Юрлас килет...
(Çул çинчи блокнотран)
...Вăл пуян çĕр Ехрим хуçа аллинче пулнă. Вăрман. Çарансем... Йĕри-тавралăхри халăхсем, вăл вырăнтан аякра мар ялсенче пурăнакан чухăнсем куçпа анчах курма пултарнă ун пек сĕтеклĕ çĕрсене. Куçпа курнă та чĕререн хурланнă вăл чухăнсем.
Таçта шалта пĕр ĕмĕт çуннах çав. Сӳнме-сӳнме пуçланă, сӳнсех те кайнă, анчах тепĕр вăхăт тăрсан тепĕр хут амаланма пуçланă вăл ĕмĕт.
— Э-эй, ырататчĕ-çке чĕре çак вăрмана вăрттăн та пулин кăмпа пуçтарма килсен... Пĕр енчен, вăл вăрман пирте марришĕн ырататчĕ, тепĕр енчен, ак халь-халь сан ума Якимкă тухса тăрĕ те кайран лутăркаса пăрахĕ текен шухăш пуснипе ырататчĕ.
Эпир çуракирен кăнтăрлана килсе апатланнă хыççăн колхоз вити умĕнче калаçкаласа ларатпăр. Ĕлĕкхине аса илетпĕр, колхозăн хальхи пурнăçĕ çинчен калаçатпăр. Якимкă вăл Ехрим хуçан аслă приказчикĕ пулнă. Ăна пĕлнĕ, ун мăшкăлне темиçе хутчен те тӳснĕ çынсем каласа панă тăрăх, Якимкă ман ума çапла сăнпа тухса тăрать: акă вăл, вăрăмскер, вăйлăскер, йĕри-тавра хурчка пек çивĕч пăхкаласа, япалана аякран туйса вăрман хĕррипе пырать. Пĕр енче вăрман шавлать, тепĕр енче ыраш шăрка вĕçтерет, хăй шăршипе сăмсана кăтăклать. Анчах Якимкă ăна туймасть, çĕр, çанталăк, хыр, хурăн мĕнле сывлани ăна тĕкĕнмест, ăна çĕклемест, япалан вăл енĕсем ăна шухăшлаттарма, савăнтарма пултараймаççĕ, япаласем ăна хăйсем уççăн курăнакан усăлăхсемпе анчах илĕртме пултараççĕ.
«Анчах, постой... ăçта ку ура сасси?» Тăп чарăнать Якимкă. Унтан, пĕр самант итлесе тăнă хыççăн, хăвăрттăн, анчах çаплах кушак пек çемçен вăрман ăшне сиксе ӳкет.
Пĕр вăтăр-хĕрĕх утăм шалалла кĕрсен вăл чăтлăхлă çырмара пĕр хĕрарăм хăрăк турат пуçтарнине курать, курать те çавăнтах пысăк утăмсемпе çырмана çатăртаттарса анать.
Акă хĕрарăма туласа пăрахса малалла утать Якимкă. Акă вăл тата пуслăх касма килнĕ Туçа çыннине курать. Ăна та çавăн пекех туласа пăрахать. Тата... тата... Кун каçа нумай «преступниксене» тĕл пулать Якимкă... Упа пек çĕмĕрсе çӳрет Якимкă вăрман тăрăх, кама хирĕç пулать, ăна лапчăтса хурать.
Çавăнпа та манмаççĕ ĕнтĕ ку таранччен те Якимкăна Туçа, Кĕлĕмкасси таврашĕнчи çынсем, çавăнпа Ехрим хуçа çинчен калаçса кайсанах унăн çав урнă йыттине аса илеççĕ те...
1912 çул. Вăрçă умĕн. Революциллĕ хумсем çĕнĕрен çĕкленсе пынă вăхăт.
Хăюллисем, парăнас вырăнне çĕнтерме хатĕрленекенсем Туçа, Кĕлĕмкасси таврашĕнче те пур. Акă пĕр çĕрĕнче Ехрим хуçан çавăнти пурлăхне сыхлакан кордонĕ — «крепоçĕ» çулăмăн-çулăмăн пĕлĕт çинелле вĕçет, кĕл пулса каять...
Вăрçă.
1917 çул. Ялсене салтаксем таврăнаççĕ, нумай тӳснĕ-курнă салтаксем, пурнăç эрĕмне мĕн тĕпне çитичченех тутаннă салтаксем.
Хăратайĕ-и весене халь Якимкă, вăрăмскер, урнă хаярлăхпа тулнăскер?
Якимкă... тарать. Якимкă вăрман урлă, уй урлă çаврăнса пăхмасăр тарать, Якимкă чĕри сасартăк мулкач чĕри пек тапса каять.
Çапла вăл хуçа çăкри çинче ӳсекен чура: ăна малтан татăк хыççăн татăк хыптараççĕ, ерипен-ерипен мĕнпур чунтан хуçине парăннă чура туса яраççĕ, унтан вăл хуçа мĕн хушать, ăна тума пуçлать, куç хупмасăр пусма, касма вĕренет, мĕншĕн тесен хыçра — хуçа, вăй, укçа, тĕреклĕ хӳтлĕх. Анчах... кăшт çеç сирĕлтĕр çав хӳтлĕх, çав ĕлĕкхи вăй, — пĕтрĕ вара лешĕн тĕреклĕхĕ, хăюлăхĕ, çирĕплĕхĕ...
Çапла пулнă Якимкăпа.
Ехрим çĕрне нумайăшне Туçа — Кĕлĕмкасси таврашĕнчи кулаксем тара илсе акса тăнă.
17–18-мĕш çулсенче кунта Ехрим хуçа аллинче пулнă çĕршĕн пысăк тавлашусем тухса каяççĕ, хăш-пĕр чухне вăл тавлашу пĕр-пĕрин çине пăшалсемпе пересси патне те çитнĕ. Вăл тавлашу уйрăмах 1917 çулта, Февраль революципе Октябрь революци хушшинчи вăхăтра, çивĕч пулать. Вăхăтлăх правительствă фронтне пăраха-пăраха килнĕ салтаксемпе аманса килнĕ салтаксем çĕр ыйтуне хăйсемле татса пама тытăнаççĕ. Вăхăтлăх правительствăн тӳре-шарисене итлемесĕр çĕре уйăрма, валеçме пуçлаççĕ. Çак вăхăтра тарать те ĕнтĕ хайхи Якимкă. Анчах кĕрешĕве вĕçне çитерме нумай сăлтавсем чарнă, 18-мĕш çулта вырмалли ыраша çаплах-ха кулаксем акнă... Çак ыраш пирки вăйлă кĕрешӳ тапранатъ вара. Кĕлĕмкассинчи чухăнсем вăл ыраша вырма каяççĕ. Упакассинчи кулаксем вĕсене пăшалсемпе пеме пуçлаççĕ, пĕрин янахне пуля татса каять... Кĕлĕмкассисем тăшмана хыçран çавăрса илеççĕ, арестлеççĕ, Кĕлĕмкассинчи чухăнсем çĕнтереççĕ.
Анчах кĕрешӳ пĕтмест. Вăл çĕршĕн ялпа ял çапăçма пуçлать. Кайран-кайран вара вулăсри çĕр тытăмĕ вăл çĕре Кĕлĕмкассипе тепĕр яла валеçсе парать...
Кĕрешӳ çаплах пырать. Ыран çĕр камра пуласси паллă мар пирки, çĕртен хăйĕнчен илсе, çĕре хăйне нимĕн памасăр ĕçлеççĕ. Çынсем, çĕре унта-кунта турткалаççĕ, çĕре сĕт тутине анчах пĕлнĕ путексем пек турта-турта ĕмеççĕ...
Вăл 1922 çулччен пырать.
Çав вăхăтра сиксе тухать те вара шухăш: «эртеллешес пулать, эртел тăвас пулать». Вăл шухăш расна-расна сăлтавран, расна-расна тĕллевсенчен, пĕр вăхăтрах Пчелов пуп пуçĕнче те, хăш-пĕр чухăнсем пуçĕнче те шăтса çĕкленет.
Нумай хирĕçӳсем витĕр тухать вăл шухăш, нумай хирĕçӳсенче пиçсе хĕмленет, нумай учрежденисен алăкĕсене шаккаса çӳрет. Пĕр çĕрте хăвалаççĕ вăл шухăша, тепĕр çĕрте хапăл тăваççĕ.
Çакăнтан пуçланать вара «эртел»...
Мĕн 1928 çула çитиччен «эртелре» икĕ шухăш хирĕçет: пĕр шухăш — çак сĕткенлĕ вырăнта-çĕрте уйрăм-уйрăм пуясси; тепĕр шухăш — мĕнле те пулсан малашне, кăçал мар пулсан та килес çул, килес çул мар пулсан — тепĕр çул, эртелпе ĕçлесси. Çиелте — малтанхи шухăш. Çапла вара, çĕнĕ поçолăкăн ячĕ — эртел, пурнăçĕ-ĕçĕ — уйрăм-уйрăм.
* * *
28-мĕш çул поçолкăри чухăнсем çиеле тухаççĕ, чăн-чăн эртел пуçланса каять. Тăшмансене, кулакла элементсене поçолкăран хăваласа кăларса яраççĕ. Хальхи вăхăтра вăл колхоз Йĕпреç районĕнче чи малта пыракансенчен пĕри. Унти колхозниксем пуян пурăнаççĕ, çителĕклĕ, савăнăçлă пурнăçпа пурна пуçланă ĕнтĕ... Вăл колхозăн ячĕ — «Çиçĕм»...
: * * *
Вĕсем, виççĕн, эпĕ кĕнĕ чухне сĕтел тавра ларатчĕç, пĕр-пĕринчен ыйтса виççĕш те темскер çыратчĕç.
— Ăçтан эсĕ, юлташ? — ыйтрĕ манран вĕсенчен пĕри. Эпĕ хутсене кăтартрăм.
— Вот! — тĕлĕнсе кайрĕ çын. — Мĕнле пулчĕ-ха капла? Эй, кирлĕччĕ те пире эсĕ! Эпĕ колхоз председателĕ, Архипов. Эпĕр вĕт... Эпĕр вĕт... вăл пăртак вăтаннă пек пулчĕ, — ватă пуçсемпе юрă çырма ларнă вĕт-ха...
Хамăр пурнăç çинчен. Ак виç-тăват кунтан майăн 1-мĕшĕ, эпĕр çавăнта юрласшăнччĕ те. Вĕт халь... Эпĕр юрлама та пултаратпăр. Ну, вот, юлташ, пулăш-ха пире çав юрра çырма. Эпĕр вăл юрра кĕнекерен илтĕмĕр, анчах ăна пирĕн хамăр колхоз пурнăçĕпе ĕнтерес килет, хамăр пурнăçа кăтартакан сăмахсемпе çĕнетес тетпĕр. Акă вăл юрă, ăна ĕнтĕ эсир илтнĕ те пулĕ:
Юратсах паян эп ĕçлерĕм
Çак колхозăн хирĕнче, хирĕнче...
— Ну, вот: «çак колхозăн» сăмах вырăнне «Çиçĕм» колхоз тесе лартас тетпĕр. Малалла вара хамăрăн ĕлĕкхипе хальхи пурнăçа кăтартакан сăмахсене кĕртес...
Эпĕр лартăмăр: пĕр çамрăк (эпĕ), виçĕ ватă колхозник. Эпĕ нумайччен лăпланаймарăм, мĕншĕн тесен вăл ватăсем юрă çырма ларни мана хăех темĕн пек пысăк япала çинчен каларĕ...
«Акă вăл çĕнĕ пурнăç, савăнăç мĕн тума пултарать», — тесе шутларăм эпĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...