Кирилловсем тата... сĕлекеллĕ анчăк
...Ун çинчен мана Ваçлей пичче кулса каласа панăччĕ. Анчах ун чухне вăл япала уншăн пĕр чĕптĕмлĕх те кулă пулман. Мускава çитнĕ çĕре укçи виçĕ пус çеç юлнăскерĕн, çул çинче темиçе усал çăвар: «Ваçил Ванч та Ваçил Ванч» тенипе чĕри чăх чĕри пек пулса кайнăскерĕн, никам çине те этем хăюлăхĕпе пăхма пултарайманскерĕн, вырăсла пĕр çирĕм-вăтăр сăмах çеç пĕлнĕскерĕн, унăн этем кулли мар, пулă кулли те юлман. Вăл пĕтĕмпех çухалса кайнă пулнă: вăхăт иртнĕçемĕн, сехет çине сехет пусса пынăçемĕн ун ăшĕнче чăтма çук йӳçĕ кăмăл тулса пынă.
«Пурнăçăн чи наркăмăшлă тĕшши мана лекрĕ пуль, мана суйласа илчĕ пуль, — шухăшланă Ваçлей пичче. Вокзалран хулана тухнă чухне ун çурăмĕ хыçĕнче, хутаçра, пуртă пулнă та тата пĕр татăк çăкăр пулнă, çумри пурлăх пĕтĕмпех çакăнта. Килте — арăмĕпе тăватă ача. — Темĕн, темĕн, — хăра-хăра шухăшлать Ваçлей пичче. — Йăнăш турăм пуль кунта килсе, ăçта та пулсан хамăр таврарах вырнаçма тăрăшмаллаччĕ. Тен, тен, çывăхрах, Иван Егоров панчех, чăтса пурăнмаллаччĕ...»
Малалла кĕскетĕпĕр. Çакна анчах калама кирлĕ. Ваçлей пичче каялла каяйман — унăн мĕн пулсан та килнĕ çĕрех, Мускавах, юлма тӳрĕ килнĕ. Анчах пĕр вырăнта йăпатмалăх ĕç тупиччен вăл Мускав урамĕсем тăрăх, Мускав таврашĕнче чылайччен хĕсĕнкелесе, аптраса çӳренĕ.
Ку иртнĕ кунсенче пулнă. Анчах эпир ахаль мар, юптарушăн мар аса илтĕмĕр Ваçлей пиччене. Эпир ăна революциччен Мускавра тухса тăракан пĕр хаçата аса илнипе аса илтĕмĕр. Унта пĕр буржуаллă журналист, çулсăр хаярлăхпа тулса çитнĕскер, мĕнпур чĕререн тарăхса çапла çырнăччĕ:
«Акă ĕнтĕ часах Мускаври Тверской урамĕ тăрăх çăпаталлă чăваш та утса çӳреме пуçлĕ...»
Ваçлей пичче! Сан çинчен мар-и ку япала? Сана курса çырман-ши çак йĕркесене çав сĕлекеллĕ хаçатăн пĕр анчăкĕ?
Эпĕ лайăх пĕлетĕп Ваçлей пиччене, вăл халь «Кĕркен» колхозăн бригадирĕ — вăл ку йĕркесене вуласанах кулă витĕр хăй тантăшĕсене çапла калать ĕнтĕ:
— Ман пеккисем унта татах та пурччĕ. Анчах ман шăллăм, Виктăр тус калашле, çав анчăк йĕркисем, тен, манпа çыхăнса тăраççĕ-тĕр. Хо! Ман çинчен халь çеç мар, ун чухнех хаçат çине çырнă иккен! Районтан çырса ярап Виктор туса, çыру ятăр вăл çав хаçата, мĕншĕн тесен эп хам çинчен çырнисенчен альбум тени тăватăп...
* * *
1934 çул. Метро. Çĕр айĕнчи Мускав. Унта-кунта урам айккисене пӳле-пӳле лартнă: унта, шалта, шахтерсем ĕçлеççĕ, çĕр айĕнче çӳремелли çулсем тăваççĕ. Шахтерсен бригадисем пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеççĕ. Метрона пĕтĕм çĕршыв тăвать, Совет Союзĕнчи пĕтĕм ĕç çынни тăвать. Вырăс рабочийĕсем, украинецсем, Кавказ рабочийĕсем, тутар, чăваш рабочийĕсем, ытти хуласенчен, колхозсенчен килнĕ çынсем.
Акă 8-мĕш дистанци, акă пирĕн умра шахтăсенче тухса тăракан хаçатсем: вырăсла, тутарла...
— Кириллов бригади чи малта пырать.
— Кириллов бригади чи примерлă бригада.
— Кириллов бригади хĕрлĕ ялава тивĕçлипе тытса тăрать.
— Кириллов бригади куçса çӳрекен хĕрлĕ ялава хăйĕнчен вĕçертес çук...
Кириллов бригадинче 7 чăваш, виçĕ тутар. Вĕсем метрон 8-мĕш дистанцинче пĕтĕм бригадăсене пример кăтартса тăраççĕ. Кашни уйăхрах вăл бригадă хăй планне 35—40 процент ытлашшипех тултарса пырать.
Пирĕн çак сăмах: чăваш ĕç çынни ывăлĕсем ĕнтĕ Тверской урамне çеç мар, тата та нумай пĕлеççĕ, вĕсем Мускава çĕнетнĕ çĕрте, ăна тĕреклетнĕ çĕрте хастарлăн ĕçлеççĕ.
Ыйтас килет: ăçта çӳрет-ши леш хаçат анчăкĕ, ăçта кам çине вĕркелет-ши? Е вăл анчăкăн ку таранччен шăмми-шакки те çĕрсе пĕтнĕ-ши? Хуть мĕн пулсан та, хуть ăçта çӳресен те вăл анчăксен ĕмĕрĕ пĕтнĕ ĕнтĕ...
Тата çакă: Ваçлей пичче ĕлĕк чухне кунта асаплă ĕçрен асаплă ĕçе тарса килнĕ. Ун чухне ĕç тени уншăн унта та, кунта та вĕçĕмсĕр мăшкăл пулнă, вĕçĕмсĕр чуралăх пулнă. Халĕ ĕç тени сăвап, паттăрлăх пулса тăрать. Вăл ĕçĕн çарĕнче чăвашсем те хăйсен хастарлăхне, пултарулăхне кăтартаççĕ.
Кирилловсем — çавсенчен пĕрисем. Кирилловсем — ирĕклĕ ĕçĕн паттăрĕсем.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...