турапа юсаса туракаларĕ те васкамасăр сĕтел хушшине ларчĕ. — Вучĕ тата мĕн çаплипех çунать? Газпа пĕçермеллеччĕ яшкине. Хăвна канасрах пулатчĕ. Тата — хăвăртрахчĕ те.
— Эй, газу-качку! — алă сулчĕ Кĕтерин. — Ниепле те хăнăхса çитейместĕп. Чун шикленет унран. Ав... виçĕм кун Мăн Акăшри Павăл Мирончăн арăмĕ каласа пачĕ-ха. Шешмĕшре пĕрисен килĕпех пĕтеççĕ пулнă-мĕн. Газ юхса-сăрхăнса тăнă тет-и. Юрать, салтакран кăçал килнĕ ачи асăрханă. Пушар тухать тет вăл япаларан. Вут-шанкăпа шанчăклă. Эпир ăна хăнăхнă. Эс ăна пĕрмай газпа аташатăн. Пĕчĕк ача пек чисти!
— Больницăнах илсе кайнă-и вара? — хăйĕн пирки каланине илтмĕш пулса асăрханса ыйтрĕ Пăркухви Мишши. — Чăнах, шӳт мар ĕнтĕ ку.
— Пĕлместĕп çав, шарламарĕ.
— Эй, тепĕр тесен! Шутлас тăк вутран та асăрханмалла. Сахал пулчĕç-им ку таранччен вут-кăвартан шар куракансем? Газĕ ĕнтĕ пирĕн тăрăхра çĕнĕ япала та — шиклентеретех пуль çав.
Вучахри вутпуççи хăй çинчен тепĕр хут аса илтернĕн шартлатса илчĕ те тĕтĕм мăкăрлантара пуçларĕ. Миша, пĕр шарламасăр яшка лĕрĕплеттерсе лараканскер, тӳсеймерĕ, сĕтел хушшинчен тухрĕ, çунса пĕтеймен йывăç таткисене тĕлкĕшсе выртакан шĕл кăвар çине майлаштарса хучĕ. Вутта çулăм хăвăртах ярса илчĕ. Тен, çавăнпа лаçра малтанхинчен çутăрах, хăтлăрах пек.
— Пăх-ха, ача, эсир апатланма та тытăннă иккен. Апачĕ тутлă пултăр! — хăйсем патне Çинук, пускил хĕрарăмĕ, килнине нихăшĕ те асăрхаман. — Эпĕ анчахрах уйран килтĕм те яшка лартса яма çеç ĕлкĕрнĕччĕ. Олег персе çитрĕ. Унпа калаçса лартăм пăртак. Халь ак клуба каясшăн. Çул çинче ывăнтăн пуль тетĕп те, кулать... Сирĕн... мĕн-и... утюг ĕçлет-и? Пирĕн çунса кайнă, мур, Олег та юсаймарĕ.
Калаçнă май Çинук çамки çине пусарса çыхнă тутăрне тепĕр хут юсаса çыхрĕ.
«Пăх-ха эс ăна, ватăлма та пĕлмест, — вут çутинче татах та хĕрлĕрех питлĕ курăнакан тĕреклĕ хĕрарăмăн кĕлетки-çурăмне ăмсанса сăнарĕ Пăркухви Мишши. — Манпа пĕр çулхискерех вĕт. Кăлетки-çурăмĕ те... хĕр чухнехи пекех. Çамрăк чухнех вăр-варччĕ çав. Ман Кĕтерин те аптрамасть пек-ха. Эп çеç йăшатăп-ши? Юлашки вăхăтра нăйкăшма тытăнтăм пулмалла. Шалтан хăрнă йывăç евĕрлех эп, ача. Чĕриклететĕп те чĕриклететĕп. Юрамасть капла. Хама хам алăран ма халех вĕçертмелле?»
— Эпир ăна-кăна пĕлмен çамрăк чухне, уява-мĕне кайнă чухне, тăхăнас кĕпене каска çине хурса йывăç тукмакпа кисеттĕмĕр те — пыратчĕ пек, — ачине тӳрре кăларасшăн пек калаçрĕ Çинук. — Сирĕн пата уншăнах килсе чăрмантарас теменччĕ. Чӳречерен пăхрăм — лаçра çутă пур.
— Эй, мĕн чăрмантарни? Ахалех ларать-иç. Хамăр та япала патне пĕрре анчах пыман. Кӳршĕ-аршă çавăнпа пуль? — утюг патне тахăш самантра пӳрте кĕрсе тухнă Кĕтерин. — Ыттисем çитеймерĕç-и-ха тата?
— Ыран çитес пек калаçрĕç тет. Мĕн-и-ха, çанталăкĕ пăсăлсах каймасан, автобусĕ çине билечĕ тупăнсан килĕç. Билетне туянма вăт... Халь кашниех яла килме тăрăшать те... Ну, тавах эппин сире. Нумай тăрас мар, пуçтарăнкалатăр та тухса çӳретĕр кăштах. Хамăр та çамрăк пулнă.
— Чим-ха, ан васка ун пекех, Çинук. Яшка лартса ярам, — хыпкаланчĕ Кĕтерин.
Çинук сĕтел хушшине лармарĕ, пуриншĕн те тепĕр хут тав турĕ те килне васкарĕ.
— Илтрĕн-и, ашшĕ, Олег килнĕ тет, — хуллен сăмах хушрĕ Кĕтерин.
— Илтрĕм-ха хам та...
— Паян — эрнекун. Ыран пирĕн те персе çитмĕç-ши тетĕп. Уйра, çĕрулми пуссинче, паян куртăм: йышлăн килчĕç çынсем. Çанталăкĕ те вылянса кăна тăрать...
— Не-на-ай! Кил тĕлне манчĕç пуль!
— Аплах ан кала-ха. Пирĕн анчахрах килсе кайрĕç-иç!
— Киле-еççĕ сана! Кĕтсех тăр! Кусен те ак Олегĕ çеç час-часах яла таврăнкалать, авланиччен. Гени ăçта, э?
— Çемье-çке ун. Ăçта ĕнтĕ пĕрмай тухса çӳреме? — кӳршисен хутне кĕме хăтланчĕ Кĕтерин.
— Пĕле-етĕп мĕнле çемьеллине! Çĕрулми илме персе çитет ак, курăн, — яшка çиме пăрахсах арăмĕ çине çисе ярасла пăхрĕ Пăркухви Мишши. — Машинпах персе çитет. Пысăккипе. Кирек хăш çанталăкра та çул-йĕре тиркеменнипе. Пуçлăх вĕт вăл, мĕн кирли ал айĕнчех. Каларăн тейĕн, çĕрулми илме персе çитет!
— Ун пекех ан кала-ха çын ачи пирки. Хамăрăн та...
— Юрĕ-çке, Кĕтерин, чун тăвăлнăран çеç çапла...
— Ара, çав ĕнтĕ... Эпĕ хам та Алюш пирки шутласа ухмахах тухса каятăп пуль. Ачашла-ачашла çитĕнтеретпĕр те... Ан та шарла, ашшĕ. Пурăнăпăр иксĕмĕр мĕнле те пулин... Килеççех пулĕ пирĕн те. Манмаççĕ пуль.
— Çапла, шансах тăр. Мĕн пĕчĕклех ун хутне кĕтĕн. Çавăнпа пăсса ятăн та ăна! — сасартăках çилленсе кайрĕ Пăркухви Мишши. Аллинчи тимĕр кашăкне сĕтел çине шартлаттарса хучĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ.
Тулта каллех çумăр лĕпĕстетет.
Каç кӳлĕм, ĕнтрĕк...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...