Ылтăн çулçă
Пурăннă тет ĕлĕк-авал пĕр ватă çын. Унăн виçĕ ывăл пулнă. Туслă пурăннă вĕсем, анчах ватă старик хытă чирлесе ӳкнĕ, вилме патнех çитнĕ. Унăн ывăлĕсем хытă куляннă.
Пĕррехинче урамра унăн ывăлĕсене хирĕç асамçă юмăç тĕл пулнă, вĕсен хуйхи-суйхине ыйтса пĕлнĕ:
— Эпĕ пулăшăп сире, чире сыватма май пур, ватă йăмра çинчи ылтăн çулçă кăна пулăшĕ сирĕн аçăра. Анчах ырă кăмăллă çын çеç çав йăмрана тупма пултарĕ, — тенĕ ватă çын.
Часах виçĕ çамрăк инçе çула пуçтарăннă, ылтăн çулçă шырама тухса кайнă.
Вунă кун та вунă каç виçĕ ывăл çул çинче пулнă, вуннăмĕш каçне вĕсем пĕр уйра çывăрма выртнă. Кĕçех тӳпере Çутă Уйăх курăнса кайнă. Уйăх вĕсенчен пулăшу ыйтнă:
— Манăн аллăмсем питĕ хуралса кайрĕç, тасатса-çуса парăр, тархасшăн.
Анчах та аслă пиччĕшĕсем çул çинче хытă ывăннă пирки уйăха пулăшман.
Кĕçĕнни вара уйăха пулăшнă: çĕрĕпех унăн аллисене çуса ларнă.
Ир пулсан çамрăксем малалла çул тытнă. Тепĕр вунă кун та вунă каç ватă йăмра çинчи ылтăн çулçа шыранă вĕсем. Анчах та тупайман. Аслă пиччĕшĕсем киле таврăннă, кĕçĕнни вара малалла çул тытнă.
Кĕçех кĕçĕн ывăл Алтăр Çăлтăра тĕл пулнă. Унран çăлтăр пулăшу ыйтнă:
— Тӳпе тĕтĕм-тусанпа хупланчĕ. Тасатса пар-ха, тархасшăн.
Хайхи ывăл ача виçĕ çĕр те виçĕ каç тӳпери тусана шăлса тасатнă. Кĕçĕн ывăл хăйĕн хуйхине каласа панă. Алтăр Çăлтăр ăна Сар Хĕвел çĕр-шывне илсе çитерекен çула кăтартса янă. Вара çамрăк ача çăмăллăнах çав çĕр-шыва çитнĕ.
Унта çитсен Сар Хĕвел те çамрăк ывăлтан пулăшу ыйтнă:
— Манăн тӳшексене шаккаса майласа пар-ха, тархасшăн.
Çамрăк ывăл ăна та пулăшнă: виçĕ кун хушши хĕвелĕн тӳшекĕсене майланă.
Хĕвеле ывăл хăйĕн хуйхине каласа панă. Хĕвел вара çамрăка йăмра ăçта ӳснине кăтартнă, ăна тупса татса илме пулăшнă. Тупнă-тупнах ывăл ватă йăмра çинчи ылтăн çулçа. Йăмра çулçипе тата унăн хунавĕпе киле таврăннă вăл.
Киле çитсен пăхать те — йăмра çулçи ылтăн кăна мар, вăл çыруллă та пулнă иккен. Унта çапла çырнă пулнă: «Ку йывăç — асамлă йывăç. Ăна лартса ӳстерекеннин çак йывăç çинче мĕн чухлĕ çулçă ешерет, çавăн чухлĕ ылтăн укçа пулĕ. Çав ылтăн укçана хăвăр валли мар, ытти çынсене çак йăмран çулçи çине хурса памалла. Вара вĕсен те мулĕ ӳссе кайĕ. Çак йывăç сире кирек епле йывăрлăхра та пулăшĕ: сивĕ пулсан — ăшăтĕ, хурлăх пулсан — йăпатĕ, выçлăх пулсан — тăрантарĕ, ывăнсан — канма май туса парĕ, çуклăх пулсан — пуйтарĕ, чирлесен — сыватĕ. Анчах та ырă кăмăллă çынсене çеç юрăхлă пулĕ вăл. Усаллисем, выç куçлисем йăмра патне ан та пыччăр. Вĕсен аллинче ку укçа вут кĕлли çеç пулса тăрĕ».
Кĕçĕн ывăлĕ çыруллă çулçă çинче каланă пек тунă. Çамрăк хунава вăл кил хушшине мар, ял варрине лартса янă. Пурте усă курччăр тенĕ вăл. Кĕçех йывăç ешерсе кайнă, çулçăсем кăларнă. Ял çыннисем часах çакна асăрханă: унăн çулçисем ахаль çулçăсем мар иккен. Ылтăн тĕслĕ иккен вĕсем. Чăнах та, кам татса илет ăна — вĕсен аллинче хăшĕсен ылтăн укçа пулса выртать вăл, теприсен аллинче — кĕл çеç. Ватă çыннăн аслă ывăлĕпе вăтам ывăлĕ те кайнă çак йывăçăн çулçине татма. Выçлăхскерсем хăйсен миххине тем чухлĕ çулçă татса тултарнă — анчах киле çитсе ӳкнĕ çĕре вĕсен пĕр михĕ çулçă кĕл пулса та выртнă.
Кĕçĕн ывăлĕ вара пĕр çулçă çеç татнă. Киле çитсен ун сĕткенĕпе эмел туса ашшĕне ĕçтернĕ. Кĕçех ватă ашшĕ сывалнă. Аслă ывăлĕсем пархатарсăр пулнине пĕлнĕ те — вĕсене килтен уйăрса кăларнă. Ашшĕпе кĕçĕн ывăлĕ иккĕшĕ пĕрле тахçанчченех, мăнукĕсем çуралса ӳссе çитĕничченех савăнса пурăннă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...