Авалхине аса илсессĕн...
Тискер фашист таптасшăн пулчĕ
Мĕнпур пек чĕрĕ пурнăçа.
Унăн çулне картларĕ, пӳлчĕ
Пирĕн мухтавлă Улăп-çар.
Авалхине аса илсессĕн —
Кун пек вăл пулнă пĕрре мар...
Çичĕ ютран тăшман килсессĕн,
Пур халăх пирĕн тăнă кар!
Тапăнакан сахал-и пулнă
Авалтанпа тăван çĕре?!.
Юнпа-тарпа-çке халăх çунă
Хăй утса тухнă çул-йĕре.
Ĕмĕртенпех эпир утатпăр
Тăван вырăссемпе пĕрле.
Руç йыхăрсан, тăрса тухатпăр
Хĕрӳллĕ çапăçу хирне.
Хаяр Иван патша васкавлăн
Пуçтарнă чух вырăс çарне,
Эпир те, чăвашсем, хускалнă
Хӳтĕлемешкĕн Русь çĕрне.
Тискер вăр-хурахла Ливони,
Хальхи ултавлă пруссаксен
Ылханлă авалхи тăванĕ,
Ун чух та ют çĕре ăмсаннă,
Юнланнă сăмсине чиксе...
Çав йытă-рыцарь йăхне хирĕç
Чăваш та вырăспа пĕрле
Тăван çĕршывшăн тăнă çирĕп,
Ливонсене тинĕселле
Хирсе пăрахнă месерле.
Чăвашсене унтан куратпăр
Пожарскин ополченинче.
Эпир çарсем валли пухатпăр
Тырпул та çимĕç ялсенче.
Çак авалхи таса йăла вăл
Ӳссе çĕкленчĕ çирĕпрех,
Вăл пулчĕ туслăхăн ялавĕ
Хальхи хĕвеллĕ ирĕкре.
Танксен колоннисем çуралчĕç
Мухтавлă Минин йăлипе.
Самолетсем те çунатланчĕç
Таса тăванлăх хурçипе.
Хăватлă тупăсем шăранчĕç,
Çуралчĕç бронепоездсем.
Вĕсем пурте фронта ăсанчĕç,
Хаяр вут-çулăм сирпĕтсе.
Пыратпăр ĕмĕр хыççăн ĕмĕр
Историн аслă çулĕпе
Пĕр ĕмĕт тытнă тăвансемĕр
Пĕрле вырăс халăхĕпе.
Петĕр патша Европăна
Касма тăрсассăн чӳрече,
Эпир тăман пăхса кăна.
Тăван çĕршывăн ĕçĕнче
Ĕçленĕ — хамăр мĕн пултарнă, —
Карап тума юман турттарнă.
Пирĕн юман çирĕппине
Çавăн чухнех тăшмансене
Ĕмĕрлĕхе эпир туйтарнă.
Питĕр хулипеле Кронштадтăн
Чул никĕсне хывнă чухне
Эпир ĕçленĕ, тар юхтарнă,
Ӳстернĕ Руçăн тĕрекне.
Çăмăл пулман. Поэт каланă:
«Сулмаклă мăлатук çапсан,
Черченкĕ кĕленче саланнă,
Çут хĕç туптаннă хурçăран»1.
Çапла эпир те аталаннă,
Пире нимскер те хуçайман!
Питĕр хули! Ун пысăк чапĕ
Тĕнчипелех кĕç янăрать.
Вăл пулчĕ ирĕклĕх вучахĕ,
Вăл халĕ — аслă Ленинград.
Асăнмалли нумай-ха пирĕн:
Эпир «çичçуллăх вăрçăра»
Вырăссемпе тăрса карах,
Нимĕçсене аркатнă вирлĕн.
Каппайчăк Фридрих та аран
Тарса пытаннă. Çав гиена
Кăтартнă çурăмне кăна.
Эпир ун чух та пырса кĕнĕ
Ылханлă тĕксĕм Берлина.
Хĕçпе килен — хĕçрен пĕтетĕн, —
Ку вăл — мĕн ĕмĕрхи закон.
Çавнах туяннă-çке черетлĕ
«Тĕнче хуçи» Наполеон.
Çав вăрçăра та пирĕн халăх
Кăтартнă хăйĕн тивĕçне.
Хăварнă ĕмĕр асăнмалăх
Пирĕннисем ячĕсене.
Вĕсем çинчен паян та пирĕн
Мухтавлă юрă юрланать.
Бородино вĕри уй-хирĕ
Çав юрăра-çке курăнать.
«Бородино — аслă уй2;
Аслă уйра юрлама
Пырса тăнă паттăрсем —
Мăн çăварлă тупăсем;
Çĕр чĕтретсе юрлаççĕ,
Курма пынă ют ялсем
Ура хуçса ташлаççĕ,
Ташла-ташла вилеççĕ...»
Çак авалхи таса йăла вăл
Ӳссе çĕкленчĕ çирĕпрех.
Вăл пулчĕ туслăхăн ялавĕ
Хальхи хĕвеллĕ ирĕкре.
Çапла телейлĕ пурăнатпăр
Эпир вырăссемпе пĕрле.
Шалти ылханлă тăшмана та
Тĕп турăмăр Октябрьте.
Ыр чунлă вырăс — аслă халăх,
Вăл пин тус яланлăхах.
Çĕклерĕ ĕмĕр савăнмалăх
Пур тус-тăванлă халăха.
Çутă хĕвел пулман пулсассăн,
Сарăлас çук сарă чечек.
Эпир, çав тус çăлман пулсассăн,
Пулас та çук çак çĕр çинче.
Çӳлте çут çăлтăр çунмасассăн,
Çĕрле тупаймăн тĕрĕс çул.
Эпир, çав тус пулман пулсассăн,
Çакă юрра та юрлас çук.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...