Асамлă йăмра
«Эх, йăмра, йăмра, Шуршăлти йăмра
Йăмри авăнать, çулçи тăкăнать.
Эх, йăмра, йăмра, Шуршăлти йăмра
Хуть ăçта каям эп — эсĕ асăмра…», —
çапла мухтаса сăваланă пирĕн халăх поэчĕ Валентин Урташ чăваш йăмри çинчен. Каярах ун сăввипе юрă кĕвеленĕ. Халăх юратса юрланă юрра. Халăх йăмрана шута хунă. Мĕншĕн тесен хĕрӳллех мар пулсан та хуран айне хурса вучах чĕртме кайнă. Чухăн çыншăн пӳрт ăшши пулнă. çирĕпех мар пулин те савăт-сапа, ывăс, кукăль вăлашки ăсталама ал майлă, ансат йывăç пулнă. Турат е сыпă тирсе ларт нӳрĕрех, шывлăрах вырăна — вăл чĕрĕлет. Çавăнпа ăна çырма-çатрана шыв юххисемпе ишĕлесрен, пĕве пуçĕсене çурхи шывпа татăлса каясран лартса тухнă. Йăмраллă ялта сывлăшĕ те уçăрах пек туйăнать, сиплĕрех пек. Ялĕ те, йăмра айне путнă ял, юмахри пек асамлă та илемлĕ.
Кукамай юрланă ĕлĕкхи туй юрри аса килет:
«Ах, тур çырлах ку ялсем
Хура пӳртсем курнасран
Йăмра лартса тултарнă...»
Анне час-часах аса илет кукамай Шур Илле йăмри çинчен каласа панине. Касаккассинчи пĕр асаннен виçĕ ывăл пулнă: Ваççа, Илле тата Пулюç (хут çинчилле — Поликарп). Вăрçă пуçлансанах Ваççапа Иллен салтака кайма ят тухнă Пĕр тăвансем нимĕçсене хирĕç çапăçма вăрçă хирне тухса каяççĕ. Ваççа хаяр çапăçура пуç хурать. Илле çеç аманса таврăнать тăван килне. Сывалса çитет çеç, ăна аякри Инçет Хĕвел тухăç чиккине Яппун вăрçине илсе каяççĕ. Паттăр салтак Манчжури тăвĕсем çинче пуçне хурать.
Ялта сывалнă вăхăтра Илле ялăн хĕвел тухăç енчи çырма-çатраллă вырăнсенче, вар пуçĕсенче йăмра вуллисем тирсе-лартса çӳренĕ пулнă. Никам та пăхман, шăварман, анчах çав вулăсем чĕрĕлнĕ, ешернĕ. Йăмрасене çил те амантнă, хуçнă, аçа-çиçĕм те тивнĕ теççĕ. Кунсем, çулсем иртнĕ. Çапах паянхи кунчченех сыхланса юлнă Шур Илле йăмрисем. Çырмине те касаккассисем Шур Илле çырми теççĕ.
Мĕн хистенĕ-ши çав çуркунне Иллене йывăçсем лартса хăварма, чунĕ сиснĕ-ши Тухăç енче пуçне хурасса...
Мĕн тери йывăр амăшне ывăлĕсене çапла çухатма. Тĕлĕнмелле йывăр! Аслă ывăлĕ Тăван çĕршывăн анăçри чиккинче, кĕçĕнни Хĕвел тухăç чиккинче пуçĕсене хунă. Йăмра лартни те пĕлнĕ пекех пулса тухнă. Чĕрĕ палăк паян кун та пурăнать. Шур Илле йăмрисем паттăра манма памаççĕ
Çеçпĕл аса килет: «Эп вилсен мана пытарăр çӳллĕ ту çине, йăмрасем лартса хăварăр ман тăпрам çине...». Йăмра чĕр йывăç. Йăмра — пурнăç йывăçĕ. Чăвашшăн паха та чуна çывăх йывăç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...