Çĕрлехи тăвăл
Ун чухне урамра хĕллехи çил-тăман иртĕхетчĕ. Çитĕннисен каçхи вăтам шкулĕнче вĕренекенсем «Мĕн вăл паттăрлăх» темăпа сочинени çырса пĕтерчĕç те, Ижендеев тракторист сасартăк ыйтрĕ:
— Çапах та, Вера Ивановна, калăр-ха, мĕн вăл паттăрлăх?
Класран тухса кайма ĕлкĕреймен ачасем ахăлтатсах кулса ячĕç. Литературăпа вĕрентекен Вера Ивановна пĕр хĕрелчĕ, пĕр шуралчĕ.
— Чим-ха, Ижендеев, — терĕ вăл, вĕриленсе килнĕ кăмăлне пусарса, — эсĕ шăп та лăп йкĕ сехет хушши мĕн çинчен çыртăн вара?
— Çырасса çыртăм-ха та... — мăкăртатса илчĕ мăнттай кӳлепеллĕ тракторист. — Хам мĕн çырнине хам та ăнланаймастăп... Йăлтах кĕнекесенче вулани... Павка Корчагин, Олег Кошевой... Хальхисене илсен, космонавтсем тейĕпĕр... Питĕ аван! Питĕ тĕрĕс! Анчах хамăр камсем эпир? Ăçта пирĕн паттăрлăх! Мĕнре?
— Паллах мĕнре, — сăмах тĕртме васкарĕ йĕп чĕлхеллĕ Уткин шофер. — Авă, Курак Мишши фермăна ĕне сума кайса кĕчĕ. Курсах тăрăр, кĕç героя тухать!
— Куратпăр-ха ăна, — йĕкĕлтесе илмесĕр тӳсеймерĕ Шахин учетчик. — Мишша фермăна мĕншĕн кайса кĕнине те лайăх чухлатпăр. Унта унăн Мариç пур...
Класра каллех кулă кĕрлесе кайрĕ. Хыçалти парта хушшинче ларакан Миша Кураков, ниçта кайса кĕре пĕлмесĕр, пуçне чикрĕ. Вăтанать вăл, сарă хĕр пекех хĕрелет. Класĕнче тата электричество çути те ахаль чухнехинчен хытăрах ялкăшать пулас. Юрать-ха, Вера Ивановна Мишша хутне кĕчĕ.
— Кулма кирлĕ мар, ачасем, — терĕ вăл. — Алексей Максимович Горький питĕ тĕрĕс каланă: пурнăçра паттăрлăх валли яланах вырăн пур. Чунтан парăнса ĕçлекенсем ĕне сусах паттăра тухаççĕ. Нумай пулмасть «Огонек» журналта Социализмла Ĕç Геройĕ Заботин сăнĕ тухнăччĕ. Ăна Малютин художник ӳкернĕ. Заботин паян кун та колхозра ĕне суса пурăнать. Пирĕн Миша Кураков мĕнрен катăк вара? Çапла-и, Мишша?
Мишша, чăн-чăн урокри пек, ура çине яшт сиксе тăчĕ те тата хытăрах хĕрелсе кайрĕ.
— Çапла, Вера Ивановна, — терĕ вăл шăппăн. — Кулакансем кулччăрах, эпĕ хам ĕçе пурпĕрех пăрахмастăп.
Шăппăн çеç каларĕ Курак Мишши, анчах унăн сăмахĕсем самаях çирĕппĕн илтĕнчĕç. Тĕм-хура куçĕсенче вут-кăвар ялкăшса илчĕ. Ахаль пăхма Мишша тӳлек ача пулин те, кăкăрĕнче унăн яланах темĕнле куçа курăнман вут çунса тăрать.
— Тĕрĕс, Мишша, тĕрĕс! — çамрăк йĕкĕте хавхалантарчĕ Вера Ивановна. — Халĕ, ачасем, килĕрсене кайма пултаратăр. Паянхи урока çакăнпа пĕтеретпĕр.
Ачасем.... Вĕсем пурте çитĕннĕскерсем-ха, хăшĕ-пĕрисен килте хăйсен ачисем те пур ĕнтĕ, анчах вĕрентекенсем вĕсене çаплах ачасем тесе чĕнеççĕ. Мĕн тăвăн, шкулти хăнăхнă йăла.
Мишша шкултан тухнă чухне крыльцари пĕр хӳтĕрех кĕтесре ăна Мариç кĕтсе тăратчĕ. Вăл вĕренекен 9-мĕш класра урок кăшт маларах пĕтнĕ пулас. Мишша хăй 10-мĕшĕнче вĕренет. Вĕсен иккĕшин йăли çапла ĕнтĕ: камăн класĕнче урок маларăх пĕтет, çавă тусне крыльцара кĕтсе илет. Ăсатма вара Мариçе яланах Мишша ăсатса ярать. Кил хапхи умне çити.
Кĕçĕр те акă Мариç Мишшана сылтăм хулĕнчен ачашшăн пырса тытрĕ.
— Каларăм вĕт, — илтĕнчĕ хыçалтан Шахин учетчикăн йĕкĕлти сасси. — Иккĕшне пĕр кантрапах çыхнă. Уйрăлма та пĕлмеççĕ.
— Атя, ут, ут! — лăпкăн, çав вăхăтрах çирĕппĕн тавăрчĕ Мишша. — Пакăлтатса пырса, пусма картлашкинчен тăрăнса кайăн тата.
Лешĕ урăх чĕнмерĕ. Крыльцаран кĕмсĕртеттерсе анчĕ те таçта çĕрлехи çилтăман ăшĕнче пачах çухалчĕ. Ытти ачасем те — кашни хăй çулĕпе — килĕсене саланчĕç.
Ахаль чухне Мишша, Мариçе хул айĕнчен тытса, хăй çумнелле пăчăртаканччĕ. Кĕçĕр, ав, апла мар. Кĕçĕр Мишшан кăмăлне пăсрĕç. Мариçпе Мишша хушшине ют çынсем пырса сĕкĕнчĕç. Мĕншĕн? Камăн мĕн ĕç пур вĕсен çумĕнче? Мишша чĕнмест. Мариç тĕлĕнет.
— Мĕн пулнă сана, Мишша? — питĕ асăрханса ыйтать хĕр. — Эс çав Шахин сăмахĕшĕн çилленетĕн-и?
— Çук, уншăн мар, — тĕттĕмре аллине сулать Мишша. — Кашни услапшăн çилленсен...
Вĕсем татах чĕнмесĕр утаççĕ, пĕр-пĕрин çумне ăвăнаç вырăнне алăри кĕнекисене çеç хытăрах пăчăртаса тытаççĕ. Урамра хĕллехи çил-тăман ахăрашать, питрен кĕреçепе сапнă пек юр сапăнать. Куçа уçма та çук. Чĕмсĕр пыракан Мишша хăй шухăшне шухăшлать: «Кулăрах, кулăр, — тет вăл, такампа тавлашса. — Кулакана ăçта мĕн ернине кайран курăпăр».
Мишшана, тăрăхласа та мар-ха, фермăра ĕне сăвакан ытти хĕрсемпе пĕрлех пурте «доярка» тесе чĕнеççĕ. Мишша хăнăхнă ĕнтĕ, куншăн пĕртте çилленмест. Çапах та теприсем, Шахин учетчик йышшисем, юри мăшкăллаççĕ: «Доярка Мишша», «Курак Мишши — доярка», — теççĕ. Чип-чипер ырă ятран усал ят тăвасшăн вĕсем.
Чăн та ĕнтĕ, каччă пуçăн ĕне сума кайса кĕрекенсем питĕ сайра. Мишша акă кайса кĕчĕ. Кăçалхипе виççĕмĕш çул ĕçлет. Çук, урăхла тума та пултарайман пулĕччĕ вăл. Сасартăк унăн фермăра ĕçлекен амăшĕ чирлесе ӳкрĕ... Ревматизм... Чĕре... Врачсем ăна фермăри ĕçе пăрахма хушрĕç. Мишша ун чухне саккăрмĕш класс веренсе пĕтернĕччĕ. Килте сĕтел хушшинче, Мишшасăр пуçне, татах тăватă ача. Кĕçĕннисем. Ашшĕ çук вĕсен. Пур çинчех — çук. Таçта «шабашра» çӳрет-çӳрет те киле пуçĕпех таврăнмасть. Ютра урăх йăва тупать. Тĕрĕссипе, Мишша амăшĕ çавăн хыççăн хуçăлса юлчĕ те. Ĕмĕр тӳрленмиех... Кунтан пысăкрах суран мĕн пултăр-ха ĕнтĕ нумай ачаллă амăш чĕришĕн?
Мишша кăнтăрлахи шкула текех вĕренме каяймарĕ. Амăше вырăнне фермăна ĕне сума кĕчĕ. Тепĕр тесен, уншăн ку çĕнĕ ĕç мар. Амăшĕ фермăра ĕçленĕ чухне час-часах çĕрлеччен тытăнса тăратчĕ, килти ĕнене ирĕксĕрех вара Мишшан сума тиветчĕ. Юрать-ха ĕни йăваш, витрене тапса вăркăнтармасть, тĕкмест, сĕтне ирĕккĕн антарать. Анчах фермăра пĕр ĕне мар-çке, вуникĕ ĕне сумалла. Йывăр лекрĕ малтанхи кунсенче: Мишшан пӳрнисем ним пĕлми хытса ларатчĕç, çывăрма выртсан та алă тымарĕсем çĕрĕпе сурса туртатчĕç. Темле çав, Мариç пулăшман пулсан, Мишша тӳссе çитерĕччĕ-ши? Мариç ăна ĕне çиллисене ăшă шывпа чӳхесе массаж тума, выльăхсене рационпа тăрантарма вĕрентрĕ. Сăвас умĕн те, суса пĕтерсен те — ак çапла, ак çапла, ак çапла! — тетчĕ вăл, пĕчĕкçĕ йăрă аллине ĕне çилли айĕнче çăмăллан вылятса. Мариçĕн ĕнисем Мишшаннипе юнашар тăратчĕç те, хĕр йĕкĕте самантлăха та куçран вĕçертместчĕ.
Халь ĕнтĕ йĕкĕт ĕçе хăнăхса çитрĕ. Хăйĕн ĕнисене вăл Мариçрен маларах та суса пĕтерет — алли çирĕпрех. Час-часах хĕре витери тислĕке тасатма е выльăхсене апат пама пулăшать. Мишшапа Мариç мĕн тери туслине пĕрле ĕçлекенсем кăна мар, ыттисем те лайăх пĕлеççĕ. Кашни хăй ăшĕнче вĕсене ырлăх-сывлăх сунать. Шахин учетчик пек çынсем шăл йĕрни вăл ниме те пĕлтермест-ха, пĕр-пĕрне савакан туссем унашкал лĕкĕртисем çине алă сулаççĕ кăна.
Çапах та кĕçĕр Мишшан кăмăлĕ сисĕнмеллех пăсăлчĕ. Вăл хăйĕн сочиненийĕнче паттăрлăх пирки çĕннине нимĕн те калаймарĕ. Çавăнпа Ижендеев тракторист: «Вера Ивановна, калăр-ха, мĕн вăл паттăрлăх?» — тесе ыйтсан, Мишша шартах сикрĕ. Шăпах Мишша шухăшне персе ячĕ Ижендеев. Паттăрлăх çинчен калама Курак Мишши те, кĕнекесенчи сăмахсемсĕр пуçне, çĕнĕ сăмах тупаймарĕ. Павлик Морозов, Александр Матросов... Хăйне вара Мишша питĕ тиркесе тăкрĕ. «Ĕне сума вĕрентĕм ĕнтĕ, — терĕ вăл хăй ăссĕн. — Манăн урăх нимĕнле талантăм та çук. Ахальтен мар мана Курак Мишши теççĕ. Доярка Мишша!»
Çук, Курак Мишши паттăрсем хушшине сĕкĕнме шутламасть, хăйĕн ĕçĕпе чапа тухма та сĕмленмест. Ĕçлет те ĕçлет куллен. Ĕçкунĕсем тăвать. Доярка Мишша... Малашне, тен, заочно вĕренсе зоотехник пулĕ. Халлĕхе вăл килĕнче ашшĕ вырăнне юлнă, унăн хăйĕнчен кĕçĕнреххисене тăрантармалла, вĕрентсе çын тумалла.
— Ма ним те чĕнместĕн, Мишша? — каллех ыйтать Мариç, юр хупласа лартнă питне каччă еннелле тайăлтарса.
— Çăвара кĕрт хӳсе каясран хăратăп, — шӳтлесе хуравлатъ каччă. — Сан пит-куçу та курăнмасть авă...
Вĕсем Мариçсен хапхи умне çитеççĕ. Кĕçĕр сăмах-юмах вакласа тăма май çук. Чăнах та çăвара кĕрт хӳсе кайма пултарать. Мишша хĕрĕн çăм тутăр çыхнă пуçпе хăй кăкăрĕ çумне тытса пăчăртать те:
— Ырă каç пултăр, Мариç, — тет. — Тĕлĕкре мана тĕлленсен, тем пекехчĕ...
— Тăрăшăп, — ăшшăн пăшăлтатса илет хĕр. — Чипер кай, Мишша! Эс те мана тĕлленме ан ман!..
* * *
Çапла, ун чухне урамра хĕллехи çил-тăман иртĕхетчĕ. Çанталăк çур еннелле сулăнсан, тепĕр тăвăллă каç килсе тухрĕ. Çав каçхине вара çитĕннисен вăтам шкулĕнче Миша Кураковпа пĕрле вĕренекенсен «Мĕн вăл паттăрлăх» темăпа хĕлле çырнă сочинение ирĕксĕрех тепĕр хут аса илмелле пулчĕ...
Яланхи пекех, юлашки урок хыççăн, пĕр вунă сехет тĕлнелле, Мишша Мариçе кил хапхи умне çитиччен ăсатса ячĕ. Тăвăл алхаснă хушăра хĕрпе каччăн питне-куçне йĕпе сăлпăран пыра-пыра çапăнать. Сăмахлама çук. Каччă хĕре хăйĕн пальто аркипе хӳтĕлет. Хапха умне çитсен, Мишша Мариçĕн питне пальто çухипе хупларĕ те ним шарламасăрах чуптуса илчĕ. Малтанхи хут... Халиччен тепле çывăх пулсан та, Мишшан çак утăм валли паттăрлăхĕ çитейменччĕ-ха. Тĕлĕннипе Мариç шаках хытса тăчĕ, сывлама та чарăнчĕ. Унтан калинккене шăлтăр-шалтăр уçрĕ те ним чĕнмесĕрех килнелле кĕрсе çухалчĕ. Мишша хапха умĕнче пĕчченех тăрса юлчĕ. — Мариç, — чĕнсе пăхрĕ вăл хуллен, — мĕн эсĕ, çиллентĕн-им?
Хапха леш енчен сас-чĕвĕ илтĕнмерĕ. Мишша тепĕртак тăркаларĕ те çӳçеннĕ пек туйрĕ. Тăвăлĕ те вăйланчĕ пулас, хытăрах ахăраша пуçларĕ. Йăмра тăррисем витĕр çил арçурилле шăхăрни, урамри пралуксем тăвăлпа çапкалашса улани чăнласах чуна витерет, çӳçентерет. Ялта пăч-тĕттĕм. Çынсем çывăрма выртнă, çутăсене сӳнтернĕ. Унта-кунта çеç юпа çинчи электричество хунарĕсем, çилпе сулланса, мăчлата-мăчлата илеççĕ.
Мишша килĕ еннелле — Тукасалла çаврăнса утрĕ. Унăн питне йĕпе сăлпăран çапăнать, вăйлă çиле пула урисем тăйлăк-тайлăк пускалаççĕ. Вăл çапла тăвăлпа кĕреше-кĕрешех хăйсен кил хапхи умне çитсе тăчĕ. Ахаль чухне Тукасран пĕтĕм ял алă тупанĕ çинчи пек курăнать, халь вара ял темĕнле тĕпсĕр те тĕттĕм авăрта выртать тейĕн.
Шăпах Мишша ял еннелле çаврăнса пăхнă самантра лере Ункă шывĕ хĕрринче капан пек çулăм капланса-ялкăшса хăпарчĕ. Мишша, пĕр шухăшласа тăмасăр, тӳрех çулăм еннелле тапса сикрĕ. Тăвăла та, сăлпăрана та асăрхамасть вăл, малтан малалла ыткăнать. Ункă хĕррине çилрен те хăвăртрах персе çитет. Пăхать хайхи: пăру витине вут хыпнă... Мишша, шалти чун сисĕмĕпе тенĕ пек, пушар епле тухнине те çавăнтах тавçăрса илет.
Пăру витине электричество кĕртнĕ пралуксем тахçанах пушанса кайнăччĕ. Вĕсене хытарма кирли çинчен Мишша ферма пуçлăхне темиçе хут та каланăччĕ» монтер чĕнтерме сĕннĕччĕ. Итлемерĕç. Юпа çине хăпарма хăйĕн хатĕр-хĕтĕр пулмарĕ. Тата мĕн чухлать-ха вăл ку ĕçре? Акă халь инкек килсе тухрĕ. Пушă пралуксем пĕр-пĕрне çапăннипе вут тухнă...
Çак шухăш Мишша пуçĕ витĕр çиçĕм пек кăна вĕлтлетсе иртрĕ. Вите патне чупса çитсен, вăл сывлăш та çавăраймарĕ. Вите алăкĕсене икĕ пуçĕнчен те вăр-вар уçса ячĕ. Пăрусем тăракан карта алăкĕсене те пĕрин хыççăн тепĕрне пыра-пыра уçать вăл, анчах вут-кăварпа сехре хăпнă мĕскĕнсем вырăнтан та хускалаймаççĕ, хӳме çумнелле пăчăртанаççĕ кăна. Мишша вара пăрусене, мăйран çавăтса пĕрерĕн-пĕрерĕн кăларма пикенчĕ. Кашни картара ик-виçшер пăру. Пĕрне мăйран çавăтсан, тепĕр иккĕшĕ ун хыççăн тухаççĕ-ха, анчах витере вĕсем пурĕ аллă чун ытла.
Çулăм ĕнтĕ пĕтĕм маччана çавăрса илчĕ, стенасем тăрăх вĕри çĕлен пек явăнса чупа пуçларĕ. Пăрусен чарăлса кайнă пысăк куçĕсенче те çулăм ялкăшать. Вĕсем шалтан çунаççĕ тейĕн. Хăйсем тилмĕрнĕ сасăпа макăраççĕ, ниçта кайса кĕрейменнипе хӳме çине ывтăнаççĕ.
Мишша кĕрĕкне паçăрах хывса пăрахнă, халĕ ĕнтĕ. кĕпе вĕççĕнех ĕçлет. Пĕрер пăру илсе тухмассерен вăл кĕрт çине выртса йăваланать те каллех кĕрлекен çулăм ăшнелле чăмать. Йӳле кайнă кĕпи пăсланать кăна.
Кун пек чухне пушарниксемпе хуралçăсем яланах çывăрса юлаççĕ. Чылайран тин ферма патнелле ял çыннисем чупса анчĕç. Пуринчен маларах Ижендеев тракторист пырса çитрĕ. Вăл çунакан вите ăшнелле чупса кĕрсе кайнă Курак Мишшине хыçалтан çеç курса юлчĕ. Тĕрĕссипе, вăл çыннине лайăххăн уйăрса та илеймерĕ. Лешĕ çулăм ăшне чупса кĕнĕ-кĕменех витен тепĕр пуçĕнчи сайхалăхĕ ишĕлсе анчĕ.
«Ара, çын пĕтрĕ вĕт!» — çĕçĕ пек касса кĕчĕ шухăш тракторист чĕрине. Вăл вара хăй те çулăм ăшнелле вăркăнчĕ. Таçта çын йынăшнă сасă илтĕнчĕ. Ижендеев сасă еннелле ыткăнчĕ. Унта Курак Мишши пĕр пăрăва мăйĕнчен ыталанă та çаплипех выртать иккен. Ун çийĕнче — çунакан вĕрлĕк. Сайхалăх вĕрлĕкĕ...
Мишшана çулăм ăшĕнчен мĕнле йăтса тухнине Ижендеев лайăххăн астăваймасть. Унччен ĕнтĕ вите умне халăх кĕпĕрленсе пырса тулнăччĕ. Ахлатаççĕ те айлатаççĕ, ним тума та аптăраççĕ. Пушарниксем тата насусне хута яраймаççĕ...
Ижендеев пĕчĕк ача пек йăтнă Мишшана, витерен аяккарах илсе кайса, кĕрт çине хучĕ. Кунта вĕсене иккĕшне те халăх сырса илчĕ. — Ялйыш, — терĕ Ижендеев, аран-аран сывлăш çавăрса. — Мишша хытах çуннă... Аманса пĕтнĕ... Халех больницăна леçмелле...
— Машинăпа çитме май пулĕ-ши? — илтĕнчĕ çавăнтах Уткин шофер сасси. — Эккей, а, кам шутланă, кам шутланă?.. Май пулĕ-ши машинăпа?
— Çук-тăр çав, машинăпа май килмĕ, — терĕ тин çеç пырса çитнĕ Шахин. — Юр путать... Самай хăмшăлнă... Хамах лаша кӳлем-ха...
— Хăвăртрах эппин! — тӳсĕмсĕррĕн сассине хăпартрĕ Ижендеев. — Кашни çеккунт хаклă...
Тăваттăмĕш уйăх ĕнтĕ Курак Мишши больницăра выртать. Районта мар, Шупашкарта. Унăн пурнăçне çăлса хăварас тесе, мĕн кăна туса пăхмарĕç-ши тухтăрсем!.. Районтан ăна иккĕмĕш кунхинех самолетпа Шупашкара илсе килчĕç. Халран кайнă Мишшана вăй илтерме чи малтан юн кирлĕ пулчĕ. Çуннă ӳт-тирне вара урăх ӳт-тирпе улăштармалла, терĕç. Юнне ăна Уткин шофер пачĕ. Вĕсен Мишшапа иккĕшин шăпах пĕр йышши юн. Ӳт-тирне вара Ижендеев трактористпа Шахин учетчик пачĕç. Никам та, ним те шеллесе тăмарĕ. Унччен Мишшаран тăрăхлакан йĕкĕтсем унăн чи çывăх тусĕсем пулчĕç.
Çав вăхăтрах кашни хăй ăшĕнче Курак Мишшинчен тĕлĕнет. Чăн та, кам шутланă, кам кĕтнĕ Курак Мишши çавăн пек паттăрлăх кăтартасса? Хĕр пек вăтанакан тӳлек ача... Пăхăр-ха эсир, унăн кăкăрĕнче чăн-чăн герой чĕри тапать иккен.
...Сахал мар куççуль тăкрĕ Мариç çак хушăра. Унăн чĕри Мишша амăшĕн чĕринчен пĕртте кая мар çунчĕ. Юрать-ха, ырă тухтăрсем Мишша пурнăçне çăлса хăварчĕç.
Акă вырсарникун. Яланхи пекех, Мариç троллейбусран анчĕ те республикăри больницăн хирурги уйрăмне васкарĕ. Унăн аллинче тем пысăкăш чечек çыххи. Чечекĕсене вăл, хăйсен ялĕнчен тухсанах, çул хĕрринче татнăччĕ. Хулана та чиперех илсе çитерчĕ. Тăван уй-хир чечекĕ Мишшашăн чи лайăх парне пулĕ. Чи сиплĕ эмел...
Мишша ĕнтĕ ура çине тăнă, уçăлма та тухкаласа çӳрет. Ӳт çинчи суранĕсем çеç тĕллĕн-тĕллĕн çĕвĕленсе çитеймен-ха. Питĕнче вара вут-кăвар лекнĕ йĕр вуçех палăрмасть.
— Питĕмпе пăру çине ӳкнĕччĕ, — тет вăл, именнĕн кулкаласа. — Сăнăм пăсăлнă пулсан, эс мана çаврăнса та пăхмăттăн, Мариç. Качча та тухмăттăн...
— Ан калаç-ха кирлĕ мара — аллине сулать Мариç. — Акă, чечек тыт та шăплан...
Мишша шăпланать. Чылайран тин сăмах хушать.
— Каçар, Мариç, — тет вăл, чечек çыххине кăкăрĕ çумне пăчăртаса. — Сана ытла та нумай кулянтартăм... Каçар... Ман ӳт-тир халь саплăк кăна... Ижендеев ӳчĕ-тирĕ... Шахин ӳчĕ-тирĕ... Тымарсенче Уткин шоферăн юнĕ... Вĕсем маншăн тăванран та тăванрах пулчĕç... Мариç, епле ăнланмалла çакна?..
Мариç чĕнмест. Мишшан тĕм-хура куçĕсенче вĕри-вĕри кăвар тĕлкĕшет...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...