Улмуççи те çеçкене ларман
Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕ — Таня çуралнă кун. Тунтикун эппин. Тунтикун йывăр кун теççĕ, тус-юлташсене, тăвансене хăнана чĕнме те меллех мар. Çавăнпа маларах, канмалли кунсенче, ирттерме шутларĕ çуралнă куна Таня. 20 çул тултарать хĕр. Пур енчен те аталанса, вăй илсе, пиçсе çитнĕ тапхăр. Пĕтĕм çут çанталăка, тус-тăвана, пĕтĕм тĕнчене юратас килет! Çавăнпа, иртерех пулин те, çуралнă кун кĕрекинче Таньăна çитекенни пулмарĕ.
— Мĕншĕн васкатăн тесе пăхрăмăр. Ара, юрамасть теççĕ çуралнă куна хăй кунĕнчен иртерех тума. «Ман юлташ хĕрачи Надя ирттерчĕ, ним те мар, терĕ йăмăкăм, — каласа парать Таньăн аппăшĕ Алена.
Туслă çемье Петровсен. Асли — Алена — качча тухнă та тăван çемьерен кайнă. Таня, 1977 çулхискер, хулара садикре ĕçленĕ. Каярах сывлăх тĕлĕшпе хавшакрах амăшне пулăшас тесе ялне таврăнать, амăшĕ вырăнне почтăра ĕçлеме тытăнать. Çине тăрсах Шупашкарти çыхăну техникумĕнче куçăн мар «заочно» пĕлӳ пухать. Женя шăллĕ шкулта вĕренет. Анисса Павловнăпа Александр Петрович хăйсен хăйсен пепкисем çине пăхса савăннă, малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ. Пуш уйăхĕн 25-мĕш кунĕнче вара пурнăç пĕтсе килнĕн туйăнса кайнă, çунатлă ĕмĕтсем шартах хуçăлнă.
Çав каç килти ĕçсене вĕçлесен Таня клуба кайма пуçтарăнать. Ара, художество пултарулăх ушкăнĕн чи хастар членĕсенчен пĕри те, репетицирен епле юлăн? Апатланма та вăхăт çук. Васка-васка çăкăр çине çу сĕрет. «Мама, кил-ха», — тесе амăшне икĕ çăвар çупа çăкăр çырттарса хăварать те, вĕлт кăна тухса чупать. Теме сиснĕн чӳрече патне пырса хытă-хытă пăхса юлать кантăкран амăшĕ. Пăлтăр-пăлтăр утса кайрĕ тет. Пĕвĕпе пысăках марскер, «мама, ма кăштах çӳллĕрех мар-ши эп?» тесе калатчĕ тет. Çапла сап-сарă çӳçне вĕлкĕштерсе каçхине çичĕ сехетре клубалла тухса вĕçтерет Таня. Акă сакăр, тăхăр, вунă сехет иртет. Ытти чухне ку вăхăтра киле яланах таврăннă Таня. Вун пĕр сехет. Пăлханса ӳкнĕ амăшĕпе Женя урама тухаççĕ. Клуба каяс шухăш та пулнă-ха. Аванмарланни тытса чарнă. Ара, пĕчĕк мар-çке текех Таня, юлташĕсем амăшĕ хыçран сыхласа çӳрет тесе тăрăхлĕç. Каялла çаврăннă Анисса Павловна. Женя, акă, çывăрма выртать. Амăш чĕри кăна канăçсăр. Унталла утать урампа, кунталла. Çурçĕр иртсе икĕ сехет çитет. Пуш-пушах, шăп йĕри-тавра. Пĕр арçын кăна васкаса утса иртет. Ирхине... Виçĕ, тăватă сехет çитет. Шăнса хытнă хĕрарăм кĕрсе ăшăнма шутлать. Выртать те пĕр вун пилĕк минут кăтăш пулнă пек пулать. Хăрушă тĕлĕк тĕлленсе шартах сиксе тăрса ларать: «Пĕтрĕ хĕр, тупаймарăм сар кăнчалаççине!..» Инкек пулнине чĕрипе туйса илет амăшĕ. Часрах клуб директорĕ патне чупать. Тăхăр сехетрех хупнă клуба. Таня вара сакăр сехет иртсен тухса кайнă. Вут хыпать амăш чĕрине. Çын патĕнче халиччен нихăш ачи те çывăрман, ирĕк паман. Урамра нумай çӳресен те ятлаçатчĕç ашшĕпе амăшĕ. Эппин, ăçта Таня? «Викторов Сашăпа куртăмăр, тăратчĕç иккĕш, Таня тем турткаланатчĕ», — теççĕ хĕр-юлташĕсем. Кӳршĕрех пурăнать Сашăн аслашшĕ. Ун патне кĕнĕ пулинех каччă. Чăн та, унтах. Ирпе 6-7 сехет пулин те, çывăрать. «Саша, ăçта Таня, кала, турă ячĕпе ыйтатăп, тупса пар Таньăна. Виллине те пулсан кăтарт. Укçа парап, чĕркуçленсе ыйтап, тупса пар ăна», — тилмĕрет чăннипех те çапла пулса иртнине чунĕпе ăнланса илнĕ хĕрарăм. «Мĕн, ухмах-им эпĕ ăна вĕлерме, ман тăван вĕт-ха вăл», — кӳреннĕн калаçать лешĕ. Таньăна клубран тухсан ял хĕрачисемпе курнине калать. Аптранă енне ?ара, вĕлертĕн-им тесе ыйтсан та çук та çуках тет-ха та каччă?, урăх никам та курман-ши тесе, шкула çитсе килме шутлать Анисса Павловна ...
Çав каç Саша клуба çитиччен икĕ арçынпа хирĕçсе илсе çапăçма ĕлкĕрет. Ял тăрăх çӳресе темиçе хĕре чĕнсе кăларма тăрăшать. Ăнмасть. Таня лекет ирсĕр каччă аллине. Тепĕрин урлă чĕнтерсе кăларать хĕре клубран...
Анисса Павловна шкултан çаврăнса çитнĕ çĕре хăй мĕн туса хунине ăнланса илсе Саша çухалма шутлать. Сумкине пуçтарать те тара парать асфальт çулпа. Курткинчен ярса тытнă Таня амăшĕн аллисене пăрса лартать, тапса хăварать. Çулпа хăйне часах ярса тытасса ăнланса вăрман витĕр вĕçтерет. Часах мар пулин те, ярса тытаççĕ ăна саккун хуралçисем. Пĕрисен лупасĕн тăрринче, утă ăшĕнчен туртса кăлараççĕ...
Таньăпа шăллĕ Женя пĕр-пĕрне яланах ăнланнă, пулăшнă. Унта-кунта каймалла-и, наччас тăхăнса кирлĕ çĕре вĕçтернĕ иккĕшĕ. Ирсĕр çын мăшкăлне, тискерлĕхне пула пурнăçран уйрăлса кайнă Таня аппăшне те шăпах вăл тупать. Амăшĕ милицине шăнкăравлас тесе почтăна кĕрсе кайсан та ун-кун утать вăл: тен, йĕрсем пур? Чăн та, часах Таня каç тăхăннă нуски тупăнать. Амăшĕ çыхнăскер. Сарай тăрринче — Таньăн атти. Женя почта картишĕнчи улмуççи айĕнчи кăшт тĕмескеллĕ вырăна асăрхать. Хăвăллă иккен улмуççи. Аллине чиксе ярать те аллине Таньăн куртки, алли, пичĕ лекет. Туртса кăларать те — чăннипех те аппăшĕн пӳрнисем. Ялта пулин те чĕрнисене вăрăм ӳстернĕ Таня. Хăрах пĕççи çара, тепри брюкипех. Урисене тăлланă пулас. Пуçĕнчен çапнине ?пит-куçĕ пĕтĕмпех чĕрмекленнĕ? е пăвнине пула-ши ?алă йĕрĕсем те пур иккен мăй çинче? — тăнсăр пулнă Таня. «Эпĕ ăна манăн пулма ыйтрăм, килĕшмерĕ, тарăхса кайрăм та тăватă хутчен тапрăм»,.. — ăнлантарнă каярах Саша. Çук, вĕçертмест вăл хĕре, тискеррĕн мăшкăллать, мăйĕсене, кĕлеткисене çыртса пĕтернипе те çырлахмасть, чăн-чăн маньякла асаплантарать...
20 çула çитсе те чирлесе курман Таня. Тен, çав кунсенче тĕлленнĕ тĕлĕк систернĕ хĕре сарăмсăр вилĕм пирки. «Анкартинче умма лартрăмăр, пĕр йăранне витмерĕмĕр», — каласа панă Таня темиçе кун маларах килтисене. Эх, çав ăнсăртлăх пулман пулсан-и...
— Эп качча каймастăп тетчĕ Таня, — куççуль витĕр калаçать Алена. — Эс хĕр, хĕрарăмăн ача пулмалла теттĕм. Хăй килĕштернĕ каччи те пурччĕ. Çынсене пĕлтерсе, кăтартса çӳремен. Шел, туйĕнче мар, тупăкра шурă туй кĕпипе выртмалла пулчĕ. Тем пек асаплантарнă, мĕнле чăтрĕ-ши, чунĕ тухмасăр еплерех асапланчĕ-ши? Пурпĕрех тупăкра выртнă чух тутисем кулаççĕ пек хăйĕн...
— Ялти ватă çын та хамăр ялта кун пек тискер ĕç пулнине аса илеймерĕ. Тăрса каласа парсам, Танечка, пĕчĕк хĕрĕм, мĕнле кăларчĕ сан чунна çичĕ ют, мĕнле чăтрăн-ши?» — паян кун та хуçăлса куççуль юхтарать Таня амăшĕ. Çунать, çунать амăш чĕри.
Саша вара? Ячĕ-шывĕ хитре те, ĕçĕсем пирки апла калаймăн. 17 çулта çеç-ха вăл. Апла пулин те колонире те пулса курнă, алли те тасах мар курăнать. Сăнĕ-пуçĕ пур ĕнтĕ: вăрăмскер, хуп-хура çӳçлĕскер, патварскер. Хĕрĕсем те пулнă теççĕ. Туртнă та пулĕ хăй патне хитрелĕх тени, анчах чунĕ...
Таньăна тискеррĕн асаплантарса вĕлерсен, ăна ватă улмуççи айне юр ăшне чавса чиксен, ĕçлесе ывăнсан почта крыльци çине ларса пирус туртса ярать, çĕр каçма ăшă пӳрте аслашшĕсем патне каять. Ӳкĕнмерĕ-ши, Таньăна кăшт та пулин хĕрхенмерĕ-ши? Çук пуль çав. Урăхларах пулсан килне çитсен лăпкăн кăна юнланса пĕтнĕ тумтирне улăштарман, çемçе тӳшек çинче ыйхă туртман пулĕччĕ. Çĕрĕпе куç хупман хĕрĕ пĕрремĕш хут киле килменнипе пăшăрханса ӳкнĕ Таня амăшне куç хупмасăр суять, Таньăна пĕрле шыранçи тăвать-ха тата. Мĕнех, саккун аллинче халĕ вăл. Саккунпа килĕшӳллĕн явап тытĕ, палăртнă вăхăта ларса ирттерĕ. Юлашкинчен вара тĕрмерен тата та тискерленсе тухĕ. Эх, ытла та йăваш саккунсем-çке пирĕн. Вăрлаççĕ — каçараççĕ, вĕлереççĕ — каллех каçараççĕ. Çын пурнăçĕ ытла йӳнелсе кайрĕ мар-и?
Тĕрлĕ çынпа курса калаçма тиврĕ тĕпчев вăхăтĕнче. Мĕн чухлĕ ылхану, куççуль... Таньăна пытарнă кун тем чухлĕ халăх масар çине пуçтарăннă. Ватти-вĕтти — пурте хисепленĕ, юратнă пăрчăкан пек хĕре. Шкул ачисем хăйсен аллисемпе кăшăлсем ăсталанă. Шăпах çак кун Сашăна та хăй çак тискер ĕçе мĕнле тунине кăтартса пама илсе пынă. 15 минута. Пĕр теçетке ытла милиционер хуралланă ăна. «Пĕлнĕ пулсан, — теççĕ ял çыннисем, — туртса çурнă пулăттăмăр...»
Çав вăхăтрах: «Нивушлĕ вара Таня хирĕç тăма пултарайман? Çавах та мĕншĕн вĕлернĕ ăна? Вĕлермесен те пултарнă вĕт-ха», — тенисене те илтме пулать. Урса кайнă кĕрнеклĕ Сашăшăн çӳллех мар Таня хул хушшине пĕтĕрсе чикмелĕх кăна пулнă пулĕ çав. Хирĕç тăман тесе те калаймăн — Таньăн чĕрнисем каччăн пичĕ çинче тарăн йĕрсем хăварнă. Анчах кашкăр ăна мăшкăлланă хыççăн та вĕçертесшĕн, чĕрĕ хăварасшăн пулман çав. Тĕрĕссине, мĕн пулса иртнине ватă улмуççи кăна пĕлет-тĕр. Анчах чĕнеймест. 17 çулти çамрăкăн маньякла чунсăрлăхĕнчен тĕлĕннипе, хăранипе-ши, вăхăтра чечеке ларман теççĕ çав çуркунне улмуççи. Тен, вăл та хăй хĕре пулăшайманшăн халиччен те ӳпкелешет пулĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...