Пайтул таврăнни
Пĕррехинче икĕ сунарçă вăрмантан киле таврăнма тухнă. Таврара питĕ тĕттĕм те шăп пулнă, хутран-ситрен кăна выçă кашкăрсем ӳлени илтĕннĕ. Пирĕн сунарçăсем асăрханса, васкамасăр хăйсен пысăк пушмакĕсемпе çӳллĕ курăка ашса пынă. Киле çитме нумай та юлмарĕ ĕнтĕ. Акă ĕнтĕ юлашки уçланкă. Ним кĕтмен çĕртен вăрман уçланкинче çап-çутă пулса кайрĕ. Малтанах, хытă васканипе, сунарçăсем чарăнаймарĕç, анчах та малалла кайнăçемĕн вĕсен кăсăкланăвĕ ӳссех пычĕ. Хăйсем хытă хăраççĕ пулсан та каялла çаврăнчĕçех, çутă курăннă еннелле утрĕç. Вырăна çитсен хайхи çутă еннелле пăхаççĕ те: ку çуталса тăракан ача пулса тăчĕ. Хăйне çӳхе пир татăкĕпе чĕркенĕ иккен. Сунарçăсем ун патне васкаса пычĕç: ача асамлă чĕр чун пек çутă парса тăрать. Сунарçăсенчен пĕри асамлă ачана хăйĕнпе пĕрле килне илсе каяс терĕ, анчах та лешĕ: «Мĕн тума кирлĕ вăл сана? Хăвăн та килте виçĕ ачу выçă ларать. Тен, вăл усал тухатнă ача, тен, вăл пире пурне те усал тăвĕ? Ун пек тума юрамасть!» — терĕ. Çапах сунарçă юлташне итлемерĕ, çакă тĕрĕс пулни кайран тин паллă пулчĕ.
Çулсем иртсе пычĕç, пирĕн асамлă ача ӳссе çитрĕ, вăйлă, çирĕп, хăюллă каччă пулса тăчĕ. Вăл пурне те хăй пултарнă таран пулăшма тăрăшрĕ, пĕчĕккисенчен пуçласа ваттисем таранах. Çавăн пек ырă кăмăллă пулнăшăн ăна Пайтул (пурне те пайлă тăвакан) тесе ят пачĕç. Кĕçех ӳссе каччă пулчĕ çамрăк ача. Пайтул хитре, ăслă-тăнлă чиперккене Пинеслуна качча илчĕ.
Пайтул çынсене пулăшнă вăхăтрах паттăр ĕçсем те тума ĕлкĕрет. Пĕррехинче Пайтул патне чи аслă турханран хыпар çитет. Турхан Пайтула хăй патне службăна тăма чĕнет иккен. Пайтулăн килтен çамрăк арăмне пăрахса каяс килмест, анчах ним тума та çук, турхан хăйне итлемесен вĕлерттерме те пултарать. Пайтул япалисене пуçтарать те кушелене пĕр ывăç çĕр чиксе çула тухать.
Пайтул турхан патĕнче тӳрĕ кăмăлпа хĕсметре тăрать, хăйне мĕн хушнине пĕтĕмпех тăвать. Çапла пурăнсан-пурăнсан турхан патне хан çыннисем усал хыпарпа килсе çитеççĕ. Хан турханран вăйпа мул туртса илесшĕн, килĕшмесен вăрçăпа килессипе хăратать. Хăюллă Пайтул хана улталаса çĕнтерме шутлать. Вăл ăна чупса тупăшма чĕнет.
— Сана питĕ хăвăрт чупатăн тесе калаççĕ.
— Чăнах, тĕрĕсех калаççĕ.
— Апла пулсан иксĕмĕр тупăшăпăр. Енчен те эпĕ çĕнтерсен эсĕ хăв пире укçа парăн. Вара пирĕн çĕрсем çинчен ĕмĕрлĕхех çухалăн.
Ханăн Пайтулпа килĕшмех тивет. Вĕсем таса хире тухаççĕ. Уçланкăри çӳллĕ хурăн патне чупса çитмелле. Хăйĕн вырăнне Пайтул Арăслан ятлă çамрăка чуптарать, мĕншĕн тесен вăл сăнĕпе Пайтул пекех пулнă. Хăй вара хана уçланкăри хурăн патĕнче кĕтсе тăрать. Хан хăйне улталанине ăнланмасть, хурăн патне чупса çитсе Пайтула курсан питĕ тĕлĕнет. Çапла вара ханăн турхана хăйĕн укçа парса хăварма лекет. Турхан савăннипе Пайтула Хăлат ятлă ăйăр парнелет, укçа парса киле ярать. Кунсăр пуçне ăна тăрăн вырăнне лартать.
Çакăн хыççăн тата тепĕр пилĕк çул иртет. Хан çĕрĕсем çине тăшмансем вăрă-хурахла тапăнса килеççĕ. Вăрçине тĕттĕм каçпа, пурте çывăрнă чухне пуçлаççĕ. Çынсем тĕтĕм шăршине туйса пӳртĕсенчен сиксе тухаççĕ те çакна кураççĕ: тавралăх пĕтĕмпех çулăм айне пулнă, тăшмансен шучĕ те çук. Пĕтĕм халăх тăшмана хирĕç вăрçа тухать. Анчах тăшман вăйлăрах, çĕнтерсех пырать. Нумай та вăхăт иртмест, вăрçă хирĕнче çап-çутă пулса каять. Ку Пайтул тăрăн иккен, вăл та тăшмана хирĕç çапăçма тухнă. Хăлат ятлă лаши ăна тăшмансем çине çил пек вĕçтерсе илсе каять, ухă йĕпписем те Пайтула амантаймаççĕ, аякран ирте-ирте каяççĕ. Хурахсем чăтаймаççĕ, пăрахса тараççĕ.
Мĕн ватăлса виличченех Пайтул тăрăн чăваш çĕрне хӳтĕлет, унăн чаплă ячĕ таврара сарăлать. Ку пурнăçран уйрăлма вăхăт çитсен Пайтул вăрмана каялла каять те çухалать.
Темиçе çĕр çул иртнĕ. Чăваш халăхне хӳтĕлекен пулманран-ши, пĕлместĕп, пирĕн несĕлсем урăх çĕр-шыв пусмăрне лекеççĕ. Тамăка лекнĕ тейĕн вĕсем: хырçă-марçă тӳлемелле, ывăл-хĕрсене вăрçа ямалла, Чар патшалăхĕн хулисене те çĕклемелле… Чăвашсене сывлама та памасть иккен ку патша. Ирĕке тухмалла пирĕн теççĕ чăваш ваттисем! Мĕнле майпа? Никам та тĕрĕс хурав параймасть. «Атьăр, вăрман уçланкине кайса чӳк тăвар, Пайтула таврăнма ыйтар», — теççĕ вĕсем. Килĕшнĕ — тунă. Вăрман уçланкинче каллех çап-çутă пулса кайнă. Çынсем умне тур лаша çине утланнă юланутçă — хĕç-пăшаллă Пайтул тухса тăнă. Унпа юнашар — чăваш ама çынни (амазонка) Минесса. Хавхаланнă çынсем хĕç-пăшал туптама пикенеççĕ, ирĕклĕх çĕнсе илме ĕмĕтленеççĕ.
Тĕп çапăçу Юнтапа ялĕ çумĕнче пулса иртет. Патша çарĕсем тупăсемпе пеме пуçлаççĕ. Пайтул çыннисем хыпăнса ӳкеççĕ. Вĕсен аллисенче айпăлта, пăлат, сăнă, ухă, хулкан тата чулрав — çичĕ тĕрлĕ хĕç-пăшал пулсан та вăй-хал пĕр тан мар. Мĕн тумалла? Пайтул çарçăсен пĕр пайне çырма-çатрари чăтлăха пытанма хушать. Хăй вара шанчăклă та чи паттăр çарçисемпе тăшмана хирĕç тухать. Виç сехете пырать çапăçу. Пайтулçăсем чакса пыраççĕ. Пайтула тăшман салтакĕсенчен пĕри шăшалпа персе вĕлермешкĕн тĕллет, анчах та çакна чĕрепе сиснĕ Минесса ăна хăй кĕлеткипе хуплать. Минесса вилет. Анчах çырма-çатрара вăй пухса тăнă пайтулçăсем сиксе тухаççĕ, тăшмана пур енчен хупăрласа илеççĕ, ăна тураса ваклама пуçлаççĕ. Чăтса тăраймаççĕ тăшман салтакĕсем — каялла тарма пуçлаççĕ.
Çĕнтерӳпе таврăнать халăх. Алă çинче çĕклесе пыраççĕ Пайтула унăн çывăх çыннисем. Минессана вара чăн-чăн чăваш паттăрне юлашки çула ăсатнă пек чыслăн пытараççĕ.
Пĕтĕм Чăваш çĕр-шывĕ ирĕке тухтăр тесен тăшмана аякка хăваласа ямалла. Пайтулпа унăн шанчăклă çыннисем вара ытти тăрăха тухса каяççĕ. Ялтан тухса каяс умĕн вĕсем Пайтул юррине (вăл кĕрешӳçĕсен чаплă юрри — гимнĕ пулнă) юрлаççĕ:
Кăйкăр кайăк — савнă кайăк,
Эс вĕçетĕн тӳпере.
Эс çӳлте чухне пит лайăх,
Вутлă çулăм чĕрере.
Санпала пĕрле вĕçесчĕ,
Çавалтан Атăл таран.
Савнă çĕрĕме пиллесчĕ
Ăраскал, телей чунран.
Чăваш çĕрĕ питĕ чаплă —
Ăмсанаççĕ тăшмансем.
Пĕлĕр халь: эп Пайтул ятлă,
Сире сутмăп, чăвашсем!..
Чăвашсемшĕн эп кĕрешĕп
Пĕрчĕ юн тумламчченех.
Хампала пĕрле чĕнетĕп
Чи маттур йĕкĕтсене.
Тинех çынсем çакна ăнланнă: Пайтул вĕсем патне ахальтен килмен, ăна вĕсем патне Мăн Турă хăй пулăшма янă, мĕн пур тăшмансенчен сыхласа тăма пилленĕ.
Пĕлетĕр-и, пĕлместĕр-и — Пайтул паттăра халалласа Трак тăрăхĕнчи Сурăмхĕрри ялĕнче палăк лартнă. Ун тавра кашни çулах чечек акаççĕ, çапла майпа чăвашсем паттăр ывăлне манмаççĕ, чĕрере упраççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...