Пулăра


Шкултан килтĕм те пулă тытма каяс терĕм. Пĕчĕк кӳлĕ пирĕн пӳрт умĕнчех. Ун йĕри-тавра темиçе йăмра çитĕнет. Вăлтасене хатĕрлерĕм, пахчаран ăман пухса тултартăм. Пĕчĕк витре илсе кӳлĕ хĕррине тухса лартăм. Кăштахран ман çума Саша килсе вырнаçрĕ, унтан — Денис. Алеша темшĕн курăнмарĕ. Ларатпăр виççĕн пулă хыпасса кĕтсе. Темшĕн паян пулă кĕмест. Вăхăта ирттерме пĕр-пĕрне интереслĕ пулăмсем пирки каласа кăтартма пуçларăмăр. Малтанах манăн каламалла пулчĕ.

«Зоя аппапа кăмпана кайни халĕ те асрах. Çумăр çунă хыççăн Зоя аппа мана кăмпа татма чĕнчĕ. Асанне пире асăрханарах çӳреме хушрĕ. Эпир пĕчĕк витресем йăтса вăрмана çул тытрăмăр. Нумаях та утмарăмăр, кăмпа тĕлне пултăмăр. Васкаса пухма пуçларăмăр.

— Пăх-ха, еплерех хитре кăмпа! — тетĕп эпĕ аппана, хĕрлĕ шĕлепкеллĕскере курнă май.

— Ку вăл шăна кăмпи, çимелли мар, наркăмăшлăскер, — тет мана аппа.

Хăй еплерех хитре, анчах çимелли кăмпа мар, тĕлĕнмелле!»

— Нимĕн тĕлĕнмелли те курмастăп, шăна кăмпи вăл, — тет тилĕ.

Ман калава итлеме кролик, чĕрĕп тата тилĕ килсе тăнă пулнă. Вĕсем пире вăрман пурнăçĕнчи тĕлĕнтермĕшсем çинчен татах та нумай каласа пачĕç. Çăвар карса итлесе лартăмăр. Пулмарĕ пулă тытасси.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Г.Зотова (2013-11-07 21:14:28):

Маттур, Стасик! Татах та калавсем çырма тăрăш!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: