Республикăра пĕрремĕш
— Çырăнса илетпĕр анчах-и вара эпир? Хамăр та çырса тăратпăр. Сысна пуçлă империалистсем: «Чăваш халăхĕ Ленин çырнине ăнланаймасть», тесе элеклеме тăнă пирĕн çинчен. Мĕнле ăнланмăпăр? Ăнланма мар, пурнăçласа пыратпăр. Çаплах çырса ответлерĕмĕр вара «Канаш» урлă хăйсене те, — хăйсем хаçат çине çырса тăнние мăнкăмăллăн та хаваслăн каласа пачĕ Романова юлташ.
— Пирĕн кунта пур тĕрлĕ организацисен ячейкисем те пур. Вĕсенче эпир пуринче те хастарлăн ĕçлетпĕр, эпĕ бригадир. Манăн бригада пĕрре кăна мар преми илнĕ, — малалла тăсрĕ сăмахне савăк хĕр.
Васса Романова партире 1928 çултанпа тăрать. Килĕнче вĕсем чухăн пурăннă. Тăлăххăн ӳснĕ. Сиввине те тӳснĕ. Выççине те курнă. Çавăнпа та вăл коммунăра мĕнпур вăйне хурса, савăнса ĕçлет.
Анчах пĕр Васса кăна мар ку коммунăра пĕтĕм вăйне хурса, чĕререн савăнса ĕçлекен. Унăн бригади те кăна мар. Пĕтĕм коммунарсем çавăн пек ĕçлеççĕ, мĕнпур бригадăсем!
Акă, çуракине вĕсен план тăрăх 15 кунра вĕçлемелле пулнă. Тĕрĕссипе 9 кунра туса пĕтернĕ. Çав вăхăтрах акакан çĕр лаптăкне 150 процента çитернĕ.
Таврари ялсем, колхозсем çаран çулма тухиччен «Волонтер» коммунăри ĕçченсем утă çулса пĕтере пуçланă. Икçĕр аллă лав паха утă патшалăха пама ĕлкĕрнĕ. Ытти колхозсем ку вăхăтра çарансене виçсе кăна çӳренĕ.
Коммунăн çарансем питĕ те путăк-шăтăк, çырма-çатраллă кансĕр вырăнсенче. Апла пулин те, кунне трактор косилкипе ултшар гектар ытла çулнă. Çавапа çулакансем тăваттăн пĕр гектар çулса çитерме ĕлкĕрнĕ.
«Волонтер» коммунăра ялан ĕçлеме пултаракансем 34 çын шутланаççĕ. Вĕсем бригадăсем çине уйăрăлса ĕçлесе пыраççĕ. Ирхине, сывлăмла, çулмалла — пур бригади те çулма тухать. Каçалапа пуçтармалла — пур бригади те пуçтарма тухать. Вĕсем пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе кĕтсе выртмаççĕ. Ĕç вăхăтне пĕлсе перекетлеççĕ. Кашни коммунарăн çырса пымалли «лицевой счет» пур. Бригадирсем хăйсен бригадинчи çынсен ĕçĕсене шута илсе пыраççĕ. Бухгалтери вĕсене пухса çырса пырать.
— Тĕрĕс учет! — мухтаççĕ коммунарсем.
— Ман бригадăра пурте хĕрарăмсем. Йывăртарах тивет пире хăшпĕр чух. Ĕçлемеллипе ĕçлесен — çитерсе, ирттерсех пыратпăр. Аптрамастпăр, вăй пур чух ĕçлетпĕр, — хĕрарăм бригади çинчен пĕлтерчĕ Романова.
Кăнтăрлахи канăва ирттернĕ хыççăн вырса пăрахнă юлашки вире пуçтарма тухрĕç. Тăватă лавпа кĕлтен-кĕлтен пуçтарса, çавăнтах лавсем çине тиесе пыраççĕ. Тулли лавсем молотилка патне каяççĕ.
— Ну-ка, хăш лавĕ маларах?
— Ман бригада!
Ăмăртса ĕçлеççĕ коммунарсем.
— Машина чарăнмалла пулмасть-и унта? — çавăнтах тĕрĕслесе илеççĕ лавçăсенчен.
— Халиччен чарăннă-и пирĕн! — мăнкăмăллăн тавăраççĕ лавçăсем.
— Тĕлĕнмелле шутласа тăваççĕ-çке ĕç планне те. Вуниккĕн ĕçлесе пырсан, машина чарăнмасăр ĕçлесе ларать. Ытла та çирĕп шутлаççĕ çав мур ачисем, — коммунарсен ĕç планĕнчен тĕлĕнет райколхозсоюз председателĕ С. Капитонов юлташ. Вăл кашни тухав кунĕнче пырса ĕçлет коммунăна, члента ку коммунăра. Ăна пуçласа яракансенчен пĕри пулнă партире 1917 çултанпа тăраканскер.
Эпир те коммунарсене пулăшрăмăр. Икĕ сехет хушшинче вир кĕлтисене пуçтарса пĕтертĕмĕр. Юлашки лав çине тиесе ятăмăр.
Малтанхи лавсем пирĕн паталла каллех пыраççĕ.
— Айтăр вика тиеме!
Лавçăсем аялтан парса тăраççĕ. Вĕсемпе пĕрле тепрер çын аялтан пĕрле параççĕ. Тăватă лав çине тăваттăн тăрса майласа пыратпăр.
Машина пĕр чарăнмасăр ĕçлет. Эпир ĕлкĕретпĕр. Вунсакăр лав тиесе турттарса çапса пĕтертĕмĕр.
Тăватă сехет ĕçлеме шутласа хунăччĕ. Виçĕ сехет те хĕрĕх икĕ минутра пĕтертĕмĕр. Юлашки лавсемпе çитрĕмĕр машина патне эпир те. Лавсем çинчен тӳрех машина çине параççĕ. Нимĕн те тăккаламаççĕ.
Ĕç вăйĕ те сахалтарах кирлĕ кун пек ĕçлесен.
— Çакăнта машина çĕмĕрĕлсе кайсан, чиперех ĕçе чармалла пулать ĕнтĕ, — калаçса илтĕм коммунарсемпе, вика лав тĕпне кăна юлсан.
— Виççĕмĕш çул ĕçлетпĕр тракторпа. Пĕрре те çĕмĕрĕлсе курман-ха. Çĕмĕрĕлнине астумастăп ытти машинăсене те. Молотилка та аван ĕçлет, — чăрр чарса лартрĕ машинăна, ĕçе пĕтернĕ май Виктор тракторист.
Виçĕ çул ĕçлесе пĕрре çĕмĕрĕлмен!
— Ылтăн медаль парас пулать сана.
Анчах Викторăн сывлăх чаплах мар вара.
— Ан кулян, Виктор. Çак уйăхрах курорта яратпăр, — лăплантарать Капитонов юлташ.
Виктор тракторист, тракторпа çӳрет. Виктор — машинист, пур машинăсене те пĕлет, вĕсене юратать, юсать вĕсене. Виктор — тимĕрçĕ, мĕн кирлĕ çавна тăвать тимĕрçĕ лаççинче. Виктор — мельник, арман авăртать тракторпа, арманне те хăех туса лартнă тата çитменнине. Виктор — пысăк спец!
— Тырпул питĕ те япăх пулать пирĕн. Хăйне хăй те лайăххăн витеймест. Кăçал ав пушшех япăхрах пулчĕ. Вăрман хĕрри — юр кайса пĕтмен. «План тăрăх сирĕн паян акса пĕтермелле. Эсĕр пур — акана та тухман!» — килсе кĕмсĕртеттерчĕç çĕрĕç пайĕнчен. Камăн айăпа кĕрес килтĕр? Лашасем кĕрсе ӳкеççĕ. Трактор кĕрсе ларать. Çаплах акса хăвартăмăр вара, плана пăхăнса. Ав, нимĕн те пулмарĕ
çакăнта, — вăрман хĕрринчи ана çине кăтартса пырать мана пĕр коммунар.
— Çавăнпа та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли коммуна тăвас тетпĕр, — хушса хучĕ çавăнтах вăл.
Каç пулнă çĕре коммуна ялне çитрĕмĕр.
Арçынсем каçхи апата утрĕç.
Хĕрарăмсем васкарĕç ĕнесем сума.
— Çĕр литр пĕр ĕçкунĕ пулать. Кулленех тултараççĕ хăйсен нормине, — ĕне сăвакансем çинчен юмахласа пачĕ учет тăвакан. Пăхăр. Асăрхăр: ĕне тăрăх мар, литр тăрăх виçеççĕ ĕç кунне. Çапла тумалла çав ăна!
— Коммунăна ĕçлесе пулăшнăшăн çу хурса парас пуль сире чей патне, — шур турилкке çине хапрăкра тунă сап-сар çу хурса пачĕç манпа юлташ умне чей хушшинче, «Сельхозартель «Волонтер» тесе çырнă çăвĕ çине.
— Рехмет.
— Райкоопсоюза паратпăр договор тăрăх, — кăтартрĕ çу çине завхоз.
— Пыл та хавăрăнах-и?
— Хамăрăннах. Çĕр çемье ытла. Пыл парса татрăмăр патшалăха. Ку — хамăр валли юлни. Пыл анчах мар ĕнтĕ. Пĕтĕм заданисене татрăмăр. 300 процента çитертĕмĕр, — чей хушшинче юмахласа ларчĕ завхоз.
— Смотрей, тăм ӳкет кĕçĕр. Сивĕтрĕ, — алăка вăраххăн уçса кĕчĕ пĕр старик.
— Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Пахчаçимĕçе лекме пултарать, — сăмахласа илчĕç иккĕн-виççĕн.
— А, пионерсен пахчи?
— Пуçтарас кĕçĕрех.
Каçхи апат хыççăн ĕçе тепĕр хут тытăнчĕç коммунарсем. «Пионер пахчи». Ку пахчара пионерсем ĕçленĕ. Унта тĕрлĕрен пахча-çимĕç. Кĕçĕр помидор пуçтараççĕ çĕр хутах. Тăмран хăраççĕ. Тăм ӳксен мĕнпур помидор пĕтет вĕт!
— Телĕнмелле. Нимĕн те курăнмасть уринче. Чĕрнисене те çурăм ĕнтĕ лайăхах. Çук нимĕн те. Çавах та уксахлать ку ĕне, — выльăх хвершăлĕн çак сăмахĕсемпе çывăрсах кайрăм эпĕ тулти çенĕкре.
— Тăрр, «Пăхатыр»! — çав хвершăл сăмахĕсемпе вăрантăм ирхине.
— Хăмăтне хăйĕнне тăхăнтармасăр пăснă ĕнтĕ, — лаша ĕнси çинчи çилхине пĕчĕкçĕ хачăпа касса эмел сĕрнĕ май калаçса илчĕ манпала вăлах, эпĕ тулалла тухсан.
Ирхи сăн çапнă кун çутине. Çутăлсах çитеймен. Çанталăк сивĕ. Тăм ӳкнĕ каçхине.
— Çине тăрса пуçтарман пулсан — каятчĕç помидорсем каçхине, — васкамасăр лаша кӳлет тулçутипе пĕрле пĕр старик.
— Ăçта капла ирех?
— Силос валли турттармалла. Ав ларать йăтăнса. Виççĕр тонна кĕрет унта, ачам, — силос башни çинелле кăтартрĕ ват çын.
Ĕнер те пысăккăн, катаранах курăнса ларакан башня паян тата та пысăкраххăн курăнчĕ ман куçа.
— Асăрхăр. Çине тăрса тултарăр. Мĕнпур ĕçĕр çав анчах ĕнтĕ халь сирĕн. Маххă ан парăр, ачасем! Килес çулла виççĕр пуçа çитермелле ĕнесене. Ан манăр! — хытăрласа хăварчĕ Капитонов юлташ коммунарсене.
— Пĕлетпĕр!
Тăм ӳкнипе шуралнă çерем урлă каçса кĕтĕмĕр вăрмана.
— Пăт, пат! — йывăрлăхне чăтаймасăр ӳкеççĕ йĕкелсем.
— Йĕкел пуçтарма та организациленĕччĕ çавсем, — тап тăчĕ Капитонов.
— Пĕлеççĕ пулĕ-çке! Сыснасемшĕн тăрăшма кирлĕ, — лăплантартăм ăна малалла утма васкатса.
— Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен коммуна пулать вĕт. Ку таранччен кашни çул: патшалăха вунпĕршер пин тенкĕ таса тупăш парса пынă. Малашне тата нумайтарах паракан пулас тетпĕр-çке, — савăнăçлăн пуплерĕ Капитонов.
Силос башни патне лартнă трактор сасси чылайччен илтĕнчĕ вăрмана. Вăрахăн, вăрахăн лăпланчĕ. Эпир шаларах кĕрсен, çухалчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...