Илем
Епле палăртатăн — питех тăсăлми шăпама,
Иртнишĕн — епле эс чунра ӳкĕнӳ хускататăн!
Мĕн пур тĕнчепе пĕр пуласчĕ —
сана упрама!..
Эс çак ĕмĕте вăратса çеç кăшт хурлă тăватăн.
Куçпа эс калатăн: «Ман яшлăх — тулли».
Эс ыйтан:
«Куратăр-и ман телее?» Тинкерсе эс хушатăн:
«Илем-и эп, — калăр!»
Куçпа хуравлатăп — аран, —
Чĕнме хăяймасăр...
Пĕлетĕп: пĕрех эс — куратăн!
Куратăн: тĕтре ăшĕнчи хĕвел евĕр, манра
Эс пур яланах, — эсĕ ху çутупа ху тĕл пулăн
Ман пур ĕçĕмре, уттăмра, сассăмра, куллăмра!..
Татах — телейленĕн,
татах — телейлетĕн те кулăн.
Пур кăткăслăха туйăмра-шухăшра çĕнтерсе
Кун-çул тупсăмне каярах-и юлса эп ăнлантăм?
Халь уншăн сана тав тăватăп эп «Пурнăç» тесе, —
Ан тив, элчелре палăрать-и кăшт хурлăхлă картăм...
Тасалчĕ пур тупсăм, — сăваплă та чĕрĕ — Илем,
Вăл — эсĕ, вăл — сан кантăку,
эс юратнă Театрăн шăв-шавĕ,
Вăл — çил те гекзаметр...
Вăл — яшлăхăн пуйăсĕсем,
Вăл — сан йĕпсӳсен йăпатса вылякан ялтăравĕ...
Илем вăл — малтан.
Тупсăмне ăнкаратпăр — кайран.
Ăнланнă ăса — нихăçан вара тутăх витеймĕ.
«Ик çын яланах — Биркенау1» тесе калакан
Халь — çук» —
ун сасси сан патна нихăçан та çитеймĕ.
Халь-халь тăкăнаç пек тулли те таса çутуна
Çак каç ман сăмахăм,
тăмха лартнă пек, ан хускаттар,
Ман пилĕм çутаттăр пĕр пек —
çамкуна, çаннуна,
Сан çӳç пĕрчине —
çăлтăрпа тан тесе саламлатăр.
Управлă çак туйăм — сăмах тумĕпе тумланать,
Юна — ӳт упранăн...
Хам туйăмшăн — тум шырамастăп.
Чи чăрсăр поэт —
ăна виç пăнчăпа палăртать,
Ак эпĕ те халь —
ĕнтĕ çав сăмаха калаймастăп.
Чи çывăх састаш2 çеç янратăр,
ăна палăртса!
Çак туйăм — Юсав.
Чунсене ĕмĕртен вăл юсанă.
Кунта эс Пурришĕн — пур Чĕрĕлĕхе тав туса
Тĕнче умĕнче сан ятна çеç калатăп:
Оксана.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...