Катари асамлăх
Çывăраттăм чип-чипер:
Ăшă вырăн, шур минтер.
Куçне хĕсрĕ ялкăш çăлтăр:
— Тупсăмне пĕлме, эс, тăр.
Мĕн çинчен-ши вăл каласшăн?
Тен, вăрттăнлăхне уçасшăн?
Йăпăрт-япăрт сиксе тăтăм,
Ун патне çитме шут тытрăм.
Утрăм, утрăм пĕр çулпа,
Çитсе тăтăм уçланка.
Мĕн тери хитре кунта,
Пыл шăршиллĕ вăрманта.
Пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ,
Пуху пекех кĕрлеççĕ.
Çынсем пекех пĕрне-пĕри
Хăй шухăшне калаç-тĕр.
Пуху пĕтрĕ пулмалла,
Пĕри тухрĕ малалла.
Çитсе тăчĕ ман патне,
Алне тăсрĕ ман енне.
Илсе кайрĕ вăл мана
Ват йăмраллă катана:
«Ак кунта çав вăл асамлăх,
Мăн аслаçун вăрттăнлăх.
Çак йăмрана аслаçу
Лартнă ыйтса пулăшу:
Ырлăх-сывлăх ĕмĕрлĕх,
Сывă пултăр пирĕн йăх»!
Йăмра силлерĕ çулçине,
Чĕтре-чĕтре хăй чĕлхине
Пуçларĕ хăйĕн халапне,
Пĕлтерчĕ йăлт мĕн пĕлнине:
«Куртăм эп нумай хĕн-хур
Хамăн вăрăм ĕмĕрте,
Анчах кĕтсе кашни çур
Сартăм хам çулçăсене.
Ман туратсем айĕнче
Нумай савнă мăшăрсем
Сăмах панă пĕр-пĕрне
Юратма мĕн виличчен.
Сан йăху та, мăнукăм,
Пуçланать акă манран.
Мăн аслаçу савăнса
Лартрĕ мана асăнса.
Юратрĕ вăл сарă хĕре
Пĕрре курсах кĕрекере.
Пиллерĕм эпĕ вĕсене
Пĕрле пулмашкăн ĕмĕрне.
Вăхăт иртрĕ пит нумай,
Ватăлтăм эпĕ самай.
Мăн аслаçун йăмрине
Ан ман эсĕ ĕмĕрне».
Нумай çӳрерĕм эп кунта,
Пурне те пĕлтĕм эп унта.
Çак йăмра-çке ман тымар,
Ăна ялан асра тытар!
Манас марччĕ хам йăха,
Çухатас мар пурлăха.
Мăн асатте хушнипе
Утас унăн уттипе.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...