Çук, вилмен тăван чĕлхе...
Çук, вилмен тăван чĕлхе, аманнă,
Тӳрленет суран им-çамласан.
Çук, пĕтмен чăваш, анчах саланнă,
Чăмăртанĕ харăс чан çапсан.
Чĕмсерлĕх ăна, тен, пулăш панă,
Тайма пуçа хĕç витмен, чăнах, —
Пирĕн йăх вутра та сывă юлнă,
Сăпайне кура тур пулăшнах.
«Чĕмсĕр йытă чĕпĕ тытнă», — теççĕ.
Чĕмсĕрлĕх, тен, — ылтăн? Тĕрес мар!
Вăхăт калаçмашкăн вĕçе-вĕçĕн,
Калаçар, тăван, çума эс лар.
Çичĕ ĕмĕр каялла вакланă
Атăлçи Пăлхар патшалăхне.
Туртса илнĕ пурлăха хакланă,
Сум пулман нихçан чăваш йăхне.
Таната ĕмĕлке евĕр тарнă,
Халăха хăратнă чăтлăхра
Туслăха çĕлен — наркăмăш-сăнă
Аркатма пултарнă вăхăтра.
Советсен влаçне туса хурсан та,
Шăп пĕр тан пулса çитмен чăваш.
Çĕн тӳре-шара çаплах кулсан та,
Тăрăшнă пулма ялан йăваш.
Çавăнпа, тен, чăвашсен çĕр-шывĕ
Тăрса юлнă тăмлă çĕр çине.
Çуркалать ăна çурхи кун шывĕ,
Çут çанталăк хирĕç хуçине.
Ĕçлеме тесен — чăваш чăн вăкăр,
Ăс-тăнран илсен те ухмах мар.
Нихăçан тумасть çынна вăл сăтăр,
Ун шалта хăрса ларман тымар.
Ĕçченне пула чăваш таланчĕ
Мăн чула та шăтарса тухать.
Çав хăват — Хĕвел протуберанчĕ,
Çĕнĕ пурнăç çулĕпе юхать.
Çеçпел, Иванов, Яндуш, Бичурин... —
Кив тĕнче таптанă талантсем.
Пур вĕсем, тата нумай-ха, пирĕн
Вăхăтсăр кĕлленнĕ çăлтăрсем.
Кĕнеки пичетленмен чăвашăн,
«Çинĕ» пулнă-мĕн ăнă «ĕне».
Ма пăхса тăрас çаплах йăвашшăн
Çакă ирĕк, аслă тĕнчене?
Чĕлхене ку чух тасан упрасчĕ,
Тасатасчĕ пылчăкран тăна.
Чăваша чăваш куллен юрасчĕ,
Сутăнчăклăх пĕттĕрччĕ чăнах.
Яш ăру тĕнче умне халь тухтăр
Ытти халăх ачипе пĕр тан.
Пурнăç çимĕçне хастаррăн пухтăр, —
Унсăрăн ыр-сыв юлан ăçтан?
Шăпăр мар çыхман турат, мĕн калăн,
Сапаланнă халăх пурăнать.
Раççейре чăвашăн çĕрĕ анлă,
Вăл шăрçа çыххи пек курăнать.
Чăваш ялĕсемлĕ чăваш çулĕ —
Анăçран Камчаткăна çити.
Чăваш йăхĕ пулнă, пур та, пулĕ, —
Çутатать ăна ÇĔН КУН çути.
Шухăшсем
Ready to accelerate your website ...
В современном мире, где качество и безо...
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...