Çĕнтерӳ чечекĕ
Янравлă çурхи çеçенхир.
Вăл çакнă пин-пин шăнкăрав.
Çерем çивитти — çӳçенми.
Чечек ун çинче шăкăрах.
Илем шăкăрах çĕр çинче.
Пăхсассăн куç-пуç алчăрать.
Хĕвел çулĕ евĕр, инçе
Чĕп-чĕрĕ кавир тăсăлать.
Пĕлетĕп: ун тăрăх утсан
Сип-симĕс сăрт тухĕ ума.
Вĕçмест халĕ хĕмлĕ тусан,
Тăпра та пăрахнă çунма.
Карать çил кăвак хĕлĕхне.
Май ирĕ, ача пек, чечен.
Çав сăртăн çара тӳпине
Ӳссе ларнă хĕрлĕ чечек.
Сăртран курăнатчĕ хула,
Вутра çунакан Сталинград.
Ăна тĕтĕм витнĕ, хура.
Çавах парăнми вăл тăрать.
Юн тĕслĕ кĕрхи Атăла
Хăр вилĕм каçатчĕ кумса.
Юхатчĕç хумсем тăвалла,
Хăрушă та çăткăн хумсем.
Мĕн вăхăт ун хыççăн ăсанчĕ?
Анчах та — ăçта эс ан пул —
Паян та тупатăп шăранчăк.
Шăраннă вутра тимĕр, чул.
Шăранчăк ятне те пĕлетпĕр.
Ун ячĕ — асап та инкек.
Вăл шурă — пуç чашăкĕ евĕр,
Е хĕрлĕ — юн катăкĕ пек.
...Сăртра рота йышăнчĕ вырăн.
Тăшман вучĕ кайрĕ тивсе.
Ак ӳкрĕ ман тантăшăм вырăс:
— «За Родину, братцы»... тесе.
Сасартăк кун тĕсĕ пăтранчĕ.
Йăвантăм хура шăплăха.
Çав ир эп, вунтăххăрти каччă,
Çухатрăм йăлттам яшлăха.
Эп уншăн йĕрсе ӳкĕнместĕп.
Туптанчĕ вутра кăмăл ман.
Хама эпĕ паттăр теместĕп.
Хăравçă та эпĕ пулман.
Чи пысăк мухтавăм вăл — халăх.
Çĕршывăм, сан çĕн ĕмĕрӳ.
Пур манăн та тивĕç тăмалăх
Санпа юнашар, Çĕнтерӳ!
Сăрта ишеймерĕ атака.
Паян та вăл тĕрĕс-тĕкел.
Каллех симĕсленнĕ вăл акă.
Унта канма ларнă хĕвел.
Куратăп: çав сăрт тӳпине
Ӳссе ларнă хĕрлĕ чечек.
Пуç хунă туссен чĕр юнне
Пире асилтерĕ вăл тек.
Ăна пуç таять çулçӳрен.
Утать хуйхăрса малалла.
Юн юхнă çĕрте ӳснĕрен
Кăвар пек ĕнтет вăл алла.
Хăяймĕ татма ăна алă.
Салтак пек тăрар ун умне.
Вăл — пурнăç, вăл — çулăмлă палăк,
Вутра пĕтнĕ яшлăх ятне!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...