Чуптунă вар
Каш-каш вăрман, Кашман вăрманĕ
Кĕрхи юрра юрлать ай-хай.
Тăрсах итле, Кăлттин вăранĕ
Чун-чĕрере пиншер сăрнай.
Хăрах çунатлă вĕлтĕр çулçă
Çилпе пуплет хăй ӳкиччен.
Юлашки хут вăл алă сулчĕ:
«Çурхи кунра тĕл пуличчен».
Хăрни — ӳкет. Юрамĕ унсăр.
Çĕнни килет ун вырăнне.
Теме сиссе-ши, çăмăл тунсăх
Сана илет хăй тыткăнне.
Яш ĕмĕтпе пулса пĕр майлă
Эс йывăç хушшипе уттар,
Умне тухать тĕтреллĕ айлăм,
Сар тăрăллă Чуптунă вар.
Чуптунă вар... Кашмаш вăрманĕ,
Кала, кам панă çак ята?
Камсем кунта телей вăрланă?
Кам тупнă савăнăç кунта?
Тен, халапран сăнарлăх чĕрĕ?
Савса пуль вăрттăн, çĕр каçа
Арман хуçин астармăш хĕрĕ
Пир йĕмлĕ çамрăк сухаçа?
Çĕн саманан тымарĕ тарăн.
Çĕнни тăрать-и хăраса?
Кунта венчетсĕр пулнă арăм,
Тен, комсомолка-хĕрача?..
Мĕнле пулсан та, ячĕ юлнă.
Тухмасть çак ят çын чĕринчен.
Кунта ик чун савса чуптунă
Тута хĕрри хĕреличчен.
Ахальтен мар юн тĕслĕ, йăвă
Кашни тĕме, кашни путмар,
Ыталашса ӳсет пур йывăç,
Хунав ярать Чуптунă вар.
Шухăшсем
Drive targeted traffic to your website w...
Hej kamaráde! Dnešní puzzle tip: tato ...
Hei, prietene! Trucul zilei: această h...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Hej! Če rad/a odkrivaš skrite nasvete,...
Bună ziua! Dacă ești curios din fire, ...
Bok! Ako voliš otkrivati nove stvari, ...
Bok! Ostavljam ti ovu novu preporuku: ...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Salut! Un pont ascuns: https://www...