Çĕнĕ çын
Кĕр çитнĕ май,
Кĕр тулăх май
Мĕн чухлĕ савăнăç.
Ай-хай
Туйсем кĕрлеççĕ ялсенче.
...Эп пултăм шăллăм туйĕнче.
Тусай хĕрне качча вăл илчĕ,
Тулса тăрать туй кĕреки...
Кайран та калăп ун пирки,
Халь кин çинчен калассĕм килчĕ.
Кам таврашсем — ыйтса пĕлмен,
Пуян-и ашшĕ — тĕпчемен.
Хĕр япали — миçе сăхман,
Миçе минтер —
Эп шутламан.
Пурнатпăр урăх ĕмĕрте.
Юрла-ташла, кин, хĕпĕрте.
Сăну-пуçу — çурхи чечек,
Чĕлхӳ — чĕвĕл чĕкеçĕн пек,
Яштак пĕвӳ сан — шурă хурăн,
Тăратăн пĕтĕм куç тулли.
Пул вашават,
Килйышлă пурăн,
Юратура эс телейли.
Эс пирĕн çын, эс паянтан
Пĕр пек хисеплĕ те пĕр тан.
Тапранчĕ туй,
Мăн пӳрт кĕрлет.
Курка çĕклет хăна-вĕрле.
Кĕрекере ав мăнакка
Хуллен калать пĕр тăхлача:
— Эпир вĕт тухрăмăр качча...
— Çапла, — тет лешĕ, — тамăка...
Ĕнтĕ ташă пуçланать.
Тухрĕ икĕ пуçана...
Йăл-ял çиçет сар Уртемей,
Тинех вăл тупрĕ чăн телей.
Курка çӳретнĕ хушăрах
Куçлать вăл савнă мăшăра,
Курмасть: куркийĕ тайăлать...
Сисмест: сăрийĕ тăкăнать..
Кĕр çитнĕ май,
Кĕр тулăх май
Ялта туй шутсăрах нумай.
Шухăшсем
Ready to accelerate your website ...
В современном мире, где качество и безо...
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...