Вожатăй
Каçал ялĕ — Киремет сăрчĕ çинче. Вăл инçетренех курăнса тăрать. Ку вăл таврари ялсем умĕнче комсомолсемпе пионерсем пит нумаййипе чаплă...
Кĕпер çырми текен çырмара Капти çемйи пурăнать. Капти вăл ватă. Çитмĕл çул патнелле çитет. Шухăшласа пăхсан, Каптин авланнă ачисемпе качча кайнă хĕрĕсем çеç пур тесе каламалла пек. Анчах апла çеç мар. Каптин пионер та пур... телĕнмелле. Тĕлĕнсе хуран ăшне кĕрсе ӳкмелле. Мĕнле-ха вара çитмĕл çулхи старикĕн тăхăр çулхи ывăлĕ пур?!
Тĕлĕнмелли нимĕн те çук. Ял çынни Каптирен пĕртте тĕлĕнмест. Мĕншĕн тесен Капти çитмĕл çулта пулсан та хĕрĕх çулхи çын пекех паттăр, вăйлă...
Анчах халĕ пире Капти кирлĕ мар. Пире унăн ывăлĕ пионер Таçук кирлĕ.
Таçук та ашшĕ пекех çирĕп. Сывлăхĕ те маттур. Ӳсĕрсе те курман. Ĕç тăрăшĕнче ашшĕне пулăшма пуçлани виçĕ çул çитет ĕнтĕ. Шкула çӳрет пулсан та, шкултан таврăнсан выльăхсене пăхать, çырмаран киле шыв кӳрет. Пиччĕшĕ пур — комсомолец, вăл килти ĕç çине çаврăнса та пăхмасть. Çавăнпа ăна Капти юратмасть.
* * *
Таçук халь килĕнче çук. Вăл шкултан темĕншĕн килсе çитеймен-ха. Те пуху тавраш пулнă вара?
Таçук час килментен Капти те пăшăрхана пуçларĕ:
— Ара, мĕн-ма килмерĕ çав. Лашасене апат памаллаччĕ унта! — тесе ларать.
Çак хушăрах Таçук ура сассийĕ алкумĕнче илтĕнчĕ. Вăл часах ура çинчи юрне шаккаса пӳрте кĕчĕ.
— Мĕн-ма час килмерĕн, Таçук?
— Пирĕн пионерсен пуххи пулчĕ. Хамăрăн, пирĕн тесе арпаштарса каларĕ Таçук ашшĕне хирĕç.
— Е-е-е, апла ĕнтĕ. Юрĕ. Лашасене апат пар-ха, выçă вĕсем, — тесе хушрĕ Капти юратнă итлекен ывăлне.
Ку таранччен ашшĕне пулăшса итлесе ĕçленĕ Таçук:
— Аюк. Каймастăп. Сирĕн сăмахсене пурне итлеме юрамасть. Сиртен эпĕ мелви пуршуаçи итиологи... илме пултаратăп. Хресченсем вĕсем... вот эсĕр... пурте часни сопçтвĕннĕçсем. Эпĕр пионерсем... итиологи пролетариат... пулмалла, — тесе шартлаттарса хучĕ халь пухуран килнĕ пионер.
Ашшĕ нимĕн те ăнланмарĕ:
— Мĕн... ит ити тесе аллуна сулсах палкатăн çак эсĕ? Паратăп сана ити, ити! Ну, мĕн ларан-ха, тухмастăн тата?!
— Каланă вĕт эп сана каймастăп тесе... Сана ити, ити, тесе каламан вĕт эп... итиологи пуршуаçи терĕм-çке... Тĕрĕс калап вĕт эп. Пире нихçан та суймаççĕ вожатăйсем...
Çук, Капти ăнланмасть. Каптине ывăлĕ ухмаха ернĕ пекех туйăнать. Ухмахсене вĕтсе ăслăлатаççĕ тенине аса илчĕ те пуçларĕ вĕтме Таçука. Малтан çупкăпа, унтан урапах тапса кăларса ячĕ пӳртрен.
— Çиччас панă пултăр штуп! — терĕ те Капти алăкне хупрĕ...
Çапла вара Таçукăн куççулĕ тăксах, мĕншĕн çупкă çинине пĕлмесĕрех выльăхсене валли утă антарса памалла пулчĕ.
— Мĕн ма-ха апла? — тесе пуçларĕ куççулĕ витĕр. — Вожатăй çапла каларĕ-çке-ха. Эп суймарăм, вăл мĕн каланисене çеç каларăм... мана вĕтеççĕ?!
Çук, мĕншĕн вĕтнине ăнланмарĕ Таçук. Капти те килĕнче: «Ак, тĕнче! Мĕне пĕлтерет-ши ку?.. Икĕ ывăл — иккĕшĕ те ĕçлесшĕн мар! Пĕри хуть... Ркăсĕ тахçанах, пĕлтĕртенпех тенĕ пек, выльăх патне пырса курмарĕ... Тепри тата паян... пунт кăларчĕ, ити, ити тесе кăшкăрать», — тесе шухăша кайса ларчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...