Телей йăмри
Хумккапа амăшĕ питĕ килĕштерсе пурăнатчĕç. Амăшĕ ăнсăртран чирлесе кайрĕ те урăх ура çине тăраймарĕ. Ялти Липпа ятлă ăрăмçă-сиплевçĕ те сыватаймарĕ Хриççа карчăка.
Хумкка пĕчченех тăрса юлчĕ. Вăл ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр ывăлĕччĕ. Унăн ашшĕ пилĕк çул каялла чире кайса вилчĕ. Амăшĕ вара арçын ачана пĕчченех ӳстерчĕ. Халĕ Хумкка вун саккăрта ĕнтĕ, хăйне хăй пăхма пултарать. Çапах та питĕ кичем ăна. Ялта унăн таванĕсем те çукпа пĕрех.
Пурăнать çапла Хумкка ашшĕ-амăшĕнчен юлнă паян-ыран йăтăнса анас пек пĕчĕк кивĕ пӳртре пĕчченех. Çанталăкĕ кĕр енне сулăннă май пӳртре те сивĕ туйăнать. Хутса ăшăтма вара вутти те çук. «Мĕн тăвам-ши?» — шухăшлать каччă.
Хумкка çурчĕ умĕнче ашшĕ лартса хăварнă йăмра йывăççи ӳсет, вăл та пĕчченех кашласа ларать. «Йăмрана касас та вутă тăвас, пӳрте хутса ăшăтас, кăмака улми пĕçерсе çиес», — тесе ĕмĕтленет тăлăх ача.
Тăрри шăтса пĕтнĕ витене кĕрсе пуртă йăтса тухать хайхи: йăмрана касасшăнах ĕнтĕ. Пĕрех пурттине йăмра вулли çине начлаттарса лартать — йăмра çинçе сасăпа кăшкăрса та ярать: «Манăн çуртăма мĕншĕн аркататăн? Эпĕ йăмра вулли ăшĕнче пурăнатăп вĕт!» Çакна илтсен Хумкка кутăн кайса ларать, пĕр хушă ним ăнланаймасăр йăмра çине тинкерсе пăхать.
«Ан хăра, Хумкка, аçу лартнă йăмра ăшĕнче эпĕ пурăнатăп, Тăхтапи. Манпа калаçас килет пулсан йăмран аялти тураттине турт та — шăтăк уçăлать, çав шăтăка кĕрсе кай та — вара мана тĕл пулатăн», — тет çепĕç сасăллă хĕр.
Хумкка нимĕн чĕнмесĕрех пӳртне кĕрсе каять те путмар сакки çине тăсăлса выртать. «Мĕн тумалла-ши? Никамран сĕнӳ ыйтма та çук вĕт», — тет вăл сасăпах. Унтан сиксе тăрса ларать те: «Эпĕ пĕчченех пурăнатăп. Манăн нимĕнле пурлăх та çук, тăван-пĕтен те çук. Хуть кунта пурăн, хуть унта пурăн — маншăн çавах. Каяс! Тен, унта телей пулĕ», — тет.
Хумкка пӳртрен хыпаланса тухать те йăмран аялти тураттине туртать. Хĕр сасси каланă пекех, шăтăк уçăлать те каччă унта кĕрсе каять.
Шалта çĕр çинчинчен те çутăрах иккен. Кун пек илеме Хумкка тĕлĕкре те курман. Кунта — çăтмах. Кун пек ырлăхра камăн пурăнас килмĕ. Тăхтапи ăна савăнса кĕтсе илет. Вăл Хумккана пĕр вăрттăнлăх пĕлтерет: «Санăн аçу, эсĕ çуралсан, йывăçран касса сакăр кĕтеслĕ çăлтăр тунă, ăна тĕплĕн пытарса хунă. Çав çăлтăр — çутă пуласлăхпа телей çăлтăрĕ. Çав çăлтăр — сан валли хатĕрленĕ парне. Санăн çав çăлтăра тупса мана памалла. Йăмра тĕпĕнче пĕчĕк арча выртать, унта — ылтăн укçа. Сакăр кĕтеслĕ çăлтăра арча çине хумасăр вăл уçăлмасть. Эсĕ халь вун сакăр çул тултартăн. Санăн малашнехи пурнăçна хăвăн йĕркелемелле. Арчари ылтăнпа хитре пысăк çурт лартмалла, çемье çавăрмалла, ачасем ӳстермелле».
Çак сăмахсене илтсен Хумкка савăнсах каять. Ашшĕ-амăшĕ уншăн тарăшнă иккен, пĕртен-пĕр ывăлĕн пурнăçĕ телейлĕ пултăр тенĕ. Хумкка йăмра шăтăкĕнчен тухать те ашшĕн парнине шырама пуçлать. Пӳртре, кăмака хыçĕнче, сентре пур. Унта амăшĕ япаласем хуркалатчĕ. Çав сентре çинчи япаласене хыпашласа пăхать. Ун аллине пĕр чĕркем лекех каять. Хумккан чĕри кăлт-кăлт сикме пуçлать. Чĕркеме салтать те — куç умне сакăр кĕтеслĕ çăлтăр тухса та выртать. Савăнса кайнă каччă хăй ăшĕнче ашшĕне темиçе хут та тав туса илет. Çăлтăра йăтать те Тăхтапи патне вĕçтерет. Ырă чунлă хĕр çăлтăра илсе арча çумне тытать. Çав вăхăтра йĕри-тавра çап-çутă пулса каять. Хумккапа Тăхтапи арчипе пĕрле çĕр çине тухса та тăраççĕ. Акă ăçта иккен вăл телей! Йăмра йывăççи ăшĕнче пулнă. Ĕнер анчах Хумкка чухăн та хуçăк кăмăллă ачаччĕ, паян вара — унран савăнăçли те, пуянни те, телейли те çук. Алăра — пĕр арча укçа, юнашар — юратнă Тăхтапи.
Хумккапа Тăхтапи, ашшĕ-амăшĕн ĕмĕтне пурнăçласа, кивĕ пӳрт вырăнне пысăк çĕнĕ çурт лартаççĕ, пĕр-пĕрне кăмăлтан савса пурăнаççĕ. Урама тухмассерен телей йăмри çине савăнса та юратса пăхаççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...