Ватă йăмра вăрттăнлăхĕ
Чăваш ялĕ ĕлĕкренпех юханшыв хĕрринелле туртăнать. Акă ман тăван ял та Хĕр шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Асанне каланă тăрăх, пирĕн ял çывăхĕнче шыв арманĕ пулнă. Пуян тутар арман лартма шутлать, арманне шыв татса ан кайтăр тесе, вăл ун айне чĕрĕллех çамрăк хĕре алтса чикнĕ пулать, ун хыççăн çак юхан шыв халăхра «хĕр шывĕ» ятпа çирĕпленсе юлать…
Мĕнлерех илемлĕ вăл Хĕр шывĕ.! Ун çине нихçан та пăхса тăранаймăн. Пин хут пăхсан та хăйне расна тулли илемĕпе çĕнĕлле, нихçан курман пекех куç умне туха-туха тăрать. Илĕртӳллĕ вĕтĕ кăтрисем хĕвел шевли пек выляççĕ, уçă çил кăшт вĕрнипех чĕтрене-чĕтрене хуралаççĕ, çав самантрах шерепеленсе кайса саланаççĕ, çухалаççĕ. Кăмăл çĕкленет, чĕрере ырă туйăмсем çуралаççĕ.
Кирек хăш чăваш ялĕ те йывăçлă, çулла аякран раща пекех курăнаççĕ. Пирĕн ял та йывăç ăшне путнă теме пулать. Ĕçчен те сăпайлă, тӳрĕ кăмăллă халăх пурăнать кунта. Ял ятне асăнмăпăр, кирлех-ши вăл, кун пек чăваш ялĕсем таврара чылай. Çак калавра асăннă ĕçсем кирек хăш вăхăтра та, кирек хăш ялта та пулса иртме пултарнă. Сахал-им чăваш ялĕсенче маттур каччăсемпе чипер пикесем!
Тăвн тавралăх кирек камшăн та чи илемлĕ те таса вырăн. Пурте куçа илĕртет, кăмăла çĕклет, чĕрере ырă туйăм çуратать. Пирĕн ял хĕрринче ватă йăмра ӳсет. Униче йăмри теççĕ ăна. Тăххăрăн-вуннăн çеç ытамласа илме пулать унăн пĕвне. Тарăн шухăша кайнă çын пек курăнать йăмра. Ĕмĕрсем хушшинче тем те курнă, тем те тӳснĕ пуль çав мăнтарăн йывăçĕ. Ялта çирĕпленнĕ йăла тăрăх, туй каçхине çамрăк мăшăр çак йăмра çине илемлĕ çăлтăр тĕрленĕ тутăр килсе çакать. «Йăмра çамрăк мăшăр юратăвне, телейне сыхлать», — теççĕ ялти ватă çынсем. Çур çĕр варринче, çап-çутă çăлтăр çутатнă чух йăмраран телей уççи ыйтмалла пĕр-пĕрне юратакан чунсен. Ку çăлтăр яланах пĕр вырăнта курăнать. Аçинтей çăлтăрĕ теççĕ ăна халăхра.
Хулара пурăнатăп эпĕ. Туй умĕн пулас упăшкапа, Арсентипе, эпир асанне патне хăнана килтĕмĕр. Асанне пире Униче йăмри çинчен каласа парса тĕлĕнтерчĕ. Мĕн чул иртсе çӳренĕ пуль çав йăмра патĕнчен, ун çакăн пек вăрттăнлăх пуррине пĕлмен.
«Халăхра çак йăмра çинчен нумай халап çӳрет», -пуçларĕ асанне хăй калавне. Ĕлĕк-авал çак ялта вăйлă та ăслă халăх пурăннă теççĕ. Эл çĕршывĕ тенĕ ăна, халăхĕ элваш ятлă пулнă. Ирĕклĕ йăх пулнă вăл. Çак йăхра питĕ илемлĕ пике ӳссе çитĕннĕ. Элпике ятлă пулнă вăл. Ĕçчен те сăпайлă, таврара çук тĕрĕ ăсти пулнă Элпике. Ун тĕррисене курсан куç илеймесĕр нумайччен пăхса тăнă пурте. Пĕррехинче Элпике тĕлĕнмелле тутăр тĕрленĕ. Тутăр çинче кăп-кăпăшка юр пĕрчисенчен тĕрленĕ çăлтăр йăлтăртатса куçа йăмăхтарнă, тӳпери чăн-чăн çăлтăр тейĕн çав. Çав çăлтăрлă тутăра пулас мăшăрĕ валли парнелĕх тĕрленине каланă пике.
Нумай каччă чĕрине çунтарнă чипер хĕр, нумай яш качча тухма тилмĕрнĕ Элпикене, анчах никам та хĕр чĕринче юрату вучахĕ чĕртеймен.
Çак ялтах усал юмăç пурăннă. Вăл пуян çынна чухăн, ырă-сывă çынна уксах-чăлах туса хума пултарнă. Çак юмăç сивĕ куçпа пăхсан йывăçсем те авăнса ӳкнĕ, хăрса ларнă.
Чипер хĕр илемне çак юмăç та асăрханă иккен. Тĕлĕнмелле те, çак усал чĕрере те юрату çуралма пултарнă. Хаклă парнесемпе, илемлĕ чечексемпе, ылтăн-кĕмĕлпе илĕртме хăтланнă чипер хĕре çак этем. Анчах Элпике усал этем çине çаврăнса та пăхман.
Пĕррехинче Эл çĕршывне тĕрлĕ пусма-тавар сутса çӳрекен купцасем пырса тухнă. Вĕсен хушшинче çăлтăр куçлă яш каччă пулнă. Аçинтей тесе чĕннĕ ăна. Элпике чĕрине тӳрех вут хыпса илнĕ. Каччă та пĕрре курсах юратса пăрахнă Элпикене. Çамрăксен юратăвĕ кунран-кун вăйланса пынă. Элпике çăлтăрлă тутăра Аçинтее парнеленĕ. Аçинтей вара ăна — çĕрĕ. Кĕçех туй-çуй пирки те сăмах хускатнă.
Телейлĕ çамрăксене ашшĕ-амăшĕ те савăнсах пил панă. Усал юмăç чĕри çеç хура çулăмпа çуннă. Вăл каччăна ку çĕршывран кайма, Элпикене манма тилмĕрнĕ. Итлемесен каччă йăхне ылхан ярассипе хăратнă. «Каччă йăхĕнче çуралакан хĕрсем Элпике пек илемлĕ пулĕç, анчах вĕсенчен пĕри те мăшăрĕпе телейлĕ пурăнаймĕ. Пин çул иртсен çеç çак ылхан сирĕлĕ», — тенĕ юмăç. Пĕр-пĕрне юратакан çамрăксем юмăç ылханĕнчен хăраман, мăшăрланма ĕмĕтленнĕ, хăйсен юратăвĕн çирĕплĕхне ĕненнĕ. Вăйлă туй кĕрленĕ каçхине юмăç çиллине ниçта чикеймесĕр шăртланса-тулхăрса çӳренĕ. Элпикепе Аçинтее тавăрма хăйĕн чи вăйлă ăрăмне ирттерме шутланă вăл. «Хам вилсен те вĕсене тĕп тăватăпах»-, пăшăлтатнă ун тарăхнипе кăвакарнă тутисем.
Ăрăмланă-тухатланă вăл…
«Çут тĕнчене çĕнĕ кайăк килнĕ каç ачан ашшĕ çăлтăр пулса тăнă, амăшĕ вара — йăмра»-ассăн сывларĕ кукамай. «Малалла мĕн пулнă?Асанне, каласамччĕ хăвăртрах!»-пĕр-пĕрне пӳлсех кăшкăрса ятăмăр эпир. «Усал юмăç ылханĕ çитнĕ çав, ачамсем. Пин çул хушши йăмрапа çăлтăр каçхине çеç пĕр-пĕрне курма пултараççĕ. Йăмра хăвăлĕнче вара çав çăлтăрлă тутăр пур теççĕ», — калавне вĕçлерĕ асанне.
Тĕлĕнмелли татах та тупăнчĕ пире валли çак каç. «Паян çак ĕçсем пулса иртнĕренпе шăп та лăп пин çул çитрĕ. Эсĕ Элпике йăхĕнчи хĕр, Арсенти вара —çав асамçă йăхĕнчи яш. Сирĕн юрату Элпикепе Аçинтей юратăвĕ пекех çирĕп пулсан, çак ылхан вăйĕ паянтан вĕçленĕ», — терĕ асанне.
Вăхăт — çур çĕр тĕлĕ. Эпир Аçинтейпе йăмра патне çитеспе çăлтăрсем çухалчĕç, тĕттĕмленчĕ. Тӳпере пĕртен-пĕр çăлтăр çеç юлчĕ. Сасартăк вăйлă çил-тăвăл тухрĕ те айăн-çийĕн çавăрттара пуçларĕ. Темĕнле вăй пире пĕр-пĕринчен уйăрса аяккарах та аяккарах вĕçтерсе кая пуçларĕ. «Арсенти!», — кăшкăратăп эпĕ, анчах манăн сасă çил-тăвăл шавĕнче путса çухалать. Чылайччен çавăрттарччĕ çил-тăвăл. Çур çĕр автанĕсем авăтса ярсан çеç çанталăк лăпланчĕ, вара çепĕç те илемлĕ юрă янăраса кайрĕ:
«Чĕкеç чĕппи пулăттăм,
Çунатăмпа сулăттăм,
Хамăн чун савни патне
Вĕçĕттĕм те кайăттăм».
Çак самантра йăмра хăвăлĕ уçăлса кайрĕ те унтан тĕлĕнмелле илемлĕ хĕр тухса тăчĕ. «Аçинтей, килсем ман пата»,— тӳпенелле пăхса асамлăн йыхăрчĕ хĕр. Тӳпери çап-çутă çăлтăр йăлкăшса илчĕ те аялалла вĕçе пуçларĕ. Çĕр патне çитеспе çăлтăртан тĕлĕнмелле илемлĕ каччă пулса тăчĕ. Вĕсем алран алă тытăнчĕç те пирĕн паталла çывхарчĕç. Каччă пире çĕрĕсем тăсса пачĕ. «Тав сире!. Эпир халь ĕмĕрлĕхе пĕрле..Эсир те хăвăр юратăва упрăр, телейлĕ пулăр!» — терĕç вĕсем. Вара тĕлĕнмелле мăшăр йăмра хăвăлне кĕрсе çухалчĕ».
Тем вăхăт иртнĕ — пĕлместĕп. Эпĕ вăрантăм. Пулса-иртни асăмра тĕлĕк пек çеç юлчĕ. Алăри ятсăр пӳрнери авалхи çĕрĕ çеç çак ĕçсем чăнах пулса иртнине ĕнентерчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...