Пăр çинче
Эпĕ ялти шкулта вĕреннĕ чухне, малтан, физкультурăна пит килĕштерсех кайман.
— Математикăпа вырăс чĕлхи кăна кирлĕ. Физкультура ниме те тăмасть, — теттĕм.
Çавăнпа та эпĕ пĕррехинче физкультура урокĕнчен вăшт кăна тартăм.
Кун пирки мана учитель ятларĕ. Эпĕ çапах та ӳкĕте кĕмерĕм, тепринче каллех киле вĕçтертĕм. Ман çинчен часах хамăр класри пионерсен пухăвĕнче калаçрĕç. Ытла та намăс пулчĕ ун чухне, çамка çине тар тапса тухрĕ.
— Пурнăçра математикăна, вырăс чĕлхине, физикăна лайăх пĕлни кăна мар, çирĕп сывлăхлă пулни те кирлĕ. Начар сывлăхлă пулсан, самолĕтпа вĕçме те ямаççĕ, çара та илмеççĕ. Геолог, топограф, инженер пулас тесен те çирĕп сывлăхлă пулмалла, — терĕ учитель.
Эпĕ вара чăтса тăраймарăм, малашне физкультура урокĕсене çӳреме сăмах патăм. Часах йĕлтĕр спорчĕпе интересленме пуçларăм. Кашни кунах ярăнаттăм. Малтан пĕр-ик çухрăма кăна кайса килеттĕм, унтан кӳршĕ яла çитиччен вĕçтереттĕм. Кашни кунах: çил чухне те, тăман чухне те, çанталăк питĕ сивĕ тăнă чухне те ярăнаттăм. Çапла эпĕ шкулта чи аван йĕлтĕрçĕ пулса тăтăм.
Йĕлтĕрпе лайăх çӳреме вĕренни чикĕре пысăк пулăшу пачĕ. Эпĕ сире ун çинчен кĕскен те пулин каласа парам-ха.
... Шартлама хĕл çитрĕ. Тинĕс йăлтах пăрланса ларчĕ.
Çак вăхăтра пограничниксен питех те тимлĕ пулмалла. Пĕр-пĕр шухă йĕлтĕрçĕ чикĕ урлă каçса кайма пултарать. Çавăнпа эпир йĕлтĕр йĕрĕ курăнмасть-и тесе çĕрĕн-кунĕн асăрхатпăр, хамăр çĕршыва, куç шăрçине сыхланă пекех, сыхлатпăр.
Хĕлле, пĕр сивĕ те çил-тăманлă каç, эпир наряда каллех Терентьевпа иксĕмĕр лекрĕмĕр. Заставăран çурçĕр иртсен виçĕ сехетре тухнăччĕ. Тулта çил шăхăрать, улать, маскхалата силлет. Эпир йĕлтĕрпе хуллен ярăнса пыратпăр.
— Ытла та вăйлă çил вĕрет. Вăл халь аван-ха. Хыçалтан вĕрет, йĕлтĕре епле васкатать, — тетĕп эпĕ.
— Халь пулăшать-ха вăл. Каялла килейĕпĕр-и? Сывлама та памĕ, — тет Терентьев.
Йывăçсем пĕр канма пĕлмесĕр кашлаççĕ, хаяр çил вĕсене нимĕн чухлĕ те хĕрхенмест, çĕре çитиех авать.
Эпир стыка аванах çитрĕмĕр. Унтан каялла килнĕ чухне пире ытла та йывăр пулчĕ. Çил çавах чарăнмарĕ, туллашса вĕрчĕ, юра вĕçтерчĕ. Тул çутăлма пуçларĕ. Çапла пынă чухне Терентьев сасартăк чарăнчĕ те хуллен:
— Кил-ха, кил, — терĕ.
Пăхатăп: чикĕ урлă йĕлтĕр йĕрĕ каçса кайнă. Мĕн тумалла?
Эпир заставăна ракетăпа сигнал патăмăр та, чикĕ урлă каçса кайнă çынна йĕрлеме пуçларăмăр. Йĕлтĕр йĕрĕ тинĕс варринеллех каять. Ку путсĕре мĕнле те пулин тупмалла, Тăван çĕршыв чиккине пăсма памалла мар, тетпĕр.
Çакăн чухне эпĕ йĕлтĕрпе вăтăр çухрăм ытла чупрăм, Терентьев ывăннипе чылаях юлчĕ, эпĕ пурпĕрех васкатăп. Кайсан-кайсан пăхатăп хайхи: малта пĕр шап-шурă япала мĕкĕлтетет. Чикĕ пăсакан та, пирĕн пекех, маскхалатпа иккен. Эпĕ, ăна чарăнма хушса, сигнал патăм — винтовкăпа çӳлелле петĕм. Тăшман чарăнмарĕ.
Эпĕ, йывăрланнă май, шинеле те хывса пăрахрăм, çĕлĕке те. Хам çаплах хăвалатăп, тăшман патне çывхарсах пыратăп. Вăл тарса хăтăлма май çуккине сисрĕ пулас, пăр катăкĕ хыçне пытанчĕ, мана пистолетпа пеме хатĕрленчĕ. Эпĕ те çывăхри пăр катăкĕ хыçне пĕшкĕнтĕм. Пуля, ман умри пăр çине лексе, хăлха çумĕнченех шилетсе иртрĕ. Вăл çапла пилĕк-ултă хут печĕ. Эпĕ ку путсĕре çав тери çилентĕм. Ара, ытла та хытă чăрсăрланать вĕт. Ну, чим-ха, кĕт. Эпĕ винтовкăна меллĕрех тытрăм та вăл пăр хыçĕнчен курăнасса кĕтетĕп. Çук, пăхмасть. Çапла чылайччен выртрăм. Тăшман пăхмасть те пăхмасть. Мĕн пулчĕ-ха ăна?
Эпĕ лайăхрах тинкертĕм те шартах сикрĕм: пăр катăкĕ хыçĕнче, чылай инçетре, юр купи шуса каять. Ак, çĕрçăтман япала! Умри тăшман ытла та чее мел шухăшласа тупнă иккен, вăл йĕлтĕр çине выртнă та, пăр катрамĕпе хӳтĕленсе, вĕçтере панă. Мана улталаса хăварма шутланă. Эпĕ йĕлтĕр çине тăтăм та ун хыççăн чупрăм. Тăшман та ура çине тăчĕ, тарма пуçларĕ.
Питĕ нумай чупнипе ура вăйĕ пачах юлмарĕ, алă вăйĕпе кăна малалла тапаланатăп, йĕлтĕр çинче аран-аран тăрса пыратăп, çапах та эпĕ тăшманран хăвăртрах пыратăп иккен. Иксĕмĕр хушă вăрăмланмасть, кĕскелнĕçем кĕскелет. Тăшман çакна сиссе тепĕр пăр катăкĕ еннелле пăрăнчĕ. Манăн çак самантпа епле те пулин усă курса юлас пулать, тăшмана пăр катăкĕ хыçне пытанма памалла мар. Эпĕ чĕркуçленсе лартăм та винтовкăпа тĕллерĕм. Пăшал сасси янăраса кайрĕ. Чикĕ пăсакан йĕлтĕрçĕ чикеленсе кайрĕ те хăй умĕнчи пăр катрамĕ çине пырса тăрăнчĕ.
Эпĕ ăна, вилнĕскере, аран-аран йăтса тухрăм. Вăл шпион пулнă-мĕн.
Çапла, йĕлтĕрпе çӳреме вĕренни пулăшрĕ мана.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...