Тимян пичче
— Тимян пичче! Хĕреç чуп тутарма пуçларĕç, хатĕрлен çапма!
Аялтан çак сăмахсене илтсен, сăра витри çинчен тутăра сирсе пăрахнă пек, Тимян пичче те, шухăша кайнăскер, шухăшĕсене сирме тытăнса икĕ аллипе те чан кантрисене ярса илчĕ. Сылтăм урине чан кантри çине хуллентерех тапрĕ те вара ытти чансене йеркене кĕртрĕ. Йĕркене кĕнĕ чан сассисем çăмăл ташă кĕввине аса илтерчĕç.
— Тăнки-танки, танки-тан! — текен пилĕк тĕслĕ сас чухăн, улăм витнĕ çуртсем çинчен каçса пырса уя тухса кайрĕ. Унтан вăл сапаланса кайса, сăртсен çамкисем çумне пырса перĕнсе чистиех çĕтрĕ.
Кĕлĕрен тухрĕç. Кĕлле пынă çынсем пĕрерĕн-пĕрерĕн чиркӳ хапхи патнелле утса пыраççĕ. Тимян пичче çапма пăрахрĕ те, чиркӳ тăрринчи сулахайри решеткесем патне пырса тăчĕ. Паçăрхи шухăшсем каллех çаврăнса пычĕç. Шухăшсенчен тасалаймарĕ Тимян пичче.
— Эх, самана... Çиет вĕт самана пурнăçа. Этем тенĕ япала хăйĕн сăн-питне çухатрĕ, намăса пĕлми пулчĕ. Эпир пĕчĕккĕ чухне пĕртте кун пек марччĕ. Халь ун пек мар, халь пурнăç — çавра çил. Çĕр çинчи чуна пĕрне те хăйĕн вырăнĕнче вырттарса хăвармасть, пурне те хăйпе çĕклесе тулласа тăкать. Çитрех пуль çав — ахăр самана.
Çук, Тимян пичче хăйĕн шухăшĕсене чĕлхепе каласа пама пултараймасть. Тимян пичче çеç те мар, чĕрене ватакан, чĕре çинче сиксе ташлакан шухăшсене каласа пама ытла та йывăр-тăр çав. Вĕсем çинчен пĕр йăнăшмасăр каласа пама пултаракан чĕлхесем тĕнчере те сахал-тăр çав. Хăш-пĕр чухне пурнăç тĕртнипе çын ăшĕнче ăнланмалла мар япала килсе тулать, унтан вăл япала хăйĕн пур вăйĕпе карланкă патнех килсе чыхăнать. Çын вăл вăхăтра ăнсăр пулса кайнă пек пулать. Хăйĕн мĕн тăвас килессине те пĕлмест. Калаймасть. Юлашкинчен вара çемçерех чĕреллĕ çынсем чăтаймасăр ача пекех йĕреççĕ. Хытăрах чĕреллисем ерипен лăпланаççĕ е пурнăç çине сиксе ӳкеççĕ... Тимян пичче те хăйĕн шухăшĕсемпе çак тĕле пырса çитрĕ, шăна эрешмен картине пырса лекнĕ пек, вăл та шухăшсен картине çакланнă. Ниепле те тухаймасть Тимян пичче вăл картаран.
1914 çултан, вăрçă пуçланнă çултан пуçласа, паянхи вырсарни куна çитичченех ăнланмалла мар пурнăç тулхăрать Тимяншăн. Пурнăç хăй майĕн пынă çĕртенех тулхăрса кайнă, хресчен уйĕсем этемлĕх тенĕ чуна савса, тăрантарса пурăнакан уйсем юнпа вараланнă. Тем çитмен, темшĕн юн тăкаççĕ çынсем. Унтан патши, турă пиллесе лартнă патшиех, таçта çĕтсе каять. Ăна Çĕпĕрте вĕлернĕ те теççĕ.. Такам алли çĕкленнĕ патшана вĕлерме? Пĕртте ăнланмалла мар. Унтан каллех вăрçă... Колчак, Деникин... тенисем илтĕнеççĕ. Унтан шăпланнă пек пулать, тĕнче хăй вырăнне ларнă пек туйăнчĕ. Пăта çукчĕ, пăта пулчĕ. Сахăр çукчĕ, вăл та пулчĕ. Спичкă вырăнне кăвак чул çине хурçăпа шаккатпăр. Халь вăл та хăй вырăннех ларчĕ. Çитсă та... çук мар. Çаплаччĕ, хăй вырăннех ларса пыратчĕ самани. Микулай патша вырăнне Ленин ĕçлени те аванахчĕ. Айда... çăмăл пултăр Ленинăн тăпри те... Анчах... ак халь каллех вăрçă пуçланать теççĕ. Тĕнчере пĕр чĕрĕ чун та юлмалла мар, пĕтĕм тĕнче кĕл пулать теççĕ. Ситцине ситцă та-ха, анчах темле çав.
Çапла шухăша кайнă Тимян пичче. Паçăрах улăхнă ĕнтĕ вăл чан çапма. Паçăрах чанне те çапнă. Анчах темшĕн чиркӳ тăрринчен анмасть вăл. Темшĕн хăйĕн хĕсĕле пуçланă куçĕсемпе ялăн мал аяккине пăхса тăрать. Сайра, шуралнă çӳçĕсем кăшт çил вĕрнипе ашкăнкаласа тăраççĕ. Арçени атте виçĕм çул хăй çуралнă кун пилленĕ пархат калпакне сулахай аллине тытнă вăл. Сылтăммипе решетке çине чавсаланнă.
Чиркӳрен халăх тухса пĕтрĕ. Тухмалли те нумай пулман та унта. Халь ĕлĕкхи мар. Юлашки виç-тăват çул хушшинче тулли чиркӳ нихăçан та пулман. Вырсарни кун мар, пысăк праçниксенче — раштавпа мăнкунта та пухăнмаççĕ. Çамрăксем чистиех пăрахрĕç, чиркӳ кил картишне те пымаççĕ. Вăтам, 30-40 çулхи хресченсем — ни унталла, ни кунталла. Кайсан та, каймасан та юрать теççĕ. Çавна кура паян та чиркӳре карчăксемпе 80-ран иртнĕ стариксем çеç юлнă. Вĕсем те 30-40 çынран ытла мар пуçтарăннă.
Арçени атте алтарьтан тухрĕ те алăк патне, çурта çунакан çĕре, пычĕ. Унта, стойкка умĕнче, чиркӳ старăсти Ваççил Яккăльч укçа шутласа тăрать. Укçисем — пурте пăхăр, кĕмĕл тавраш çук укçасем хушшинче.
— Ну, Ваççил Якăльч, мĕн чул пуçтарăннă паян? — тесе ыйтрĕ Арçени атте сӳлкĕшленнĕ старăстăран. Ваççил Якăльч сахал укçа шутне каласан Арçени аттен куçĕсем çамки çинех улăхрĕç. Ула сухалĕ чĕтре пуçларĕ. Паçăр çеç курăнман юн тымарĕсем çиеле тухрĕç. Тутисем чĕтреççĕ.
— Постой, постой! Кăтартăп-ха эп вĕсене! Çук, текех чăтса пулмасть, пытарнă чĕлхене кăларас пулать. Чăтни те çитĕ. Халĕ те, эп вĕсене пуçтарма тухсан, памасан та ним те каламан, Чăтнă. Прихутра 20 мăшăр венчете кĕмесĕрех пурăнаççĕ. Вĕсене те чăтнă. Малалла чăтса пулмасть. Çитет вĕсенле пурăнни. Малаллахи пурнăç вĕсен мар, вăл — пирĕн! Пире манман çынсем те тĕнчере сахал мар. Çĕр çинче Англи пур чухне...
Каласа пĕтереймерĕ Арçени атте. Каласа пĕтерес вырăнне вăл шăлĕсене шăтăртаттарса илчĕ. Хытăран хытă чĕтре пуçларĕ. Анчах мĕншĕн? Паян чиркӳре çуртине мĕнпурĕ те ик тенкĕ те вăтăр пилĕк пуслăх сутни кӳрентерчĕ-ши? Анчах апла пулсан иртнĕ вырсарни кунсенче те унтан ытлах сутман-çке? Ун чухне Арçени атте тулашман-çке! Чим, чĕнмесĕрех ирттерсе пыратчĕ... Мĕншĕн тата?
Çакăн пек шухăшсем самант хушшинче пырса кенĕ пирки Ваççил Яккăльч ним тума аптрарĕ, Арçени атте çапла тулашнине вăл çичĕ çул курман. Çичĕ çул хушши Арçени атте, йăваш çын пек, нумай калаçмасăр пурăннă.
Юлашки хут вăл 20-мĕш çулта тулашнă. Ун чухне вăл кĕтнĕ ĕмĕт çитмен пирки, Колчака Çĕпĕр хыçнех хăваласа янă пирки, унтан хăйĕн тепĕр пилĕк стеналлă çуртне коммунистсем пырса кĕнĕ пирки, юлашкинчен пин тăваткăл чалăш улма пахчине тытса илнĕ пирки тулашнă. Анчах кайран çаплах лăпланнă. Лăпланмасăр тăма та май килмен çав ун чухне. Ăна лайăх пĕлнĕ Арçени атте.
Çамрăк, пурăнса курман кашкăр хăй анкă-минкĕрех пирки капкăна часах лекет. Анчах пĕр капкăнран хăтăлсан тепĕр капкăна ĕмĕр тăрăшшĕнче те лекмест вăл кашкăр. Вăл капкăнран хăракан пулать, ял картисенчен пăрăнарах çӳреме тăрăшать. Анчах хăйĕн ăшĕнче вăл калама çук тискер усаллăх пухать. Ăна вăл — чĕнмесĕр пухать. Çынран вăрттăн пухать. Кашкăр этем тенĕ япала унтан вăйлăраххине лайăх пĕлет. Капкăнра вăл этем чеелĕхне курать. Анчах хăйне тытма лартнă капкăншăн этеме тавăрма вăл манмасть. Ял картисенчен аякра çӳрет пулсан та хăçан та пулин этем юнне астиветех тет.
Арçени аттен пурнăçĕ те самана улшăнса пынипе çак йĕрпе пынă. Кашкăрăн тăшманĕ этемлĕх пулнă пулсан, Арçени аттен те çавă пулнă. Ку пурнăç килĕшмен ăна, мĕншĕн тесен вăл ун пурнăç йĕркисене ватса пынă. «Ку ман» тенĕ сăмахпа килĕшмесĕр çĕнĕ пурнăç ун пурлăхне тытса илнĕ, чĕрине кӳрентернĕ. Çĕнĕ пурнăç нумай шавлă тинĕс майлă, нумай çырансене хăй айне хучĕ, хăй майлă ĕçле пуçларĕ. Ĕлĕкрех Арçени аттен аллине чуп туман çын прихутра пĕр çын та пулман пулсан, халĕ вĕсем калама çук нумаййăн. Арçени атте халĕ хисепсĕр çын. Ун вырăнне çĕнĕ çынсем хисепленсе пыраççĕ. Çĕнĕ çынсене юрата пуçлаççĕ. Таптаннă ват чечек айне пулать, çĕнĕ чечек илемлĕн тымарланса ӳсет. Арçени атте пурна киле çаксене пурне те сисет.
Нумай шывлă тинĕс умĕнче хăй калама çук вăйсăррине пĕлсех — тулашма пăрахать. Тата «пурнăç хăй майăнах ĕлĕкхи вырăна ларĕ-ха» текен шухăш чĕрĕлет. Вара вăл çĕнĕ йĕркесемпе килĕшнĕ пек пулчĕ. Çапла вара, вăл чĕнмесĕр... çичĕ çул пурăнчĕ. Йывăр пулсан та чăтать. Нумайăшĕ чиркĕве çӳреме пăрахнине курса та кӳренмен пек тăвать. Çирĕм мăшăр венчетсĕр пурăннине те тӳсет.
Анчах тӳсĕмлĕх хăçан та пулсан татăлмаллах, çĕртĕнсе, хыпаланса тăракан кантра татăлмасăр юлас çук. Çавăн пек Арçени аттен тӳсĕмлĕхĕ те юлашки уйăхсенче хавшама пуçларĕ. Лăпланнă юнĕ çĕкленчĕ, чĕрине çавăрса илчĕ — тем тума хушать. Таçтан, сисмен çĕртен çĕнĕ вăй килсе кĕнĕн туйăнать. Арçенинне вăл чышкисене чăмăртать, такама тавăрасшăн тулашатъ. Анчах Арçени атте улшăннине арăмĕсĕр пуçне ку таранччен никамах та пĕлмен. Пропăвĕт каланă чух сасси хыттăнтарах чĕтренсе пынине анчах пĕлнĕ. Ăна та чиркĕве пыракан карчăксемпе стариксем анчах пĕлнĕ. Мăн çынсем пĕлмен. Çавăнпа ĕнтĕ Ваççил Якăльч та Арçени атте тăруках улшăнма пуçланинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ.
— Арçени атте, пиллĕр-ха... Мĕн пулчĕ Сире? — тесе хăраса ун умне пычĕ.
— Нимĕн те пулман!.. Пыр-ха, Тимяна кала: сана Арçени атте Çемен Феодăрча кайса чĕнме каларĕ тесе кала. Каçпа... 12 сехет тĕлнелле пыччăр ман патăма...
Арçени атте чиркӳ алăкне хыттăн хупса тухса кайрĕ. Ун хыççăнах Ваççил Якăльч та çурта шкапне питĕрсен чиркӳ умне тухрĕ. Унпа пĕрлех чиркӳ тăрринчен шухăша кайнă Тимян та анчĕ. Ваççил Якăльч Арçени атте сăмахĕсене Тимяна каларĕ. Тимян: «Юрать, кайса калăп», — терĕ. Унтан иккĕшĕ те алăк умĕнчен анса уйрăлса кайрĕç. Ваççил Якăльч килне, чиркӳ хыçнелле, анса кайрĕ. Тимян — çӳлти урамалла утрĕ. Кивелнĕ, тĕсĕ кайнă чиркӳ пĕчченех, уксах ураллă, телейсĕр çын пек, сылтăмалла чалăшса, сассăр йынăшнăн туйăнчĕ.
* * *
Çеменпе Архип Феодăрчсем сĕтел хушшинче лараççĕ. Кĕрекере — Арçени атте хăй ларать. Сĕтел çинче пĕр бутылка шурă эрех, тепĕр бутылка хĕрли, сĕтел айĕнче, сĕтелĕн малти ури çумĕнче, пĕр четвĕрт самогонкă. Вăл çурри пушаннă ĕнтĕ.
Шăп 12 сехетре пуçтарăннă вĕсем, халĕ — пилĕк сехет. Хĕвел те çӳлех хăпарнă. Анчах сĕтел хушшинчисем те хăпарман мар, вĕсем те кашни черкке хыççăнах хăпарса пыраççĕ. Сассисем хаярланса, усаллăн кăшкăракан пулаççĕ.
— Эс астăватăн-и, ман патăма леш... коммунист Хĕлип пырса çĕмĕрнине... Е-е? Миçе пăт ыраш илсе тухса кайнăччĕ-ха вăл? Вăт... халь кăтартатпăр вĕсене. Пĕртте вăл кантурта пуçлăх пулса ларнине пăхмастпăр. Эпĕ ăна хам, хам алăпа пăвса вĕлеретĕп. Эпир те чылай сывлăш çавăртăмăр пулас.
— Эх, ухмах!.. Пăвса терĕн. Пăвса мар, пăвсан час вилет вăл. Ăна асаплантарса вĕлерес пулать. Çунтарас пулать! Вăт мĕнскер, — çӳлелле сиксе хирĕçлерĕ Çемен Феодăрч пиччĕшне — Ерхип Феодăрча.
Çеменпе Ерхип Феодăрчсем пĕртăван. Иккĕшĕ те пĕр ĕçпе пурăнаççĕ: суту-илӳ тăваççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе час-часах вăрçкалаççĕ. Юлашки çулта пĕр-пĕрин патне хăнана та çӳреме пăрахнă. Пĕлекенсем каланă тăрăх, вĕсем пĕр-пĕринчен кĕвĕçеççĕ: иккĕшĕ те мул пухасшăн, анчах пĕри пĕрне такăнтарса пыраççĕ. Пĕркун, çавăн пек, яла финагент килнĕ. Унăн ялти лапкасене пăхса тухмалла пулнă. Малтан финагент Ерхип Феодăрчă патне кĕнĕ пулнă. Ерхип Феодăрчă ăна хăна тунă, чей ĕçтернĕ, çуттине ĕçтернĕ. Юлашкинчен хăй майлă çавăрса пиччĕшĕ Çемен таварсене пытарса усрани çинчен пĕлтернĕ.
— Лапкинче ун таварĕ çурри те çук, тавара вăл налогран хăраса подвалта усрать, — тесе каланă. Çапла вара, Ерхип каланă тăрăх, Çемен таварне пĕтĕмпех тупнă пулнă. Налогне те пысăк хунă теççĕ.
Çакăн пек пĕр-пĕрне такăнтарса пырса вĕсем тăшманлă пулса кайнă. Халĕ те ак Арçени атте патĕнче урлăрах калаçса лараççĕ. Икĕ йытă пĕр шăмма иккĕ туса илеймеççĕ. Çавăн пекех Çеменпе Ерхип те.
Çемен Феодăрчă çӳлелле сиксе: «Эх, ухмах!» — тени Ерхип чĕрине вичкĕн йĕппе килсе чикнĕнех туйăнчĕ. Вăл хăй те, хĕрсе çитнĕскер, сылтăм аллипе сĕтеле килсе çапса:
— Эс ху ухмах! Сан йышши кукшасем нумай тĕнчере! Сан пек, атте пурлăхĕпе пурăнмастăп вĕт эпĕ! Пĕр лайăхрах килсе хурсан пĕлĕн те-ха! — тесе сулахай чышкине хăй сисмен çĕртенех Çемен Феодăрч çине çĕклерĕ.
Çемен Феодăрч хирĕçме хатĕр шухăшпа ялт сиксе тăчĕ. Калама çук хăвăрт тăнă май чĕркуççине сĕтеле килсе лектерчĕ. Сĕтел хăйĕн çинчи мĕнпур яшшипе ӳпленсе кайрĕ. Сĕтелпе пĕрле Арçени атте те сирпĕнчĕ. Çеменпе Ерхип тӳпелешме тытăнчĕç. Çеменĕ четвĕрт кĕленчипе çапса Ерхипĕн пуçне çурса пăрахрĕ. Ерхипĕ Çеменĕн хăлхине çыртса татрĕ.
Çапăçса ывăнсан иккĕшĕ те юн юхтарса, сулăна-сулăна пӳртрен кил картине тухрĕç. Унтан хапхана уçрĕç те пĕр утăм та ярса пусаймарĕç, йăванса кайрĕç. Унтан хăсма тытăнчĕç.
Арçени атте сĕтелпе пĕрле алăк патне кайса çапăнса анрасах кайнă — çăварĕнчен юн тухать, икĕ малти шăлĕ аялти тути çинче çакăнса тăраççĕ.
Арçени атте ура çине тăчĕ:
— Мĕн ку? Хам килре хамах хĕнеççĕ-и? Эпĕ вĕсемпе калаçас терĕм, вĕсем мана...
Каласа пĕтереймерĕ мĕскĕн атте, тула тухрĕ. Унталла-кунталла пăхкаларĕ те алкум умĕнче тăракан тимĕр кĕреçене илсе вăл та урама тухма тăчĕ. Анчах та хапха айĕ çине такăнса йăванса кайрĕ.
Тăхăр сехет. Хĕвел кăнтăрлахи вырăна çитесшĕн тапаланать, хĕртнĕçем хĕртсе пырать.
Çак вăхăтрах чиркӳ хыçĕнчи шкултан икĕ çамрăк ача улăхрĕç. Паян пасар кунĕ пирки пасара васкамаççĕ. Кăкрисем умĕнче пысăк кружкăсем, кружкăсем çинче «Вăрçа хирĕç «Хĕрлĕ Чăваш» ятлă аэроплан тăвар!» тенĕ сăмахсем хĕрелсе тăраççĕ.
Вĕсем хыççăнах Тимян пичче хурал пӳртĕнчен тухса Арçени атте килĕ патнелле утрĕ. Çитрĕ те хытса кайрĕ. Виçĕ çын хăсăк çинче йăваланса выртаççĕ, унтах сыснасем хăсăк пуçтараççĕ.
— Эх, самана, самана... Этем тенĕ япала хăйĕн сăнне çухатрĕ, сыснасемпе хутăшрĕ, — тесе ассăн сывласа ячĕ Тимян пичче. Унтан çавăнтах: — Анчах... Постой! Çынсем-и вара вĕсем? Çынсем-и вĕсем?!. Пурнăç тенине çаксем мар-и варалаççĕ?! Пурнăç тени, тен, чăнах та мĕнпурĕ те çакăн пек çынсем пурринчен уралансах çитеймест? Тен, ман пĕрре те макăрмалла мар тĕнчере? Тен, ман чавсана тавăрмалла та çаксене чистиех тăпăлтарса пăрахассишĕн тăмалла? Тен, ман, комсомол Иван калашле, чиркӳ чанне çапас вырăнне урăхла чан çапакансемпе пулмалла?!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...