Аялалла
(Пурнăçри карттин)
Беспризорнăйсем хушшинчи ĕçе вăйлатмалла. Беспризорнăйсене хамăр енне çавăрасси çак çулсенчи, çак кунсенчи ĕç.
Хаçатсенчен
«Т-й» пăрахут Шупашкар пристанĕ çумне чашкăртса пырса ларчĕ. Пристаньре ĕç пуçланчĕ.
Пристань кĕперĕ çинче ялтан килнĕ ача тăрать. Карттусĕ çĕтĕк. Кĕпи витĕр чавсисем курăнса тăраççĕ. Уринче çăпата татăкĕ. Аллинче пилеш туя.
Сăрт тăрринчен тепĕр ача анать. Ку пысăкрах, илемлĕ. Çӳçĕсем кăтраланса çамки çине аннă. Çĕтĕк пиншакпа. Уринче ботинкă. Куçĕсем йăл-ял тукалаççĕ. Такама шырать. Пристань çине кĕрсе каялла тухрĕ. Унтан кĕпер çинче тăракан ача патне пырса:
— Ăçтисем эс?.. — тесе ыйтрĕ.
Ача сисмен çĕртен хăйне чĕннинчен шарт сикет.
— Мĕн хăран? Кала, ăçтисем?
— Туканашсем...
— Мĕн тума килтĕн кунта? Ăçта каятăн?
Ача ним тума аптрать. «Мĕн тума çыпăçрĕ-ха ман çумма ку?» — тесе шухăшлать. Анчах каламасан начар пуласран шикленсе:
— Туканашсем эп... Атте çук ман. Анне хамăн мар. Вăрçать. Çăкăр та çук ĕнтĕ... тухса килтĕм... Ăçта каяссине хам та пĕлместĕп. Тем курмалла... Паян çимен те-ха. Кунта «детски дом» пур терĕç те. Каяймарăм. Хăрап. Халь каç пулнă ĕнтĕ. Ыран каяс теп... Çаплах!.. — тесе арпаштарса каласа пачĕ.
Сăрт çинчен аннă ача ял ачи шикленнине сиссе çемçентереххĕн:
— Мĕн ятлă эс? — тесе ыйтать.
— Ванькка эп...
— Ну вăт, Ванькка, эс пит хăратăн. Хăрама пăрахас пулать... Эп те сан пек çын, анчах хăрамастăп. Миçере-ха эс?
— Вунпиллĕкре...
— Эп вунулттăра. Санран пĕр çул çеç аслă. Анчах эп пĕлтĕр те хăраман... Манăн та атте-анне çук. Эп те тăлăх. Çаплах пурăнатăп. Виçĕ çул çапкаланса çӳретĕп. Мĕскер пире?! Паян пур — ыран çук! Пурăн та пурăн ху пĕлнĕ пек... Ак халь çак прахутпа Хусана каяс тетпĕр-ха... Эс кунта тепĕр ачана курман-и? Хăрах куçлăскерччĕ. Ну, çăва çине. Килĕ-ха вăл хăех. Паллаштарăп... Пирĕн пеккисем сахал мар тĕнчере. Вĕсене паллама та ансат... Акă эсĕ тĕлĕнетĕн пулĕ, «мĕнле-ха тӳрех калаçать» тетен пулĕ... Çавăнпа та хăрарăн манран. Нимĕн те тĕлĕнмелли çук. Хăрама та кирлĕ мар. Эп сана куçран пăхсах палларăм. Чухăн çын. Çавăнпа та ак калаçап санпа... Ытти çынсем пирĕнпе калаçмаççĕ те... Эх! кураймастăп эп хуçасене!.. Хам та пĕлместĕп темĕншĕн... Темĕншĕн тăшманнăн курăнаççĕ вĕсем мана... А ну, çăва çине... Пурăнччăрах! Пире ан кансĕрлеччĕр!.. — тесе пĕтерет те аллипе сулса «пушки» пирус кăларса мăкăрлантарса ярать:
— Эс туртмастăн-и?
— Çук...
— Вĕренес пулать... Ну, мĕн юмахламастăн эсĕ? Ăçта каяс тетĕн?
— Пĕлместĕп.
— Эх-хех-ех! Питĕ çемçе мĕн-ха эсĕ. Пурăнмалла-ха сан... Атя пирĕнпе?!.
— Мĕн тăвас ман кайса. Ак ыран «детски дома» каяп. Тен, илĕç те...
— А мĕн пур унта сан валли?! Илмеççĕ те-ха сана унта... кирлĕ пулсан. Хам пулсан илсен те каймастăп. Мĕн пăнчăхса выртмалли пур унта?.. Ак эпир кайăпăр Атăлпа... Хусан, Чĕмпĕр, Аçтăрхан унта... Ярăпăр юрра:
Аслă Атăл, ан хумхан,
Ан çĕкле хăвăн хална.
Чунăм савни, ан кулян,
Юрататăп кăкруна...
— Эх, пурнăç, мĕн çук-ха тĕнчере! Пурте пур... Арбуз пиçнĕ çĕре Аçтăрхана çитетпĕр... Эх! лайăх-çке ирĕкре:
Ан йĕрсем, савнийĕм,
Эп халĕ ирĕкре...
Çĕтĕк пултăр йĕмĕм,
Пурпĕр ирĕкре!..
Ванькка нимĕн те ăнланаймасть. Вăл кун пек çынна нихăçан та курман. Кăтра пуçлă ача юрласа хăпартланнă чухне Ванькка ним тума аптрать. Темĕскертен хăранă пек пулать. «Вăл паçăртарах тăпрахчĕ, çемçентерех юмахлатчĕ, халĕ тата мĕншĕн никамран та хăрамасăрах юрлать?» — тесе ыйтать Ванькка хăйĕнчен хăй тĕлĕнсе. Анчах темĕн чул шухăшласан та нимĕн те шутласа кăлараймасть. Хăш-пĕр самантра ăна палламан çын ухмаха ернĕ çын пекех туйăнса каять. Тата хăш-пĕр самантсенче çынна хĕрхенекен, ыр сунакан çамрăк тантăш пек туйăнать. Çак самантсенче вара вăл мĕншĕн каяп тесе каларăм-ши паçăр тесе хăйне ӳпкелет.
— Эй! Мĕн каласси. Пурнас тесен — пурăн, вилес тесен — вил!.. Çавăн пек вăл пирĕн пурăнăç!.. Ну, пыратни? — тесе ыйтрĕ каллех.
— Ман укçа та çук вĕт... билет илме.
— Эх ухмах! Мĕн тума сана билет? Кам тивтĕр сана? Пĕр билетсăрах... мĕнле ăшшĕ кайăпăр. Ну, пыратни?
— Эсир мана пăрахса хăвармастăр-и?
— Кӳр аллуна... Çапла ĕнтĕ юлташ пултăмăр. Юлташ юлташа нихçан та пăрахмасть... Эп Ваçук ятлă. Мана Ваçук тесе чĕн. Юлташ манăн Кĕркури ятлă. Ăна эпир Распутин тесе ят панă... Чăн та Распутин пекех-çке ĕнтĕ шуйттан. Хĕрсене пăчĕм зря... Ну вăл — ничово!.. Айта сăрт çине. Прахут час каймасть-ха. Çисе килер.
Хăпарса кайрĕç. Лавкка патне пырса икĕ кĕренкке кулач илчĕç те çиме тытăнчĕç.
— Çапла ĕнтĕ эпир пурăнатпăр. Ман пур — эс çиетĕн; сан пур — эп çиетĕп.
Ванькка нимĕн те чĕнмест. Унăн хырăмĕ калама çук хытă выçнă. Ваçук тек чĕнмерĕ. Çиме пăрахса каллех пирус кăларчĕ... Вăл шухăша кайрĕ. Юлташĕ — Кĕркури час килменни ăна темĕншен шухăшлаттарать. Мĕншĕн килмерĕ-ха вăл? Халь те ĕçе кăлараймарĕ-ши тесе шухăшлать вăл.
Ак Кĕркури те çитрĕ. Ваçук ăна курса хирĕç утрĕ:
— Ĕç тухрĕ пулĕ — кулатăн?!
Кĕркури ăна хирĕç чĕнмерĕ. Тата питрех кулайрĕ çеç... Вăл Ваçукран пĕчĕкрех, ырхантарах, лапчăкрах сăмсаллă. Куçĕсем хура.
Ваçук Кĕркурине Ваньккăпа паллаштарчĕ. Кĕркури нимĕнех те чĕнмерĕ...
Юлашкинчен виççĕшĕ те пристань патне анчĕç... Пăрахут алăкĕ патĕнче никам та çук вăхăтра пĕрерĕн-пĕрерĕн пăрахут ăшне кĕрсе кайрĕç.
Пăрахут тапранчĕ, хыçĕнче хумсем çĕлен пек авкаланчĕç...
Кайрĕç... аялалла!..
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...